Халăха хÿтĕлес ĕç аталансах пырать
Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене шкулта вĕреннине кашниех астăвать-тĕр. Противогазпа е ытти хӳтĕлев хатĕрĕпе усă курма вĕрентни уйрăмах кăсăклăччĕ. Анчах та пурнăç хăрушсăрлăхĕ урокра вĕреннинчен чылай анлăрах. Пирĕн республикăра, çĕршывра, тĕнчере ку енĕпе ятарлă тытăмсем ĕçлеççĕ. Çулленех пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери гражданла оборона кунне паллă тăваççĕ. Çавна май çак ĕç-хĕл пирки тата ял-хулара пурăнакансен мĕн пĕлмелли çинчен Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн гражданла оборона тата халăха хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен управленийĕн халăха тата территорие чрезвычайлă лару-тăруран хӳтĕлекен пайĕн пуçлăхĕ Алексей Абужаров каласа кăтартрĕ.
— Пĕтĕм тĕнчери гражданла оборона кунне пуçарса янăранпа кăçал 94 çул çитет. Унăн историйĕ 1931 çултан вăй илет. Çав çул Францин медицина службин генералĕ Джорж СантПол Парижра Женева зонисен организацине никĕсленĕ, каярах унран Гражданла оборонăн пĕтĕм тĕнчери организацине туса хунă. Женева зони тесе нейтраллă зонăсене е уçă хуласене каланă, вăрçă тухсан унта ватăсен, хĕрарăмсемпе ачасен, чирлисен тарса пытанма май пулнă. Пур çĕршывра та çакнашкал вырăнсем хатĕрлемелле пулнă. Палăртмалла: 1993 çултанпа Раççей Федерацийĕ те — Гражданла оборонăн пĕтĕм тĕнчери организацийĕн членĕ, — терĕ Алексей Анатольевич.
Раççей МЧСĕ çак организаци ĕçне хастар хутшăнать. Паянхи кун унта 61 çĕршыв кĕрет, 16 çĕршыв вара — сăнавçă. Кăçалтан Гражданла оборонăн пĕтĕм тĕнчери организацийĕн генеральнăй секретарĕн тивĕçне Роман Лапин пурнăçлать, вăл вара — Раççейрен.
— Пирĕн çĕршывра гражданла оборонăн патшалăх политикине Раççей МЧСĕ пурнăçлать, ку ыйтусене гражданла оборона тата халăха хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен департамент татса парать. Чăваш Республикинче çак ĕçе Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ тăвать — уйрăммăн илсен гражданла оборона тата халăха хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен управление çирĕплетнĕ. Паянхи кун пирĕн управленире 18 çын ĕçлет, çав шутра — çар çыннисем, федерацин пушар хурал службин ĕçченĕсем, патшалăх служащийĕсем, — уçăмлатрĕ Алексей Анатольевич.
Гражданла оборона — вăрçă хирĕç тăрăвĕпе, çутçанталăкпа тата технологисемпе сăлтавланнă чрезвычайлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи халăха, пурлăх тата культура хаклăхĕсене хӳтĕлемешкĕн ирттермелли мероприятисен тытăмĕ. Вăл тĕп 15 тĕллеве пурнăçлать. Алексей Анатольевич малтанхи виççĕшĕ çинче чарăнчĕ: халăха гражданла оборона енĕпе хатĕрлесси, вăрçă хирĕç тăрăвĕпе е çутçанталăкпа тата технологисемпе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче халăха асăрхаттарасси, граждансене тата пурлăхпа культура хаклăхĕсене хăрушлăхсăр вырăна куçарасси. Паллах, ку енĕпе çынсен чылай ыйту çуралма пултарать. Вĕсен хуравĕсене вара ăçта тупмаллаха? Пирĕн республикăра халăха хӳтĕлес енĕпе вĕренӳпе методика центрĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çумĕнче консультаци пункчĕсем пур. Унта кашниех хăйне пăшăрхантаракан ыйтусен хуравĕсене илме пултарать.
Ку енĕпе çавăн пекех федерацин ытти органĕ те ĕçлет. Сăмахран, пирĕн республикăра ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетне йĕркеленĕ. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ку енĕпе ĕçлекен уйрăмсем е секторсем пур. Пирĕн регионта гражданла оборона ертӳçи – Чăваш Ен Пуçлăхĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вара — вĕсен пуçлăхĕсем.
Паллах, кашни çын çакна пĕтĕмпех асра тытса тăмĕ. Тĕпрен илсен, мĕн пĕлмеллеха? Халăха асăрханма чĕнсе каламалла чухне республикипех асăрхаттару сигналĕ янăрать – вăл сирена евĕр, татăла-татăла каякан сасă пек е янăравлă ытти мелпе çитет. Çак сигнала илтсен телевизор е радио пăхни-итлени вырăнлă — мĕн тумаллине тӳрĕ эфирта ăнлантарĕç.
Чăваш Енре, пĕтĕм çĕршыври пекех, асăрхаттару тытăмĕ мĕнле ĕçленине çулталăкра икĕ хутчен — пуш тата юпа уйăхĕсенче — тĕрĕслеççĕ. Мĕнле те пулин сăлтавпа асăрхаттарăва илтмесĕр юласси хăратать-и? Раççей МЧСĕ телефонсем валли ятарлă приложени хатĕрленĕ. Чрезвычайлă ларутăру пирки вăл систеретех. Çак приложенире вăл е ку лару-тăрура хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентекен сĕнӳ те сахал мар.
Пĕтĕм тĕнчери гражданла оборона кунне паллă тунă май Чăваш Республикинче пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче вĕренӳ учрежденийĕсенче ОБЖ енĕпе Пĕтĕм Раççейри уçă урок иртĕ. Заняти вăхăтĕнче ачасене тата вĕренӳ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене чрезвычайлă ларутăруран хӳтĕлессипе тренировкăсем пулĕç.
Сăмах май, Раççейри гражданла оборонăн хăйĕн те календарьте палăртнă кун пур. Ăна юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун 1932 çулта Правительство йышăннипе Пĕтĕм Союзăн пушарпа кĕрешекен оборонăн вырăнти тытăмне йĕркеленĕ, 1961 çулта вăл СССРăн гражданла оборони пулса тăнă. Кăçалхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн гражданла оборони йĕркеленнĕренпе 93 çул çитет.
Комментари хушас