Комментари хушас

13 Пуш, 2025

Çамрăксен хаçачĕ 9 (6560) № 13.03.2025

Проект пĕр пек шăпаллă çынсене туслаштарать

«НАТАЛИЯ ЯРКЕЕВА СУСĂР АЧА ӲСТЕРЕКЕН ÇЕМЬЕСЕМ ВАЛЛИ ВИÇĔ ПРОЕКТ ШУХĂШЛАСА КĂЛАРНĂ: «ЭПĔ ТАТА МАНĂН ÇЕМЬЕ», «ЫРĂ АТТЕ» ТАТА «ÇУЛТАЛĂКРИ АМĂШĔ». «ЫРĂ АТТЕ» ЮТВ ТЕЛЕКАНАЛПА ИККĔМĔШ ХУТ ИРТРĔ. НАТАЛИЯ ÇАК ПРОЕКТ-ПРЕМИ ПИРКИ КАЛАСА ПАЧĔ.

— Наталия, проект мĕнле çурални пирки каласа кăтарт-ха.

— Ывăлăм Гера чирленĕ хыççăн социаллă сетьре «Я – мама ребенка с ОВЗ» ушкăн йĕркелерĕм. Ман пата республикăри чирлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ çырма пуçларĕ. Вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн еплерех тăрăшнине çырса пĕлтерчĕç. Çĕнĕ пĕлĕшсен хуйхи-суйхине чĕре витĕр кăлартăм. Çырусене вуланă чухне чăтаймастăм, куççуль тухатчĕ. Эпĕ пĕччен маррине туйса илтĕм. Ман ывăл пекки республикăра чылай иккен. Ашшĕамăшĕпе çыхăну тытма пуçларăм. Пĕррехинче манăн пуçра шухăш çуралчĕ: пирĕн пĕрле пулмалла, пĕр-пĕрне сĕнӳсемпе, ырă сăмахсемпе пулăшмалла, хавхалантармалла. Çапла çуралчĕç те проектсем. ЮТВ телеканалпа мана кунта чылай çул ĕçлекен Данила Ленский шоумен туслаштарчĕ. Телеканал директорĕ Юрий Гурьянов манăн шухăша ырларĕ. Спонсорсем шырама пуçларăм. Чăваш Енри ашшĕсен союзĕн ертӳçипе Олег Волковпа паллашрăм. Вăл мана шухăшăмсене пурнăçа кĕртме пулăшрĕ. Мана ăнланакан çын нумай пулчĕ. Сăмахран, «Сердца без границ» коммерциллĕ мар организаци. Ĕçе пĕччен тума çăмăл мар. Манăн чи пĕрремĕш шанчăклă пулăшакан — юратнă мăшăрăм Николай Яркеев. Вăлах виçĕ проект спонсорĕ. Хĕрĕмĕр çуралнă хыççăн ывăл çут тĕнчене килчĕ. Сывă çуралнă ача çулталăкран сусăрланса юлчĕ, мăшăрăм чи çирĕп тĕрек пулса тăчĕ. Ерипен команда пухрăм. Ман çумрах — ача чухнехи тусăм Петр Эткеров юрăç, Надежда Сергеева модель, Олег Волков педагог, Алексей Шадриков, Антонина Лукина, Олег Кăйкăр юрăçсем, Виктор Петров кулăш ăсти, Роза Степанова-Кĕлчечек ăста, Роза Беляева кĕвĕ ăсти, Альбина Юрату сăвăç, Оксана Иванова предприниматель. «Ырă атте» премие пĕлтĕр пĕрремĕш хут йĕркелерĕмĕр. Заявка нумай пулнипе номинацисен шутне ӳстертĕмĕр. Кăçал та чылаййăн хутшăнчĕç. Çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсем пуçа кĕреççĕ. Малашне эпир сусăр ачасене, ашшĕ-амăшне хăйсене те уявра юрлаттарасшăн, ташлаттарасшăн, сăвă калаттарасшăн. Ку ĕçе кăçалах пуçăнтăмăр. Сывлăх енчен хавшак Алена Смирнова ашшĕне саламласа юрă парнелерĕ. Çакна ăнлантăм: пурнăçра пурне те шанчăк памалла. Хальлĕхе конкурса хула çыннисем кăна хутшăнаççĕ. Пирĕн вара ялтисене те хутшăнтарас килет. «Ырă атте» проект-премин номинацийĕсем — «Ырă чĕреллĕ», «Вăйлă атте», ятарлă номинацисем — «Хӳтĕлевçĕ атте», «Пултаруллă атте». Кунсăр пуçне сусăр ачасене сиплекен тухтăрсемпе медсестрасене тата шкулта ăс паракан учительсене хавхалантарас тесе премие тепĕр икĕ номинаци кĕртрĕмĕр: «Юратнă вĕрентекен», «Юратнă специалист». «Ырă атте» преми номинацийĕсенче мала тухнă ашшĕсене те сăмах парар.

Антон ЕГОРОВ:

— Эпĕ — аслă инструктор-кинолог, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлетĕп. «Ырă атте» пирки мана ачан вĕрентекенĕ пĕлтерчĕ. Пирĕн 10 çулти хĕрĕмĕр Анна — «хĕвел ачи», Даун синдромĕпе çуралчĕ. Вăл калаçаймасть. Мăшăр килте ача пăхать. Аннăна мĕн кирлине унăн хусканăвĕсенчен пĕлетпĕр. Пирĕн ывăл та пур. Вăл 4 çулта. Атте сайра хутра килет, анне тăтăшах пулăшать. Мăшăрăн ашшĕ çĕре кĕнĕ, амăшĕ Чулхулара пурăнать. Арăмпа Улатăр тăрăхĕнчи пĕр-пĕр ялта çурт туянас тетпĕр. Унта ачасене ӳстерме канлĕрех пулĕ: сывлăш уçă, вăрман, машина сахал, шăв-шав çук. Ачасене телейлĕ çитĕнтерме ĕмĕтленетпĕр.

Андрей АФАНАСЬЕВ:

— Эпĕ — столяр, платник. Ытларах йывăçпа ĕçлетĕп. Тетепе пĕрле утар тытатпăр. Эпĕ — Патăрьел огругĕнчи Тури Тăрмăшран. Шăхач хĕрĕпе Олесьăпа çемье çавăртăм. Мăшăрпа виçĕ хĕр ӳстеретпĕр: Аня, Арина, Алиса. Асли 14 çулта. Икĕ çул та 11 уйăхра чухне хĕрĕме сулахай енчен шалкăм çапрĕ. Ачана япăх пулнă кун васкавлă медпулăшу темиçе хут та чĕнтĕмĕр. Пĕр тухтăр та мĕн пулнине йĕркеллĕ ăнлантараймарĕç. Çавна пулах вăхăта çухатрăмăр. Инфекци больницине хучĕç. Тухтăр ирхине вĕсен палатине кĕнĕ. Ăна диагноз лартма икĕ симптом çителĕклĕ пулнă. Тӳрех МРТ тума илсе кайнă. Ача калаçса каймасть, ăнлантараймасть. Мăшăр хĕрĕмпе больницăра пĕр уйăх ытла сипленчĕ. Вăл вăхăтра эпир иккĕмĕш ачана кĕтеттĕмĕр. Унтан реабилитаци пуçланчĕ. Халĕ те унта çӳретпĕр. «Ырă атте» пирки интернетран пĕлтĕмĕр те хутшăнас терĕмĕр. Халĕ пирĕн умра пĕр тĕллев — ачасене ура çине тăратмалла.

Александр ВАСИЛЬЕВ:

— Машиностроени тытăмĕнче вăй хуратăп, сутуçă. Эпĕ — сывлăх енчен ыттисенчен уйрăлса тăракан ача ашшĕ. Ывăлăм Дамир 11 çулта, Шупашкарти 65-мĕш шкулта вĕренет. Вăл çуралсанах тухтăрсем темиçе диагноз та лартрĕç. Дамир утаймасть, ятарлă кӳмепе çӳрет. Апла пулсан та эпир мăшăрпа ăна ыттисенчен уйăрмастпăр. Дамир ăмăртусене, çуллахи спорт вăййисене хастар хутшăнать. Часа-часах çĕнтерет. Кĕнеке вулама та ӳркенмест. Шкулта шахмат кружокне çӳрет, кунсăр пуçне программированипе кăсăкланать. Пирĕн 7 çулти хĕр пур. Çемьене лайăх пăхас тесен нумай ĕçлеме тивет. Акă паян та командировкăран тӳрех уява çитрĕм. Пĕр вырăнта лармастăп, ялан çул çӳревре. Апла пулин те ачасене ашшĕ юратăвне çителĕклĕ паратăп. Пушă вăхăтра эпир ялан пĕрле. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Çынсене пулăшсан хама та лайăх»

«Эпĕ çемьере пĕртен-пĕр ача ӳснĕ. Йăх тымарне арçын тăсать-çке. «Атте, манăн сана кӳрентерес килмест, çавăнпа хамăн хушамата улăштармастăп, яланах Никифорова пулăп», — шкулта вĕреннĕ чухне аттене çапла калани халĕ те асра. Турă мана илтрĕ, Никифоров хушаматлă каччăпа çемье çавăртăм», — каласа кăтартрĕ Шăмăршă тăрăхĕнче çуралнă, халĕ МЧС тытăмĕнче ĕçлекен Марта Никифорова.

Медик пулма ĕмĕтленнĕ

Пулас упăшкипе Мартăна пĕлĕшĕсем паллаштарнă. Пĕр хушаматлă пулнăран вĕсене малтанах тăвансем вырăнне йышăннă. Анчах çамрăксем унччен пĕр-пĕрне палламан та, курман та. Çапла вĕсем туслашнă. Хĕрпе каччă пек çӳренĕ хыççăн пĕрлешнĕ. Николай Никифоров ЖБК заводĕнче ĕçлет. Мăшăр пĕр хĕр çитĕнтерет. 5 çулти Аня ӳнер шкулне çӳрет, пултарулăх конкурсĕсене хутшăнать. Пĕчĕкскер ӳссен кам пуласси пирки палăртса хунă: аптекăра ватăсем валли эмелсем сутма ĕмĕтленет. Хĕрача амăшĕ пекех ырă чунлă. Марта юрист профессине алла илнĕ. Ача чухне вара медицинăра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. «Шкул хыççăн ăçта вĕренме кĕресси пирки шухăшлаттăм. Манăн атте пек медик пулас килетчĕ. Ăçта вĕренме кĕрессине те палăртнăччĕ. Шупашкарти медицина колледжне документсене кайса патăм. Хĕр тусăм манпа пĕр вĕрентӳ учрежденире ăс пухас килнине каларĕ. Вĕренӳ çулĕ пуçланиччен медицина колледжĕнчен документсене кайса илтĕм», — аса илчĕ Марта. Çапла вăл 9-мĕш класс хыççăн хĕр тусĕпе пĕрле вĕреннĕ, СанктПетербургри патшалăх инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕнче ăс пухнă. Унтан Мускаври гуманитарипе экономика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.

Кукашшĕ МЧСра ĕçленĕ

Диплом илсен Марта Шăмăршă районĕн администрацийĕн вĕрентӳ пайĕнче ĕçленĕ. Унтан пĕр вăхăт Шупашкарти çар комиссариатĕнче тăрăшнă. Паянхи кун вăл Пушара хирĕçле пропагандăн тата общество çыхăнăвĕсен центрĕнче методистра вăй хурать. Кунта вăл 3 çул тăрăшать. 2025 çул МЧС тытăмĕнче вăй хуракансемшĕн пĕлтерĕшлĕ — ведомство йĕркеленнĕренпе 35 çул çитнĕ. Мартăн кукашшĕ МЧС тытăмĕнче ĕçленĕ. Геннадий Иванович ĕмĕр тăршшĕпех Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи 34-мĕш пушарпа çăлав чаçĕнче вăй хунă. Ашшĕ Виталий Афанасьевич Шăмăршă районĕн тĕп больницинче вăй хурать. Вăл — рентгенолог, УЗИ тăвакан тухтăр. Амăшĕ Ирина Константиновна вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. «Шăмăршă районĕн администрацийĕн вĕрентӳ пайĕнче ĕçленĕ чухне мана пĕрмай мĕнле те пулин комисси йышне кĕртетчĕç. КВНа жюри пек те хутшăнтăм. Пĕрре опекăпа попечительлĕх пайĕнчи специалист чирлесен мана унăн тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç. Ăнăçсăр тата çул çитмен ачисем учетра тăракан çемьесене тĕрĕслеттĕмĕр. Çĕнĕ çул умĕн кун пек çемьере ӳсекен шăпăрлансене парнесемпе савăнтараттăмăр. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене питĕ шеллеттĕм. Пĕррехинче ăнăçсăр çемьери ачасене пулăшрăмăр. Амăшĕ ачисене хутранситрен пĕччен пăрахса хăваратчĕ. Ăна пĕчĕк пепкипе больницăна илсе килтĕм. Шкула каякан тепĕр икĕ хĕрне питĕ шеллерĕм. Вĕсене амăшĕпе тата йăмăкĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулассине каласа лăплантарма тăрăшрăм. Унтан хĕрачасене машинăпа кукамăшĕ патне леçрĕм. Çынсене пулăшсан хама та лайăх», — чунне уçрĕ Марта Витальевна. Кашни ир ĕçе тулли кăмăлпа васкать вăл. Çынсене чунран пулăшас, вĕсемшĕн усăллă пулас тесе тăрăшать. Унăн яланах ачасемпе ĕçлес килнĕ. Марта вĕсемпе хутшăнма, калаçма питĕ юратать. «Эпир пĕр вырăнта лармастпăр. Шкулсене, ача сачĕсене, библиотекăсене çитетпĕр. Ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнма вĕрентетпĕр. Шăпăрлансем мана кăсăклансах итлеççĕ. Вĕсемпе мĕнле ăсталăх класĕсем ирттермеллине хамах шухăшласа кăларатăп. Музейре Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Хуракасси шкулĕн макечĕ пур. Ачасем ун умĕнче нумай вăхăтлăха чарăнса тăраççĕ. Пĕлетĕр ĕнтĕ: 1961 çулхи чӳкĕн 5-мĕшĕнче унта хăрушă инкек пулнă, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнипе пушар тухнă. Инкекре 110 çын пурнăçĕ татăлнă, вăл шутра — 106 ача тата 4 вĕрентекен. Шкул макечĕн тăррине çĕклесен унта классем, партăсем вырнаçнине курма пулать. Юнашарах асăну палăкĕ. Хыçалта часавай лартнă. Музейре çавăн пекех ачасене кил-çурт пушар алхасиччен тата ун хыççăн мĕнле улшăннине кăтартма диорама хатĕрленĕ. Шăпăрлансем унпа та кăсăклансах паллашаççĕ. Шупашкарта икĕ хутчен пысăк пушар пулнă: 1659 тата 1773 çулсенче. Юлашки пушар мĕнле пулнине макетчиксем диорамăра сăнласа панă. Çакна та пирĕн музейра курма пулать. Çак çулсенче пушар мĕншĕн алхаснине, миçе çурт çунса кĕлленнине сасăпа каласа параççĕ. Хăш чухне çын пушартан мĕншĕн тухса ĕлкĕреймест-ха? Мĕншĕн тесен сĕрĕм шăршине 4 хут сывласанах тăн çухатма пултарать», — малалла калаçрĕ МЧС ĕçченĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Унран тăшмансем хăраса тăнă

Патăрьел тăрăхĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче пурăнакан Куделинсен виçĕ ывăлĕ те ятарлă çар операцийĕнче тесен тӳрех амăшĕ куç умне тухса тăчĕ. Мария Николаевнăна питĕ лайăх паллатăп. Çичĕ ачине пĕчченех çитĕнтерчĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче виççĕмĕш ывăлĕ Серафим паттăрла пуç хунă тенине илтсен унпа курса калаçмасăр чăтаймарăм.

Виçĕ ывăлĕ те тăшманпа çапăçма кайнă

«Ачи вилнĕ хыççăн амăшĕ пысăк хуйха чăтаймасăр ăсне çухатать тенине илтнĕччĕ. Епле-ха çавăн пек пулать тесе шухăшлаттăм. Хуйхă ăса кăна мар, пуçа та çухаттарать иккен. Варта 9 уйăх йăтса çӳренĕ ачана хура тăпрапа хупланă чухне хăв та унпа юнашар кĕрсе выртма хатĕр. Серафима пытарнă вăхăта, тĕрĕссипе, лайăхах астумастăп. Тĕлĕкри пек иртнĕ. Те пурăннă эпĕ ун чухне, те çук. Тăватă ывăл та виçĕ хĕр çуратрăм. Чи асли Светлана 1988 çулта кун çути курчĕ. Унтан пĕрин хыççăн тепри çуралса пычĕç. Эпир яла куçса килнĕ чухне кĕçĕнни Мария икĕ уйăхра кăначчĕ», — аса илчĕ Мария Николаевна. Мария Куделина /хĕр чухнехи хушамачĕ Павлова/ 1966 çулта Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă. Хăйсем те çичĕ пĕртăван ӳснĕ: пилĕк ывăл та икĕ хĕр. Тăван ялĕнчи шкултан вĕренсе тухсан Мария Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикине вĕренме кайнă. Унта вăл икĕ çул ăс пухнă, тепĕр икĕ çул ĕçленĕ. Анчах çамрăклăх çунатлă мар-и? Волгодонскра АЭС тунă çĕре çамрăксен ушкăнне пухаççĕ тенине илтсен пĕрле вĕреннĕ тăватă чăваш хĕрĕ унта çырăннă. Волгодонскра вĕсене общежитие вырнаçтарнă, малтан пурăнмалăх укçа-тенкĕ те панă. Шăпах унта ĕçленĕ чухне Мария çак хуларах çуралса ӳснĕ Александр Куделинпа паллашнă. Пĕр-пĕрне кăмăлланă çамрăксем, 1987 çулта пĕрлешнĕ. Александр стройкăра ĕçленĕ, хулари чиркĕве хута янă çĕрте нумай вăй хунă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çамрăксем тĕн енне туртăннă. Александр чиркĕве хута ярсан унтах ĕçлеме юлнă. Мария та кашни канмалли кун чиркĕве çӳренĕ. Кайран клирос çинче юрлама тытăннă. Александр тĕрлĕ ĕçе пурнăçланисĕр пуçне псаломщик тапулнă. Кĕçĕн хĕрĕ Мария икĕ уйăхра чухне ялта амăшĕ пĕччен пурăнайманни палăрнă. Ытти тăванĕ ăна пăхма пултарайман. Çапла Мария çичĕ ачипе яла куçса килнĕ. Вăхăтлăха килетпĕр тенĕскерсем кунта яланлăхах тăрса юлнă. Мăшăрĕ Чăваш Ене килме килĕшмен. Çавăн пек пулса тухнăшăн пĕрре те ӳпкелешмест Мария Николаевна: «Турă хушмасăр пурнăçра нимĕн те пулса иртмест. Хамшăн нимĕн чухлĕ те пăшăрханман эпĕ. Ачасене лайăх пултăрччĕ тесе çеç шухăшланă. Ун чухне тин çеç куçса килтĕмĕр, ачасем пурте диван çинче лараççĕ. Тăвансем вĕсем мĕн ятлине ыйтрĕç. Серафим 5 çултаччĕ, «р» сас паллине лайăхах калаймастчĕ. «Селафим», — терĕ. Хушамачĕ пирки ыйтрĕç. «Кунта киличчен Куделинччĕ, халĕ пĕлместĕп те ĕнтĕ», — хуравларĕ çакскер. Хама темле аван мар пулса кайрĕ: «Куделин пулнă, Куделинах юлатăр», — терĕм. Яла куçса килсенех ачасене йывăр пулнă паллах. Чăвашла ăнланмастчĕç. Çапах пирĕн ачасем ыттисене айăпласа калаçнине нихăçан та илтмен. Хăйсене кӳрентернине те каламастчĕç. Пĕррехинче хам ачасене кӳрентернине ăнсăртран ăнлантăм. Хĕллеччĕ ун чухне, каç пулнăччĕ. Георгий юлташĕсемпе выляма тухрĕ. Нумай та тăмарĕ — каялла юрлă, хĕп-хĕрлĕ питлĕ кĕрсе тăчĕ. Ялтисем хула ачисене тăн кĕртесшĕн пулнă имĕш. «Тухнă-тухман юр çине çапса ӳкерчĕç те тапса хĕнерĕç», — тесе аран каласа пачĕ. Çавăн чухне виçĕ ывăла юнашар лартрăм та çапла каларăм: «Эсир — арçын ачасем. Сирĕн хута кĕрсе никампа та вăрçăнса çӳреместĕп. Хăвăра хăвăр хӳтĕлĕр. Малашне хăвăра çеç мар, мана та, çемьене те, Тăван çĕршыва те хӳтĕлемелле пулĕ сирĕн». Те çавăнпах мана вĕсем нихçан та, нимĕн те усалли каласа паман. Тăватă ывăл пирĕн: Георгий, Кирилл, Серафим тата Андрей. Виççĕшĕ Тăван çĕршыва юрăхлă пулчĕç. Андрей вĕренет-ха. Георгий шкул пĕтерчĕ те Хусанти кадет шкулне вĕренме кĕчĕ. Укçа-тенкĕ енчен вăй çитерейменнипе электромеханика техникумне куçрăмăр. Ăна пĕтернĕ-пĕтермен салтака илсе кайрĕç, тинĕс çар флотĕнче службăра тăчĕ. Унтан таврăнсан Волгодонск хулине кайрĕ те унта Росгвардие ĕçе вырнаçрĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Донецка куçнă вăл. Халĕ унта службăра тăрать. Унăн ялан тенĕ пекех çапăçусенче пулма тивет. Ун хыççăн Кирилл техникум пĕтернĕ-пĕтермен салтака кайрĕ. Вăл та электромеханика техникумĕнче вĕренчĕ. Ăна салтака ăсатрăм çеç — упăшка сасартăк чирлесе ӳкни çинчен пĕлтерчĕç. Мускава операци тума илсе килмелле-мĕн. Манăн ăна пăхма тиврĕ. Шăп çав вăхăтра Серафима çар комиссариатне чĕнсе илнĕ, салтака кайма повестка тыттарнă. Ăна ăсатнă чухне пĕрле пулаймарăм. Ашшĕ операци хыççăн ура çине тăраймарĕ, тепĕр уйăхран çĕре кĕчĕ. Ăна Волгодонскра пытартăмăр. Служба пĕтсен Кирилл шăнкăравласа контракт çырса çартах юлассине пĕлтерчĕ. Халĕ вăл Херсон çывăхĕнче çапăçать. Унтан Серафим шăнкăравларĕ. Вăл та контракт çырассине каларĕ. «Эсĕ те юлатăн-и?» — терĕм. Икĕ ывăл çарта пулнипе манăн виççĕмĕшне те унта хăварас килместчĕ. Таврăнчĕ. Çара кайиччен Мускавра хуралта ĕçленĕччĕ вăл. Çĕнĕрен унта вырнаçрĕ. Анчах ăна ку ĕç тивĕçтерменни Серафим çине пăхсанах туйăнатчĕ. 2021 çулта каялла хăйĕн чаçне таврăнчĕ. Вĕсене унтан ятарлă çар операцине илсе кайнă. Виçĕ ывăл та вăрçă вучĕ хушшинче çӳретчĕ. Çĕр çывăрман каçсене шутлама тахçанах пăрахнă эпĕ. «Сирĕншĕн те, сирĕн юлташусемшĕн те кĕлĕ тăватăп. Ырă-сывă таврăнма Турă пиллетĕр», — теттĕм ывăлсене. Ачасем те хамăр пекех чиркӳрен юлман. Георгие чиркӳре ĕçлекенсем алтарник вырăнĕнче те куратчĕç. Анчах Турă вĕсене урăх çулпа илсе кайрĕ. Апла вĕсен ĕçĕ çав вырăнта кирлĕрех пулчĕ. Ачасемпе мĕн те пулин сиксе тухнине чĕрепе туяттăм. Çапла-çке вăл амăшĕн чĕри. Серафим шалти разведкăра çӳренĕ. Вилĕмпе хире-хирĕç миçе хутчен тăман-ши вăл? Контузи те пулнă унăн, аманнă та. Мана каламан вăл кун пирки. Ах, Серафимпа темĕн пулнах тесе чунпа туяттăм. «Пирĕн йăлтах лайăх!» — çаксем вĕсен чи юратнă сăмахĕсемччĕ. Ахальтен мар пулĕ Серафима тăватă медаль тата Çветтуй Георгий орденне парса хисеп турĕç. 2024 çулхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче Серафимпа телефонпа чылай вăхăт калаçрăмăр. «Анне, пирĕн халĕ ĕç нумай-ха», — тесе темиçе хутчен те каларĕ. Юлашкинчен сăн ӳкерсе ярса пачĕ. Хам та сисмерĕм — ăна чуптума тытăнтăм. Темшĕн куçран куççуль юхрĕ. Ку пирĕн юлашки калаçу пулчĕ. Тепĕр икĕ кунран çар заданине пурнăçлама кайсан ăна вилмеллех амантнă», — йĕрсе каласа кăтартрĕ Мария Николаевна. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Каçхине пĕчченех вутă патне вăрмана кайнă

Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Атнарти Зоя Абаськинăн «вăрçă ачи» статус пур. Анчах, вăл каланă тăрăх, ача чухнех тыл ĕçченĕсенчен юлман, пĕчĕкрен йывăр ĕçе кӳлĕннĕ. Ялта ăна Соня аппа тесе чĕнеççĕ, çирĕп кăмăллă та хăйне пур енчен тĕслĕх кăтартакан хĕрарăм пек хаклаççĕ.

Виçĕ пăтавкка çĕр улмилле

«Çемьери тăватă ачаран эпĕ асли пулнă. Апи мана çуратаймасăр 4 кун нушаланнă. 4 кило ытла тайнă та, çавăнпа йывăр пулнă-тăр. Эпĕ нарăсăн 26-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ун чухне Çăварни эрни пынă, урам юрă-ташăпа янăраса тăнă. Ача пăхакан пулманран мана, çур çулти пепкене, анне тырă вырма пĕрле илсе кайнă, чĕркесе тĕмĕ айне хăварнă. Эпĕ алпа çапкалашса кăшкăрса выртнине мăнак каласа паратчĕ. Ман хыççăн Митя, Çинка, Галя çуралнă. Апие /анне. – Авт./ колхоз утарне ăвăс çапма илчĕç. Вăл каçхине ача çуратрĕ, тепĕр кун ирхине ĕçе тухса кайрĕ. Мана тин çуралнă ачана пăхма каласа хăварчĕ, макăрсан çу хыптарма хушрĕ. Ати /атте. – Авт./ чирлетчĕ. Ĕненмерĕç, вăрçă тухсан ăна та илсе кайрĕç. Çапах кайран каялла ячĕç. Вăрçă вăхăтĕнче чӳречесене картламаллаччĕ, хăшĕ-пĕрин кун валли утиял та çукчĕ. Вăрçă çулĕсенче эпĕ 7-11 çулсенчи ача пулнă. Кĕлеткерен çӳллĕ тесе мана та аслисемпе пĕрле ĕçлеме кăларчĕç. Колхоз анисене икĕ пӳрт урлă пурăнакан кӳршĕ ачипе Хватипе пĕрле сухаларăмăр. Вăл плуг тытать, эпĕ — лаша. Кайран сӳрнĕ çĕр улми лартрăмăр. Вăрлăхне пăрахса çитереймесен питĕ тарăхаттăм. Лаша пĕрре тапранса кайсан чиперех утать-ха, чарăнсан вара хускатма йывăр. Пĕррехинче кӳлнĕ чухне лаша пуçне çĕклерĕ те мана питрен хытă лектерчĕ. Куçсăр юлтăм пуль тесе апи макăрма тытăнчĕ. Вăкăрпа та сӳрнĕ эпир. Харăсах виççĕ кӳлеттĕмĕр. Вĕсене хăвалама ати пушă явса пачĕ. Тырă акма виçĕ старик пурччĕ: Шухури Михал, Эккей Çеркейи, Куçук мучук. Çавсем патне лавпа тырă леçеттĕм. Мана та витре хурса пыртаратчĕç, эпĕ те ахаль тăман, тырă сапнă», — аса илчĕ Зоя Алексеевна. Патшалăх валли вăрман касма ăна пайтах янă. Сăр чиккин строительстви пынă май блиндажсем, ытти сооружени валли йывăç хатĕрлемелле пулнă. Ансăр чукун çул тăрăх çӳрекен «кукушкăпа» йывăçсене илсе кайнă. Колхоз валли те Хĕрлĕ Яр енне чукун çул линийĕ урлă йывăç илме вăрăм урапасемпе çӳренĕ. Пуйăс хăçан килессе епле пĕлĕн-ха? Урапасене каçарса ĕлкĕрмелле вĕт. Кун пек чухне хăлхана лини çине хурса итленĕ. Колхоз ăна ачаллах лаша шанса панă. Кунĕпе ĕçленĕ хыççăн кайран та выльăха хăйĕнчен вĕçертмен, вутă патне кайнă. Йывăç касса тиесе янă хыççăн самаях тачка туратсем унта чылай выртса юлнă. Хĕрача каç пулсан тĕттĕмре пĕчченех çавсене илме кайнă. Кайран тулли лавпа Тарапай ялне çитнĕ. Унта вутта карчăксене виçĕ пăтавкка çĕр улмилле парса хăварнă. Вишенер патĕнче вăрман каснă чухне пĕр пӳрте çывăрма янă вĕсене. Выртма май çуккипе алăк сулли çинче ларса çĕр каçнă хĕрача. Апатне хăйсем пĕçернĕ. Кашни харпăр хăйĕн какай татăкне çиппе çыхса паллă туса янă. Анкарти хыçĕнче — самолет «Тĕлĕнетĕп: апи мана, ачана, çавăн пек йывăр ĕçлеме мĕнле яма шеллемен-ши? Çын патне те ĕçлеме илсе каятчĕç. Нимелле çӳренĕ вĕт ун чухне. Кĕлеткерен çӳллĕ пулнă та миçе çултине пăхса тăман. Апи калатчĕ: «Çынсем ĕçленĕ чухне алă усса çӳремелле мар». Ман тантăшсенчен никам та кун пек ĕçсене хутшăнман. Шкулĕ хамăр ялтахчĕ. Пĕр вăхăт унта учитель пулмарĕ. Çулла шкулта ясли уçăлатчĕ. Эпĕ 3 класс кăна вĕренейрĕм. Ĕç нумай тесе каймарăм. Апи шкула çӳреттересшĕнччĕ. «Вĕренмен çынсене дояркăна та илмеççĕ», — тетчĕ. Пирĕн яла, анкарти хыçнех, самолет та анса ларнăччĕ. Хĕр туспа Соньăпа çĕр улми теркăлаттăмăр. Самолета курсан: «Пĕтрĕмĕр ĕнтĕ халь!» — йĕме тытăнтăмăр. Пире тăшман вĕлерме килесрен хăранăччĕ. Салтаксем пирĕн урампа иртсе кайрĕç. Апи çăкăр пĕçерсе пӳрт умне кăларса хунăччĕ те, çавсене йăтса кайрĕç. Çимелли енчен чухăнччĕ. Кăчка тӳсе çăнăхпа çăраттăмăр. Пĕрер ывăç та пулсан йывăç кĕрпи яраттăмăр. Крахмалне те нумай çинĕ. Колхозра çĕр улми кăларнă хыççăн шăннă çĕр улми пуçтарма каяттăмăр. Халĕ сысна валли те ун пек апат пĕçермеççĕ, тутлăрах хатĕрлеççĕ. Тĕрлĕ курăк шӳрпи çисе ӳснĕ. Выльăх усранă-ха, анчах ашне, çăвне, çăмартине вăрçа янă. Шăллăм Гурий вар виттие пула вилчĕ, больницăра выртсан та сывалаймарĕ. Çĕр улми лавĕ самаях йывăрччĕ, пĕрре лаша туртса хăпартаймарĕ, унпа вăрçăнса тăтăмăр. Тихаллăскерччĕ вăл тата. Çав хушăра çулпа Чутайсем тырăпа иртсе пычĕç. Пирĕн тиха вĕсемпе ерсе кайрĕ. Кайран апи лашана тăварчĕ те ăна утланса тиха шырама кайрĕ. Хытă чуптарнăран лашан хырăмĕ ӳкнĕччĕ, уншăн укçа тӳлеме тиврĕ. Колхозра урапа çитместчĕ, ăна инçе çула, сăмахран, Улатăра, Çĕмĕрлене, кайнă чухне кăна паратчĕç. Эпир урпана та, ытти хатĕре те сутăн илтĕмĕр е хамăр ăсталарăмăр. Кунĕпе колхозра тислĕк турттартăмăр. Каçхине хамăршăн вăрмана кайнă. Пĕр каçра 7 кубла метр вутă тиесе килни те пулнă. Эпĕ ĕмĕрĕпех лашапа колхозра ĕçлерĕм. Утă тиенĕ лав тăрринче ларса пынă чухне шоссепе 4 машина умлăн-хыçлăн иртсе кайрĕ. Кӳршĕ лашипе тухнăччĕ ун чухне. Вăл хăранипе ĕрĕхсе кайрĕ. Эпĕ лав çинчен ӳксе пилĕке амантрăм. Фельдшер вунă кун укол тума киле килчĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.