Чăваш хĕрарăмĕ 6 (1386) № 20.02.2025

20 Нарăс, 2025

Фильмра ÿкерĕннĕ чухне çÿçне хĕçпе каснă

Чăваш Енри кинематографистсен союзĕн пайташĕшĕн Ольга Осиповăшăн иртнĕ çул ăнăçлă пулчĕ. Унăн «Уй варринче» кĕвĕллĕ фильмĕ Пĕтĕм Раççейри «Потомки победителей» кинофестивальте 300 ытла конкурсант хушшинче «Истори еткерĕ çинчен — чи лайăх кĕвĕллĕ фильм» ятарлă номинацире çĕнтерчĕ. Çавна май Ольга Андреевнăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма ăна хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Лаша утланса та çӳренĕ

— Ольга Андреевна, ку фильма ӳкерес шухăш епле çуралчĕ?

— «Уй варринче лаштра юман» халăх юрри килĕшет мана. Вăл — арçын юрри. Эпир ăна хĕрарăм юрри пек йĕркелерĕмĕр. Çавна май эпĕ клип ӳкересшĕнччĕ. Истори наукисен кандидачĕ Сергей Щербаков вара ăна историпе çыхăнтарчĕ. Сăмах май, фильма унпа пĕрле ӳкернĕ. Çапла вара истори фильмĕ пек пулчĕ вăл, ăна 2023 çулта ӳкертĕмĕр. Кĕввине Константин Рязановпа çыртартăмăр.

— «Уй варринче» иртнĕ çулхи кĕркунне Мускавра та палăрмарĕи-ха?

— Çапла, пĕлтĕр Мускавра тĕрлĕ халăх кинофестивалĕ иртрĕ. Унта 500 ытла заявка тăратнăччĕ, Раççейĕпех хутшăнчĕç. 75 ĕçе чи лайăххисен шутне кĕртрĕç. «Уй варринче» фильм «Чи лайăх режиссер ĕçĕ» ята тивĕçрĕ. «Пирĕшти куççулĕ» вара «Чи лайăх наци ĕçĕ» номинацире çĕнтерчĕ. Пире Мускавра чысларĕç. Фестиваль уçăлнă чухне эпĕ «Уç-ха, йăмăк, чӳречӳне» юрра шăрантартăм.

— Фильмри кăсăклă хăш-пĕр самант пирки сăмах хускатас килет. Сăмахран, хăвăн çӳçне хĕçпе касни куракана тӳрех çӳçентерет. Эсĕ ăна чăннипех касрăн-и?

— Паллах. Куракан çеç мар, мăшăр та тĕлĕнчĕ. «Сана мĕн чухлĕ укçа тӳлерĕç? Ара, хăвăн çӳçне те шеллемерĕн-çке», — терĕ ӳпкелешсе. «Манăн сăнар калăпламалла вĕт. Çӳç те касма пултараймасан эпĕ «вăрçа» епле кайăп?» — хуравларăм ăна. Паллах, тӳрĕ касăлмарĕ, хĕçĕ мăкаччĕ. Хам кулатăп. Çитменнине, пĕр дубльпех ӳкермелле. «Ан кул, кас!» — асăрхаттарчĕç ӳкерекенсем. Çӳçе пăчкăпа каснăн туйăнчĕ. Çак ĕçе аран-аран вĕçлерĕм. Каснă çӳçе куртка кĕсйине чикнĕччĕ, каярахпа ăна çухатрăм. Кĕсье шăтăк пулнăран вăл шалта «пытаннă» иккен.

— Эсĕ лаша çине йăпăр-япăр хăпарса ларни те тĕлĕнтерчĕ.

— Эпĕ пĕчĕк чухне атте-анне лаша тытатчĕ. Çавăнпа та ку выльăха пăхса çитĕннĕ эпĕ, лаша кĕтĕвĕ те кĕтнĕ. Астăватăп: пĕррехинче ăйăрăн тăлли салтăнчĕ те ыттисене юнашар ял енне ертсе кайрĕ. Тăлăпа та хăвăрт чупаççĕ хайхискерсем. Утсене хăваласа çитрĕм, ăйăра итлеменшĕн пушăпа шаплаттартăм. Çапла вара лашасене ял енне çавăрса яма пултартăм. Эпĕ пĕрмаях вĕсемпе уйра çӳреттĕм. Пĕринче пăр айне те лекнĕччĕ. Ун чухне аттен салтак плащĕпе витĕнсе хӳтлĕх тупнăччĕ. Ачаранах лаша утланса çӳренĕ. Çавăнпа та йывăр пулмарĕ. Халĕ килте лаша çук ĕнтĕ. Ăна мотоблок улăштарчĕ. Эпĕ выльăхчĕрлĕхе питĕ юрататăп. Тĕрĕссипе, вĕсем хăйсем мана ытларах килĕштереççĕ. Эпĕ кушак пек сасă кăларма та пĕлетĕп. Çавăнпа йытăкушак манран ютшăнмасть, хыççăн чупать.

Ачисене те явăçтарать

— «Уй варринче» фильма сирĕн ачăрсем те хутшăнаççĕ. Вĕсене унта ятарласа явăçтартăр-и?

— Эпĕ — виçĕ ача амăшĕ. Аслă хĕр — Ирина, вăталăххи — Владислав, кĕçĕнни — Кристина. Вĕсене пĕчĕкренех тăван йăла-йĕркене, культурăна вĕрентсе ӳстеретпĕр. Эпĕ мĕн ĕçлесе пурăннине пĕлччĕр вĕсем. Хăйсем те çак ĕçе явăçчăр тесе тăрăшатăп. Иринăпа эпир маларах юрă та юрланă. Фильмра Кристина та сăнар калăплать. Пĕчĕк пулсан та ман пекех юрлама юратать. Унăн пултарулăхне садикре те асăрхаççĕ.

— Киноэкран çине эсир пĕрремĕш хут «Юхха» фильмпа тухнă. Унта сценарист пек хутшăннă, унсăр пуçне тĕп роле калăпланă. Эппин, çак çул-йĕре суйласа илме шăпах асăннă фильм пулăшнă сире.

— И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ чухне Владимир Карсаков режиссерпа курнăçма тӳр килнĕччĕ. Вăл пире кинокружока çӳреме сĕнчĕ. Владимир Федоровича эпĕ пĕр пулăм çинчен каласа кăтартрăм. Ăна аталантарса сценари çырма шухăш тытрĕ вăл. Çапла вара иксĕмĕр «Юхха» фильмăн сценарине пĕр уйăх çыртăмăр. «Халĕ тĕп сăнара хăвах калăпла ĕнтĕ», — сĕнчĕ вăл мана сценари ĕçне вĕçленĕ хыççăн. «Манран пулмасть пулĕ», — терĕм шикленсе. «Пулать пек туйăнать», — хуравларĕ çирĕппĕн Владимир Федорович. Çапла вара «Юхха» фильма ӳкерме тытăнтăмăр. Тӳрех вакка сикнинчен пуçларăмăр. Атăл хĕрринче арçынсен мăнастирĕпе юнашар хатĕрленĕччĕ ăна. Монтажпа вара пĕвене утса пынă пек турăмăр. Малтан юр çийĕн çара уран утса пăхрăм, анчах сивĕ. Вара çăм нуски тăхăнтăм. Вакка сикнĕ хыççăн мана тӳрех туртса кăларчĕç. Ăшăнас тĕллевпе саунăна кĕтĕм. Сивĕ шывра пулнă хыççăн организма тӳрех вĕри юраманнине пĕлтерчĕç. Çавна май тепĕр икĕ хутчен вакка кĕрсе тухрăм. Çакăн хыççăн кăштах чирлекелерĕм, анчах аптăрамарăм. Çамрăксене кăсăклă пултăр тесе эпир фильма хальхи вăхăтри пек ӳкерме тăрăшрăмăр. Ун чухне эпĕ хам та çамрăкчĕ, 22 çулта çеç пулнă.

— Эсĕ ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?

— Эпĕ Элĕк районĕнчи Атмалкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Анне Татьяна Михайлова пекех медсестра пулма ĕмĕтленнĕ пĕчĕк чухне. Сăмах май, хальхи вăхăтра вăл Элĕкре васкавлă медпулăшăвăн фельдшерĕнче вăй хурать. Лайăх ĕçленĕшĕн унăн сăн ӳкерчĕкне кăçал округри Хисеп хăми çине вырнаçтарчĕç. Кăштах ӳсерехпе шухăшсем улшăнчĕç. Милици шкулне вĕренме каясшăн пултăм. Кĕреймерĕм. Вĕренӳ енĕпе мар, сывлăх тĕлĕшпе. Манăн куç çивĕчех мар. Унта вара сывлăх çирĕп пулни кирлĕ. Эпĕ Мăн Вылăри вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Педагогика университетне те хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Ача чухнех юрлама кăмăллаттăм. Ял клубĕ таврашĕнче концерт лартаттăмăр. «Ветер с моря дул» юрра шăрантараттăмăр юлташсемпе. Шкулта вĕреннĕ чухне кружоксене, фольклор ушкăнне çӳренĕ. Уроксем хыççăн мероприятисене хатĕрленме юлаттăмăр. Киле каçхине çеç çитеттĕмĕр. «Кашни кун ăçта çапкаланса çӳретĕн?» — вăрçатчĕ анне. Ара, çемьери ултă ачаран эпĕ асли-çке. Вăл манран пулăшу кĕтнĕ ĕнтĕ. Эпĕ вара уроксем хыççăн концертсене хатĕрленме юрататтăм. Педуниверситетра вĕреннĕ чухне пĕр вăхăт Фаер псевдонимпа сцена çине тухрăм. «Вирьял шевлисем», «Студентсен çуркунни», «Раççей халăхĕсем», «Савăнăçлă шăпчăк» конкурссене хутшăнса пĕрремĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. Манăн юрăсен пĕрремĕш пуххи — «Çумăр çăвать». Сăмах май, шăллăм та, йăмăк та юрлама кăмăллаççĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Хĕрне вăрçа нихăçан та ямĕ

Йĕпреçре пурăнакан Анисимовсем 60 çул каялла çут тĕнчене ывăл килессе кĕтнĕ. Анчах Турри хĕр панă. Марина кăмăлĕпе чăрсăр, харсăр ӳснĕ. Арçын ачасемпе çапăçнăран ăна тантăшĕсем Самбистка, Боксерша тенĕ.

«Эпĕ Афганистана каятăп»

Шкул хыççăн Марина аппăшĕ сĕннипе экономиста вĕренме кĕмешкĕн заявлени панă, анчах ку профессие кăмăлламанранах экзамен тытайман. Вара вăл Йĕпреç поселокĕнчи васкавлă медпулăшу станцине диспетчер-санитаркăна ĕçе кĕнĕ. Фельдшерсемпе пĕрле чирлисем патне те тухса çӳренĕ. Çавăн чухне хĕр медсестра пулма тĕв тытнă. Тепĕр çулхине Хусанти медучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Килтисенчен укçа ыйтас мар тесе çав хушăрах санитаркăра ĕçленĕ. Диплом илсен распределенипе Хусана онкодиспансера ĕçлеме юлнă, 2 ставкăпа тăрăшнă. Усал шыçăпа вилекенсем унта кунсерен тенĕ пек пулнă. Пĕрремĕш пациент вилсен тусĕпе иккĕшĕ ларса макăрнă. Тепĕр çын çут тĕнчепе сыв пуллашсан та çаплах куляннă. Хĕрсене аслă медсестра чĕнсе илсех ăнлантарнă: кашни пациентшăн макăрсан куççуль те юлмĕ. Маринăн икĕ тантăшĕ Афганистанра çарта тăнă. «Эпĕ те унта каятăп», — шӳтлемесĕр каланă вăл пĕрне. «Хĕрсен унта ним ĕç те çук», — тем чуль ӳкĕтлесен те пике хăйĕн сăмахĕнчен пăрăнман. Ашшĕ-амăшне вара Монголие каятăп тесе суйнă. Анчах юлашки самантра амăшĕ ăнсăртран хĕрĕн докуменчĕсене курнă. «Ниçта та ямастăп!» — тесе макăрма, кăшкăрма пуçланă. Анчах тытса чарайăн-и 23-ри çирĕп кăмăллă хĕре? Йĕре-йĕре ашшĕпе амăшĕ ăна Афганистана ăсатнă. 1987 çул. Кабула çитсен Марина ăçта лекнине аэродромрах ăнланнă: кунта вăрçă пырать. Шăрăха пула асфальт пăсланнă, йĕри-тавра ту, пур çĕрте те автомат йăтнă салтаксем чупнă. Штабра ăна Пули-Хумри хулинчи госпитале ярасси пирки пĕлтернĕ. Вертолетпа малтан Кундуза вĕçнĕ. Çанталăк пăсăлнăран пĕр эрне вăхăтлăх пунктра чарăнса тăнă. Çутăсăр баракра тем пысăкăш йĕкехӳресем чупнă. Икĕ хутлă кравать çинче — çара матрас. Апат шăрши-марши те туйăнман. Вертолетсем анса ларакан çĕре баланда çиме икĕ çухрăм уй урлă утнă. Кайран, çанталăк янкăрлансан, Пули-Хумрие вĕçнĕ. 329-мĕш çар госпиталĕ нумай профильлĕ шутланнă: хирурги, инфекци, терапи тата ытти уйрăм пулнă. Пирĕн патра çук инфекци чирĕсем: тиф, гепатит, дизентери, маляри… унта тăтăш алхаснă. Эпидеми вăхăтĕнче инфекци уйрăмĕ лăк тулнă: 100 вырăнлă çĕрте 500 çын сипленнĕ, краватьсене икшер хутлă лартма тивнĕ. Госпитальте граждан çыннисем ĕçленĕ, темиçе арçын тухтăр кăна çар çынни пулнă. Марина Анисимова медсестра чирлисенчен юн илнĕ. Кану кунне курман вăл. Аманнисене илсе килсен ăна çĕрле вăратса юн илме чĕннĕ. Медсестрасем модульте /барак евĕр çуртра/ пурăннă, унти пӳлĕмсене фанера çапса уйăрнă. Апатланма столовăя çӳренĕ. Шăна питĕ нумаййи Маринăна çав тери тĕлĕнтернĕ. Апат çинĕ чухне вĕсем турилккене кĕре-кĕре ӳкнĕ. Малтанах ку йĕрĕнтернĕ, кайран хăнăхнă: кашăкпа илсе пăрахнă та малалла явăнтарнă. Типĕ паека, сгущенкăпа тушенкăна, Марина Анатольевна унта ĕмĕрлĕх çисе тăраннă та халĕ те вĕсем çине пăхаймасть. Афганистанра хура çăкăр, тăпăрчă, сельдь пулă аса килнĕ. Унта та хитре пулас килнĕ Анратакан 60 градус шăрăх. Гарнизон Килагай айлăмĕнче, тусен хушшинче, вырнаçнă. «Вилĕм айлăмĕ» тенĕ ăна. Унта пурăнакансем канонада сассипе çывăрса кайнă. «Духсем» переççĕ-и е пирĕннисем-и — пурăна киле çакна та уйăрма вĕреннĕ. Тем хулăнăш кăпăшка тусана «афганец» ятлă çавра çил тухса çавăрттарма тытăнсан вара тарса ӳкме ĕлкĕр, çывăхри те курăнман, хăйăрпа тусан кĕмен шăтăк юлман. Госпитальте Афганистан çыннисем те выртнă. Пĕррехинче мина çинче сирпĕнсе хăрах урасăр юлнă 8 çулти хĕрачана илсе килнĕ. Вăл малтан хăйĕн çывăхне никама та пыртарман, ютшăннă. Ача-пăча тахçанах курман медиксем ăна çав тери юратнă, кашниех мĕнпе те пулин хавхалантарнă. Çакăн хыççăн пĕчĕк пациентăн кăмăлĕ хавасланнă. Тепĕр арçын ача та мина çине пырса кĕнĕ. Марина юн илме килнĕ. Пăхать: ачан алли-ури çук, хăлхаран тирме тивнĕ. Аманнăскер вĕçĕмех кăшкăрнă, ăна çук ури ыратнăн туйăннă. Тыткăнра пулнă пирĕн виçĕ салтака илсе килни те медсестра асĕнче. Вĕсене хăрушла асаплантарнă, питĕ вăйлă хĕненĕ, мăшкăлланă… Салтаксене çăлассишĕн пирĕннисем нумай хĕç-пăшал, укçа панă, тыткăнри «духсемпе» улăштарнă. Пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн нуша курнăскерсене Совет Союзне ăсатнă. Хурлăхлă самантсем кăна мар, савăккисем те пайтах пулнă. Пĕррехинче Марина отпуска каякан офицера дезодорант илсе килме каланă. Лешĕ вăл мĕн япалине пĕлмен, ун вырăнне пан улми шăршиллĕ сывлăша уçăлтармалли хатĕр илсе килнĕ. Офицерсен çуртĕнче ташă каçĕсем те иртнĕ. Ăна çамрăксем питĕ кĕтнĕ, тĕплĕ хатĕрленнĕ. Вăрçăра та хĕрсен хитре пулас килет-çке. Капăр кĕпесене ахальтен пĕрле чиксе килнĕ-им? Анчах чиперленмелли темех пулман çав. Пĕр хĕрĕн çӳçне синькăпа сăрланă, Маринăна — çăнăхпа. Вара унăн йăм хура çӳçĕ кĕл тĕслĕ пулса тăнă. Тепĕр хĕрĕн прическине лак вырăнне сахăр сиропĕпе хытарнă. Çывăрма выртиччен тĕттĕм çĕрте душ кĕрсе çутталла тухнă та Маринăн çӳçĕ чусталанса ларнине курсан ахăлтатса кулнă. Марина Анатольевна Афганистанра икĕ Çĕнĕ çул кĕтсе илнĕ. Аманнисен кăмăлне çĕклес тесе концертсем кăтартнă, сценка вылянă. Госпитальте Марина Йĕпреç каччине тĕл пулнă. Пĕр поселокра пурăннă, тĕрлĕ шкулта вĕреннĕскерсен Афганистанра паллашма тӳр килни тĕлĕнтермĕшпе танах. Арăм пулма килĕшмен Автобатальонра /колоннăра/ юлташ нумай пулнă Маринăн. Солярка турттараканскерсене «смертник» тенĕ. Пеме тытăнсан вĕсем самантра сирпĕнеççĕ-çке. Колоннăри Тутарстанри Çыр Чаллăран килнĕ салтак медсестрана ентешĕ вырăнне хунă. Ун валли яланах дыня илсе килнĕ. Пĕррехинче автобатальонăн тĕлпулăвне Марина Анатольевнăна та чĕннĕ. Хайхи салтак ăна хăйĕн машинине ларма сĕннĕ. «Йăлана пăсма юрамасть», — тесе багажникран дыня кăларнă. Çак самант хĕрарăм чĕрине пырса тивсе куççуль кăларттарнă. Илĕртӳллĕ медсестрана вырăнти каччă питĕ килĕштернĕ. Хитре те çӳллĕ, тĕреклĕ хул-çурăмлă яш госпитальте выртакан тăванĕ патне килсе çӳренĕ. Вырăсла та лайăх калаçнă вăл. Пуян пулнă, лавккасем тытса тăнă. Чипер медсестрашăн чĕри хыпса çунма пуçласан кашни кун госпитале килнĕ. Пĕррехинче вăл подполковник патне пырса Маринăна ăна качча пама ыйтнă. «Миçемĕш арăму пулăп вара? Эпĕ пирус туртнине пĕлетĕн-и? Паранджана касса пирус туртма ятарласа шăтăк тумалла пулать-и?» — шӳтленĕ хĕр. Ирĕклĕхе юратаканскер хĕвел тухăç арçыннин мăшăрĕ пулма килĕшмен. Вĕсен коллективĕнчи хĕрсем Афганистан çыннисемпе çемье çавăрнă тĕслĕхсем пулнă. Сăмахшăн кивçене кайман, пурнăçа юратакан медсестрана куç хывакан пайтах пулнă. «Вăрçăра пур туйăм та вăйланать», — çирĕплетет Марина Анисимова. Афганистанра вăл та хăйĕн юратăвне тупнă — офицера савнă. Каччă хирурги уйрăмĕнче выртнă чухне Марина ун патне юн илме килсен паллашнă. Вăл ăна Маня тесе чĕннĕ. Госпитальте тусĕсем мĕнле кăна чĕнмен-ши Маринăна? Маша, Маримуха, Марчи, Марго, Муська… Анчах çав офицерпа пĕрле пулма шăпа çырман, çамрăксен çулĕсем уйрăлнă. Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 20 çул çитнине паллă тума Мускаври Кремле кайсан вĕсем ăнсăртран тĕл пулнă. Çавăн чухне концерта кĕмесĕр холра калаçса ларнă. Туйăмсем çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. Кайран пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреме тытăннă. Пĕр кунхине Марина Анатольевна ĕçре чухне пĕлĕшĕсем кĕтмен çĕртен хыпар пĕлтернĕ: тромб татăлнине пула унăн савнă çынни ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Саккас паман «салют» 24-мĕш çуралнă кунне Марина Анатольевна нихăçан та манас çук. 1988 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче хĕр ирхине ĕçе килнĕ. Пуçлăх ăна çуралнă кунне паллă тумашкăн уяв сĕтелĕ хатĕрлеме каялла янă. Яланхи перкелешӳ сассисем Маринăн хăлхине кĕнĕ. Анчах мĕншĕн кăнтăрла-ха? Крыльца çине тухса пăхнă та — йĕри-тавра хуп-хура тĕтре карса илнĕ. Вăл çывхарса пынă. Часах канонада пуçланнă. «Эвакуаци!» — кăшкăрса пурте чупкаланă. Чирлисемпе аманнисене васкавлăн эвакуацилеме тытăннă. Пурне те склада кайма хушнă. Кам мĕнпе пулнă, çапла тухса тарнă: документсăр, япаласемсĕр. Снаряд болванкисем вĕçнĕрен пĕшкĕне-пĕшкĕне чупнă. Питĕ нумаййăн вилнĕ, пиçсе кайнă çав кун. Кайран çынсене гарнизонтан илсе кайнă. Мĕн пулса иртни пирки халĕ те чăннине пĕлмеççĕ. Темиçе верси пур: те боеприпассене çапла тĕп тунă, те техника хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе сирпĕннĕ… Гарнизонăн çур пайĕ çĕр питĕнчен çухалнă. «Эпир пурăннă модульсенчен нимĕн те юлмарĕ. Çуралнă кунра тăхăнмашкăн шурă блузкăна вешалка çине пăтаран çакнăччĕ. Çĕрле госпитале таврăнсан акă мĕн куртăм: мачча хăмисем йăтăнса анса пӳлĕм урлă выртаççĕ. Манăн блузка вара мĕнле çакнă, çаплипех тăрать. Ун çинче тем хулăнăш тусанччĕ, — аса илчĕ вăрçă курнă медсестра. — Офицер-юлташсем çуралнă куна паллă тумаллах терĕç. Парне таçтан туртса кăларчĕç: 40-мĕш виçеллĕ шпилькăллă хура туфли. Манăн ура — 38-мĕш. Урăххи пулман имĕш. Савăт-сапа йăлт ванса пĕтнĕччĕ. Черкке вырăнне туфлипе усă курса эрех ĕçрĕмĕр. Çакăн хыççăн кашни çул мана саламламассерен юлташсем çапла шӳтлесе калаççĕ: «Каçар, урăх ун пек салют параймастпăр». Хăрушă ӳкерчĕкчĕ: пур çĕрте те снарядсем, ванчăксем, болванка… Çавăн чухне тин хамран ыйтрăм: «Мĕн тума килнĕ эпĕ кунта?» <...>

Алина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Кивĕ çуртне «чечек офисне» çавăрнă

Ун пирки чечек эксперчĕ тейĕттĕм. Кĕлчечек е гортензи-и, клематис е эхинацея-и — кирек хăшĕ те унăн тимлĕхĕнче ешерет, çулçă сарать, çеçкипе савăнтарать. Сăмахăм Марина Алексеева çамрăк агроном пирки. Хăйĕн кил-çуртне те ӳркенмен хĕрарăм чечек патшалăхне çавăрнă темелле.

Ашшĕпе амăшĕн çулĕпе

Çĕр ĕçне кăмăллакансен çемйинче çитĕннĕрен-ши, вăл агроном профессине суйланă. Ашшĕпе амăшĕ, ферма хуçалăхне йĕркеленĕскерсем, ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Çакă та витĕм кӳнĕ ахăртнех Маринăна. «Шкулта вĕреннĕ вăхăтра пирĕн пата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен профессисем пирки каласа кăтартма килнĕччĕ. Çавăн хыççăн агроном пулас шухăш тĕвĕленчĕ. Кайран академие вĕренме кĕтĕм, хĕрлĕ диплом илтĕм. Малтанхи вăхăтра, опыт пухмашкăн ĕнтĕ, аттепе аннен хуçалăхĕнче тăрăшрăм. Вĕсем тыр-пул, йĕтĕн, рапс ӳстереççĕ. 2017 çулта «Россельхозцентрăн» Канашри уйрăмне тĕп агрономра ĕçлеме чĕнчĕç. Килĕшрĕм. Çулталăкран ывăл çуралсан декрет отпускне кайрăм. 2020 çулта ĕçе тухрăм, халĕ те унтах тăрăшатăп», — пуçарчĕ калаçăва икĕ ача амăшĕ. Этемĕн тĕп ĕç кăна мар, чун киленĕçĕ те пулмалла. Унпа пурнăç туллинрех, кăсăклăрах туйăнать. Декрет отпускĕнчен тухнă çулхине Марина Александровна социаллă сетьре хăйĕн блогне тытса пыма пуçланă. Унта вăл е ку ӳсен-тăрана, чечеке чипер çитĕнтермелли вăрттăнлăхсене каласа кăтартнă. Блог аталаннă май çамрăк хĕрарăм ăнланнă: çынсемшĕн унăн сĕнĕвĕсем чăннипех пĕлтерĕшлĕ. Нумайăшĕн сад-пахча пур-çке-ха, пурте хуçалăхĕ илемлĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. «Ыйту ытларах та ытларах килнĕ май нумайăшĕ чечек ӳстерме, ăна сиенлетекен хурт-кăпшанкăпа кĕрешме пĕлсех кайманнине асăрхарăм. Вĕсене пулăшас килчĕ. Çавăнпах блог валли вăхăт нумайрах уйăртăм. Пирĕн тăрăхра илемлĕ те чăннипех паха чечек калчисем тупма йывăр пулнăран питомник уçма шухăшларăм. Тăван ялăмра, Канаш округĕнчи Маякра, 20 сотка çĕр лаптăкĕ çинче тĕрлĕ чечек, курăк çитĕнет халĕ. Ачасем çырла юратаççĕ те кăвак çырла, çĕр çырли ӳстеретĕп. Культурăсен ассортиментне пĕчĕккĕн пуянлатса пыратăп. Социаллă сетьре ман страницăна килекен ыйтусене нихăшне те хуравсăр хăвармастăп. Çынсем манран илнĕ калчасем тĕрĕс-тĕкел вăй илсен питĕ хавхаланатăп. Çавăнпах питомника «Цвети Чувашия» ят патăмăр. Çĕр чечеклентĕр тесен чылай тар тăкма, тăрăшма тивет-çке. Ăна ӳстерме çăмăл пек туйăнать пулсан ку йăнăш шухăш. Чечеке чир-чĕр, хурт-кăпшанкă аптăратма пултарать. Вĕсемпе кĕрешме пĕлмесен тĕрлĕ тĕслĕ ырă шăршăллă çеçкепе савăнаймăн», — тăсрĕ сăмахне 32 çулти чечек асамçи. Марина Александровна вăл е ку чечеке лартса ӳстересчĕ тесе ĕмĕтленмест — тытать те тӳрех вăррине е калчине туянать. Тишкерме, урăхла каласан, эксперимент ирттерме кăмăллать вăл. Акă, сăмахран пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне гортензи лартнă. Иккĕленӳ пулнă паллах, «пиçсе» ĕлкĕрĕç-и е çук? Хальлĕхе икĕ сорчĕ çеçке çурнă, ыттисен те папкисем пур. Агроном каланă тăрăх, гортензие килти условисенче çитĕнтерме пачах çăмăл мар. Унăн тăшманĕ — сăвăс — тапăнас хăрушлăх пысăк. Вăл çулçа кăшласа илемсĕрлетме пултарать. Чир-чĕр ерсен вара лару-тăру пушшех йывăрланать. Арçынсем те кăсăкланаççĕ Пултаруллă хĕрарăм 2023 çулта ял ипотекипе икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. Ашшĕпе амăшĕ те пулăшнă ăна ку пысăк ĕçре. Çамрăк çемье унта кĕске вăхăтрах пурăнма куçнă, сĕтел-пуканпа хăтлăлатнă. Ӳркенмен çын ялта та аптăрамасть — çакна Алексеевсен туслă йышĕ çирĕплетет. Çĕр ĕçĕпе тăрмашаççĕ, выльăх тытаççĕ… Марина Александровна кивĕ çуртне пăсман, ăна, хăй калашле, «чечек офисне» çавăрнă. Ятарлă çӳлĕксем çакнă, çутă хунарĕсем вырнаçтарнă. Унта калчасем çитĕнтерет. Ĕçрен таврăнса апатлансан вăл тӳрех оранжерейăна çул тытать. Ара, чечексене шăвармалла-çкеха. Тепĕр чухне унта аппаланса 1 сехет ытла та иртет. Питомник пысăкланнă май кил хуçи хĕрарăмне мĕн пур ĕçе пĕччен туса ĕлкĕрме çăмăл мар, ăна амăшĕ тата ывăлĕпе хĕрĕ Варварăпа Илья пулăшаççĕ. Шкул сукмакне такăрлатаканскерсем аграри класĕнче пĕлӳ илеççĕ. Амăшĕпе юнашар пулнă май вĕсем хăйсен кил-тĕрĕшĕнче çитĕнекен мĕн пур чечек ятне пĕлеççĕ. Шкулти уявсене те Варьăпа Илья килте хатĕрленĕ чечек çыххипе утаççĕ. «Чечеке юратасси линейникран пуçланчĕ. Вăл пĕр кунлăх çеçке шутланать, час тăкăнать. Контейнерсенче ӳстермелли курăк-чечеке уйрăмах кăмăллатăп эпĕ. Пахчара кĕлчечек питĕ нумай. Тĕрлĕ сорт. Пирĕн тăрăхра ăна ĕрчетмешкĕн йывăр мар. Тĕрĕс сыпма çеç пĕлмелле. Сад ĕрчетекенсене çапла сĕнетĕп: кĕлчечеке сыпнă вырăн çĕр айĕнче пулмалла, вара вăл йĕркеллех хĕл каçĕ, çеçкисемпе савăнтарĕ. Çĕнĕ сортсем лартма уйрăмах килĕшет. Тĕслĕхрен, рододендрон ĕрчетесшĕн. Вăл пирĕн регионта анлă сарăлман. Çак чечек тĕттĕмре ӳсекенскер темелле, хĕвел çинче унăн çулçи типет. Çавăнпа пахчаçăсем унран шикленеççĕ. Пĕлтĕртенпе чечек ăстисене рододендронпа тĕплĕнрех паллаштаратăп, ун пирки ытларах каласа кăтартатăп. Нумаях пулмасть кĕтмел лартрăм — мĕнле аталанĕ, курăпăр. Шалфей, дельфиниум, котовник та пур. Малашне морозник ятлă чечекпе «туслашасшăн». Вăл юр айĕнчех çеçке çурать», — юратнă ĕçĕ пирки Марина Александровна яланах калаçма хатĕр. Калчасене ытларах хĕрарăмсем туянаççĕ — ку каламасăрах паллă тесеччĕ. Йăнăшатăп иккен. Чечексем арçынсене те кăсăклантараççĕ-мĕн. «Пĕлтĕр пĕр арçын калча туянма килчĕ. Чечек ячĕсене те, мĕн туянмаллине те йăлтах пĕлет. Хăшне еплерех ӳстересси пирки те кăштах калаçкаларăмăр. Чăннипех тĕлĕнтĕм ун чухне», — терĕ чечекçĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.