Комментари хушас

11 Пуш, 2025

Хыпар 18 (28335) № 11.03.2025

Юр сахалли сыхлăха пăрахăçламасть

Çĕрулми куравĕ, чиновниксене вĕрентмелли цифра платфомипе ĕçлесси, çурхи ейӳрен сыхланасси — çак тата ытти ыйтăва тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура сӳтсе яврĕç. Ăна Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пычĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе малтан ку эрнери мероприятисен планне тишкерчĕç. Пысăк пĕлтерĕшлисен шутĕнче — çитес кĕçнерникун — Шупашкар округĕнче, эрнекун Çĕнĕ Шупашкарта ирттерме палăртнă Правительство кунĕсем. «Çĕрулми-2025» курава ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Волкова пĕтĕмлетрĕ. Ку хутĕнче форума 17 регионтан килнĕ 83 компани хутшăннă. Техника, паха вăрлăх сорчĕсем, удобренисем тата ытти те — пуян экспозицире çĕрулми туса илес ĕçĕн мĕн пур енĕ сăнланнă. Куравăн ĕçлĕ пайне Беларуçран тата Казахстанран килнĕ хăнасем те хутшăннă. Çĕрулми вăрлăхне ку хутĕнче 55 тонна сутнă. Раççейĕн тата ют çĕршывсен селекцийĕн 19 сорчĕ — суйламалăх пур. Иккĕмĕш çăкăртан хатĕрленĕ 100 ытла блюдо дегустацийĕ пурне те килĕшнĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енре туса кăларакан чипссен дегустацийĕ те пулнă. Ачасен ӳкерчĕкĕсен «Çĕрулми — çĕрĕн хаклă парни» конкурсне пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерӳçĕсене чысланă. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Сергей Артамонов сумлă, халăх йышлă пухăнакан çак курава МТВ-Центрăн 5-мĕш хутĕнче ирттерни вырăнсăррине палăртрĕ. Тепĕр тесен, малашне унта йĕркелесси те иккĕленӳллĕ — çав лаптăка арендăна пачĕç тĕк курав валли вырăн та юлмасть. Урăх лаптăк кирли куçкĕрет. Сергей Геннадьевич шучĕпе, вăрлăх сутассине те урăхларах йĕркелемелле. Туянакан йышлă, çавна май вăл иккĕмĕш çăкăр вăрлăхне мĕн пур ярмăрккăра сутма сĕнчĕ. Халăх ыйтать тĕк — çакна тивĕçтермелле. Çурхи ейӳрен сыхланас ыйтупа ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов сăмах илчĕ. Ку ыйту çак тапхăрта çулленех мала тухнине аса илтернĕ май вăл ведомствăсен пĕрлехи комиссийĕн ларăвĕсене ирттернине палăртрĕ — нумай ыйтăва татса панă. Комисси членĕсене муниципалитетсен çумне çирĕплетнĕ, округсемпе хуласенче хăрушсăрлăха тивĕçтерессишĕн яваплă çынсене палăртнă. Республикăра 554 гидротехника сооруженийĕ — вĕсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулмалла. Хуçасăр ГТСсем те пур-ха — Элĕк тата Çĕрпӳ округĕсенче. Хуçасăр тени, паллах, вĕсемшĕн яваплисем çуккине пĕлтермелле мар – муниципалитетсен ертӳлĕхĕн вĕсем çине те алă сулма юрамасть. Çак тапхăрта шыв юхса каймалли пăрăхсене çӳп-çапран, юрпа пăртан тасатмалла. Регионăн тĕрлĕ кĕтесĕнче юхан шывсем çинче гидропостсем йĕркеленĕ — вĕсем шыв шайне виçеççĕ, хăрушлăх тухса тăрсан çийĕнчех асăрхаттарĕç. 18 муниципалитет территорийĕнчи 57 ял-хулашăн ейӳ сарăлнă май шыв илес хăрушлăх пур. Автоçулсен 9 километр тăршшĕ\ сыпăкĕсем, газпа, электричествăпа, çыхăнупа тивĕçтерекен линисен хăш-пĕр об±екчĕ шыва кайма пултарать. Сергей Геннадьевич пĕлтĕрхи лару-тăрăва аса илтерчĕ. Юр нумаййине пăхмасăр ЧП йышши пăтăрмахсем пулман, çапах ака уйăхĕнче 9 муниципалитетри 15 ялти урамсене, уйрăм çынсен çурчĕсене шыв илни манăçман-ха. Кăçал юр сахал — çуркунне пысăк шыв-шур пуласси иккĕленӳллĕ. Юр хулăнăшĕ вăтамран 6-24 сантиметр шайĕнче. Тăпра тарăн шăнман. Юхан шывсем çинчи пăр хулăнăшĕ те пысăк мар. Атăл çинче — 26 сантиметр кăна. Чи хулăнни Улатăр патĕнче Сăр çинче — 33 сантиметр. Танлаштарма: хăш-пĕр çул пăр хулăнăшĕ 77 сантиметра та çитнĕ. Çапах юр сахалли сыхлăх çинчен манма юранине пĕлтермест — талăк тăршшĕпех тимлĕ мониторинг пулмалла. Сергей Павлов чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен тытăмăн вăйĕсемпе хатĕрĕсем яланхи хатĕрлĕх режимĕпе ĕçленине çирĕплетрĕ. Сергей Артамонов каланă тăрăх, асăннă 554 ГТС яланах шутра пулнă — вĕсем тимлĕхсĕр юлмĕç. Анчах республикăра халь пуçаруллă бюджет мелĕпе тунă çĕнĕ пĕве те чылай. Вĕсене проектсăрах тунă, тен, çак ĕçе тĕрĕсех те пурнăçламан пуль. Гарантилеме йывăр — çав пĕвесене çурхи шыв юхтарса кайма пултарать. Укçа хывни, çав шутра халăх пухнă укçа харама каяс, кайран пĕвесене тепĕр хут тума тивес хăрушлăх пур. Çавăнпа та вăл ку сооруженисем тĕлĕшпе те тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çул çÿресси меллĕ, хăтлă, хăвăрт пултăр

Пĕлтĕр кăна Чăваш Ен çĕнĕ 200 троллейбуспа автобус илнĕ

Хăшĕсем общество танспорчĕпе куллен çӳреççĕ, теприсем сайра хутра, анчах кашни çын пурнăçĕ унпа тачă çыхăннă тенипе никам та тавлашмĕ. Пурте асăрхарĕç пуль: юлашки вăхăтра Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар урамĕсенче çĕнĕ троллейбуссем, автобуссем нумайланчĕç. Транспорт тата çулйĕр инфратытăмĕнчи улшăнусем çинчен Чăваш транспорт управленийĕн директорĕпе Евгений Мореплавцевпа калаçрăмăр.

— Евгений Юрьевич, юлашки çулсенче общество транспортне çĕнетес енĕпе мĕнле ĕç пурнăçланă?

— 2020-2024 çулсенче пурнăçланă ĕçе питĕ пысăк тесе хакланă пулăттăм. Пĕтĕмпе 268 единица транспорт илнĕ. Çав шутра — 47 автобус тата 221 троллейбус. Кунта республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тӳпи пысăккине палăртас килет. Раççей промышленноçĕн министрĕпе Денис Мантуровпа тĕл пулнă май вăл пирĕн транспорта çĕнетесси çинчен калаçса татăлчĕ. Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем çак ĕç «çимĕçне» хăйсен куçĕпе курса хаклама пултараççĕ. Ку енĕпе 2024 çул уйрăмах кăтартуллă пулчĕ. Пĕлтĕр пушшех нумай транспорт илтĕмĕр. Çӳлерех асăннă цифрăн тĕп пайĕ, 200 единица, шăпах иртнĕ çул килни — 153 троллейбус тата 47 автобус. Вĕсем пурте Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлеççĕ. Çак ĕç пире техника паркĕн 52% çĕнетсе транспортпа усă курмалли вăхăт тĕлĕшпе нормативсене тивĕçтерме май пачĕ. Тата 48% çĕнетмелле. 2030 çулччен тата 133 единица туянмалла. Ун чухне техникăн 100% усă курмалли вăхăт тĕлĕшпе нормативсемпе килĕшӳллĕ пулĕ. Юлашки çулсенче автоçулсем лайăхланнине пирĕн водительсем те палăртаççĕ, хам та нумай çул çӳренине кура çирĕплетме пултаратăп. Ытти региона та тухма тивет, унтан пирĕн пата килеççĕ — чылайăшĕнче çулсен пахалăхĕ пирĕннипе танлашайманни çинчен калаççĕ. Çулсем лайăххи, паллах, пирĕн пассажирсене илсе çӳрессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен пахалăхне те витĕм кӳрет. Çул лайăх тăк çул çӳрев те хăтлăрах. Кунта «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе пурнăçланă ĕç кăтартăвĕ курăмлă — пилĕк çулта çулсем валли 4,6 миллиард тенкĕ уйăрнă. Каллех — регион ертӳçи Олег Николаев Раççей чиновникĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлени тивĕçлĕ кăтарту кӳнĕ. Укçа килнĕ, ăна чи кирлĕ ĕçсене пурнăçлама уйăрнă. Çак çулсенче 2,4 пин ытла километр çул тунă е юсанă, 19 кĕпер сооруженине юсаса çĕнетнĕ. Сăмах май, Олег Алексеевич кашни объектри ĕçсене тимлĕ сăнаса тăни вĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлассине тивĕçтерет. Тепĕр чухне тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисене тустарса илме те пултарать. Çавăнпа та манăн çулсен строительстви, юсавĕ тивĕçлĕ ГОСТсемпе килĕшӳлли пирки иккĕленӳ çук.

— Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара троллейбус маршручĕсем çыхăнтарчĕç. Икĕ хула хушшинчи çул вара ансăр — часа-часах «пăкă»…

— Пассажирсене илсе çӳрекен предприяти пулнă май эпир Сĕнтĕрвăрри çулĕн дублерне тăвассине питĕ кĕтетпĕр. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Олег Николаев Транспорт тата çул-йĕр министерстви умне тĕллев лартнă: 2026 çулхи иккĕмĕш кварталччен пулас çулăн проектпа смета документацине хатĕрлесе çитермелле — çак ĕçе хăй тĕрĕслесе тăрать. Строительствăн кашни тапхăрне тĕплĕ хатĕрлемелле – ĕçе кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçламалла. Сĕнтĕрвăрри çулĕн дублерне туни хуласен хушшинчи çул çине каякан вăхăта палăрмаллах чакарма май парĕ. Ку паян пысăк пĕлтерĕшлĕ — пурте васкатпăр, çул çинче вăрах пулса вăхăт çухатас килмест.

— Çĕнĕ троллейбуссем терĕр. Вĕсем киввисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

— Троллейбуссен çĕнĕ ăрăвĕ тенĕ пулăттăм. Эксплуатаци, кабинăри эргономика, ытти енĕпе. Водитель салонра, тулта мĕн пулса иртнине экран çинче пĕтĕмпех курать. Троллейбуссен юлашки партине «Антисон» текен çĕнĕлĕхпе тивĕçтернĕ. Вăл водитель тимлĕхе çухатнине туять — тивĕçлĕ сигнала диспетчера парать, вăл вара, калăпăр, ыйха путма пултаракан водителе линирен кăларма пултарать, çапла майпа хăрушлăха сирет. Аккумуляторĕсем хăватлă та — çĕнĕ троллейбуссен автономлă çӳрев майĕсем те пысăкрах, 20 километр таранах. Хула çыннисем асăрхарĕç пуль — 60, 61-мĕш маршрутсем çинчи троллейбуссем штангăсене çĕклемесĕрех çӳреççĕ. Ку чăннипех меллĕ, перекетлĕ, мĕншĕн тесен контакт сечĕсен строительстви хаклă. Троллейбуссем ку енĕпе лартнă тĕллевсене пурнăçлама май параççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Трактора çăварлăхланă Евруç

Ака уйăхĕнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ачча çĕрĕнче «Фордзон-Путиловец» трактор кĕрленине илтсен ăна курма пĕтĕм ял-йыш тухнă. «Хайхи «трактор» тени лаша пĕкки çӳллĕш кăна, çапах çурпилĕке пĕр туххăмрах çавăрса хучĕ, — тĕлĕннĕ шур сухалсем. — Лашапа кунĕпех тертленсен те ку каçалăка сухаласа пăрахаймастăн».

Трактортан кăкарнă суха пуç çинче çап-çамрăк хĕрача ларса пыни те вĕсене шалт тĕлĕнтернĕ: «Ак, япала, ку пике хамăр ялсемех иккен, Шалтикасри Йăван хĕрĕ Евруç, кăçал кăна Канашри машина-трактор станцийĕнче плугарьсен курсĕнчен вĕренсе тухнăскер». 1938 çулхи çуркунне хурçă ут Катек, Йăлмачча, Вăтакас Татмăш ялĕсен хирĕсенче те кĕрленĕ. Çав хушăра 16 çулти Евруç халиччен курман техникăна пăхса тăма анчах мар, руль тытса пыма та вĕренсе çитнĕ. 1940 çулта ăна Янкăлчри ял хуçалăх механизацийĕн шкулне вĕренме яраççĕ. Кунта хĕрсем валли ятарлă курс йĕркеленĕ. Евруç лайăх паллăсемпе вĕренет, комбайнера тата тракториста пулăшаканăн квалификацине алла илет. Шкул Янкăлч разĕезчĕпе юнашар вырнаçнă пулнă, ăна А.В.Орлов директор ертсе пынă. Каярахпа вăл Канашри райплан председателĕнче, Киров ячĕллĕ колхозра вăй хунă. 1938-1940 çулсенче механизаци шкулĕнче Анаткас Татмăш çынни С.Ф.Фомин та ĕçленĕ. Ăна 1962 çулта Канашри 1-мĕш профтехучилищĕпе пĕрлештернĕ. Вăрçă пуçлансан хĕрарăм механизаторсен пĕлтерĕшĕ пушшех ӳсет. Ефросинья Ивановăна комбайн çине куçараççĕ. 1941 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕччен вăл Канашри ял хуçалăхне механизацилекен шкулта вĕренет, комбайнер тата тракторист профессийĕсене алла илет. 1942 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче панă свидетельствăра унăн çакăн пек паллăсем: «Слесарь ĕçĕ», «Трактор» — «4», «Трактора пăхса тăрасси», «Комбайн» — «5».

— Эпĕ çамрăк чухне темиçе çул комбайнера пулăшакан пулнăччĕ, — каласа парать районти паллă механизатор Р.Г.Иванов, «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕскер. — Ку ĕç йывăр та яваплине лайăх пĕлетĕп. Санăн çаврăнакан-касакан механизмсене солидол вăхăтра сĕрмелле, арпа-улăмран, хылчăк-хывăхран тасатмалла, двигательпе радиатор мĕнле ĕçленине сăнаса тăмалла, çĕмĕрĕлнĕ вырăнсене тупса палăртмалла… Тин кăна темиçе уйăхлăх курсран вĕренсе тухнă хĕрсене çак ĕçсене пурнăçлама йывăрччĕ. Вĕсем 4-5 класс кăна пĕтернĕ, вырăсла пĕлсех кайман, вĕреннĕ чухне техника мĕнле ĕçленине ăнланса илме, тĕрлĕ деталь ячĕсене астуса юлма пысăк тăрăшулăх кирлĕччĕ. Анчах вĕсем пуç усман, мĕн хушнине итленĕ, пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă. Çак тата ытти йывăрлăх çинчен Ефросинья Ивановна каласа панине лайăх астăватăп… 1970 çулсенче ун умĕнче пите хĕретме тивни те пулчĕ. Ывăннăскер пĕррехинче, ĕç хыççăн, комбайна униче хапхи патне лартрăм та килелле васкарăм. Мана Ефросинья Ивановна курса тăнă. «Ансат иккен халь ял хуçалăх техникипе ĕçлеме, — терĕ вăл мана ӳпкеленĕ пек пулса. — Эпир ĕçленĕ çулсенче комбайна сӳнтернĕ-сӳнтермен киле васкакансене пуçран шăлмастчĕç». Ефросинья Иванова вăрçă çулĕсенчен пуçласа 1948 çулччен Канашри машинатрактор паркĕн Н.П.Павлов бригадинчи тракторисчĕ тата комбайнерĕ пулнă. Техникăна кал-кал ĕçлеттернĕшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне парса чысланă (1945), республикăн Çĕр ĕç министерстви комбайнпа лайăх ĕçленĕшĕн ăна 2500 тенкĕ преми икĕ хут панă (1946). Ефросинья Ивановна 1946 çулта Пукăртан ялĕнчи П.Г.Григорьев фронтовика качча тухнă, упăшкипе пĕрле 5 ача пăхса ӳстернĕ, пурте аслă пĕлӳ илнĕ. <...>

Валерий АЛЕКСИН.

♦   ♦   


Республика историйĕн управçисем

Чăваш Енре архив ĕçĕнчи патшалăх политикине Культура министерстви пурнăçлать. Унăн тытăмĕнче архивсен секторĕ ĕçлет. Ку тытăма паян Патшалăх истори архивĕ, Хальхи историн патшалăх архивĕ тата 25 муниципалитетри учреждени кĕреççĕ. Çавăн пекех организацисемпе учрежденисенче те çак ĕçе туса пыраççĕ.

Республикăн архив фондĕнче 3 миллион та 200 пин ытла управ единици шутланать. Документ еткерĕн управçисем тăрăшнипе çĕршыв, республика историйĕ сыхланса юлать. Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççейри архив ĕçĕнче тăрăшакансем хăйсен професси кунне паллă турĕç. Çавна май эпир Патшалăх истори архивĕн ертӳçипе Галина Ертмаковапа тĕл пултăмăр, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма ыйтрăмăр. – Галина Васильевна, архивра упранакан документсем халăх пуянлăхĕ шутланаççĕ. Документсенчи информацие халăх патне халĕ, цифра ĕмĕрĕнче, мĕнле çитеретĕр? – Нумай документ хушшинче кирлĕ информаци тупма архив фончĕсене кĕртнĕ, çĕнетсе хатĕрленĕ справочник пулăшать. Унсăр пуçне шырава çăмăллатас тĕллевпе интернет-сайта электрон база вырнаçтарнă. Çапла вара çынсем архива килмесĕрех кунти фондсен тытăмĕпе паллашма пултараççĕ. Архив çулсерен документсен пуххисем хатĕрлесе пичетлет, электрон кăларăмсем тăвать. Шупашкар хули 550 çул тултарнине паллă тунă май унăн историне пĕтĕмĕшле уçса паракан документсен пуххине хатĕрлерĕмĕр. Вăл ултă кĕнекерен тăракан тăватă томлă «Чебоксары: Документы и материалы XVIXX веков» ярăмпа пичетленсе тухрĕ. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тунă май «История Чувашского края в уникальных архивных документах» кĕнекеальбом хатĕрлерĕмĕр. Тепĕр пысăк ĕç – «Населенные пункты Чувашской Республики. 1917-2019 годы» справочник кун çути курчĕ. – Эсир ертсе пыракан Патшалăх истори архивĕ паян мĕнле кăтартусемпе палăрса тăрать? – Пĕлтĕр истори архивĕ пысăк ĕç туса ирттерчĕ. Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне халалланă «Вĕсене пăлханса вуланă, пăхмасăр пĕлнĕ» ятлă проект Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илчĕ. Проекта фронтри çырусен электронлă пуххи тата тематика фильмĕ кĕнĕ. Хатĕрленĕ чух фронтри пурнăç çинчен, вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсемпе савăнăçсем çинчен каласа паракан, фронтран янă виç кĕтеслĕ çырусемпе, фронтовиксен сăн ӳкерчĕкĕсемпе тата ытти документпа усă курнă. Фильмра вара геройсен çырăвĕсем урлă нумай çыннăн шăпине пĕлме пулать. Проектпа архив ĕçченĕсем шкул ачисемпе студентсене паллаштарчĕç, тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕнче уроксем ирттерчĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшуллĕн икĕ çул каялла архивра тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ çинчен калакан архив материалĕсене тĕпчекен Ăслăлăх центрĕ уçăлчĕ. Каллех документсен ятарлă пуххине хатĕрлетпĕр. Çĕнĕ кăларăм хăтлавĕ авăн уйăхĕнче пирĕн архивра регионсен хушшинче иртекен «Архивные документы на защите исторической правды и памяти» ăслăлăхпа практика конференцийĕнче пулĕ. Кашни çул архив Аслă Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Шупашкарти вĕренӳ учрежденийĕсенчи студентсене вăрçă вăхăтĕнче тылра вăй хунă ватăсене, вăрçă ачисене тĕлпулăва чĕнетпĕр. Истори чăнлăхне аслă ăрури çынсенчен пĕлсе юлмалла, историллĕ событисене вĕсенчен илтсе, çырса, пуçтарса юлни питĕ паха. Документсенчи информацие халăх патне çитерес тĕллевпе архивăн курав залĕнче çулсерен документсен куравне йĕркелетпĕр. Нумаях пулмасть «Мухтавлă паттăрлăх манăçмасть» документлă курав уçрăмăр. Историре пулнă чăнлăха кăтартасси, ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ çынсен ячĕсене, вĕсен паттăрлăхне асра тытасси, вĕсем çинчен çамрăк ăрăва каласа парасси архив ĕçченĕсемшĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Архив хулари шкулсемпе, аслă тата вăтам вĕренӳ заведенийĕсемпе тачă çыхăну тытать. Документсемпе усă курса уроксем, лекцисем, истори тата пĕлӳ сехечĕсем ирттеретпĕр. Унсăр пуçне, паллах, çынсен кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтеретпĕр. – Республикăри, регионсенчи ытти архивпа çыхăну тытатăр-и? – Паллах. Пĕр-пĕрин патне тухса çӳретпĕр, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашса архив ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртетпĕр. Сăмахран, Тутар Республикинчи архив учрежденийĕсен цифра технологийĕсене ĕçе кĕртесси, ĕç процесĕсене автоматизацилесси тата роботизацилесси, документсене электронлă майпа упрасси, цифра сервисĕсемпе усă курса архив учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлесси çӳллĕ шайра. Чĕмпĕр облаçĕнчи архивсем грант проекчĕсемпе чылай мала кайнă теме пулать тата ытти те. Пирĕн те вĕсене кăтартмалли, каласа памалли чылай. Виçĕ çул каялла Раççей Ăслăлăх академийĕн архивĕпе ятарлă меморандума алă пусса малалла пĕрле ĕçлессине çирĕплетрĕмĕр. Андриян Николаев ентешĕмĕре халалланă «Звездный сын чувашской земли» фотоальбом шăпах пĕрле ĕçлеме килĕшнĕ проектсенчен пĕри пулса тăчĕ. Истори архивĕ федераци архивĕсемпе, Пĕтĕм Раççейри документоведени тата архив ĕçĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕпе тачă çыхăну тытать. Нумаях пулмасть тата тепĕр архивпа – Раççей патшалăх техника ăслăлăхĕн документаци архивĕпе килĕшӳ турăмăр. Çакă пире вĕсен фондĕнчи Чăваш Енĕн историне уçса паракан документсене тӳлевсĕр илме май парĕ. <...>

Лидия ФИЛИППОВА калаçнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.