- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 1 (3041) № 15.01.2025
Инвестици проекчĕсем ĕç вырăнĕ йĕркелеме пулăшнă
Иртнĕ çула аграри тытăмĕнче тăрăшакансем аван вĕçленĕ. Улшăнусем, çĕнĕлĕхсем самай пулнă. Çулталăкра 2,8 миллиард тенкĕлĕх 92 инвестици проекчĕ хута янă, 174 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Муркаш округĕнче чи нумай проект пурнăçланнă, бизнеса хывнă укçа калăпăшĕпе Канаш округĕ малта», — палăртнă республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.
Пĕлтĕр пĕлтерĕшлĕ ял хуçалăх объекчĕсем ĕçлесе кайнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне асăнар-ха. ÇĕрпӲ округĕнчи чăх-чĕп фабрики вăй илнĕ. «ВДС» пĕрлешӳ çĕнĕ пурнăç парнеленипе çичĕ çул пушă ларнă хыççăн предприяти тепĕр хут ĕçлеме пуçланă. Харпăрлăхра 4 корпус, пĕр инкубаци цехĕ. Вĕсене йăлтах çĕнетнĕ, хăтлăлатнă. Инкубаци çăмартине туянассипе хăш-пĕр йывăрлăх пур. Малашлăхра хамăрăннисемпе ĕçлесшĕн. Чĕпĕсем çăмартаран 21 кунран тухаççĕ. Условисем йăлтах тивĕçтереççĕ. Çĕнĕ инкубаторта 9 камера, çулталăкне 1,6 миллион çăмарта йышăнаять. Ĕçе йăлтах автоматизациленĕ, ятарлă программа ĕçлет, çăмартисене палăртнă йĕркепе датчиксем çавăрттараççĕ. Чăх-чĕпе кунта читлĕхре мар, ирĕкре тытаççĕ. Кун пек мелпе çитĕнтернĕ чăх ашĕ тутлăрах теççĕ. Инвесторсем «Чăваш бройлерĕнчен» юлнă пӳлĕмсене хута янисĕр пуçне çĕннисене те хăпартаççĕ. Чăх-чĕпе сутма тата аш-какайлăх çитĕнтереççĕ. Предприяти çулталăкне 2 пин тонна какай туса илесшĕн. Сезон вăхăтĕнче 250-300 пуç чăха халăха сутасшăн. Агротуризм ял хуÇалăхĕпе паллаштарать. Чăваш Енре «Агротуризм» гранта тивĕçнĕ фермерсем хăнасене йышăнма пуçланă та. «Зеленая Долина» турбаза ертӳçи Юрий Аверьянов 2022 çулта 3 миллион тенке тивĕçнĕ. Укçа-тенкĕпе çурт-йĕр çĕкленĕ, территорие хăтлăлатнă. Халĕ кану бази 5 пин тăваткал метр йышăнать. Хăнасене кăмпапа çырла пуçтарма илсе каяççĕ, экоçулсем тăрăх илсе çӳреççĕ, пулă тытма тата вырăс мунчине кĕрсе тухма сĕнеççĕ. Патăрьел округĕнчи «Тургай» кану базине Шăнкăртам ялĕнчи Пазюковсен çемйи йĕркеленĕ. Пулас турбазăна хута яма 10 миллион тенкĕ пулăшу килнĕ. Унăн территорийĕнче виçĕ хăна çурчĕ, мунча чанĕ лартнă, пĕвене хăтлăлатнă. Улмуççи сачĕ, чăрăш йывăççисене лартнă, зоологи кĕтесĕ йĕркелеме фазан, павлин, кролик валли читлĕхсем вырнаçтарнă, банкет залĕсемпе спорт зонисем. Патшалăх тĕревĕ пулăшнипе Патăрьел округĕнче «Долина» турбаза тума пуçланă. Марат Валеев фермер 8,1 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ. Хуçалăх лаша ĕрчетет. Вĕсемпе сăн ӳкерĕнме те, уçăлса çӳреме те пулать. Грант укçипе хăна çурчĕ, беседка, мунча, спорт тата ача-пăча лапамĕ çĕклесшĕн. Агротуризм енĕпе республикăра икĕ проект пурнăçа кĕмелле: Шупашкар округĕнчи «Ивушка» питомникăн «Çырла утравĕ» тата Красноармейски округĕнчи Валерий Шумиловăн чăваш хресчен çурчĕн кану бази. Чăваш Енри 5 проекта пурнăçа кĕртме патшалăх 39 миллион тенкĕлĕх грант куçарнă. Ку укçа çулсерен ӳссе пырать. Хăмла отрасльне Çĕнĕрен чĕртсе яраÇÇĕ. Регионта хăмла лаптăкĕ 183 гектар йышăнать, тухăçĕ — 189 тонна. Ку Раççейре кирлин 4 процент кăна. Чăваш Енре хăмла лаптăкĕсене ӳстерес, тирпейлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сăмахран, аграри университетĕнче хăмла отраслĕ валли кадрсем хатĕрлеççĕ. Кăçалтан тата «Фермерсен шкулĕнче» хăмла енĕпе ĕçлекенсене вĕрентнĕ. Университет никĕсĕ çинче Компетенци центрĕ пур. Унта наука тĕпчевĕсем ирттереççĕ. Центр ĕçченĕсем чăваш хăмлин икĕ çĕнĕ сортне кăларнă. «Ароматный» тата «Сувар» сортсем селекци çитĕнĕвĕсен Патшалăх реестрне кĕнĕ. Пĕлтĕр тата бактерипе вирус чир-чĕрне кăтартакан фитосанитари мониторинг тытăмне йĕркеленĕ. Лартмалли материала ПЦР енĕпе тĕпчекен пӳлĕм уçнă. Республикăн Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2032 çул тĕлне хăмла лаптăкне 2 пин гектара çитермелле. Ку 3,7 пин тонна хăмла туса илме май парĕ. Хăмла туса илессипе Вăрнар, Вăрмар, Çĕрпӳ тата Етĕрне округĕсем ĕçлеççĕ. Хăмлапа ĕçлекенсене патшалăх енчен те сахал мар пулăшу килет. Хальхи вăхăтра шпалер хăпартма 800 пин тенкĕ таран тавăрса параççĕ. Ку виçене икĕ хут ӳстерме палăртнă. «Хăмла отрасльне çĕнĕрен чĕртсе ярас ĕçре техника пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Республикăра хăмла пуçтаракан «Аван» МХ-250 комбайн тата хăмла типĕтекен «Феникс-450Х» машина пуçтарнă. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Каш кашлатăр вăрманĕ
«Хамăн ĕçе чунтан юрататăп», — пĕлтерчĕ Çĕрпӳри Сăнав лесничествин вăрман участокĕн маçтăрĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесовочĕ» Юрий Федоров. Вăрмана упрас тата сыхлас ĕçре вăл 32 çул тăрăшать.
Вăрман тата çутçанталăк Юрий Федорова ачаран илĕртнĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра кăмпана, çырлана, йĕкел пуçтарма час-часах çӳренĕ. Вăл Çĕрпӳ округĕнчи Паваркасси ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне çул тытнă. «Астăватăп-ха: виçĕ уйăх 41-мĕш лесничествăра практикăра пулнине. Леонид Николаевич вăрманçă ĕçĕ-хĕлĕ пирки чылай ăнлантарнă. Унпа пĕрле вăрманта йывăç лартнă, чир-чĕртен, сăтăрçăран хӳтĕленĕ. Алла диплом илсен тăван тăрăха таврăннă, ĕçе пуçăннă. Тин çеç техникумран вĕренсе тухнă 19 çулти яш никама та палламан. Хумханнă, шухăшланă, йăнăшсем тăвас мар тенĕ. Паянхи кунчченех çак тытăмра вăй хуратăп. Пĕрре те ӳкĕнместĕп», — тесе пĕлтерчĕ вăрман хӳтĕлевçи. Юрий Федоров ĕçре хастарлăх кăтартать, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртет, вăрманта санитарипе сывату мероприятийĕсем йĕркелет. «Шкулта вĕреннĕ чухне вăрмана йĕкел пуçтарма кайнине лайăх астăватăп. Кайран питомникра йывăç калчисем лартнă. Çутçанталăка юратма, унăн пуянлăхĕпе перекетлĕ те тирпейлĕ усă курма ачаран хăнăхтарнă. Килĕштернĕ вăрман сывлăшне. Ахальтен мар аслă ывăлăм Александр та ман çулпах кайрĕ, — сăмах хушрĕ Юрий Федоров. — Вăрман чуна та, ӳте те сиплет тесе ахальтен каламан. Вăрман – пирĕн пуянлăх. Вăл тĕрлĕ çимĕç парать, чĕр чунсемпе кайăксен килĕ, хӳтлĕхĕ. Шел те, вăрмана сăтăр тăвакансем те тупăнаççĕ. Вăрманçăн вĕсемпе те кĕрешме тивет. Ăнланмаççĕ, йывăçсене касаççĕ. Хайхискерсене тытатпăр, штрафлатпăр. Йĕркесĕрлĕхе асăрхасан ялти халăх кун пирки çийĕнчех лесника пĕлтерет. Сăмахран, Çĕнĕ çулта чăрăш касни тĕл пулать. Хăрнă, тӳнсе кайнă йывăçсене касма, çак вутта хуçалăхра усă курма юрать, анчах сутма хушмастпăр». Çĕрпӳри вăрман участокĕ 9 пин гектар йышăнать. Унта 4 çын ĕçлет. Ĕçе йĕркелеме техника самай пулăшать. Çав-çавах çын çитменни сисĕнет. Маларах вăрман хуçалăхĕнче 40 çын тăрăшнă пулсан паянхи кун тĕлне ĕçлекенсен шучĕ самай чакнă. Çамрăксем çитмеççĕ. Вăрмана пушартан сыхласси тĕп вырăнта. Час-часах канма килекенсем вут-кăвайт чĕртеçççĕ, сӳнтермесĕр хăвараççĕ. Вăрманçăн çынсемпе калаçусем, тĕлпулусем ирттерме тивет. Вăрман яланах сывă та илемлĕ çитĕнтĕр тесен унта ĕçĕ пайтах. Акă, шкул ачисемпе çуркунне тата кĕркунне «Астăвăм садĕнче» хунавсем лартаççĕ. Ку ĕçе Çĕрпӳри Сăнав тата Тавăшкассинчи шкулта вĕренекенсене явăçтараççĕ. Юман, хыр, чăрăш, çăка ӳсет. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас