Комментари хушас

13 Пуш, 2025

Тантăш 9 (4930) № 13.03.2025

Кушкă шкулĕн «çăлтăрчăкĕсем»

Çĕр ĕçĕпе пурăнакан несĕлĕмĕрсем ĕçлеме кăна мар, юрра-ташша та ăста пулнă, уявсенче савăнма пĕлнĕ. Ахальтен-им Иван Яковлев: «Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах», — тенĕ. Юрă-ташă çынсене кулленех пулăшса пынă: пĕр-пĕринпе хутшăнтарнă, туслаштарнă, кăмăлтуйăма çĕкленĕ, ĕçре вăй-хал хушнă. Чăваш халăхĕн пултарулăхĕ çав тери тĕрлĕ енлĕ те анлă. Авалтан килекен пуянлăха Елчĕк тăрăхĕнчи Кушкă шкулĕнче уйрăмах сума сăваççĕ, малти вырăна хурса ачасене ăша хывтарма тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть çакна хам курса ĕнентĕм.

ЧĂВАШ УЯВĔСЕНЧЕН ЮЛМАÇÇĔ

Час-часах республикăри тĕрлĕ шкулта пулма тивет. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, хуларан аякри округсенче те ачасем пĕр-пĕринпе ытларах вырăсла хутшăнаççĕ халь. Кушкă шкулĕнче мана хапăл туса кĕтсе илчĕç. Шăпăрлансем уроксем хыççăн киле кайма васкатчĕç пулин те, кĕске хушăра мĕн тĕрлĕ кăна сăвă-юрăпа савăнтармарĕç-ши? Доска умне тухса пĕрин хыççăн тепри Петĕр Хусанкайăн, Константин Ивановăн сăввисене шăрантарчĕç, тĕрлĕ юрă юрларĕç. Пĕчĕкскерсем тăван чĕлхене еплерех сума сунине курса чун хĕпĕртерĕ. Акă ăçта пытанса пурăнаççĕ иккен чăн-чăн чăваш «çăлтăрчăкĕсем»! Халиччен кун пек нихăш шкулта та кĕтсе илменччĕ-ха. Чи хастаррисем ку шкулта тăваттăмĕшсем-мĕн. Уроксем хыççăн шкул автобусĕсем ачасене кĕтсе ларнине кура вĕсене тытса тăма ирĕк çук паллах. Вĕренекенсемпе сыв пуллашнă хыççăн шăпăрлансен пултарулăхĕпе малалла видеоролик урлă паллашрăмăр. Шерепеллĕ тутăр çыхнăскерсем Çăварни уявне илем кӳчĕç. Калама та çук хитре-çке! Вĕрентекенсемпе пĕрле мĕн тери илемлĕ сăнласа пачĕç хĕле ăсатнине: тĕрлĕ вăйă вылярĕç, юрларĕç, икерчĕпе сăйланчĕç. Иртнĕ çул Мăнкуна та питĕ хаваслă ирттернĕ. Чăваш халăхĕн авал мĕнле уявсем пулнă? Мĕнле кĕвĕ инструменчĕсем каланă? Çакна тата чăваш культурин пуянлăхне, йăли-йĕркине кашни ача патне илсе çитерме тăрăшаççĕ Кушкă шкулĕнче. Мĕн пур вĕренекен тăван халăха хисеплеме пĕлтĕр, унăн сăваплă йăли-йĕркипе мăнаçлантăр, çепĕç чĕлхипе уççăн калаçтăр, çĕршывпа мухтанма пултартăр, чăн-чăн чăваш чунлă пултăр, ятне ан ятăр… Акă чи малтан мĕне тĕпе хума тăрăшаççĕ асăннă шкулта. Кунта уйрăмах кĕçĕн класс вĕрентекенĕн Татьяна Рыбкинăн тӳпи пысăк. Ахальтен «Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ» ята тивĕçмен ĕнтĕ Елчĕк округĕнче. Сурхури авалтан пысăк уяв шутланнă: юмăç пăхнă, тĕрлĕ вăйă вылянă, тутлă йăвача пĕçернĕ. Кушкă шкулĕнчи тăваттăмĕшсем те çак çимĕçе пĕçерсе килнĕ, пĕр-пĕрне хăналанă. Иртнĕ çул «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕнче, «Янра, чăваш юрри!» номинацире округра призер пулнă вĕсем. Сурхурине, Мăнкуна, Çăварние анлăн çутатса округри фестивальсенче темиçе те мала тухнă.

УНĂН ПУЛАСЛĂХĔ ПЫСĂК

«Класри пур ача та чăваш йăли-йĕркине сума суни хама та питĕ савăнтарать. Пĕрремĕш класа килнĕ чухне икĕ ача чăвашла пачах та калаçма пĕлместчĕç. Хăвăрт вĕренсе çитрĕç. Тĕслĕхрен, София Чайкина халĕ питĕ хитре калаçать. Паллах, чăваш чĕлхи эрнере çур сехет çеç, унта нимех те тума ĕлкĕрейменнине кура класс сехечĕсенче, хушма уроксенче вĕренме тăрăшатпăр. Пирĕн шкулта акт залĕ çук, çавăнпа та уявсенче фойере пухăнатпăр. Ачасемпе юнашарти Аслă Пăла Тимеш, Энтепе культура çурчĕсене тухса çӳретпĕр. Сценăна хăнăхса çитрĕç вĕсем. Акцисене ялан хутшăнатпăр, округра иртекен çавра сĕтелсенчен те юлмастпăр. Чăваш йăли-йĕркине ачасем ан манччăр. Çăварние, Мăнкуна асра тытчăр. Çамрăксем каçсерен улах ларнине, вăййа тухнине шкул ачисен пĕлмеллех», — çапла каларĕ пĕлӳ илекенсен кашни çитĕнĕвĕшĕн чунтан хĕпĕртекен, чăвашлăха ăса хывма вĕрентекен Татьяна Рыбкина. Вăт, çапла ку шкулта! Пирĕн ку çук, пирĕн вăл çук тесе нăйкăшмаççĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе округра пурне те савăнтарма тăрăшаççĕ. Кушкă шкулĕпе сыв пуллашсан та куç умĕнчен Никита Шамбин вĕренекен кайма пĕлмерĕ. Илемлĕ сасси халĕ те хăлхарах янăрать. Петĕр Хусанкайăн сăввине чăн-чăн артист евĕр вуларĕ арçын ача. Унăн пуласлăхĕ чăннипех те пысăк! <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.