Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 9 (1389) № 13.03.2025
«Юррăмсем – çунатăмсем»
Паян хамăр тĕпеле Валентина Архилина юрăçа чĕнтĕмĕр. Унăн пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе вулакансене паллаштарма кăмăл турăмăр.
Юрă — пурнăç шăнăрĕ
— Валентина Аркадьевна, сире юрă-кĕвĕ тĕнчине кам илсе кĕнĕ?
— Эпĕ Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Пирĕн çемьере пурте юрлама юратнă. Аттепе анне хире-хирĕç тăрса юрă шăрантарни паян та куç умĕнче. Вĕсем питĕ илемлĕ юрлатчĕç, иккĕшĕ те уçă саслăччĕ. Атте-аннене кура эпир, ачисем, юрласа çитĕннĕ. Пичче Николай, аппа Ираида купăс калама ăста. Эпĕ те хăш чухне ăна алла тытатăп. Купăс калама пире никам та вĕрентмен, эпир хамăрах хăнăхнă. Пирĕн çемье питĕ туслăччĕ. Аттепе анне Патăрьелте ветеринара вĕренсе тухнă. Шел, анне нумай ĕçлеймен, ӳксе аманнă хыççăн чирлесе пурăнчĕ. Атте Аркадий Трофимович вара ĕмĕрĕпех Ленин орденлă «Победа» колхозра трактористра вăй хучĕ. Ĕçри хастарлăхшăн вăл тĕрлĕ орден-медале тивĕçнĕ, ВДНХра виçĕ хутчен пулнă. Çывăх çыннăм ялта хисеплĕ çынччĕ. Вăл çерем çĕр уçма та хутшăннă. Эпĕ хама питĕ телейлĕ тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесен килĕшӳллĕ, юратуллă çемьере кун çути курса çитĕннĕ. Аттепе анне вăрçăннине нихăçан та курман. Тен, хăйсен хушшинче кăштах харкашса илнĕ пулĕ, анчах пире кăтартман. Вĕсем пирĕншĕн ĕмĕрлĕхех тĕслĕх пулса юлаççĕ.
— Аслă аппăр Ираида Фомина та юрлама ăста пулнине пĕлетпĕр. 2007 çулта Шупашкар районĕнчи Тренкасси шкулне Раççей Президенчĕ Владимир Путин килсен Ираида Аркадьевна чăвашла юрă юрланăччĕ.
— Çапла, аппа вĕрентӳ сферинче 43 çул ĕçлет, çак шутран 36 çул Тренкассинчи вăтам шкулта вăй хурать. Ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл — Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Унăн вĕренекенĕсем регионсен хушшинче, республикăра тăван чĕлхепе иртекен олимпиадăсенче çулсеренех çĕнтерӳçĕсемпе призерсен йышне кĕреççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин аппана: «Эсир чăвашла калаçнине илтсен хамăн та чăвашла вĕренес килчĕ», — тенĕ. Каларăм ĕнтĕ, Ираида Аркадьевна юрлама юратать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне «Мерчен» ансамбле çӳренĕ. Пĕтĕм союзри студентсен хушшинче лауреат ятне те тивĕçнĕ. Тепĕр аппа Тамара та, пичче Николай та пултаруллă, хастар. Пичче трактористра, комбайнерта тăрăшнă. Аппа Мускавра ĕçлесе пурăнать. Эпир пĕрле пуçтарăнсан яланах юрлатпăр. Пичче купăс тăсса ярсан ура хăех ташша ярать.
— Эппин, юрă сирĕн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
— Юрă — маншăн пурнăç шăнăрĕ. Эпĕ ачаранах çакна сăнанă: кăмăл-туйăм пусăрăнчăк пулсан юрă пуçлаттăм. Çапла хам сисмесĕрех юрă-кĕвĕпе чуна çавăраттăм. Вара кил хушшинче чупса çӳресе ĕçлеттĕм. Халĕ те çавах. Пурнăçра такăнмасăр пулмасть. Темле йывăр вăхăтра та юрă ярса итлетĕп, хам та ĕнĕрлесе çӳретĕп. Юрласан кăмăл уçăлать.
«Пĕр алăра — телефон, тепринче — микрофон»
— Сцена çинчи кăсăклă самантсене астăватăр-и? Пĕр тĕслĕхпе паллаштарсамăр.
— Пĕррехинче Чăваш патшалăх Культура институчĕн культура керменĕнче концерт лартаттăмăр. Эпĕ сцена çине тухма хатĕрленеттĕм. Çав вăхăтра манпа паллашма пĕр хĕрарăм пычĕ. Унпа калаçса, пĕрпĕрин номерĕсене телефон çине çырса хунă вăхăтра мана сцена çине тухма йыхравларĕç. Кĕвĕ- çемĕ кĕрлесе кайрĕ. Эпĕ сцена çине васкаса тухрăм. Пĕр алăра — телефон, тепринче — микрофон. Юрлама пуçларăм. Алăри телефона ăçта хумаллине пĕлместĕп. Пĕшкĕнсе урайне хурас — аван мар, каялла кĕрсе каяс — куракансенчен намăс. Юрра çавăн пекех юрласа пĕтертĕм.
— Шиклĕ самантсем халĕ иртсе кайнă пулĕ. Сцена çине тухасси ахăртнех хумхантармасть?
— Куракан умне пĕрремĕш хут тухмастăп пулсан та хумханатăп. Чĕре кăлт-кăлт тапать, чĕркуççи чĕтрет. «Атте-анне пулăштăр, Турă çăмăллăх патăр», — тесе хам çине хĕрес хыватăп малтан. Сцена çинче юрлама пуçласан пăлханни ерипен иртет, унтан лăпланатăп.
— Эсир хăш авторсемпе ытларах ĕçлетĕр? Мĕнле юрă кăмăллатăр?
— Манăн Василий Шихранов, Ольга Рубцова, Тамара Лисицина-Гаврилова, Лидия Филиппова сăввисемпе çырнă юрăсем пур. Вĕсене Антонина Лукина, Алексей Якимов, Александр Павлов, Константин Рязанов кĕвĕленĕ. Юрăсене хам суйласа илетĕп. Ытларах кил-çурт, çемье, ачалăх, тăвансем çинчен юрлама юрататăп. Е авторсене пĕр-пĕр темăпа сăвă çырма ыйтатăп. Акă нумаях пулмасть Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан Вячеслав Захарова тăван çинчен çырма сĕнтĕм. Вăл манăн ĕмĕте пурнăçларĕ. «Тавах, тăван» юрра халĕ репертуара кĕртрĕм. «Шкул, ачалăх çинчен юрлас килет», — терĕм ăна çавăн пекех. Вячеслав Захаров «Манăçми туссем» сăвва туххăмрах çырса пачĕ. Эпĕ кашни юрра чĕре витĕр кăларса шăрантаратăп. Юррăмсем пурте килĕшеççĕ. Вĕсем çунатăмсем пекех вĕçме пулăшаççĕ. Хăшне-пĕрне саккаспа çыртаратăп. Акă хамăн 55 çулхи юбилей тĕлне тетепе аппасене «сюрприз» тума шухăшларăм. Ольга Рубцовăна тăвансем çинчен сăвă çырма ыйтрăм. Вăл мана «Тăван çумра пулсан» сăвă парнелерĕ. Кĕввине Алексей Якимов хыврĕ. Ку юрра халăх та килĕштерчĕ. Ăна радио кăларăмсенче те час-часах ыйтаççĕ. Тепĕр юрра хамăн ачасене халаллас килчĕ. Сăввине каллех Ольга Рубцова çырчĕ. Кĕвви вара — Сергей Марковăн. «Эсир — ман тупра» юрă çапла çуралчĕ. Пĕррехинче Василий Шихрановпа калаçса кайрăмăр. Унăн ачалăхĕ манăнни евĕр пулнине туйрăм. Вăл мана валли «Аса илӳ çăмхи» сăвă хатĕрлерĕ. Антонина Лукина ăна кĕвве хыврĕ, Александр Павлов вара аранжировка турĕ. Çĕр çине тепĕр хитре юрă çуралчĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Çуркунне хавхалантарать
Этемлĕхĕн черчен пайĕ тесе ахальтен каламаççĕ хĕрарăма. Унпа пĕрле тавралăх та илемлĕрех, çынсен хутшăнăвĕ те ăшăрах, лару-тăру та кăмăллăрах. Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне çуркунне пуçламăшĕнче палăртни те çакăнпах çыхăннă-тăр.
Мартăн 8-мĕшĕ умĕн К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче çулленех хĕрарăм сăвăçсем пуçтарăнаççĕ, хăйсен çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштараççĕ. Тата шăпах çак тĕлпулу вăхăтĕнче ятарлă курав уçасси йăлана кĕнĕ. Кăçал поэзи уявне пухăннисем Светлана Гордеевăн акварель ĕçĕсенчен хатĕрленĕ экспозицие сăнаса хавхаланма пултарчĕç. Чăннипех те тĕрлĕ енлĕ Светлана Денисовнăн пултарулăхĕ. Вăл сăвăç та, прозаик та, куçаруçă та, ӳнерçĕ те. — Çуркуннехи вулав ирттересси вунă çул каялла пуçланчĕ те йăлана кĕрсе кайрĕ. Ун чухне те эпир Светлана Гордеевăн ӳкерчĕкĕсен куравне ирттернĕччĕ, — аса илчĕ Литература музейĕн ертӳçи Ирина Оленкина мероприятие пуçланă май. Куравра пĕтĕмпе 30 ĕç вырăн тупнă. Вĕсенче — сирень, нарциссем, астрăсем, кĕлчечексем, гиацинтсем… — Акварель — çăмăл та ансат материал, унăн кăмăлĕ хĕрарăмăнни пек: çемçе те çепĕç. Çак курав Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн хĕрарăмсемшĕн парне пултăрччĕ тесе тăрăшрăм, — палăртрĕ Светлана Денисовна. Çакнашкал тĕлпулу мĕншĕн аван? Кунта литературăра тахçанах ят илнĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан поэтсемпе тин кăна вăй илсе пыракан çамрăк авторсем пĕр-пĕринпе хутшăнма пултараççĕ. Çакă тата ытларах хавхалантарать те. Чăваш халăх поэчĕн Раиса Сарпин сăввисенчен пуçланнă тĕлпулу кашни сăвăç сăмах илмессерен ăшăрах та, кăсăклăрах та пулса пычĕ. Лидия Сарине, Раиса Воробьева, Светлана Гордеева, Любовь Федорова, Зоя Сывлăмпи, Людмила Исаева, Любовь Петрова, Нина Пăрчăкан, Мальвина Петрова, Лариса Петрова, Татьяна Устинова /Тая Еж/ çуркунне, çемье çинчен çырнă хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. Хĕрарăм сăвăçсене уяв ячĕпе саламлама хăйĕн юррисене гитарăпа шăрантаракан Александр Николаев хутшăнчĕ. Палăртмалла: унăн пултарулăхĕ пушшех те анлă. Вăл сăвă, юрă тата картина çырать. Сăмах май, курав йĕркеленĕ ятпа Александр Николаев Светлана Гордеевăна хăйĕн ӳнер ĕçĕсенчен пĕрне парнелерĕ. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Мана Турă Амăшĕн ятне хунă»
Муркаш тăрăхĕнчи Эхветкасси ялĕнче ТЫЛ ĔÇЧЕНĔ пурăнакан Мария Щербакова нарăсăн 28-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна çывăх çыннисем, администраци ĕçченĕсем саламларĕç.
Хăй вăхăтĕнче çав тери ĕçченскер пулнă вăл. «Пире мамак /асанне — Авт./ çирĕп воспитани панă. Эпир алă усса ларман. Пĕррехинче вăл пире шкултан таврăнсан инçех мар ӳсекен йăмра патне пыма каларĕ. Эпир çитиччен мамак йăмра çине хăпарса туратсене пăчкăпа касса антарнă, пирĕн валли, çитсенех, тӳрех ĕç пултăр тенĕ ĕнтĕ. Эпир вара шултра туратсене вĕттисенчен тасатса тирпейлерĕмĕр, пысăк туратсене пăчкăпа татса шаршанларăмăр», — асламăшĕ пирки сăмах пуçарчĕç Александр тата Алексей мăнукĕсем. «Хунямапа пĕрле хĕрĕх çул пурăнатпăр. Кĕскен калас пулсан вăл — иртен пуçласа каçчен чарăнмасăр ĕçленĕ. «Ларса та канмасть-çке», — шутлаттăм эпĕ. Ĕмĕрне ĕçре ирттерсе акă 100 çула та çитрĕ. Савăнатпăр уншăн», — сăмах хушрĕ кинĕ Валентина. Вускасси ялĕнче çуралса ӳснĕ Мария Петровна 1947 çулта Эхветкассинчи Семен Щербаковпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Упăшки Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăватă-пилĕк хутчен те аманнă, çавна май госпитальсенче пĕрре мар сипленнĕ. Суранланса яла таврăнсан колхозра бригадирта ĕçленĕ. Щербаковсем тăватă ачана пурнăç парнеленĕ, икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуралнă çемьере. Шел, ачисен пурнăç çулĕ ытла кĕске пулнă, упăшки те нумай пурăнайман. Кĕçĕн ывăлĕ Иван 1995 çулта çĕре кĕнĕ. Мария Петровна Иванăн мăшăрĕпе, Валентина кинĕпе, чылай çул ĕнтĕ килĕштерсе пурăнать. Икĕ мăнукне ура çине тăратма пулăшнă. Халĕ вара мăнукĕсем тăван килĕнче пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшаççĕ, ачисемпе пĕрле тăтăшах килсе асламăшне савăнтараççĕ. «Сана Турă Амăшĕн ятне хунă, çавăнпа юрласа-ташласа ан пурăн. Унсăрăн та пурăнма пулать», — тетчĕ мана анне. Çак сăмахсем нихăçан та асран тухас çук. Эпĕ чăнах та юрласа-ташласа пурăнман, яланах Турра кĕлтунă тата нихăçан та ĕçсĕр ларман», — терĕ Мария Петровна. Чухăн пурăннăран Мария шкула çӳреймен. Хăйĕн вара питĕ вĕренес килнĕ. Вĕсем патне шкултан темиçе хутчен те вĕрентекенсем килнĕ, ачан шкула çӳремелли пирки каланă, анчах тăван мар ашшĕпе çитĕннĕрен хĕрачан пĕлӳ илме май килмен. Килте ĕçлеме тивнĕ. Пĕчĕк чухнех çулласерен хурсем пăхнă вăл, хăй те хурсенчен кăшт пысăкрах кăна пулнăха ĕнтĕ. Аслисене чăпта çапма, çăпата хуçма пулăшнă, инкĕшĕсем патĕнче ача пăхнă, кĕтӳ те кĕтнĕ... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тĕле хĕрача вун улттăра пулнă. Унăн пурнăçĕ пушшех йывăрланнă. Хăрушă хыпар пирки вăл инкĕшĕсем патĕнче пĕлнĕ. Хăй сăпкара ача сиктернĕ чухне Макçăм куккăшне фронта кайма повестка пани ĕмĕрлĕхех ун асĕнче юлнă. Арçынсем, каччăсем вăрçа пĕрин хыççăн тепри тухса кайнă. Мария икĕ çула яхăн ытти хĕрсемпе пĕрле Йăлăмра вăрман каснă. «Мĕнле пултарнă-ши, чăтнă-ши?» — хăйсен ун чухнехи çирĕплĕхĕнчен тĕлĕнсе пуплерĕ ватă. Хĕллехи шартлама сивĕсенче шăннă алли-урине туйми пулсан та ĕçленĕ тылра. Хĕл кунĕсенче чăлха-алсиш çыхнă. Пĕтĕмпех — фронт валли. Çу кунĕсенче ака-сухара, кайран йĕтем çинче тар тăкнă. Хĕр кĕтӳ те пăхма çӳренĕ. Ака-суха тунă вăхăтра вăй питти хĕрарăмсем суха пуç тытнă, Мария лаша çавăтса пынă. Çĕрулмине те уйран алăпа кăларса пуçтарса кĕртнĕ. Мария Петровнăн шăпи ăна чăнах та темĕн тĕрлĕ йывăрлăхра та тĕрĕсленĕ. Вăл вара веçех чăтса ирттерсе, çĕнтерсе çирĕпленсе пынă. Мария Петровна 95 çулта чухне кĕнеке те, хаçат та вулатчĕ. Шкула çӳремен пулсан та вăл хăй тăрăшнипе вулама, çырма, шутлама вĕреннĕ, балалайка калама та ăста пулнă. Ун чухне вăл çăм та арлатчĕ-ха, çум çумлама та ӳркенместчĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Передовик» совхозра уй-хир ĕçĕсенче вăй хунă. 90 çул тултариччен вара килти выльăхчĕрлĕхе пăхма та пулăшсах тăнă. <...>
Наталия ИВАНОВА, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ.
♦ ♦ ♦
Ывăлĕ те амăшĕ пекех, çĕршыв йывăрлăхра чухне айккинче юлман
Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлакассинче кун çути курнă Натя аппа [Наталия Нягинăна ялта çапла чĕнеççĕ 92 çулта пулсан та çирĕп ăс-тăнпах çӳрет. Ури кăна утасшăн мар. Çапах хул хушшине костыль хĕстерсе кил-тĕрĕшри ĕçсене те пурнăçлать. Тĕрĕссипе, эпĕ Натя аппан ывăлĕпе Виталий Васильевичпа курса калаçма пынăччĕ. Вăл ятарлă çар операцийĕнче çур çул пулнă хыççăн отпуска таврăннăччĕ. Шел те, эпĕ пынă вăхăтра салтак килте марччĕ. Амăшĕ Наталия Максимовна йĕре-йĕрех хăйĕн ачалăхĕ, ывăлĕ çинчен каласа пачĕ.
Амăшĕ вăрçă мĕн иккенне пĕлет
«Эпĕ хам та вăрçă мĕн иккенне каласа панă тăрăх мар, хам курнипе питĕ лайăх пĕлетĕп. Ывăл Витали хăйĕн ирĕкĕпе СВОна каятăп тесен пурнăç пĕтнĕнех туйăнчĕ. Тӳрех ачалăх куç умне тухрĕ. 1941 çул тĕлне пирĕн çемье ялти тепĕр çемьепе Инçет Хĕвел тухăçне куçса кайнăччĕ. Аттепе анне лайăх пурнăç шыраса унта çитнĕ ĕнтĕ. Вăрçă пуçланиччен ултă ача çуратнă вĕсем. Иккĕшĕ çĕре ир кĕчĕ. Аталаннăччĕ хăйсем, пĕри — 8 çула, тепри 12-е çитнĕччĕ. Темшĕн иккĕшне те Санькка ят хунă вĕсем. Владивостокра тепĕр йăмăк Анюта çуралчĕ. Аттепе анне стройкăра ĕçлетчĕç. Эпир шкула çӳреттĕмĕр. Вăрçă пуçлансан аттене унтанах фронта илсе кайрĕç. Эпир аннепе яла таврăнтăмăр. Яла епле çитсе ӳкнине аса илес те килмест. Питĕ йывăрпа, талăкĕталăкĕпе нимĕн çимесĕр. Тавах Турра, тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Юрать, инçете куçса кайнă чухне ялти çурта сутман. Унта пурăнма тытăнтăмăр. Пурте колхоза ĕçлеме çӳреттĕмĕр. Çакă выçă вилесрен çăлса хăварчĕ. Колхоз столовăйĕнче курăк шӳрпи пĕçеретчĕç, пĕрер татăк çăкăр паратчĕç. Пирĕн, тин куçса килнĕскерсен, хатĕрлесе хунă тырри те пулман. Çулла апат- çимĕç енчен çăмăлрахчĕ. Ĕçлекен çын выçă вилмест теççĕ. Малтан ясмăк пулса çитетчĕ, унран шӳрпе пĕçерсе çитеретчĕç. Унтан пăрçа, каярах урпа, тулă... Вĕсем пулса çитсен çăкăр та пĕçеретчĕç. Эпир ĕçрен юлман. Куçса килнĕ вăхăтра манăн 3-мĕш класа каймаллаччĕ. Шкула хупрĕç, унран столовăй туса хучĕç. Ачасем шкула çӳреме пăрахрĕç. Правуртараххисем кӳршĕ Çĕнĕ Ахпӳрт ялне вĕренме каятчĕç. Эпĕ унта çӳремен, çапла виçĕ класс та пĕтереймерĕм. Çавăнтанпа колхозра ĕçлерĕм. Мĕн кăна туман-ши эпир? Çум çумланă, тырă вырнă, авăн çапнă, тырă леçнĕ... Пĕр çулхине тыр-пул питĕ кĕске ӳсрĕ. Алăпа çăлса тухрăмăр. Вăрçă вăхăтĕнче яла çынсене эвакуаципе илсе килнĕччĕ. Пирĕн патра Ленинград хулинчи çемье пурăнчĕ: амăшĕ тата ултă ачи. Кӳршĕсем патĕнче те эвакуаципе килнисем пурччĕ. Эпир вырăсла чухлаттăмăр та пире хутшăнма çăмăлрахчĕ. Юрать, çурт пысăкчĕ, пурте вырнаçаттăмăр. Урайĕнчех çывăрнă. Анчах ачисем хамăрпа пĕр çулараххисем пулсан та пирĕнпе тан ĕçлеме тухмастчĕç. Хĕрарăммисене «майрасем» тетчĕç. Вĕсем те ялти хĕрарăмсемпе тан ĕçленине астумастăп. Вăрçă пĕтиччен кăшт маларах вĕсем каялла кайрĕç. Эпир, ял ачисем, вăрçă вăхăтĕнче ытла та ир çитĕнтĕмĕр. Вăкăрпа Пăвана тырă леçме каяттăмăр. Пĕрре манăн вăкăрăн шыв ĕçес килнĕ-ши? Кӳлле курсанах çавăнталла вирхĕнчĕ. Вăкăра вара тытса чарма çав тери йывăр. Юрать, малти лавсем çинче аслăрах арçын ачасем пулнă. Вĕсем чупса çитсе лавĕ-качки кӳлле чăмасран сыхласа хăварчĕç. Хăш чухне вăкăр пынă çĕртех лап! кĕрсе выртатчĕ. Ун пек чухне тăратасси хĕнччĕ. Вăкăрсемпех акана илсе тухнă пире. Лашасем пулман. Вăрçă вăхăтĕнче лаша фермине тислĕк хырма çӳреттĕмĕр. Пĕрре фермăра тирпейлесе пĕтертĕмĕр кăна – районтан çынсем килчĕç те 11 лашана вăрçа илсе кайрĕç. Суккăррисем, ваттисем, айваннисем çеç тăрса юлчĕç. Вара ирĕксĕрех вăкăр кӳлме тиврĕ. Вăкăрсем, лашасемпе танлаштарсан, час ывăнмаççĕ. Урисем чĕтреме тытăнсанах лашасене тăвараттăмăр та кантараттăмăр. Вĕсем часах вăй илеççĕ. Вăкăрсем вара тепĕр майлă: час ывăнмаççĕ, нумай вăхăт канаççĕ. 15 çултах вăрман касма илсе кайрĕç. Кашнин 150 кубла метр вăрман касмаллаччĕ. Кĕркунне тухса каяттăмăр та унта хĕл каçса çуркунне таврăнаттăмăр. Хĕлле çи-пуçа типĕтме йывăрччĕ. Пĕр кил хуçи патĕнче 7-8-ăн пурăнаттăмăр. Сивĕпе çатăр хытса ларнă çăматă типсе çитиччен, ай-яй, нумай вăхăт иртетчĕ. Атте вăрçăран 1946 çулта çеç таврăнчĕ. Питĕ йывăр аманса килчĕ. Алли-ури йăлт суран ăшĕнчеччĕ. Пурпĕрех кăштах вăй илсен Ваçук тетепе Мускава ĕçлеме кайса килчĕ. Ун чухне колхозра ĕçленĕшĕн укçа памастчĕç, ĕç кунĕпе тӳлетчĕç. Аттесем вара укçа илсе килетчĕç. Пире çăмăлрахчĕ. Пĕрремĕш пурçăн кĕпене атте илсе панă пусмапа çĕлеттертĕм. Хура пушмака та аттех илсе килнĕччĕ. Нумай хĕр ăмсанатчĕ пире. Аре, вăрçă хыççăнхи çулсенче çи-пуç тупса тăхăнма ытла та йывăрччĕ. Çамрăксене ФЗОна тытса яратчĕç. Пирĕн Çинкка аппапа Ваçук тетене те ячĕç. Ваçук тете илме килекенсенчен пытанса сĕтел айне кĕрсе ларнăччĕ, шыраса тупрĕç те чӳречерен тухса тарчĕ. Хăваласа çитсе пурпĕрех илсе кайрĕç. 2-3 çулсăр та таврăнмарĕç унтан. Çамрăксем ФЗОна кайма çав тери хăратчĕç. Вăрçă, ун хыççăнхи çулсем мĕн тути каланине лайăх пĕлетĕп. Ывăлăм СВОна каятăп тесен пурнăç тепĕр май çаврăнчĕ. Хăй те çамрăках мар вĕт вăл, 63 çул тултарчĕ. Ĕлĕкхи вăрçа та ун çулĕсенчи арçынсене илмен. Малтан нимĕн те каламарĕ. Маня аппăшĕпе ывăлĕ килсен те темĕнччен канашларĕç. Юлашкинчен мана каяс кунхине кăна пĕлтерчĕç. Йăлтах лайăх тесе лăплантарса тăчĕç. Отпуска килнĕренпех çĕрлесерен такампа çапăçать, такама перет. Кăшкăрса вăранса каять. Унчченхи пек ывăлăм хăçан пулать-ши?» — куççульне шăлса каласа кăтартрĕ Натя аппа. Наталия Максимовнăпа Василий Никандрович икĕ ывăлпа пĕр хĕр ӳстернĕ. Аслине Славике тата мăшăрне Натя аппа чылай çул каяллах пытарнă. Славик салтакран таврăнсанах мотоциклпа çапăнса вилнĕ. Ун хыççăн Вася тете йывăр чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Натя аппа мăшăрĕпе мĕнле паллашнине аса илчĕ: «Эпĕ ăна качча кайиччен палламан та, курман та. 1955 çулта кӳршĕсем мана ача пăхма илсе каçрĕç. Хăйсем хăнана каяççĕ имĕш. Эпĕ килти тумпах, калушпах кайрăм. Пӳртне кĕреймерĕм те — алкумĕнчех ӳппĕн-теппĕн çĕклесе лаша çине хучĕç те вăрласа килчĕç. Тете Ваçук ун чухне салтакраччĕ, ман хыççăн илме килекен те çукчĕ. Çапла качча кайрăм. Вася çемьере асличчĕ, çавăнпа уйрăлса тухмалла пулчĕ. Унăн ашшĕ вăрçăран таврăнайман, килĕнче кĕçĕннисем тата виççĕнччĕ. Пире никам та пулăшман. Малтанхи çул ĕçлесе илнĕ тырра пасара кайса сутаттăмăр та пĕренесем туянса килеттĕмĕр. Çапла пĕчĕк пуралăх пухрăмăр, пĕчĕк пӳрт лартрăмăр. Унтанпа çуртне икĕ хутчен те улăштарнă-ха. Мăшăрăм ĕмĕр тăршшĕпех тимĕрçĕре ĕçлерĕ. Тульккăш тивĕçлĕ канăва тухсан нумай пурăнаймарĕ. Йывăр ĕç сывлăха самаях хавшатать çав. Ачасене пăхакан çуккипе кӳмепе Турхан хĕрринех /ялта хирти инçетри лаптăка çапла калаççĕ/ илсе каяттăмăр. Хăш чухне ана вĕçĕнче 12 кӳме пуçтарăнатчĕ. Каярахпа аслине асламăшĕ патĕнче хăварма тытăнтăм. Хуняма столовăйĕнче апат пĕçеретчĕ, çавăнта выляса куна ирттеретчĕ асли. Ачасем аталансан стройкăна çӳреме тытăнтăм. Кирпĕч хума та вĕрентĕм. Ун чухне ялсенче хуралтăсене кирпĕчрен тума тытăннăччĕ. Кама-кама çурт-йĕр купалама пулăшман-ши? Юлашкинчен колхозра лаша пăхма пуçларăм. Унта 12 çул ĕçлерĕм. 10 лаша пăхаттăм. Кашни çул 10 тиха илеттĕм. Чи юратнă лаша пурччĕ. Ăна паянхи кун та астăватăп: Ураган тесе чĕнетчĕç. Хăть мĕнле йывăрлăхра та çул-йĕре тупма пултарнăран ăна пурте юрататчĕç», — малалла аса илчĕ Натя аппа. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас