Комментари хушас

6 Пуш, 2025

Хальхи ачасемшĕн лашапа пушар сӳнтерни тĕлĕнмелле

Марта Никифорова — Пушара хирĕç пропагандăн тата общество çыхăнăвĕсен центрĕн методисчĕ. Унта вăл 3 çул ĕçлет. Шăмăршă тăрăхĕн хĕрĕ ачаранах çынсене пулăшма тăрăшнă. Çак туйăм ăна МЧС тытăмне илсе çитернĕ те.

Марта Витальевна аслă шкул пĕтерсен Шăмăршă район администрацийĕн вĕрентӳ пайĕнче ĕçленĕ. Кайран пĕр вăхăт Шупашкарти çар комиссариатĕнче тăрăшнă. Центр хăйĕн ятне темиçе хутчен те улăштарнă. Халăхра ăна Пушар хуралĕн музейĕ пек пĕлеççĕ. Центр чи малтанах Шупашкарти Андриян Николаев урамĕнчи 6-мĕш пушар чаçĕнче вырнаçнă. 1988 çулта Карл Маркс урамĕнчи 37-мĕш çуртра ĕçлеме пуçланă. 1996 çултанпа вăл — Пушара хирĕç пропагандăн тата общество çыхăнăвĕсен центрĕ. 1974 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш АССР ШĔМĕн пушар хуралĕн пайĕн тата Пĕтĕм Раççейри пушар обществин Чăваш Республикинчи канашĕн пушарпа техника куравĕ ĕçлеме пуçланă. Пĕлтĕр центр йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнине паллă тунă. Музей ĕçлеме пуçланăранпа экспозицисемпе çур миллион ытла çын паллашнă. Вĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн йĕрки пирки те каласа кăтартнă. Центрти экспозицисем пушар хуралĕн историйĕпе, пушар техникин аталанăвĕпе, пушар хуралĕн подразделенийĕсем тĕрлĕ çулта мĕнле ĕçленипе, профилактика мероприятийĕсемпе паллаштараççĕ. Музей çулсеренех аталанса, паха материалсемпе пуянланса пырать. Музейра паянхи ăру валли çĕнĕлĕх нумай. Ĕлĕк çынсем «хĕрлĕ автанран» хăйсем пĕлнĕ пек сыхланнă, пушарпа кĕрешмелли майсем урăхларах пулнă. Сăмахран, вут-çулăма сӳнтерме лаша кӳлсе пичкепе шыв турттарнă. Ку, паллах, хальхи ачасемшĕн тĕлĕнмелле. Кунта пушарсенчен илсе тухнă тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр те упранать. Музейра 4 зал пур: истори, героика, автоматика тата службăпа профилактика пӳлĕмĕсем ĕçлеççĕ. Кунта макетчиксен тӳпи те пысăк. Экспонатсене пухас ĕçе нумай çын хутшăннă. Вĕсен йышĕнче 1955 çулта туса кăларнă автомобиль те пур. Ăна Улатăрти пушар чаçĕнчен илсе килнĕ. Кашни çул пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей МЧСĕн ĕçченĕсем хăрушсăрлăх урокĕсем ирттереççĕ. Вĕсем ача сачĕсене те çитеççĕ, шăпăрлансене килте, урамра, вĕренӳре хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентеççĕ. Марта Никифорова Шупашкарти 132-мĕш ача сачĕн аслă ушкăнне çӳрекенсемпе «Ачасене — граждан оборони çинчен» урок ирттернĕ. Чи малтанах специалист пĕчĕкскерсене граждан оборони пирки, унăн тĕллевĕсем çинче ăнлантарса панă, сирена сассине е ытти сигнала илтсен мĕн тумаллине каласа кăтартнă. Кайран шăпăрлансем пĕлĕве ăсталăх класĕсенче, конкурссенче çирĕплетнĕ. Музей ĕçченĕсем шкулсене, кану лагерĕсене те тухса çӳреççĕ. Хуларан аякра пурăнакан ачасемпе вара онлайн-уроксем ирттереççĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.