Чăвашла верси
Русская версия
Экологи çулталăкне пĕтĕмлетĕç
Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта Наци библиотекинче «Симĕс Чăваш Ен» республикăри V экологи форумĕ иртет.
Унта Экологи çулталăкĕ Чăваш Енре мĕнле иртнине пĕтĕмлетĕç. Çулталăк республикăшăн тĕрлĕ мероприятипе пуян пулчĕ. Кашниех тарăн йĕр хăварчĕ. Çак тапхăрта Чăваш Ен экологи тĕлĕшпе чи лайăх вунă регион йышне кĕме пултарчĕ. Федерацин Атăлçи округĕн рейтингĕнче вара пĕрремĕш вырăна тухрĕ. «Таса çĕршыв» проекта хутшăнса Шупашкарта хытă каяшсен вырăнне рекультивацилеççĕ. Экологи лару-тăрăвне лайăхлатма Çĕнĕ Шупашкарта хытă каяшсене тирпейлемелли комплекс хута янă. Канаш хулинче тата Çĕмĕрле районĕнче çÿп-çап тиекен станци тума палăртнă.
Чăваш Енре Атăла юхса тухакан шыва тасатас ыйтăва та татса панă.
Комментари хушас