Комментари хушас

13 Нарăс, 2025

Тантăш 5 (4926) № 13.02.2024

Хирти Явăш шкулĕн çамрăк купăсçисем

Ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Тантăш» тата «Тетте» хаçат-журналпа ачасене паллаштарас, вĕсене туслаштарас тĕллевпе республикăри тĕрлĕ кĕтесе çитме тăрăшать. Иртнĕ эрнере эпир Комсомольски, Шăмăршă тăрăхĕсенчи вĕренекенсемпе тĕл пултăмăр, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Кашни çĕртех ăшă кăмăлпа кĕтсе илни, вĕренекенсем пирĕн кăларăмсемпе хаваспах паллашни, хаçат-журналăн кашни страницине тĕплĕн шĕкĕлчени пире уйрăмах савăнтарчĕ. Ачисем вара пĕри тепринчен маттур! Хирти Явăш шкулĕнчи вĕренекенсене — Глебпа Егор Николаевсене — асăрхамасăр хăвараймарăмăр. Йĕкĕрешсем — ăста купăсçăсем. Вĕсен аллинче çак инструмент еплерех выляннине курасчĕ сирĕн! Пултаруллăскерсемпе паян «Тантăшăн» тусĕсене те паллаштарасшăн.

АМĂШĔНЧЕН КУÇНĂ ПУЛТАРУЛĂХ

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан юрă-кĕвĕ ăсти пулнă. Ĕçленĕ е каннă вăхăтра, кирек епле уявсенче купăс каласа юрланă, ташласа савăннă. Николаевсен йăхĕнче купăс е тата ытти инструмент калакансем пачах пулман. Арçын ачасем сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тума тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех пуçланă. Хирти Явăш клубĕнче тăрăшакан Лариса Носова Егорпа Глеба уявсене, округра иртекен мероприятисене илсе çӳренĕ. Юрă-кĕвĕ пултарулăхĕ арçын ачасене никамран та мар, амăшĕнчен куçнă тесен те йăнăш мар. Эльвира Михайловна хăй те ку енĕпе маттур, пĕр мероприятие те сиктермесĕр хăвармасть. Пушă вăхăтра вăл Хирти Явăш клубĕнче йĕркеленнĕ «Шуçăм» ансамбле юрлама çӳрет. Тĕрĕссипе каласан, Эльвира Михайловна шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă, юрă-ташăпа туслашнă. Купăс, гитара калама вĕренесси унăн чи пысăк ĕмĕчĕ пулнă. Шел те, тĕрлĕ сăлтава пула ăна пурнăçа кĕртеймен. — Юрă-кĕвĕ мана халĕ те хăйĕн патне туртать. Ачалăхăмри ĕмĕте халĕ Глебпа Егорта аталантарас терĕмĕр, — палăртать Эльвира Михайловна. Икĕ çул каялла арçын ачасене пысăк парне туса панă — купăс парнеленĕ. Глебпа Егор унран уйрăлма та пĕлмен, пускăчĕсемпе паллашнă, кĕввисене итленĕ, хăйсем тĕллĕн выляма хăтланнă. Йĕкĕрешсене çак инструмент кăмăла кайнăран амăшĕ вĕсене кăçалхи вĕренӳ çулĕнчен пуçласа Комсомольскинчи ача-пăча ӳнер шкулне илсе çӳреме пуçланă. Хирти Явăш шкулĕн маттур купăсçисем эрнере икĕ хутчен унта васкаççĕ. Çак инструментпа хальтерех кăна калама вĕреннĕ пулин те, ăна еплерех парăнтарни тĕлĕнтерчĕ. Алă пӳрнийĕсем çăмăллăнах пĕр пускăчран теприн çине куçса пычĕç, чăваш, вырăс халăх юррисен кĕввисем пӳлĕмре янăрарĕç кăна! Сăмах май, Глебпа Егор гитара калама та вĕренеççĕ, унăн хĕлĕхĕсене ним мар пăнтăртаттарма хăнăхаççĕ.

ШКУЛТИ АНСАМБЛЬТЕ ЮРЛАÇÇĔ

Арçын ачасем пиллĕкмĕш класра çеç вĕренеççĕ-ха, шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Егор — йĕкĕрешсенчен асли. Иккĕшне танлаштарсан, вăл лăпкăрах, шăллĕ — йăрă ача. Глебра юрă-ташă пултарулăхĕ ытларах палăрать, пиччĕшĕ унран пачах юласшăн мар. «Катюша», «Кай, кай Ивана», «Василек» «Полька», Çĕнĕ çул кĕввисене иккĕшĕ те чăн-чăн купăсçăран кая мар выляççĕ вĕт! Комсомольскинчи ача-пăча ӳнер шкулне çӳренисĕр пуçне шкулти «Туслăх» ансамбле те çӳреççĕ маттурсем. Вăл кунта тахçантанпах ĕçлет. Ăна музыка учителĕ Владимир Павлов ертсе пырать. Ачасем кашăксемпе, сасă кăларакан инструментсемпе калама хăнăхаççĕ кунта. Ансамбль округ, республика шайĕнчи чылай ăмăртăва хутшăнса çитĕнӳпе таврăнать. Апла ку шкулта та чăваш чунĕллĕ ачасене тăван халăхăмăрăн юрри-ташшине тата ытларах юратма, ăна асра тытма вĕрентеççĕ. — Аслă ачамсене техника ытларах илĕртет пулсан кĕçĕннисем пултарулăх енĕпе ăста. Купăс калас килменни, вăл ывăнтарни тата йăлăхтарни пирки Глебпа Егор пĕрре те каласа курман. Хăйсене малалла аталантарма ансамбле, кружока янă чухне те хирĕçлемерĕç, хаваспах килĕшрĕç. Сассисем уçă, юрлама та пултараççĕ, — пĕлтерчĕ Эльвира Михайловна. <...>

Татьяна ФИЛИМОНОВА.

♦   ♦   


«Çырмари качакасене суса сĕт ĕçеттĕмĕр»

Рубрикăн паянхи хăни — Чăваш Республикин Хисеп хутне тивĕçнĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Шадриков юрăç. Вăл Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче, Валерий Алексеевичпа Людмила Александровна Шадриковсен туслă та ĕçчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ чылай çул Елчĕк райповĕн председателĕн заместителĕнче, кайран «Смычка» колхоз ертӳçинче, ялти культура çуртĕнче тăрăшнă. Халĕ — Елчĕк муниципалитет округĕн АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ. Амăшĕ нумай вăхăт Канашри нефтебазăра вăй хунă, кайран ялти лавккара сутуçăра ĕçленĕ. Шадриковсем виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Алексей — çемьере вăталăххи. Асли Александр — строитель. Шăллĕне Андрей Шадриков юрăçа палламан çын çук пулĕ. Паян сире туйăмлă, шухăшлă, чĕре витĕр тухса çунат хуштаракан, инçе çула кĕскетме пулăшакан, пурнăçа тата илемлĕрех тума пулăшакан юрăсем шăрантаракан Алексей Шадриковăн интереслĕ ачалăхĕпе паллаштарасшăн.

Качака сĕчĕ. Эпир, ача-пăча, хĕвел анмасăр урамран кĕмен. Тусан тустарса Йăлăмкас тăрăх чупнă, вылянă, калама çук шухă пулнă. Ытти мĕн пур сывă ача пекех ĕнтĕ. Хĕллехи кунсенче тăвайккинчен йĕлтĕрпе ярăннă, пите тăм илсе кайсан та киле кĕме васкаман. Асанне пирĕн пата лашапа килетчĕ те унăн çунине илсе çырмана вĕçтереттĕмĕр. Ярăнса анаттăмăр та вăл çавăнтах ларса юлатчĕ. Йывăр-çке сăрт çине хăпартма. Паллах, лекнĕ уншăн пире. Çулла ялти çырмара качака нумайччĕ. Вĕсене пирĕнпе пĕрре те кичем пулман пуль (кулать). Ун чухне одеколон кĕленчи чылай йăваланса выртатчĕ. Вĕсене çырмара лайăх çăваттăмăр та хайхи качакасене пĕрин хыççăн теприне сăваттăмăр. Темшĕн куркана мар, одеколон кĕленчи ăшне. Кам печени, кам пĕремĕк кĕсйинчен туртса кăларатчĕ. Çерем çинче одеколон кĕленчинчен качака сĕчĕ ĕçсе выртаттăмăр. Ай, лайăхчĕ те! Пирĕн чипс, чупа-чупс тавраш тата ытти хальхи ачасем пĕрмай чăмлакан, кăчăртаттаракан çимĕç пулман ун чухне. Вĕсемсĕрех телейлĕ те тутă ӳснĕ эпир. Çăкăр çине сахăр сапнă та сĕте е шыва чăмтарнă — пулнă та питĕ чаплă бутерброд.

Кролик. Пирĕн кӳршĕсем кролик ĕрчететчĕç. Çав вăрăм хăлхаллăскерсене манăн та усрас килетчĕ. Пĕррехинче аттерен 5 тенкĕ укçа ыйтса илтĕм. Кӳршĕсем патне кайса çав нухратпа кролик туянтăм. Ун валли хамах читлĕх ăсталарăм. Савăннипе кролик патĕнчен ниçта пăрăнмастăмччĕ. Кунĕпе апат çитереттĕм. Хайхи кролик ӳсрĕ вĕт. Пĕрре кăна сахал, манăн нумай кролик пултарас килетчĕ. Ăна кӳршĕсем патне пĕтĕлентерме йăтса кайрăм. «Ку санăн аçа вĕт, ама туянмалла», — терĕç. Аттерен каллех тепĕр 5 тенкĕ ыйтса илтĕм те тата тепĕр кролик йăтса килтĕм. Ĕрчесе кайрĕç хайхисем. Урамра та, пахчара та чупма пуçларĕç. Питĕ йышлăччĕ. Вилсе тарăхтарман, чирлемен. Кайран, эпир çитĕнсен, килте пĕр кролик кăна тăрса юлнине астăватăп. Ăна атте культура çуртне илсе кайса лотерея выляттарчĕ.

Пан улми. Пан улми вăрринче пулман ача сайра пуль. Ют пахчари çимĕç пурне те илĕртнĕ ĕнтĕ. Çынсен темшĕн тутлăрах курăнать, тĕсĕ те хитререх, шултрарах та. Пĕр кил урлă пурăнакан Клавди аппан сачĕ пысăкчĕ. Ирхине те, кăнтăрла та, каçхине те вăрра кĕреттĕмĕр. Карта урлă каçса. Мăнукĕ те пирĕнтен тăрса юлмастчĕ. Пире чылай чухне кукамăшĕн пахчине хăй ертсе кĕретчĕ. Клавди аппан пан улмийĕ те, çĕмĕрчĕ те пирĕн пахчаринчен пылакрах туйăнатчĕ. «Белый налив» сорта уйрăмах юрататтăмăр. Кӳршĕ сиснĕ ĕнтĕ паллах. Курсан та курмăш пулнă пуль. Пĕррехинче: «Ачамсем, алăк уçсах кĕрĕр-ха, карта урлă сиксе ан çӳрĕр. Çийĕр, пĕрре те шел мар, анчах та тураттисене ан хуçăр», — терĕ. Пирĕн картишре пичке ларатчĕ. Манăн пĕррехинче питĕ шыва кĕрес килнĕ. Анчах та шывĕ сивĕрех. Чейникпе ăшăтатăп та пичкене куркапа кайса яратăп. Ниепле те ăшăнмарĕ. Çапла, пичкере шыва кĕреймерĕм. Картишре ача чухне темле мыскара та пулса иртнĕ. Пĕррехинче аслипе Сашăпа хоккейла выляс терĕмĕр. Йĕри-тавра — хуралтăсен чӳречисем. «Эсĕ хоккей патаккине хытă чăмăртаса тыт, аллунтан ан вĕçерт», — терĕ. Эпĕ мĕнле султăм, хайхискер вĕçсе те кайрĕ, кантăка чăлпар! ватрĕ. Килте никам та çукчĕ ун чухне. Аттепе анне вăрçасран хăрарăм. Вĕсем ĕçрен таврăниччен кӳршĕри Ваня пичче каçрĕ те кантăка лартрĕ. Аттепе анне сисмерĕç те. Телее, Ваня пичче пире сутмарĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.