Хресчен сасси 41 (3031) № 23.10.2024
Ачан пултарулăхне асăрхама пĕлет
Раççей Культура министерстви ача-пăча ӳнер тата музыка шкулĕсенчи чи лайăх педагогсен конкурс çĕнтерӳçисене палăртнă. Вĕсен йышĕнче Шупашкарти 3-мĕш ача-пăча ӳнер шкулĕн вĕрентекенĕ Ирина Вишневская та пур.
Ирина Владимировна ӳнер шкулĕнче 4-мĕш çул ĕçлет. Унăн педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 32 çул. Вăл гитара тата тăмра калама вĕрентет. Талантлă педагог тăрăшнипе вĕренекенĕсем республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче мала тухаççĕ, малашнехи пурнăçа музыкăпа çыхăнтарас текенсем те пур. «Юрлас тата музыка инструменчĕсем калас туртăм аттепе аннерен куçнă-тăр. Атте Владимир Ильич купăс ăста калатчĕ, анне Любовь Григорьевна юрлама маçтăрччĕ. Пĕчĕк чухне садпахчана тухса юрăсем шăрантарни те куç умĕнчех. Раççей халăх артисчĕ Григорий Хирбю композиторпа — аякри тăвансем. Тен, çакă та професси суйлама витĕм кӳчĕ», — терĕ педагог йăл! кулса. Ирина Вишневская Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралнă. Хулари музыка шкулĕнче ăс пухнă. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Вера Винокурова пулнă. Педагог хĕрача пултарулăхне тӳрех асăрханă, ăна Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кайма сĕннĕ. Унта Галина Киселева талантлă вĕрентекен патне лекнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн Ирина Вишневская тăван тăрăха таврăннă, музыка шкулĕнче вĕрентме пуçланă, харăсах Хусанти культурăпа искусство академийĕнче пĕлӳ илнĕ. Ачасене гитара тата тăмра калама хăнăхтарнă, республика шайĕнчи конкурссене явăçтарнă. 28 çулта пултарулăхри ăнтăлушăн стипендине тивĕçнĕ. Шупашкара куçса килсессĕн хулари 3-мĕш ача-пăча ӳнер шкулне ĕçлеме вырнаçнă. — Пултаруллă ача чылай. Вĕсемпе тăтăшах республика, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнатпăр. Йошкар-Ола, Ульяновск, Хусан хулисене тухса çӳретпĕр. Хам та методика пĕрлешĕвĕнче докладсем тăватăп, ăсталăх класĕсем, уçă уроксем ирттеретĕп. Професси ăсталăх конкурсĕсенче хутшăнатăп. Акă, сăмахран, Пĕтĕм Раççейри «Престижра» уçă урок ирттерсе 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал тата «Чи лайăх музыка тата ӳнер шкулĕнчи 100 педагог» йышне кĕни тата преми илни пысăк çитĕнӳ. Çав хушăрах пысăк яваплăх та, — пĕлтерчĕ ӳнер çынни. Ку конкурса ӳнер шкулĕн директорĕ Ирина Михайлова сĕннипе заявка янă. Раççей Культура министерствинче вĕрентекенĕн ĕçне пысăк хак панă. Конкурс хĕрӳ иртнĕ. Унта педагогăн пултарулăхне, ĕç кăтартăвне, ачасен çитĕнĕвĕсене пахаланă. Палăртмалла: Ирина Вишневскаян вĕренекенĕсем Чăваш патшалăх симфони капеллин тата Чăваш патшалăх культура институчĕн халăх инструменчĕсен оркестрĕсемпе пĕрле сцена çине тухаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Музыка инструменчĕсемпе калама 5 е 8 çул вĕренмелле. Уроксем кашни ачапа уйрăммăн иртеççĕ. Репертуарта халăх, классика, хальхи вăхăтри композиторсен юррикĕвви. Занятисем эрнере 2 хутчен пулаççĕ. Тепĕр чухне мĕн пĕлнине урок хыççăн юлса та çирĕплетме тивет. Унсăр çитĕнӳ пулмасть. Ирина Владимировна класĕнче 40 ача пĕлӳ илет. Ангелина Никитина 11 çулта. Ӳнер шкулне виççĕмĕш çул çӳрет. Григорий Головин музыка инструменчĕпе калама пĕлни ăна вĕренӳре пулăшса пынине пытармарĕ. Диана Степанова гитара инструментне аппăшне кура суйласа илнĕ. Малтанхи вăхăтра çăмăлах килмен, вĕрентекен пулăшнипе шухăш çирĕпленнĕ. «Ачасене хавхалантарма тăрăшатăп. Ӳнер шкулĕнче çулталăкне 2 хут концерт йĕркелетпĕр. Ашшĕамăшĕ умĕнче кашниех лайăх юрлама, музыка инструментне тĕрĕс калама тăрăшать. Яваплăха кашниех туять. Хамăн автор вĕренӳ программипе гитара класне 6 çултан пуçласа 60 çултисем таран йышăнатăп. Вĕсен вĕренӳ программи ансат, 1-2 çул çеç. Тĕслĕхрен, 67-ри хĕрарăм виçĕ çул хушшинче гитарăпа калама хăнăхрĕ. Романссем питĕ кăмăллатчĕ. 6 çулти арçын ача çăмăллăнах аккордсене вĕренетчĕ. Хам эпĕ меломан. Чăваш тата вырăс юррисене кăмăллатăп. Юрă пахалăхлă пултăр. «То ли вечер» вырăс халăх юрри чунăма çывăх», — пĕлтерчĕ педагог. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Пулăшăпăр, анчах яваплăхран хăтармăпăр»
Çемьеллĕ студентсем мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ? Пĕлӳ учрежденийĕ тивĕçтерекен пулăшупа пурте усă кураççĕ-и? Вĕренме тата ачапа ларма май килет-и?
Çак тата ытти ыйтăва Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев студентсемпе тата çамрăк ĕçченсемпе çавра сĕтел хушшинче сӳтсе яврĕ. Тĕлпулăва 20 çамрăк хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче тин çеç çемье çавăрнисем те, ачаллисем те пур. Алена Сусликова 4-мĕш курсра вĕренет, 12 çул каялла качча тухнă. Унăн икĕ ача: пĕри — 3-мĕш, тепри 1-мĕш класра. Вăл уйрăм графикпа вĕренет. Занятисене пушă вăхăтра çӳреме е ĕçпе ыйтса кайма пултарать. Çĕнĕ çул парнисене çулленех илет, ачисемпе тĕрлĕ уява хутшăнать. «Çамрăк çемьесене университет пулăшма, вĕрентекенсем ăнланма тăрăшаççĕ. Паллах, пĕр харăсах вĕренме тата ача пăхма çăмăлах мар, анчах вăй çитеретпĕр», — терĕ вăл сăпайлăн. Алмаз Мухамедзянов 4 çул каялла çемье çавăрнă. Мăшăрĕ Анастасия çак аслă пĕлӳ учрежденийĕнче ăс пухнă. Вĕсен пĕр ача. Вăл икĕ çулта, садике çӳрет. Апла пулин те çамрăк мăшăра ашшĕ-амăшĕ яланах пулăшма хатĕр. Карина тата Сергей Лукаевсем инженери факультетĕнче ăс пухаççĕ. Иккĕшĕ те Мари Республикинчен. Малтанласа пĕрле пурăннă, унтан пĕрлешнĕ. «Эпир студентсен общежитийĕнче пурăнатпăр. Хальлĕхе йывăрлăхсене туймастпăр-ха. Пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшатпăр. Кашни канмалли кун тăван тăрăха çӳретпĕр, атте-аннене пулăшатпăр. Пĕрлешиччен лайăх шухăшламалла. Тепĕр чухне хĕрпе каччă çемье çавăраççĕ те çулталăкран уйрăлаççĕ. Кун пек пулмалла мар. Яваплăхĕ чăн та пысăк», — шухăшне пĕлтерчĕ Карина. Паян çемьеллĕ студентсене университет тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшать. Ача кĕтекен амăшĕ академи отпускне кайма пултарать. Çамрăк мăшăрсене общежитире пӳлĕм параççĕ,юридици тата психологи пулăшăвĕсемпе, пĕрлешсен е çемьере ача çуралсан тӳлевсемпе тивĕçтереççĕ, ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ, ачасене парнесем парасси те ырă йăлара. Унсăр пуçне çамрăксем уйрăм графикпа вĕренме пултараççĕ, анчах зачетпа сессие вĕсен ыттисемпе пĕр тан тытмалла. Тӳлевлĕ е куçăн мар майпа вĕренекен çемьеллĕ студентсене те пулăшу тивет. Уйрăм графикпа çӳрекенсен вĕренӳ кунĕсене шутлама тата куншăн паллăна чакарма юрамасть. Хăшĕ-пĕри университет тивĕçтерекен çăмăллăхсем пирки пуçласа илтет. Тепĕр чухне документсем алă пусма килекен ача амăшĕн пепкине никампа хăварма май çук. Çавра сĕтеле хутшăннисем çамрăк амăшĕсем валли деканатра ача кĕтесĕ йĕркелеме ыйтрĕç. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Хисепе тивĕç професси
«Чун суйланă профессие нихăçан та улăштарас çук», — тет 20 çула яхăн çăлавçăра тимлекен Александр Сеткин. Кăçал ăна «Общество хаклавĕ» хула конкурсĕнчи «Халăх геройĕ хисепе тивĕç» номинацире чысланă. Унпа çывăхрах паллашар-ха.
Александр Юрьевич Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Тĕп хулари 6-мĕш шкулта, туризмпа сервис колледжĕнче ăс пухнă. Севастопольте хĕсметре пулнă хыççăн Геленджикри аквапаркра ĕçленĕ. Çакăн хыççăн çăлавçă профессине алла илес, çынсене çăлас тата пулăшас ĕмĕт çивĕчленнĕ те. Ятарлă пĕлӳ илнĕ хыççăн пĕр хушă Республикăри çăлавпа шырав службинче вăй хунă. Паянхи кун тĕлне 3-мĕш класлă çăлавçă Шупашкарти гражданла хӳтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленинче тимлет. «Çăлавçă ĕçĕ яваплă, интереслĕ. Пĕр пек тĕслĕх нихăçан та пулмасть. Кашни чĕнӳ хăйне евĕр пуç ватмăш. Час-часах ачасем хваттерте хупăнса лараççĕ. Кун пек чухне шăпăрланпа калаçатпăр, лăплантаратпăр. Çăлавçăн чӳречерен кĕме тивет. Газ чĕртнĕ вăхăтра алăка инструментпа уçма шикленӳллĕ. Çул-йĕр çинчи инкек вырăнне чĕнтереççĕ, кушак çурине те çăлма çитетпĕр. Тем те пулать. Пӳрне шыçса ларнăран ылтăн çĕрре ятарлă тимĕр хачăпа касса кăларни те. Кĕркунне кăмпаçăсем вăрманта аташса каяççĕ. Пулăçăсене, ачасене çăлатпăр. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшне те чĕнтерсе илетпĕр. Кĕркуннепе çуркунне çăлавçăшăн хĕрӳ тапхăр. Çулталăкне 100-200 чĕнӳ пулать, — калаçăва пуçларĕ Александр. — Чи асра юлнă самант? — 2008 çул. Ун чухне эпĕ дежурствăраччĕ. М-7 трасса çинче авари пулнă, пулăшу кирлĕ. Командăпа палăртнă вырăна çитрĕмĕр. КамАЗ водителĕ тепĕр машинăна туртса пынă вăхăтра çывăрса кайнă та машина ăнсăртран çырмана чăмнă. Лару-тăру çивĕч: водителе хĕстерсе лартнă. Кун пек чухне кашни минут хаклă. Ăна машинăран кăларас тесе темиçе сехет те тăрăшрăмăр. Хуларан кран та чĕнтерсе илтĕмĕр. Телее, çынна çăлтăмăр. Хыççăн ун патне Муркаш районĕн больницине те çитсе килнĕччĕ. Çăлавçă ĕçĕнче пулăшуçă кăна мар, психолог та пулмалла. Тепĕр чухне суранланнисемпе, инкеке лекнисемпе калаçма, психологи пулăшăвĕ пама тивет. Вĕсене итлемелле, лăплантармалла. Çăлавçăн тепĕр çыншăн вут-çулăма сикме те, пăрлă шыва кĕме те тивет. Мухтава тата хисепе тивĕç вĕсем. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Грант илес текен фермер йышлă
«Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕнер Республикăн ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа пресс-конференци иртрĕ. Журналистсем министра 10 ытла ыйту пачĕç. Вĕсен йышĕнче — хресчен-фермер хуçалăхĕсене килекен пулăшу, «Пуçаруллă бюджет» программа тухăçлăхĕ тата çĕнĕлĕхсем, çамрăк специалистсене ĕçлеме яла хăварасси, санкцисен витĕмĕ тата ытти те. Пресс-конференцире ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ Сергей Николаев та пулчĕ. Вăл та министр валли ыйту хатĕрленĕ. Сергей Геннадьевич кашнине туллин хуравларĕ. Пресс-конференцире сӳтсе явнă хăш-пĕр ыйтупа вулакансене паллаштаратпăр. Тĕплĕнрех — çитес номерте тата «Хыпар» хаçатра.
— Сергей Геннадьевич, кăçал «Пуçаруллă бюджет» программăпа 1500 проект пурнăçланмалла. Унăн тухăçлăхĕ еплерех? Çитес вăхăтра улшăнусем пулĕç-и?
— 10-15 çул каялла ял халăхне шыв пăрăхĕ хума, çул сарма е çутă кĕртме чăрмавлă пулнă. Укçа-тенкине ытларах халăхран пухнă е укçа çуккипе сăлтавланă. Халĕ «Пуçаруллă бюджет» программа пулăшнипе вырăнти çынсем хăйсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Калăпăр, 2017 çултанпа проект пулăшнипе 6200 проекта пурнăçларăмăр. Тен, хăшĕ-пĕри ĕненмен-тĕр унăн витĕмне. Ĕçсем куç умĕнче. Палăртмалла: программăна хула территорийĕнче те сарасшăн. Кăçал конкурсра 1487 проект çĕнтернĕ, анчах Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле округĕсем проекта пурнăçлас шухăша пăрахăçланă. Халăхпа сӳтсе явнă, укçине пуçтарнă хыççăн. Ку тĕрĕсех мар. Хĕле кĕриччен проектсене хута ярасшăн. Паянхи кун тĕлне 1170 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ăнланманлăх сиксе ан тухтăр тесе обћектсене халăхпа йышăнма ыйтатпăр. Кăçалтан тата «Пуçаруллă бюджет» программăна тепĕр çĕнĕлĕх кĕмелле. Енчен те хальччен пĕр-пĕр обћектшăн сасă пухнă, алă пустарнă пулсан кăçалтан ĕçе ансатлатнă. Халĕ палăртнă объектсемшĕн Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче сасăлама пулĕ. Сасă мĕн чухлĕ нумайрах — балл та ытларах. Кăçал тата çитес çул çак тытăма тест мелĕпе ирттеретпĕр. 2026 çултан вара вăл çирĕпленет. Каласа хăварам, сасăлава ялта пурăнманнисем те хутшăнма пултараççĕ, документсене «Чувашия-онлайн» тытăм урлă ярса памалла. Программа хăй шутлать, çĕнтерӳçе палăртать. Кун пек вăхăт самай перекетленет. Хальччен халăх хăтлăлатма тăратнă обћектсене пурне те пурнăçа кĕртнĕ. Унсăр пуçне укçан 5% халăхран пухмалла пулĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...