Комментари хушас

27 Нарăс, 2025

Тантăш 7 (4928) № 27.02.2025

Тăватă ылтăн медале тивĕçнĕ

Спортăн кашни тĕсĕ хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнлать. Пĕр-пĕринпе ăмăртса кам вăйлăрах, çирĕпрех, пултаруллăрах пулнине палăртаççĕ, ыттисен ăсталăхĕпе паллашаççĕ, хăйсем валли çĕннине ăша хываççĕ. Иртнĕ шăматкун Шупашкарти «Спартак» кермен спорт аэробикине кăмăллакансене черетлĕ хутчен пĕр чăмăра пухрĕ. Унта «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ку енĕпе уçă турнир пулчĕ. Помост çине тухакан кашни аэробист куракана пултарулăхпа çеç мар, хăйне евĕрлĕ тумтирĕпе, хусканăвĕсемпе тĕлĕнтерме пултарчĕ. Уçă турнира Чăваш Енри тата унăн тулашĕнчи спортсменсем килсе çитрĕç.

ĂНА ПАЛЛĂ ТРЕНЕРСЕМ ТЕ АСĂРХАНĂ

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Анастасия Кулигина çак хулари 14-мĕш шкулта ăс пухать. Кунта вăл пĕрремĕш класранпах вĕренет. Тăххăрмĕш класс хĕрачи спорт аэробикипе ултă çултанпах туслă. Пĕррехинче ăна амăшĕ Светлана Александровна «хип-хоп» ташшипе пĕр хутчен тӳлевсĕр ирттернĕ занятие илсе кайнă. Анчах çакă хĕрачан кăмăлне кайман. Ун хыççăн вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти спорт клубне çул тытнă. Ун чухне вăл Светлана Захарова тренер патĕнче спорт аэробикипе ăсталăха туптама пуçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн Настьăн пултарулăхне Чăваш Енри паллă тренерсем те асăрханă, Шупашкара йыхравланă. Анчах кĕçĕнрех пулнăран ашшĕпе амăшĕ ăна пĕр хуларан теприне яма шикленнĕ. Кăшт çитĕнсен, ăсталăха тата çивĕчлетсен, хĕрача Шупашкарти «Спартак» спорт шкулне çӳреме тытăнать, Оксана Дьячук тренер патĕнче пултарулăхне аталантарать.

ВУН ИКĔ ÇУЛТАНПА — «СПАРТАК» СПОРТ ШКУЛĔНЧЕ

Спорт шкулĕнче пĕрремĕш утăмсем тума Настя вун икĕ çулта чухне пуçланă. Халĕ шкул хыççăн вăл тӳрех унта васкать. Тренировкăсем эрнере ултă хутчен, виçĕ сехетрен кая мар, иртеççĕ. Пысăк ăмăртусем умĕн вара ытларах тар тăкса ĕçлеме тата çитĕнӳ тăвас тесен тăрăшса хатĕрленме тивет. Çакна тăххăрмĕш класс хĕрачи лайăх ăнланать. Тепĕр чухне тренировкăсем хыççăн Настя каçхи вунă сехет çитмесĕр те килне таврăнмасть. Хĕрача Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче тăрать. Хăйсен ушкăнĕпе вĕсем ăçта кăна çитсе çитĕнӳсем туман-ши! Пĕлтĕр Мускавра иртнĕ Раççей чемпионатне хутшăннă, Хусанта çакăн йышши ăмăртурах иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кĕçех Калининградра спорт аэробики енĕпе ăмăрту иртмелле. Унта Чăваш Енрен вун икĕ çын хутшăнĕ. Çак йышра Çĕнĕ Шупашкар хĕрачи Настя Кулигина та пур. Халĕ вĕсем тĕплĕн хатĕрленеççĕ ун валли. Пирĕн республика ятне хамăр тăрăхра кăна мар, пĕтĕм Раççей шайĕнче тивĕçлĕн хӳтĕлесси — кашни спортсменшăн пысăк чыс. Çумра хавхалантаракансем пулни нимрен паха. Чылай чухне Настьăн ашшĕ Дмитрий Валерьевич тата амăшĕ Светлана Александровна та ăмăртусене хĕрĕпе пĕрле кайма тăрăшаççĕ. <...>

Татьяна ФИЛИМОНОВА.

♦   ♦   ♦


Футбол воспитывает настоящих защитников

23 февраля в нашей стране отмечался День защитника Отечества. Этот праздник имеет особое значение для всех россиян, ведь он символизирует силу духа, мужество и патриотизм каждого гражданина. 22 февраля на территории Староурмарской школы Урмарского округа прошел увлекательный турнир по мини-футболу на снегу, приуроченный к празднованию Дня защитника Отечества. Мероприятие собрало множество участников и зрителей, создав атмосферу настоящего праздника. Турнир стал не только спортивным событием, но и отличным способом отметить важный праздник, обĕединяющий людей и подчеркивающий значимость защиты Отечества. В нем приняли участие как дети, так и взрослые. Каждая команда продемонстрировала свои навыки, командный дух и борьбу на поле. А будущие защитники нашей родины показали свою ловкость, быстроту и силу, тем самым получив заряд позитивных эмоций и активного настроя.

В Староурмарской школе каждый год проводят турниры по мини-футболу в честь множества ярких и запоминающихся мероприятий. Соблюдение таких традиций делает футбол еще красивее и воспитывает новые поколения настоящих защитников. В этот особенный день было приятно смотреть на игру молодых спортсменов и радоваться новому поколению команд.

СПЛОЧЕННОСТЬ И БОРЬБА В ЧЕСТЬ ПРАЗДНИКА

В турнире приняли участие пять футбольных команд, в составе которых были не только школьники, студенты, но и ветераны спорта. Наши мальчишки играли в футбол повзрослому. На поле вышли ученики из разных классов, которые показали свою силу, ловкость и командный дух. Каждый матч был наполнен азартом и стремлением к победе. Ребята продемонстрировали отличную технику, тактическое мышление и умение работать в команде. – Это было настоящее спортивное событие, которое обĕединило всех любителей футбола и здорового образа жизни! Каждый игрок старался не подвести свой коллектив, – поделился своими впечатлениями игрок команды «Школьники-1» Семен Никитин.

«ТОЛЬКО ВМЕСТЕ МОЖНО ДОБИТЬСЯ УСПЕХА»

Состязание на поле с первых минут до финального свистка носило бескомпромиссный характер. Все участники турнира были настроены по-боевому и показали сплоченность и стремление к победе. – Каждая игра была насыщенной и динамичной, со множеством голов и зрелищных моментов. Я думаю, турнир по футболу – это командная борьба, и только вместе можно добиться успеха, – рассказал представитель команды «Школьники-2» Артем Борисов. <...>

Кристина ПАВЛОВА.

♦   ♦   ♦


Çитĕнÿсемпе савăнтарать

Пирĕн шкулти 9-мĕш класс вĕренекенĕ Вадим Алексеев Чăваш Енри пин çамрăк хушшинче стипендиат ятне тивĕçнисенчен пĕри пулса тăчĕ. Çакă пирĕн шкул чысне çӳле çĕклет. Хăй вăхăтĕнче унăн аппăшĕсем те çак пысăк хисепе тивĕçнĕччĕ.

Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче, юпа уйăхĕнче, Вадим Роман Алексеев депутатăн стипендине илчĕ. Ун хыççăнах документсем хатĕрлесе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тăратрĕ. Тăрăшни сая каймарĕ. Паллах, çак хисеп çанă тавăрса ĕçлемесĕр, вĕренӳре, спортра, обществăлла ĕçре çитĕнӳ тумасăр пулмасть. Вадим «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Шкул чысне тĕрлĕ ăмăртура, конкурсра тивĕçлĕн хӳтĕлет. Хăйĕн пĕлĕвне округ шайĕнчи олимпиадăсенче тĕрĕслет. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче физкультурăпа çĕнтерӳçĕ, истори предмечĕпе призер пулчĕ. Пуçламăш класранпах шашкăлла, шахматла выляма юратать. Федор Скворцов вĕрентекен ертсе пыракан «Тĕлĕнтермĕш шашка» кружока хавхалансах çӳрет. Округ шайĕнче, зонăра, республикăра та темиçе хутчен çĕнтерӳçĕпе призерсен йышне кĕчĕ. Шкул командипе кашни çулах малти вырăнсем йышăнса çитĕнӳпе савăнтарать. Округ шайĕнче шашкăлла выляса пĕрремĕш пулчĕç. Унтан Çĕмĕрлери «Чудо-шашки» фестивальте Вадим иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Хамăр округра «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» ирттернĕ «Умные шашки» турнирта çĕнтерчĕ. Округри «Юнарми» пайташĕсен хушшинче иртнĕ турнирта та пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Шашкăлла выляса çĕнсе илнĕ дипломсемпе Хисеп хучĕ чылай унăн. Пултаруллă каччă шкул чысне «Зарница» çарпа спорт вăййинче хӳтĕлет. Шкул командипе малти вырăн йышăнса кашни çулах республика шайĕнче те хăйсене кăтартаççĕ. «Пире çак тăнăçлăха хӳтĕлеме шаннă!» чĕнӳпе иртнĕ çарпа спорт фестивальне хутшăнса ытти ачапа пĕрле çĕнтерĕве туптать. Хăйĕн пĕлĕвне тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслет. Акăлчан чĕлхипе иртекен «Золотое Руно» конкурссенче, «Чĕвĕлти чĕкеç», «Русский медвежонок», «Кенгуру» вăйă-тупăшăва хутшăнса чылай диплома тивĕçрĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Экология России» интернет-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Акăлчан чĕлхипе Пĕтĕм Раççейри онлайн-олимпиадăна хутшăннăшăн Хисеп хучĕпе чысларĕç. Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ Анатолий Никитин ячĕпе иртекен Асăну турнирне те хастар хутшăнать. Шашкăлла выляса тата автомата салатса пуçтарассипе виççĕмĕш вырăна тухрĕ. «Наци кросĕ» чупăва хутшăнса дипломсене тивĕçет. Шкулта çулталăк хушшинче пултарулăхпа палăрнисене Хисеп хучĕсемпе хавхалантараççĕ. Çĕнĕ çул уявĕнче Вадима «Знаток истории» дипломпа чысларĕç. Округ шайĕнче иртнĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне халалласа ирттернĕ «Пирĕн çĕнтерӳ» пултарулăх конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. «Кăмпаçăсен карçинкки» фотоконкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Вадим пушă вăхăтра ӳкерме юратать. Унăн ӳкерчĕкĕсенче ытларах тăван тавралăх сăнарланнă, çутçанталăк илемне хут çине куçарать. «Сказы Павла Бахова» ӳкерчĕксен конкурсĕнче диплома тивĕçрĕ. Техникăпа кăсăкланать, «Тантăш» хаçатпа тачă çыхăну тытать. Шкул пурнăçĕ, ачасен çитĕнĕвĕсем пирки час-часах материалсем ярса парать. Юратнă хаçат ирттерекен слетсене хастар хутшăнать. Тăрăшуллăскер спортпа туслă. Шкул чысне волейболла, баскетболла тата футболла выляса хӳтĕлет. Командăпа пĕрле çĕнтерĕве туптать. Иртнĕ çул Совет Союзĕн чемпионне Тимофей Петрова халалласа ирттернĕ чупура 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Спартакиада зачетĕнче 400 метр чупса иккĕмĕш пулчĕ. Округри ăмăртура чупассипе иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ А.С. Аширов ячĕпе иртекен эстафетăра та çитĕнӳсемпе савăнтарать. Шкул команди темиçе çул çĕнтерӳçĕ кубокне тивĕçет. Кунта Вадим тӳпи те пысăк. Пирĕн шкулта çакăн пек пултаруллă, тăрăшуллă ачасем пурришĕн савăнатпăр, мăнаçланатпăр, малашне те çитĕнӳсем сунатпăр!

Юлия КОШЕЛЕВА, вĕрентекен.

Йĕпреç округĕ, Çăкалăх шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.