Шăпăрлансем те бала пухăнчĕç
Паян Шупашкарти Хĕрлĕ тӳрем пĕчĕк шăпăрлансен хаваслă сассипе, савăнăçлă йăл куллипе пуянланчĕ. Сăлтавĕ те ахаль мар. Шăпах паян Пĕтĕм Тĕнчери Ачасене хӳтĕлемелли кун-çке. Çавăн пекех кунта шкул çулне çитменнисен ăсату балĕ иртрĕ. Çак уявпа вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламларĕ.
— Паянхи бала нимрен те хăраман, малалла утакан хăюллă ачасем пухăннă. Тĕллевлĕ ачасем — пирĕн шанăç тата регион пуласлăхĕ, — терĕ Олег Алексеевич шăпăрлансене саламланă май.
Çак пысăк мероприяти чи пĕлтерĕшлĕ, çутă та илемлĕ пулăмсенчен пĕри. Ăна 2016 çултанпа йĕркелеççĕ. Кăçал унта икĕ пин ытла маттур та пултаруллă ача хутшăнчĕ. Вĕсем вальс, полонез тата полька ташларĕç. Пĕчĕкскерсем бала тĕплĕн хатĕрленни сисĕнчĕ. Арçын ачасем пурте шурă кĕпе тăхăннă, галстук çыхнă. Хĕрачасем вара чăн-чăн пуканесем пекехчĕ. Кашниех илĕртӳллĕ прическăпа, илемлĕ кĕпепе килнĕ…
Кристина ЗУБРИНА /15-мĕш ача сачĕ/:
— Паянхи уяв мана çав тери килĕшрĕ. Уйрăмах ташлани асра юлчĕ. Çак мероприятие сахал мар хатĕрлентĕмĕр, кашни ташă хусканăвне тĕплĕн вĕрентĕмĕр. Маншăн полонез та, вальс та, полька та йывăр пулмарĕç. Кăçал эпĕ шкула каятăп, хатĕрленме пуçларăм ĕнтĕ. Парта хушшине ларасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп, хăвăртрах пĕлӳ тĕнчипе паллашас килет.
Ульяна МИХАЙЛОВА /208-мĕш ача сачĕ/:
— Паянхи бала эпĕ аннепе тата аттепе килтĕм. Хам çӳренĕ ача садĕнчен пĕрре те уйрăлас килмест. Кунта манăн юлташ нумай, çавăн пекех пирĕн воспитательсем те — ырă кăмăллă çынсем. Кĕçех парта хушшине ларма вăхăт çитĕ, урок вĕренмелле, нумай вуламалла тата çырмалла пулĕ. Анчах тăрăшсассăн пĕтĕмпех пулать тесе шухăшлатăп. Вĕренни хамăршăнах лайăх.
Софья ПЕТРОВА /122-мĕш ача сачĕ/:
— Паянхи уявра ташлани килĕшрĕ. Айккинчен тата хитререх курăнчĕ пулĕ тесе шухăшлатăп. Эпĕ çитĕнсен тухтăр пуласшăн, çавăнпа шкулта тăрăшса вĕренĕп, çынсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыватăп. Çак профессие алла илес тесен шкултах тăрăшса вĕренмеллине, нумай вуламаллине, урокра учителе тимлĕ итлесе лармаллине аслисем те аса илтерсех тăраççĕ.
Владимир ПАВЛОВ /30-мĕш ача сачĕ/:
— Çак уявпа эпĕ те кăмăллă. Кунта ача сачĕсенчен мĕн чухлĕ шăпăрлан пуçтарăннă! Кĕçех вĕсем пурте парта хушшине ларĕç. Эпĕ те çак вăхăта чăтăмсăррăн кĕтетĕп, портфель йăтса ирех шкула утас, вĕренес килет. Ачасене лайăх пĕлӳ илме сунатăп!
Палăртмалла: Шкул çулне çитменнисен ăсату балĕ 2019 çулта Пĕтĕм Раççейри «Диво России» конкурс-фестивалĕн призерĕ пулса тăнă.
www.hypar.ru Татьяна ИШМУРАТОВА сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...