- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 21 (6512) № 21.03.2024
Çамрăк патриотсем салтаксене пулăшаççĕ
Шăмăршă округĕнчи Васан ялĕнче çуралнă Денис Егоров 16-ра кăна-ха. Апла пулин те вăл тахçанах укçа ĕçлесе илет. Унпа хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçлать кăна мар, ятарлă çар операцине хутшăнакансене те пулăшать.
Денис Егоров пĕлтĕрхи вĕренӳ çулĕнчен вара Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕ пулса тăчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл е çăлавçă, е полицейски пулма ĕмĕтленнĕ. 9-мĕш класс пĕтернĕ хыççăнах харăсах икĕ уйрăма — «Право хуралĕн ĕçĕ» тата «Чрезвычайлă лару-тăрусенче хӳтĕлесси» енĕсемпе — заявлени панă. Ăна иккĕшĕнче те йышăннă. Денис общество хăрушсăрлăхне суйланă. Полицейскисен евĕрлĕрех формăпа çӳрет вăл халĕ. «Унпа чухне хама урăхларах туятăп, дисциплинăна пăхăнма, тӳрĕ чунлă пулма хистет вăл. Вĕренӳре те пирĕн йĕрке çирĕп, кашни ир стройпа тăрса утатпăр», — палăртрĕ çамрăк. Денисшăн ку пĕрремĕш форма мар ĕнтĕ, 8-мĕш класра вĕреннĕ чухнех кадет тумĕпе çӳренĕ. «Хула пурнăçĕ ялтине çитеймест. Малтанах тăван килшĕн тунсăхларăм. Эпĕ аппапа пурăнатăп. Вăл больницăра администраторта ĕçлет», — терĕ яш. Çар операцийĕнче унăн йыснăшĕ пуç хунă. Аппăшĕ çап-çамрăклах мăшăрĕсĕр тăрса юлнине кура арçын ача салтаксене тата ытларах пулăшма пуçланă. Хăйĕн валли мотоцикл туянмашкăн пухнă укçапа обогреватель туянса ятарлă çар операцине ăсатнă. Ăна ятарлă çар операцине хутшăннă ентешĕ Сергей Голицын, «Ахмат» спецназ батальонĕн снайперĕ пулнăскер, урлă парса янă. Курупка çине хăй ăçтан пулнине, телефон номерне те çырнă. Пĕлтĕрхи çулла ун патне «хĕрӳ зонăра» пулнă волонтертан шăнкăрав килнĕ. Ун чухне утă вăхăчĕ пулнă та Денис хирте тракторпа ĕçленĕ. Вăл хăйĕн патне шăнкăравласса кĕтмен те. Савăнса кайнăскер шавлакан трактортан айккинелле пăрăннă. Лини тепĕр вĕçĕнчи арçын унпа чăвашла калаçнă, хăй Пензăран пулнине каланă. Денис Щербаков хастар çамрăка тав тунă. Ыран е тепĕр кун ун патне кĕрсе тухассине пĕлтернĕ. Чăнах та çапла пулнă. Егоровсем хăнана ăшшăн кĕтсе илнĕ. Денис асли çамрăк тусне компьютер колонки, бинокль парнелесе хăварнă. Каччă та аякри хăнана пушă алăпа яман — салтаксем валли бензопăчкă, икĕ упаковка пылак шыв парса янă. «Биноклĕ хирсене сăнаса тăма питĕ аван. Атте-анне фермер хуçалăхĕ тытса пынă май 12 гектар çĕр пур», — каласа пачĕ каччă. Сăмах май, вăл пухнă укçапа «пушка» туяннă пулин те хăйĕн ĕмĕтне пĕрех пурнăçланă — мотоцикл илнĕ. Сайтпа ĕçлес бизнес унăн малалла аталанать. Вăл Китайран таварсем саккас тăвать те вĕсене сутать. Китай чĕлхине пĕлменни уншăн пысăк чăрмавах мар — телефонри куçаруçă пулăшать. Вĕренме тытăнсан Денис туссем тупнă — хăйĕн пекех çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ӳснĕ ял ачисем Никита Васильевпа Андрей Столяров. Никита — Патăрьел округĕнчи Кивĕ Катекрен, Андрей — Елчĕк округĕнчи Аслă Пăла Тимеш каччи. Вĕсен çемйисем те выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ, пысăк лаптăк çинче севок çитĕнтереççĕ. Яшсем иккĕшĕ те — пулас çăлавçăсем, патриот туйăмĕпе ӳснĕскерсем. «Кăштах аслăрах пулсан-и — ятарлă çар операцине хамăр ирĕкпе кайса пăшал тытса тăшманпа çапăçăттăмăр!» — пĕлтерчĕç каччăсем. Спортпа туслăскерсем салтака кайма хатĕрленсе хул-çурăмне пиçĕхтереççĕ. Никита ирĕклĕ майпа кĕрешет, Андрей хутăш кĕрешӳ енĕпе аталанать. Денис йĕлтĕрпе чупма кăмăллать, кашни ир турникрен туртăнать. Çулла — футболла, хĕлле хоккейла выляса ӳснĕ ял ачисем вĕсем. Кашнинех грамота, медаль сахал мар. «Демографи», «Вĕренӳ» наци проекчĕсем пулăшнипе халĕ ялта та спортра аталанмалли условисем пур. <...>
Алена ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Юрă-кĕвĕ яратăп та тĕрĕ ĕçне путатăп»
Тĕрĕ тĕнчине Нина Михеева ача чухнех лекнĕ. Кукамăшĕн, амăшĕн сурпанне, масмакне, кĕпине тыта-тыта пăхнă. Ун чухне хĕрарăмсем ытларах хĕреслесе е яка тĕрĕсемпе япалисене илемлетнĕ.
Вăл кĕçĕн класс ачи пулнă чухне тăваткал пусма çине хĕреслесе тĕрлеме шкулта вĕрентнĕ. Арçын ачи те, хĕрачи те амăшĕсем валли ал шăлли, сăмса тутри тĕрленĕ. «Ӳссе çитсен хĕр тупри хатĕрлеме тытăнтăм. Качча каяс хĕрĕн ал шăллисем, пулас упăшка, кĕçĕн кĕрӳсем валли сăмса тутрисем хатĕрлемеллеччĕ. Чун савни Йĕпреç тăрăхĕнчи мăкшă çынниччĕ те, эпĕ тĕрленĕ сăмса тутрисем туйра кирлĕ пулмарĕç. Вĕсем хам патрах юлчĕç», — калаçу пуçартăмăр Элĕк районĕнчи Мăн Вылăра çуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкар округĕнчи Çатракассинче пурăнакан Нина Ивановнăпа. Нина Михеева йышлă çемьере çитĕннĕ: 8 хĕр те 2 ывăл пулнă. Вăл – кĕçĕнни. Вĕсен килĕнчи хĕр-хĕрарăм пурте тĕрленĕ. Аслисене кура Нина та алла йĕппе çип тытнă. Амăшĕ Мария Павловна та тĕрĕ ăсти пулнă. Унăн сурпанне, масмакне кĕçĕн хĕрĕ халĕ те типтерлĕ упрать. Çамрăк чухнех хĕр пиччĕшсем валли – галстук, аппăшĕсем тата хăйĕн валли 8 тутăр тĕрленĕ, хĕррисене чĕнтĕр çыхса капăрлатнă. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тĕп хулари пĕр шкулта тĕрĕ енĕпе халăх маçтăрĕн Евгения Жачевăн кружокне лекрĕм. «Хĕрсем, тĕрлеме вĕренĕр. Ку хамăр историе пĕлме пулăшать», — тетчĕ вăл ялан. Халь пулсан-и? Кашни сăмахне тăнлăттăм. Ун чухне çамрăк пулнă та ăса хывман çав. Евгения Николаевна салфетка парнеленĕччĕ. «Çакна тĕрлеме вĕренсен маттур пулатăн терĕ. Эпĕ декретра ларнă вăхăтра тĕрĕпе аппаланма тытăнтăм, салфетка тĕрлерĕм. Кайран сĕтел çитти тытрăм», — аса илчĕ Нина Михеева. Икĕ çул каялла тĕрĕ шкулĕ уçăлнине пĕлсен вăл унта вĕренме кайнă. «Пĕрремĕш ăстрăмне лекеймерĕм, иккĕмĕшне çаклантăмах. Ĕç хыççăн 4 уйăх çӳрерĕм. Тӳрех Евгения Жачевăн кĕнекине туянтăм. Хамăн ачасем те унпа кăсăкланчĕç: «Анне, çакна тĕрлеха», — тетчĕç кĕнекери эреш çине тĕллесе. Çав шкулта хам валли нумай çĕнни илтĕм, унта кайнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Халĕ тĕрĕрен уйрăлаймастăп. Тĕрĕ шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра 6 салфетка, хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтмелли ал шăлли тĕрлерĕм. Çакă манăн диплом ĕçĕ пулчĕ», — палăртрĕ ăста алăллăскер. Пушă вăхăт тупăнсан талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тĕрлеме лараять вăл. Ĕçрен таврăнса апат пĕçерсе çемьене тăрантарнă хыççăнхи вăхăт — унăн. Вăл ал ĕçĕпе аппаланнă чухне ăна никам та чăрмантармасть. «Эпĕ телевизор пăхмастăп, интернетра лармастăп. Юрă-кĕвĕ яратăп та тĕрĕ ĕçне путатăп. Çакăн пек самантра йывăрлăхсем манăçа тухаççĕ, чун канать. Пуçăннă ĕçе хăвăртрах вĕçлес килет, мĕнле тĕрĕ пулса тухнине курас килет. Лайăх, ырă шухăшсемпе киленсе ĕçлетĕп. Вăхăт иртнине те сисместĕп», — терĕ Шупашкарти 61-мĕш шкулта кĕçĕн классене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенскер. «Ай, ку машинăпа тĕрленĕ тĕрĕ. Пире алăпа тĕрлени кирлĕ», — теççĕ куравсенче çынсем унăн ĕçĕсене сăнаса пăхсан. «Тавтапуç сире ырă сăмахăршăн, мĕншĕн тесен ку манăн — алăпа тунă ĕç», — хуравлать вăл. Тӳнтер енне те çавăрса кăтартать. «Чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен тӳнтер, пиччен енĕсем пĕр пек пулнипе уйрăлса тăрать. Ун пек тĕрĕ тĕнчере нихăш халăхăн та çук. Сыпăнтарнă çипписем те курăнмаççĕ. Манăн ĕçе типтерлĕ тăвас килет. Ĕлĕк хĕре çĕленĕ, тĕрленĕ япалисене пăхса качча илнĕ вĕт. Халăха кăтартма, ачасене вĕрентме çĕнĕ япаласем тĕрлес килет», — чунне уçрĕ тĕрĕ ăсти. Сăмах май, Нина Ивановна хăйĕн валли уяв кĕписем те çĕленĕ: сарă, хĕрлĕ, шурă тĕслисем пур унăн. Вĕсене тĕрĕсемпе илемлетнĕ те, кĕпе хуçи çав тери хӳхĕм курăнать. Кулленхи йăлара усă курмалли чăваш тĕрриллĕ япаласем те ăсталать вăл: чăрăша капăрлатмалли тетте, брошка, ободок, мăй çиххи, галстук тата ытти те. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Мароккăна таврăнсан кунти пурнăçшăн та тунсăхлăп»
Набил Дакдаки И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Вăл араб, акăлчан, француз тата вырăс чĕлхисене лайăх пĕлет. Каччă шăл тухтăрĕ пулма ĕмĕтленет. Чăваш Енре Набил 5 çул пурăнать. Мĕнпе тĕлĕнтернĕ ăна пирĕн тăрăх? Çакăн пирки тата ытти çинчен калаçрăмăр эпир унпа.
Çемьере тухтăрсем çук
— Набил, мĕншĕн медицинăна суйлама шухăшларăн?
— Ача чухне стоматолог патĕнче пулни халĕ те куç умĕнче. Вăл мана пурнăç çулне суйлама пулăшрĕ тесен те йăнăш мар. Тухтăр çынсемпе ырă кăмăллă пулни килĕшрĕ. Эпĕ те ун пек специалист пулма ĕмĕтлентĕм. Манăн çынсене хитре йăл кулăллă тăвас килет. Çĕр çинче тунсăхлă çынсем сахалрах пуласса шанатăп. Этемĕн анатомине тĕпчеме питĕ килĕшет: çыннăн организмĕ мĕнле ĕçленине пĕлме интереслĕ. Медицина малаллах аталанса пырать вĕт.
— Санăн çемьере тухтăрсем тата пур-и?
— Эпĕ çемьере медицинăна суйланă пĕртен-пĕр çын. Атте Ахмед шкулта араб чĕлхине вĕрентет, анне Фатима хуçалăх тытса тăрать. Манăн тата 2 пиччепе 1 шăллăм пур. Чи асли Турцире журналист пулса ĕçлет, тепри Мароккăра тĕпленнĕ. 20-ри шăллăм Китайра пурăнать, программиста вĕренет.
— Мĕншĕн эсĕ шăпах Чăваш Енри вĕренӳ учрежденине суйланă-ха?
— Раççее килме шухăшласан ЧПУра ăс пухакан юлташран ăçта вĕренме кĕмелли пирки ыйтса пĕлтĕм. Вăл хăй пĕлӳ илекен университета суйлама сĕнчĕ, малтанхи тапхăрта пулăшма шантарчĕ. Çапла И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна заявлени патăм. Малтан хатĕрленӳ факультетĕнче 3 уйăх вырăс чĕлхине ăса хыврăм. Пĕрремĕш çулхине вырăс ушкăнĕнчех вĕрентĕм, йывăртарах пулнăран акăлчан ушкăнне куçрăм. Пурпĕрех вырăсла вĕренме чарăнмарăм. Çул çӳреве тухсан та чĕлхене пĕлни çынсемпе ирĕклĕн калаçма пулăшать-çке-ха.
— Тăван килшĕн тунсăхламастăн-и? Вăл хăйĕн патне туртмасть-и?
— Кунта вĕренме килнĕренпе тăван çĕршыва вĕçмен эпĕ. Аттепе анне мана кĕтеççĕ, эпĕ те вĕсемсĕр тунсăхлатăп. Пĕр-пĕринпе видеоçыхăну урлă калаçатпăр. Нумай юлмарĕ-ха. Юлашки курса вĕренсе пĕтерсен тăван тăрăха, атте-анне килне, кайма палăртатăп. — Шупашкара вĕренме килсенех эсĕ вырăсла тӳрех ăнланман терĕн. Çынсемпе калаçнă чухне çакă йывăрлăх кăларса тăратмарĕ-и?
— Малтанах эпĕ Раççейре пурте акăлчанла пĕлеççĕ тесе шухăшланă. Пĕрре Шупашкарта çухалса кайрăм. Интернет ĕçлеместчĕ, мĕн тумаллине пĕлмерĕм. Троллейбуса кĕрсен кондуктор патне пырса пулăшу ыйтрăм. Эпĕ ăна вырăсла калаçманнине ăнлантарма пултартăм. Ырă чĕреллĕ хĕрарăм троллейбуса кĕрекен кашни çынран акăлчанла пĕлнипе пĕлменнине ыйтма пуçларĕ. Пĕри акăлчанла ăнланнине пĕлсен питĕ савăнтăм.
Кунти çулла лайăхрах
— Пушă вăхăта епле ирттеретĕн? Кăмăла мĕнле çĕклетĕн?
— Эпĕ питĕ вулама юрататăп. Мана ытларах психологи кăсăклантарать. Кĕнекесене акăлчанла вулатăп, мĕншĕн тесен капла лайăхрах ăнланатăп. Психологире мана ал вылявĕн чĕлхи интереслентерет. Çавăн пекех эпĕ спортпа туслă. Ишетĕп, футболла вылятăп. Хăш чухне çан-çурăма çирĕплетме зала çӳретĕп. — Вĕренсе пĕтерсен Раççейрех юлăн е тăван тăрăхна ĕçлеме кайăн?
— Эпĕ халĕ ординатурăра тӳлевсĕр майпа вĕренетĕп. Мароккăпа Раççей хушшинчи килĕшӳ тăрăх, лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансене çакăн пек майсем туса панă. Вĕренсе пĕтерсен тăван тăрăха таврăнса унта ĕçлесшĕн. Раççейрипе танлаштарсан, пирĕн патра ĕç укçи ытлашшиех уйрăлса тăмасть. Ахăртнех, Мароккăна таврăнсан кунти пурнăçшăн та тунсăхлăп. Шупашкарта хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ, çывăх юлташсем тупрăм, вĕсем тăван пек пулса тăчĕç.
— Раççейри мĕнле хуласене çитсе куртăн?
— Мускавра, Хусанта, Чĕмпĕрте, Пензăра пултăм.
— Пирĕн республика сана мĕнпе тĕлĕнтерчĕ?
— Чăваш Ене килсенех мана чăваш чĕлхи мĕнле пулса кайни интереслентерчĕ. Хăшĕ-пĕри вăл турккă чĕлхипе пĕр пек тесе палăртать. Чĕлхесен уйрăмлăхне танлаштарма питĕ интереслĕ. Чăваш чĕлхи питĕ илемлĕ янăрать, çынсем пĕрпĕринпе тăван чĕлхепе калаçнине итлеме юрататăп. Раççее килсенех кунта çынсем вырăсла кăна калаçаççĕ тесе шухăшланăччĕ. Каярахпа вара тутарла та, чăвашла та, пушкăртла та, ытти чĕлхепе те пупленине пĕлтĕм. Ку таранччен чăвашла салам сăмахĕсене, хама мĕнле чĕннине калама вĕрентĕм. Чăвашсем сĕтел çине хуплу лартаççĕ. Кашни халăхăн культури, историйĕ тата йăлийĕрки хăйне евĕрлĕ. Чăвашсен çи-пуçĕ те илĕртрĕ. Вăл Çурçĕр Африкăри берберсемпе амазахсен тумне аса илтерет. Мароккăра çынсем наци чĕлхипе калаçма вăтанмаççĕ. Чăвашсем вара ку енĕпе урăхларах. Пирĕн патра наци çи-пуçне те тăхăнса çӳреççĕ. Чи сарăлнă тумтир — джеллаба. Çут çанталăк енчен те уйрăмлăх пур. Çулла мана ытларах Раççейре килĕшет, Мароккăра çак вăхăтра шăрăх, 45 градус ăшă тăрать. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Карапсем ăсталани кичемлĕхрен çăлать
Арăмĕ вилсен Геннадий Иванов çак чун киленĕçĕпе тунсăхне пусарнă
Унăн чăтăмлăхне ăмсанмалла. Геннадий Иванов судомоделированипе кăсăкланать. Хатĕр детальсене касса кăларса, çыпăçтарса карапсем пуçтарать вăл. «Çак ĕç пулмасан тахçанах пĕтĕттĕм эпĕ. Карапсем мана пурăнма хавхалантараççĕ», — палăртать 70 çулти Геннадий Викторович.
Камăн «Волга» пур?
Унăн хваттерĕ музей евĕрех. Совет Союзĕнче туса кăларнă автомобильсен коллекцийĕ çӳлĕксем çинче вырăн йышăнать. Ку — ывăлĕн Алексейăн чун киленĕçĕ. Ун пирки каярах çырăп. Карапсене вара пăхса ытармалла мар — темĕн тĕрли те пур. Геннадий Викторович хăй карап тунă çĕрте ĕçлемен, ку енĕпе службăра та тăман. Вăл — технарь, çакă ăна детальсемпе ĕçлеме питĕ пулăшать. Вăл Мари Республикинче çуралса ӳснĕ. 1972 çулта ЙошкарОлари политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкара направленипе килнĕ те çавăнтанпа кунта пурăнать. «Авторемзаводра» инженер-механикра ĕçлесе ĕмĕрленĕ вăл. Технологран тытăнса производство директорĕ таран ӳснĕ. «Инструментсен цехĕнче ĕçленĕ чухнех эпĕ ăнкаруллăччĕ. Ман пата чертежсем илсе килетчĕç, пăхаттăм та: «Çук-ха, капла май килмест», — тесе детальсене хăвăртрах та çăмăлрах касса кăларма май паракан меслет шухăшласа кăлараттăм. Эпĕ «капитальный» рационализатор пулнă. Пирĕн завод «Волга» çăмăл машинăсене тĕплĕ юсассипе ĕçлетчĕ. Саппас пайсем хатĕрлесе Чулхулари автозавода ăсататтăмăр. Эпир ытти цех валли штамп, оснастка, пресс форма тата ытти хатĕр-хĕтĕр тăваттăмăр. Ун чухне «Волга», «ГАЗ-24» автомобильсемпе çӳрекен нумайччĕ. Саппас пайсем питĕ кирлĕччĕ. «Волга» валли алăксем, багажник, капот… штамплаттăмăр», — каласа пачĕ ĕç ветеранĕ. «Волга» ăмсанмалли машинччĕ. Ытларах унпа пуçлăхсем çӳретчĕç. Инженер шалăвĕпе те ăна илеймен, укçа чылай пухма тивнĕ. «Камăн «Волга» пур — çавă вăрă», — тенĕ вăл вăхăтра. Çавăнпа Геннадий Викторовичăн нихăçан та унăн рулĕ умне ларас килмен, водитель прави те илмен вăл. Аслă пĕлӳллĕскере çулталăклăха салтака заводранах илсе кайнă. Каччă Калуга облаçĕнче стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕнче тăнă. Ефрейтор званипе таврăнсан каллех Шупашкара çав завода ĕçе килнĕ. Салтак аттине те хывма ĕлкĕреймен каччă техника уйрăмĕнче палламан хĕр ларнине курнă. Хастар комсомолка «Рассвет» фабрикăн çĕвĕ цехĕн бригадирĕ Наталья пулнă. Хайхискер нарăсăн 23-мĕшĕ тата пушăн 8-мĕшĕ ячĕпе пĕрлехи уяв йĕркелес ыйтупа калаçма килнĕ. Вăл ĕçлекен коллективра ытларах хĕрсем пулнă-çке, заводра вара каччă йышлă. Çавăн пек тĕлпулусем йĕркелесе савăнма пĕлнĕ ĕлĕк çамрăксем. «Университет» кафере икĕ коллектив уяв ирттерсе ташланă, савăннă. Тепĕр уйăхран Геннадий Натальйăна Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче кинора ăнсăртран курнă та тек куçран вĕçертмен. Çав çулах, 1974 çулта, авăн уйăхĕнче туй тунă вĕсем. 36 çул пĕрле пурăнса пĕр ача çуратса ӳстернĕ. Вĕсен икĕ ывăл пулма пултарнă. Иккĕмĕшне кĕтнĕ чухне Наталья Çĕнĕ Шупашкара кайнă. Ун чухне автобуссем лăк тулли çӳренĕрен ача кĕтекен хĕрарăма аванах хĕстернĕ пулмалла — варти 7 уйăхри пепкене çăлса хăварайман. «Титаник» пуçтарасшăн «Наташа инсульта пула пурнăçран кайнăранпа нумаях пулмасть 13 çул çитрĕ. Малтанхи 2 çулĕнче питĕ йывăрччĕ, тĕлĕксемпе аташаттăм. Тунсăхран карапсем çăлса хăварчĕç. Ĕçпе аппалансан пуçри начар шухăшсем сирĕлеççĕ. Юрать-ха, ывăлăм пăрахмарĕ. Маттур вăл манăн. Питĕрте хваттер ĕçлесе илчĕ. Мускавра хăйĕн ĕçне пуçарчĕ. Çемйипе Шупашкарта пурăнсан та ăна ертсе пыма пултарать. Кӳршĕсем те лайăх манăн, эпĕ чĕрĕ-и, сывă-и — кăсăкланаççĕ. Эпĕ çамрăк чухне Польшăра кăларакан «Малый моделяж» ятлă журнал пурччĕ. Çавна çырăнса илеттĕм. Унта ĕлĕкхи самолетсен моделĕсене ӳкеретчĕç. Вĕсене хытă хутран касса кăларса пуçтармаллаччĕ. Чăн-чăнни евĕрех курăнатчĕç. Анчах ун чухне вăхăта ытларах ĕç илетчĕ, кашни эрнере командировкăна яратчĕç. Чун киленĕçĕпе аппаланайман. Тивĕçлĕ канăва тухсан тинех вăхăт тупăнчĕ. «Бисмарк» карапăн модельне пуçтарассипе çыхăннă журналăн 1-мĕш номерĕ сутлăха тухнине телевизорпа реклама куртăм та туянса пăхам-ха терĕм. Çав кăларăмпа пĕрлех моделĕн деталĕсене те ярса паратчĕç. Пĕр карапа пуçтармашкăн 140 номер туянмалла пулчĕ. Кашни эрнере пĕрер номер тухса тăратчĕ. Çапла вара пĕр карапа пуçтармашкăн 3 çула яхăн кирлĕ пулчĕ. 1-мĕш номерĕ 90 тенкĕ тăратчĕ, кайран хакланса пычĕ те 400 тенке çитрĕ. Пĕр номер те туянмасăр сиктерсе хăварман. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитермелле — манăн натура çавнашкал. Журналсăр пуçне сăрă, хăвăрт çыпăçтаракан çилĕм тем чухлех туяннă. Веçех укçа çине хурсан ку киленӳ йӳнĕ йышши мар. Пĕр карапне вĕçленĕ хыççăн кайран каллех реклама куртăм. Хальхинче «Повелитель морей» акăлчансен парусникĕ пуçтарма тытăнтăм. Унпа аппаланса тепĕр 3 çул иртрĕ. Пĕрремĕшне пуçтарма тытăннă чухне арăм пурăнатчĕ. Анчах вăл карапăн кăшкарне кăна курчĕ, эпĕ ĕçе пикеннĕ хыççăн çулталăкран вилчĕ», — пурнăçĕпе паллаштарчĕ ылтăн алăллăскер. Вак детальсенченех мĕн пысăкăш карап пулса тухнине курма уншăн хăйĕншĕн те питĕ кăсăклă. Халĕ вăл испансен виçĕ палубăллă 1-мĕш класлă «СантисимаТринидад» лини карапĕ пуçтарма тытăннă. Журнал патне почтăна çӳремест ĕнтĕ вăл — киле илсе пымалла çырăннă. Çак караппа çыхăннă юлашки посылка пĕлтĕрхи кĕркунне çитнĕ ун патне. Унта — 8 номер. Вăл 4 пин тенке яхăн тăрать. Геннадий Викторович çав посылкăна халĕ те сӳтмен, уçса та пăхман. Юриех çапла кăсăклине кая хăварать. Çакă та унăн тӳсĕмлĕхне çирĕплетет. Çуллаччен ĕçлемелĕх пур-ха унăн, кайран тин посылкăна уçĕ. «Сантисима-Тринидада» вĕçлесен урăх карап пуçтарма тытăнасшăн мар. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Кунти тивĕçе пурнăçласан Чукоткăран Чăваш Енех таврăнăпăр»
Алексейпа Надежда И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă. Хĕр — терапевт, каччă акушер-гинеколог профессине алла илнĕ. Алексей Чукоткăра çуралнă, Чулхула облаçĕнче ӳснĕ. Вăл хăçан та пулин хăй кун çути курнă вырăна çитсе курма ĕмĕтленнĕ. Çапах Окуневсем Чукоткăра пурăнасси пирки шухăшламан. Шăпа вара вĕсене унта илсе çитернĕ.
Ăста артистка Надежда 1985 çулта Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче Нинăпа Дмитрий Серебряковсен çемйинче çуралнă. Пилĕк пĕртăван ӳснĕ вĕсем. Надя чи кĕçĕнни пулнă. Аппăшĕ Светлана медицина енĕпе пĕлӳ илнĕрен Надя та мĕн ачаран тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Хĕрача Чăрăшкассинчи шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ, спортсмен пулнă, Алина Николаева вĕрентекен йĕркеленĕ драмкружока пуçламăш класранпах çӳренĕ. «Манăн карчăксен ролĕ лайăх пулатчĕ. Чылай сценкăра çак роле выляттăм. Шкулта çеç мар, çулла йĕтем çинче ĕçлекенсене те сценкăсем кăтартса параттăмăр. Алина Михайловна ачасене кăсăклантарма пĕлет, вĕсем пирĕн патĕнчен тухма пĕлмен. Аппапа Аленăпа стена хаçачĕ кăлараттăмăр. Асатте Герман Серебряков хитре ӳкернĕ. Унăн пултарулăхĕ пире куçнă ахăртнех. Çулла эпир килте ытларах Аленăпа ĕçлеттĕмĕр. Тухтăр пулас ĕмĕте нихăçан та пăрахăçламан эпĕ. Шурă халатлисене курсан хамăн та вĕсен вырăнĕнче пулас килетчĕ. Ялан карчăксен рольне выляттарнăран-ши — ватă çынсен чĕре таппине итлесе пăхас килетчĕ», — шкулта вĕреннĕ вăхăта аса илчĕ Надежда Окунева. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Алина Николаева Надежда çинчен савăнсах каласа пачĕ: «Серебряковсем ялта питĕ хисеплĕ çемье. Надя артист пулатех тесе шутланăччĕ. Юрра-ташша та ăстаччĕ, сăвăсем те çыратчĕ. Класри ачасем ăна итлетчĕç. Пур çĕре хутшăнма, çитме тăрăшатчĕ Надя. Ыттисемшĕн тĕслĕхчĕ. Шкула кĕмĕл медальпе пĕтерчĕ. Пиччĕшне Сашăна та эпĕ вĕрентнĕ. Вăл та йăмăкĕ пекех питĕ кăмăллă ачаччĕ. Шел, Надя 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне Саша сарăмсăр вилчĕ. Ку хуйхă Серебряковсене хуçса хăварчĕ. Паянхи кун та ачасемпе тĕл пулсан Сашăна аса илетпĕр. Надя çемье çавăрнă хыççăн та хăйĕн чун туртăмне пăрахмарĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вăл халĕ те юрлать. Пĕр кунхине Надя мана Чукотка халăхне чăвашла саламланине ӳкернĕ видео ярса пачĕ. Халĕ те мĕн те пулин кирлĕ пулсан ун патне Чукоткăна шăнкăравлатăп. Нихçан та «аюк» темест». Шкул пĕтерсен хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Чулхула каччи Алексей Окунев унпа пĕр курсра ăс пухнă. Икĕ çамрăк çывăхрах хутшăнма тытăннă. Алексейăн ашшĕ те, амăшĕ те врач пулнă. Хăй вăхăтĕнче вĕсене, диплом илнĕ специалистсене, направленипе Чукоткăна ĕçлеме янă. Çавăнта ĕçленĕ чухне Алексей кун çути курнă. Каярахпа ашшĕпе амăшĕ тăван тăрăхне, Чулхулана, таврăннă. Алексей та çывăх çыннисем пек тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах ашшĕпе амăшĕ ăна урăх професси суйлама ыйтнă. Ара, тухтăрсен ĕçĕ çăмăл мар-çке-ха. Çĕр варринче те чирлĕ çын патне чĕнсе илме пултараççĕ. Çапах çак йывăрлăхсем те Алексейăн ĕмĕтне татман, аслисем ăна шухăшне улăштарма ӳкĕте кĕртеймен. Надеждăпа Алексей юлашки курсра вĕреннĕ чухне пĕрлешнĕ. Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăта Надежда çапла аса илет: «Студент пурнăçĕ — чи йывăрри, çав вăхăтрах чи интересли. Медицинăра вĕренме çăмăлах мар. Унта кашни кун занятие тĕплĕн хатĕрленмелле. «Студент сессирен сессие вĕренет» тени медиксем çинчен мар. Çапах пушă вăхăт тупаттăмăрах. Студентсене укçатенкĕ яланах çитсе пыман. Çавăнпа пушă вăхăтра е канмалли кунсенче ăçта та пулин ĕçлеме тăрăшаттăмăр. Эпĕ, тĕслĕхрен, кафере темиçе çул официантра тăрăшрăм». Алексей диплом илсен «Ял тухтăрĕ» программăпа усă курса Чулхула облаçĕнчи Спасское салинчи больницăна ĕçлеме кайнă. Паллах, Надежда та мăшăрĕнчен юлман. Надежда пациентсене пĕрремĕш хут йышăннине паянхи кун та лайăх астăвать: «Пĕрремĕш кунхине 4 çын килчĕ. Çав кун 6 çул вĕреннине пĕр кунра питĕ хăвăрт аса илтĕм». <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Салтаксем эпир вĕсемпе пĕрле пулнине туйччăр…»
Шупашкар тăрăхĕнчи Хăймалакассинче пурăнакан Екатерина Иванова 2022 çулхи кĕркунне шăллĕне ятарлă çар операцине ăсатнă. Çемьере вĕсем 6 пĕртăван çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене тĕрĕс воспитани парса çĕршыва юрăхлă çын тунă.
Пурне те пулăшма тăрăшать Екатеринăн шăллĕ, «Сема» позывной илнĕскер, тулли мар мобилизаци пуçлансан повестка парасса кĕтмен — çар комиссариатне çул тытнă. Кун пирки вăл никама та пĕлтермен. Çар комиссариатĕнче повестка тыттарсан Сема тӳрех çула тухма хатĕрленнĕ. Арăмĕшĕн çакă кĕтменлĕх пулнă, анчах вăл упăшкин йышăнăвне ырламасăр пултарайман, мĕншĕн тесен вăл мĕн шухăшланинчен пăрăнманнине пĕлнĕ. Пĕлтĕрхи кĕркунне çемьене «çĕнĕ кайăк» килнĕ. Килте Семăна халĕ виçĕ ачи чăтăмсăррăн кĕтет. Çирĕп кăмăллă арçын çулталăклăха контракт çырнă. «Шăллăм ятарлă çар операцине кайсан ăна мĕнле пулăшма май пуррине пĕлместĕмĕр. Анне мобилизаципе кайнисем валли çăм нускисем çыхса Ульяновск хулине кайса пачĕ. Çавăнтанпа шкулта та гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма тытăнчĕç, мессенджерсенче тĕрлĕ ушкăн йĕркелерĕç. Эпĕ те аякра тăрас мар терĕм, вăй çитнĕ таран пулăшма тытăнтăм. Çапла волонтер ĕçне кĕрсе кайрăм», — пĕлтерчĕ Екатерина. Ку таранччен шăллĕ тăван тăрăхĕнче отпускра 3 хут пулнă, юлашкинчен Раштав уявĕ тĕлне килсе кайнă. Екатерина Донецк халăх республикинчи Горловка хулине икĕ хутчен кайса килнĕ. Пĕрремĕш хут çула пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче тухнă. Вăл ытти волонтерпа пĕрле госпитальте сипленекен салтаксем валли эмел, тӳшек-минтер, консервăсем, пахча çимĕç кӳрсе кайнă. «Пĕрремĕш хутĕнче 2 машинăпа кайрăмăр. Манпа пĕрле патвар арçынсем пулнăран хама хӳтлĕхре туйрăм, çавăнпа ытлашшиех хăрамарăм. Çула май Луганск облаçĕнчи Алчевска матăшкă патне кĕрсе тухрăмăр, вăл сусăрсемпе ватăсене пăхса пурăнать. Кăштах та пулин пулăшас тесе вĕсене йăлара усă курмалли япаласем, апат-çимĕç, сĕт-çу, пеленкăсем парса хăвартăмăр. Унта çулсем питĕ япăх, машинăпа лакăм-тĕкĕм тăрăх пытăмăр. Луганскра лару-тăру лăпкăрах, урамра халăх утать, ĕçе çӳрет. Алчевскра вара аякра пенĕ сасăсем илтĕнетчĕç. Блокпостсенче машинăсене тĕрĕсленĕ хыççăн ăçта çул тытнине ыйтсан тин малалла кайма ирĕк параççĕ», — Горловкăна кайнине аса илчĕ Екатерина. «Комендант вăхăтĕнче» /каçхи 11 сехетрен пуçласа ирхи 5 сехетчен/ çулсене хупса машинăсене çӳреме чарсан ырă çынсем вĕсене йывăрлăхра хăварман, хăйсем патĕнче çĕр каçма ирĕк панă. «Ирхине малалла госпитале çул тытрăмăр. Пире унта ăшшăн кĕтсе илчĕç. Аманнă салтаксем валли аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм илсе килтĕмĕр. Çавăн пекех утиялсем, эмелсем, çимелли парса хăвартăмăр», — каласа пачĕ волонтер. Екатерина мирлĕ çынсене те пулăшма тăрăшать. Пĕрре кĕтсе тăнă вăхăтра вăл çамрăках мар хĕрарăма асăрханă та унпа пырса калаçнă, кунтан мĕншĕн пăрахса кайманнипе кăсăкланнă. Лешĕ: «Кĕмсĕртетнĕ сасса хăнăхса çитнĕ эпир. Кунта — манăн кил, пĕтĕм пурнăç. Пăрахса каяймастăп», — тенĕ. Хĕрарăм волонтерсене вĕсене йывăрлăхра хăварманшăн, пулăшнăшăн тав тунă. <...>
Юлия ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас