Комментари хушас

7 Пуш, 2025

«Эпĕ Хĕрлĕ çар салтакĕ»

Шупашкарти Çар мухтавĕн музейĕнче Раççей МЧСĕн кадечĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Михаил Сорокинпа курнăçрĕç. Тĕлпулăва фронтовикăн тăван Вăрмар тăрăхĕнчи виçĕ шкултан килнĕ ачасем, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн тата Канашри транспортпа энергетика техникумĕн студенчĕсем пуçтарăннă.

«Эпĕ Хĕрлĕ çар салтакĕ», — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне ветеран. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен ретне Михаил Григорьевич 1943 çулхи нарăсра тăнă. Беларуç тата Прибалтика фрончĕсенче çапăçăва кĕнĕ, Ленинград блокадине татма, Ржев тата Рига хулисене ирĕке кăларма хутшăннă. 1945 çулхи ака уйăхĕнче Кенигсберг крепоçне штурмланă чухне йывăр аманнă, Çĕнтерĕве госпитальте кĕтсе илнĕ. Вăрçă вĕçленсен Михаил Сорокин тăван тăрăха таврăннă, аслă пĕлӳ илсе паллă травматолог хирург пулса тăнă. Çур ĕмĕр медицинăра тăрăшнăскер нумай çынна ура çине тăма пулăшнă. Кăçал ветеран хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тăвĕ. Кадетсемпе калаçнă май фронтовик вĕсене совет салтакĕсем Берлина çĕнтерсен вырнаçтарнă Çĕнтерӳ ялавĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Унăн копийĕ 2010 çултанпа Шупашкарти Çар мухтавĕн музейĕнче упранать, экспозицире хисеплĕ вырăн йышăнать. Ачасем курав залĕсенче пулчĕç, кивĕ сăн ӳкерчĕксемпе тата документсемпе, çар техникин макечĕсемпе, вăрçă çулĕсенчи хĕç-пăшалпа паллашрĕç. Çĕнтерӳ салтакне Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳçи Валерий Зеленин, чрезвычайлă ведомство ветеранĕсем Станислав Антонов, Василий Нягин, Валерий Алексеев, Вăрмар ентешлĕхĕн хастарĕсем, ыттисем тав турĕç, Шупашкарти 4-мĕш гимнази вĕренекенĕ Анастасия Нягина «Россия моя» юрăпа савăнтарчĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.