Чăваш хĕрарăмĕ 1 (1381) № 16.01.2025
Амăшне кура ывăлĕ те штанга йăтма пуçланă
Черчен, хӳхĕм, яланах лăпкă, çав вăхăтрах юриспруденци тытăмĕнче ăнăçлă ĕçлекенскер. Ку йăлтах — Куславкка пики Ольга Викторова пирки. Пултаруллăскерпе эпĕ «Чăваш Ен масс-медиа илемĕ» конкурсра паллашрăм. Ольга Павловна — тупăшăвăн йĕркелӳçисенчен пĕри.
— Ольга Павловна, хăвăрпа кĕскен паллаштарăрха.
— Эпĕ 41 çулта. Çапах ку хисепе нихăçан та пуçра тытмастăп, манатăп. Ывăлăма Ивана çитĕнтеретĕп. Вăл 17 çула çитрĕ ĕнтĕ. Чăн-чăн арçын пулса ӳсет ман тĕрекĕм, хăйĕн лайăх енĕсемпе тĕлĕнтерет, спортра та палăрать. Эпĕ вара республикăри чи пысăк суту-илӳ çурчĕпе çыхăну тытса ĕçлетĕп, юридици ыйтăвĕсене йĕркелетĕп, ытти суту-илӳ центрĕсене те ку тĕлĕшпе пулăшу паратăп. Кунсăр пуçне тĕрлĕ тытăмра клиентсем пур — автошкулсенчен пуçласа производство компанийĕсем таранах. Юриспруденцире çирĕм çул ытла тăрăшатăп ĕнтĕ.
— Çак ĕç ачалăхри ĕмĕт е çитĕнсен суйланă професси-и?
— Аттепе аннене тӳрех каласа хутăм: медицина тата педагогика енĕпе каймастăп. Чун туртмарĕ унталла. 9-мĕш класра Куславкка районĕн нотариусĕ Сергей Рождественский ертсе пыракан кружока çӳреме пуçларăм. Вăл пире саккунсене ăса хывма, вĕсемпе пурнăçра усă курма, юридици задачисене шутлама вĕрентрĕ. Çавăн чухне ку ман кăмăла кайнине туйрăм. Шкултан ылтăн медальпе тухрăм. Унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренме кĕтĕм.
— Карьерăра йывăрлăхсем пулчĕç-и?
— Тĕлĕнмелле те — анчах чăрмавсем тупăнман. Пурнăçăн кашни тапхăрĕнче тĕрпĕ çынпа тĕл пултăм, кашниех пĕлтерĕшлĕ йĕр хăварчĕ. Тĕслĕхрен, практика тухнă вăхăтра Шупашкар хулин Мускав районĕн сучĕн судйипе Светлана Зубановăпа паллашрăм. Практикăра хама лайăх кăтартнăран влаç органĕсенчи суд тытăмĕнче ĕçе вырнаçмашкăн май тупăнчĕ. Студентка чухнех Мускав районĕн судĕнче вăй хутăм. Темиçе çулта опыт чылай пухрăм, суд тытăмĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хыврăм. Тӳрĕ тивĕçĕм пирки те манмарăм — çемье çавăртăм. 2007 çулта пирĕн ывăл çут тĕнчене килчĕ. Тĕрлĕ организацире тăрăшрăм. 2017 çулта патшалăх тытăмĕнчен кайса суту-илӳ центрĕпе ĕçлеме пуçларăм.
— Хăвăрăн профессие юратни куçкĕрет. Эсир тĕрлĕ лару-тăрăва тĕпчетĕр. Ĕçĕрте чи пĕлтерĕшли мĕн-ши?
— Хам ăнăçлă вĕçленĕ ĕçсемшĕн уйрăмах мăнаçланатăп. Пĕррехинче 2 миллион тенкĕ «неустойкăна» 200 пин тенкĕ таран чакарттарма пултартăм… Юристшăн вăл мĕнле судра çĕнтерӳçĕ пек тухни е миçе ларăва хутшăнни мар, миçе ĕçе суд таран илсе çитерменни пĕлтерĕшлĕ. Çакă чăнах та, профессионал шайĕ. Эпĕ тавлашуллă самантсене яланах мирлĕн йĕркелеме тăрăшатăп. Клиента хӳтĕленĕ чухне тĕрĕслĕхе тата саккунлăха мала хуратăп.
— Профессисĕр пуçне тата мĕнпе кăсăкланатăр?
— Спорт валли яланах вăхăт тупатăп. Кĕлеткене лайăх формăра тытас килет. 5 çула яхăн пауэрлифтинг енĕпе аталантăм. Выртса штанга йăтаттăм. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса 43 медале, 10 кубока тивĕçрĕм. Командăпа кӳршĕллĕ регионсене, Мускава, Чулхулана тупăшма кайнă. Мана кура ывăлăм та аллине штанга тытрĕ.
— Сирĕншĕн те çывăх çыннăрсем тĕслĕх вырăнĕнче пулнă ахăртнех.
— Аттепе Павел Ивановичпа тата аннепе Галина Петровнăпа питĕ мăнаçланатăп, чунтан юрататăп вĕсене. Çывăх çыннăмсем тĕллевсем палăртса вĕсене пурнăçлама вĕрентнĕ. Эпĕ çемьере — пĕртен-пĕр ача. Аттепе анне мана веçех пама тăрăшнă. Анне Куславкка хулин пуçлăхĕнче тата Куславкка районĕн архитекторĕнче тăрăшрĕ. Пурнăç тăршшĕпе администрацире вăй хучĕ. Атте вара çемье йăлийĕркине тăсса асатте пекех пушар хуралĕнче ĕçлерĕ. Сăмах май, ывăлăма асаттене халалласа ят хутăм.
— Тăван хулана тăтăшах кайса çӳретĕр-и?
— Университета вĕренме кĕрсен Шупашкарта пурăнма пуçларăм. Аттепе анне патне ывăлпа май пур чухне çӳретпĕр-ха, çапах та вĕсемпе тăтăшрах курнăçас килет. Пĕлтĕр «Чăваш Ен масс-медиаилемĕ» конкурса йĕркелӳçĕ пек хутшăнма сĕнчĕç. Килĕшрĕм. Темиçе уйăх унта тупăшакан пикесемпе ĕçлерĕмĕр, тĕрлĕ тĕлпулу ирттертĕмĕр. Пĕрле ăсталăх класĕсенче оратор искусствине, графологие, живопиçе тата ыттине ăса хыврăмăр. Çак конкурс пикесене тĕрлĕ енлĕн аталанма хистерĕ темелле. Тупăшу пынă вăхăтра пĕр конкурсçă, сăмахран, депутат статусне тивĕçрĕ, тепĕр маттуркка вара ĕçне тата пурăнмалли вырăнне улăштарчĕ… <...>
Татьяна УСТИНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...