Ĕçлеттерсен - тÿлемелле!
Çĕнĕ Шупашкар прокуратури граждансем ĕçлев саккунне пăсни çинчен пĕлтернисене тĕрĕсленĕ те - çăхавсем сăлтавлă пулнине çирĕплетнĕ.
Тĕпрен илсен предпринимательсем йĕркене пăхăнмаççĕ: ĕç укçине вăхăтра памаççĕ е вуçех тÿлемеççĕ, ĕç кĕнекисене памаççĕ тата ыт.те. Вĕсем ĕçлекенсемпе хутшăнусене документпа çирĕплетмесĕр налук органĕсене, пенси, социаллă страховани, медстраховани фончĕсене хывмалли тÿлевсенчен пăрăнма тăрăшни куçкĕрет.
Е.Митрофанова предприниматель, сăмахран, ĕçлекене ĕç кĕнекине паман, шалу тÿлемен. Вăл çăхав панă çын хăйĕн патĕнче ĕçлемен тесе ĕнентерме тăнă пулин те прокуратура тĕрĕслев ирттернĕ май хĕрарăма çак бизнес-вумен сутуçа ĕçе йышăннине ĕнентерме пултарнă. Çавна май прокурор йышăнăвĕпе предпринимателе административлă майпа явап тыттарнă - 3 пин тенкĕлĕх штрафланă.
М.Попова предприниматель те çакнашкал саккунсăр çул çинех тăнă. Ун тĕлĕшпе те административлă материала Патшалăхăн ĕçлев инспекцине ярса панă, ăна тишкерсе хĕрарăма 4 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Саккуна пăснă тĕслĕхсене «Новочебоксарскхиммонтаж-Н», «Макошь», «СУОР» ОООсенче, «Чăвашавтотрансăн» Çĕнĕ Шупашкарти автотранспорт предприятийĕнче те тупса палăртнă.
Ытти район-хула прокуратурисем те ĕç паракансем ĕçлев саккунĕсене пăхăннине сăнасах тăраççĕ. Шупашкарти Ленин районĕн прокуратуринче ĕçлевĕн вăрттăн рынокне легализацилес тĕллевпе «хĕрÿ лини» уçнă. Прокурорăн аслă пулăшуçи Фариза Кадырова палăртнă тăрăх - 62-25-51 телефонпа шăнкăравласа хăйсен ĕçлевпе çыхăннă прависене пăсни çинчен кашниех пĕлтерме пултарать, район прокуратури тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕ.
Н.ДМИТРИЕВ.