«Çак хăнăхусене кашни пушарнăйăн пĕлмелле»
Çул çинче инкек пулсан унта Патшалăх автоинспекцийĕн тата васкавлă пулăшу машинисем çеç мар, пушарнăйсем те килсе çитеççĕ. Тепĕр чухне вара шалта хĕсĕнсе ларнă çынсене кăлармашкăн çăлавçăсен автомобиле касма та тивет — кашни çеккунт шутра. Çакнашкал лару-тăрура çухалса каясран çăлавçăсем валли тăтăшах ăмăртусем иртеççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти 6-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн 5-мĕш пушарпа çăлав отрядĕнче иртнĕ ăмăрту та çакнах çирĕплетрĕ.
Ку ăмăртусен виççĕмĕш тапхăрĕ пулчĕ. Маларах муниципалитетсенчи çăлавçăсем хăйсен отрячĕсенче тупăшнă. Финала 5 команда тухнă, вĕсем çынсене çулсем çинче автотранспортпа пулакан инкекрен çăлас енĕпе МЧСăн республикăри тĕп управленийĕ чи лайăх командин ятне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Авари пулнă вырăнта мĕнле ĕç туса ирттермеллине, инкек тӳсекене тĕрĕс пулăшу памалли йĕркене кăтартрĕç. «Халап» тăрăх, çул çинчи аварире икĕ çын суранланнă: водителĕн ури хуçăлнă, пассажирăн вара — алли. Çăлавçăсен вĕсене транспорт хатĕрĕнчен тĕрĕс кăлармалла, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ кӳмелле, тухтăрсен аллине памалла. Команда тăватă çынран тăрать. Вĕсен ăсталăхне Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳçин çумĕ Александр Медведев ертсе пыракан тӳресен ушкăнĕ хакларĕ.
Сăмах май, пĕлтĕр ку ăмăртура Шупашкарти пушарпа çăлавăн ятарлă чаçĕ республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ, малалла федерацин Атăлçи округĕнчи чи вăйлă командăсемпе ăмăртнăччĕ — 18 команда хушшинче 6-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Унăн йышĕнчи Андрей Сапожников, аварипе çăлав ĕçĕсен чаçĕн ертӳçин çумĕ, шалти службăн капитанĕ çак тупăшу пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ:
— Пирĕн команда тахçанах йĕркеленнĕ. 2019 çултанпах тĕпрен илсен çак йышпа хутшăнатпăр. Пире ĕç çеç çыхăнтармасть, эпир çывăх туссем пулса тăтăмăр. Пушар сӳнтерме те çак йышпах çӳретпĕр — çакă та пире ытти командăран вăйлăрах пулма пулăшать-тĕр. Кашни ăмăртăва тăрăшса хатĕрленетпĕр. Ку ăмăртусене çынна кăтартассишĕн çеç йĕркелемеççĕ, вăл пирĕн профессипе çыхăннă. Çул çинче инкек пулсан унта васкатпăр. Килнĕ те кайнă çеç мар, хăш чухне машинăна касма та, васкавлă пулăшу киличчен хамăрăн пĕрремĕш пулăшу пама та тивет. Çавăнпа та, манăн шухăшпа, çак хăнăхусен йĕркине кашни пушарнăйăн пĕлмелле.
Команда пĕрлĕхĕ хальхинче те сисĕнчĕ — Шупашкарти пушарпа çăлав чаçĕ каллех пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Канашри 15-мĕш, 3-мĕшĕнче вара Шупашкарти 7-мĕш пушарпа çăлав чаçĕсем. Мала тухнă командăсем Тутарстанра федерацин Атăлçи округĕнчи ăмăртăва хутшăнĕç.
Комментари хушас