Хыпар 15 (28332) № 28.02.2025

28 Нарăс, 2025

Тутарстанри чăваш ялĕн Геройĕ

2024 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин наци центрĕнче Андрей Белоусов министр ятарлă çар операцине хутшăнакансен кăкăрĕ çине Раççей Геройĕн «Ылтăн Çăлтăрне» çакса ячĕ. Ăна илнисен ретĕнче Тутарстанри Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕнче — Çармăсра — çуралнă Михаил Марцев та пулчĕ.

Вăл — кӳршĕ республикăран СВОна кайнă боецсенчен Раççей Геройĕн ятне тивĕçнĕ вун виççĕмĕш паттăр. «Татаринформ» ИА пĕлтернĕ тăрăх, хăйне Раççей Геройĕн ятне париччен тинĕс пехотин батальонĕн командирĕ, гварди подполковникĕ Михаил Марцев патшалăхăн 4 наградине — Паттăрлăх орденне икĕ хут, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн I тата II степень медалĕсене тивĕçнĕ. «Пысăк çак награда манăн кăна мар, мана ертсе пыма шаннă батальонри пĕтĕм боецăн тесех шухăшлатăп, — терĕ ун чухне Михаил Марцев. — Кашни матроспа сержанта, офицера тав тăватăп. Йывăр вăхăтра пуç пĕкмерĕç, хăйсен умне лартнă задание тивĕçлипе пурнăçларĕç». Хăйсен ентешĕ «Ылтăн Çăлтăра» тивĕçнине Çармăсра пурте — вĕтĕр-шакăртан пуçласа чи ватти таран — пĕлеççĕ ĕнтĕ, унпа мăнаçланаççĕ. Ахăртнех, 20 çул каялла пуринпе те шапăлтатнă ял ачи мухтава тухасса никам та шухăшлама пултарайман. Миша 1988 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче çуралнă, нумаях пулмасть 37 тултарнă. Лăпкă пулнă, çапах та вăрçăлла вылянă чухне пирĕннисене çапăçăва ертсе кайма тăрăшнă. Вăрăм çула тухакан машина шоферĕ пулма ĕмĕтленнĕ, çакăн çинчен сочиненире те çырнă. «Ку ĕç мĕн тума кирлĕ сана? Пĕрмай инçетре çухалса çӳрĕн», — хирĕçленĕ амăшĕ. Çапах та вăл çар профессине суйласа илнĕ. Миша ытти ача пекех çитĕннĕ: пыл çиме кăмăлланă — ăна аслашшĕ курасран асăрханса йăкăртнă, уроксене пит тăрăшсах хатĕрленмен пулин те япăх вĕренмен, тантăшĕсемпе пĕрле урамра вăхăт нумай ирттернĕ, ăна пурте килĕштернĕ. Çывăх çыннисем каланă тăрăх, вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл хирĕç çуртра пурăннă Михаил Османовран тĕслĕх илсе çар çынни пулма йышăннă. М.Марцев шкулта алла аттестат илнĕ чухне вăл çар училищин курсанчĕ пулнă. Марцев та унăн çулĕпе кайса çар училищине вĕренме кĕнĕ. 2015 çулта хаçатсенчен пĕринче Инçет хĕвел тухăçĕнчи К.Рокоссовский маршал ячĕллĕ пĕтĕмĕшле çар команда аслă училищинчен вĕренсе тухнă çамрăк офицер çинчен материал пичетлесе кăларнă. Миша хăйĕн çинчен акă мĕн каласа панă: «2009 çулта, училищĕрен вĕренсе тухсан, мана Хура тинĕс флочĕн тинĕс пехотин пĕрлĕхне, Крымра вырнаçнăскере, взвода ертсе пыма ячĕç. Икĕ уйăхран пысăк десантăн «Новочеркасск» карапĕпе террористсене хирĕçле ушкăн йышĕнче çар заданине пурнăçлама тухса кайрăм. Ун чухне пирĕн Хура тинĕс флочĕн карапĕсем пĕрпĕринпе тинĕсре çыхăнса ĕçлемелли «Блэксифор» ушкăн тĕллевĕсене пурнăçлама хутшăнатчĕç. Служба тивĕçĕсене пурнăçласси çав тапхăртан пуçланчĕ темелле». Çав инçе ишев çамрăк офицершăн пĕрремĕш пулнă, унсăр пуçне тинĕсре ытти çул çӳреве те хутшăннă. Михаил ертсе пыракан взвода Хура тинĕс флочĕн карапĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме час-часах явăçтарнă. Ятарлă çар операцине вăл 2022 çулхи нарăсран тытăнсах хутшăнать. Гварди подполковникĕн званине ăна вăхăт çитичченех панă. «Мишăн ача çуралмаллаччĕ, çавăнпа 2022 çулхи кăрлачра ăна больницăран кĕтсе илме Севастополе кайрăм, — аса илет Герой амăшĕ Зоя Михайловна. — Халĕ мăнук виçĕ çулта ĕнтĕ, шел, ашшĕне питĕ сахал курать». Михаил пулас мăшăрĕпе Оксанăпа Çармăсра 2014 çула кĕтсе илме тăван ялне килсен паллашнă. Амăшне хăйне шанакан, унпа пурнăç вĕçне çитиех утса тухма хатĕр хĕрпе тĕл пулнине пĕлтернĕ. Унтанпа иккĕшĕ пĕр-пĕринчен уйрăлмаççĕ, пĕрле Севастополе çул тытнă. Ывăлне награда панине курма Зоя Михайловна хăйĕн хĕрачисемпе пĕрле кайнă. Чăн та, вĕсем центра лекеймен, çапах та ресторанра СВОна хутшăнакансен наградисене «çума» хутшăнайнă. — Хăйне 2024 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче наградăлассине пире Миша маларах пĕлтерсе хучĕ, — каласа парать Зоя Михайловна. — Çапах та сых ятне тенĕ пек çапла асăрхаттарчĕ: «Анне, наградине паман-ха, çавăнпа никама та ан калăр». «Каймалла-ши, каймалла мар-ши?» — тесе нумай шухăшларăм, награда панă çĕре пире кĕртменнине пĕлсе тăраттăм. Хĕрачасем каймаллах терĕç, юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче шăнкăравларĕç те кирлĕ япала, паспорт чиксе çула тухма хушрĕç. Вĕсем билет та туяннă иккен. Центрта 14 сехетре награда пама пуçланă, ăна тивĕçнисем банкета 18 сехете çитессине пĕлтерчĕç. Эпĕ те, хĕрачасем те пиччĕшне хумханса кĕтрĕмĕр. Вĕсем 18 сехет иртсен çитрĕç. Коридорпа зал алăкĕ патнех çитнине медалĕсем чăнкăртатнинчен ăнланса илтĕмĕр. Çав самантчен Мишăна çулталăк курманччĕ. Телефонпа час-часах калаçнă ĕнтĕ. Вăл шăнкăравлать те — лăпланатăп. Герой Тăван енре пулнă май Теччĕ районĕнчи шкул ачисемпе ирттернĕ тĕлпулу /пĕрремĕш страницăри сăн ӳкерчĕкре/ вĕренекенсен асĕнче яланлăхах юлĕ. Офицер ятарлă çар операцийĕнчи çапăçусем çинчен те каласа панă: — Мариупольте «Азовсталь» тата Ильич ячĕллĕ заводсене илессишĕн пынă çапăçусем йывăр пулчĕç. Хула варринче азовецсен подразделенийĕсем вырнаçнăччĕ. Малтанхи кунсенчех мирлĕ çын нумаййи тĕлĕнтерчĕ. Эпир хулара тăк кунта тăшмансăр пуçне никам те çук тесе шухăшланăччĕ. Каçхине путвала кĕрес терĕмĕр — унта вара мирлĕ çичĕ теçетке çын пытаннă иккен. Эпир граната та ывăтма пултарнă вĕт! Телее, питĕ асăрханса ĕçлерĕмĕр... Херсон еннелле, Днепр патĕнче, ВСУн «Мадьяр кайăкĕсем» дронĕсем пуç çĕклеме памастчĕç. Каярахпа вĕсенчен хӳтĕленме, салтаксен пурнăçне упрама вĕренсе çитрĕмĕр. Герой ятне вара вăл Курск еннелле талпăнакан тăшман çулне пӳлнĕшĕн тивĕçнĕ. Неонацистсен тапăнăвне сирнĕ, контрнаступление çĕкленнĕ. Марцев подразделенийĕ ун чухне икĕ кунра тăшманăн 200 яхăн салтакĕпе офицерне, техникăн 17 единицине тĕп тунă — ВСУ эшкерне малалла кайма паман... СВОра çĕнтересси пирки Герой нимĕн чухлĕ те иккĕленмест: «Аслă Главнокомандующи тĕллевсене палăртнă — ăна пурнăçлатпăр. Анăç ВСУна хĕç-пăшалпа тивĕçтерет, эпир çакна пăхмасăр территорисене ирĕке кăларăпăр. Çĕнтеретпĕрех — пирĕн ĕç тĕрĕс. Эпир мĕн чухлĕ туслăрах — пире çавăн чухлĕ çăмăлрах, çухатусем те çавăн чухлĕ пĕчĕкрех». Мишăн йăмăкĕсем те — йĕкĕреш Надеждăпа Вера — хăйсен тетĕшĕпе мăнаçланаççĕ. «Миша пирĕнтен çулталăк аслăрах, вăл — чи ырă та тимлĕ тете. Пире яланах упратчĕ, килте те, шкулта та командирччĕ. Аттепе анне лайăх ывăл çуратса çитĕнтернĕ, пирĕн йышлă çемье унпа мăнаçланать», — палăртать Вера Чайкина. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

♦   ♦   


Çĕнтерÿ хăвăртрах килĕ

Вĕсем клуба кашни кун ĕçе кайнă пек çӳреççĕ. «Тăван çĕршыв хуйхи пире те пырса тивет. Пирĕн ачасем, арçынсем юн тăкнă чухне алă усса лараймастпăр», — теççĕ Шупашкар округĕнчи «Пурте пĕрле» ушкăн волонтерĕсем.

Чиркӳ те пулăшать

Вĕсемпе тĕл пулмашкăн каç кӳлĕм Шăнкас клубне çитрĕм. Çурчĕ вĕсен 1910 çулта йывăçран тунăскер. Алăкран кĕнĕ-кĕмен курăнать: кунта ĕç вĕресе тăрать. Волонтерсен пысăк ушкăнĕ пысăк сĕтел тавра ларнă — спанбондран хăюсем касаççĕ, бантик хатĕрлесе курупкасене тултараççĕ. Акт залĕнче вара маскировка тетелĕ валли кăшкар карнă та хĕрарăмсен тепĕр ушкăнĕ бантиксене тетел çумне çыхать. Сцена çинчи электричество плити çинче парафинпа вус ирĕлеççĕ, икĕ арçын вăрах çунакан шăрпăк, окоп çуртисем хатĕрлет. Пĕр кĕтесре клуб заведующийĕ Ирина Иванова шлем çийĕн тăхăнмалли маскировка калпакĕ çыхать. Тепĕр пӳлĕмре — курупкасем, материалсем… Хальхи вăхăтра Шăнкас клубĕнче çакăн пек ӳкерчĕк хуçаланать. Икĕ çул ытла ĕнтĕ кунта СВОна пулăшакансен штабĕ ĕçлет.

Волонтерсен «бригадирĕ»

— Мăштавăшра пурăнакан Виктор Петров усламçă. Унăн мăшăрĕ Лидия Петровна та кунтах. «Вăхăчĕ халĕ çапла — пулăшас пулать. Халăхпа пĕрле тăрăшсан Çĕнтерӳ хăвăртрах çитес шанчăк хăват парать», — иккĕленмест ĕç хыççăн тепĕр ĕçе — тетел çыхма — çӳрекен хĕрарăм. Çавăнпа упăшкин мĕн пур пуçарăвне ырлать, вăл халăха пĕр чăмăра пухнишĕн савăнать.

— Шăнкас, Мăштавăш ялĕсен çыннисем пĕлтĕр тĕрлĕ виçеллĕ 136 маскировка тетелĕ, 1346 окоп çурти, вăрах çунакан 1260 шăрпăк, шлем çийĕн тăхăнмалли маскировка калпакĕсем хатĕрленĕ, мунчаласем, çăм нускисем çыхнă. Ушкăн лара-тăра пĕлмесĕр туслă ĕçлет. Кăçал пĕрремĕш гуманитари пулăшăвне — 4 маскировка тетелне, вăрах çунакан шăрпăксене — кăрлачăн 3-мĕшĕнче «Коробок» позывной илнĕ салтакран парса ятăмăр. Пирĕн «производство» пĕр кун та чарăнмасть. Алăпа ăсталанă япаласене купаланса вырттармастпăр. Хамăрăн округри волонтерсенчен кăна мар, ыттисенчен те парса яратпăр. Пире хамăра та пулăшаççĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр Раштав уявĕнче чиркӳри кĕлĕ хыççăн Иоф атте патне пытăмăр. Окоп çуртисем валли çурта юлашкисене ыйтрăмăр та вăл кĕске вăхăтрах пĕр михĕ тултарса парса ячĕ. Турă пулăшать пулсан çĕнтеретпĕрех! — иккĕленмест Виктор Геннадьевич. Вĕсем Александр Макаровпа пĕрле вăрах çунакан шăрпăксем хатĕрлеме хăйсем тĕллĕнех вĕреннĕ. Çуртасене ирĕлтернĕ май Виктор Геннадьевич пирĕн салтаксем чĕрĕ-сывă çаврăнса килччĕр тесе кĕлĕ тăвать. Шăрпăк тунă чухне хăйне май ăсталăх кирлĕ. Çинçе йывăç патак çумне çĕр мамăк çиппе 5 шăрпăк çыхса çирĕплетеççĕ. Кайран шăрпăк вĕçĕсене хăварса салфеткăпа чĕркеççĕ, çиппе тытăнтараççĕ. Виктор Геннадьевич пинцетпа шăрпăк вĕçĕнчен асăрханса тытать те ытти пайне ирĕлтернĕ парафинпа ăвăс ăшне чиксе кăларать. Кăштах хытнă хыççăн — тепĕр хут. Кун йышши шăрпăк 12-14 минут çунать. Пĕр каçра 100 ытла шăрпăк хатĕрлеççĕ. 80-90 окоп çурти шăратаççĕ. Вĕсене «Бетула – Трейд» фирма тата Шăнкас çынни Юрий Иванов, Евгений Зуев, Николай Яковлев, Алексей Сергеев, Эдуард Капитонья ăвăс тата парафин параççĕ, ытти материалпа та пулăшаççĕ.

Салтака варенипе сăйлатпăрах

— Клуба килсе хамăр салтаксемшĕн усăллă ĕçсем тума май пурришĕн савăнатăп. Çакăнта çӳренипе пĕр салтак пурнăçне упраса хăварсан та мĕн тери паха, çавăнпа хаваспах килетĕп, — чунне уçрĕ кĕмĕл волонтер Роза Романова. — Килте те каçхи тăватă сехет çитсен мăшăрăм: «Сан каймалла», — тесе кăмăлпа кăларса ярать. Хуçалăхра тĕрлĕ ĕç нумай пулсан та çак вăхăт валли пушанма тăрăшатăп. Икĕ çул ĕнтĕ çапла ĕçлетпĕр. Кăмăллăн калаçатпăр, шӳтлетпĕр, радиопа çĕнĕ юрă илтсен ăна вĕренме тăрăшатпăр. Кам спектакле, концерта кайса килнĕ, телевизорпа кăларăм курнă — çавсене сӳтсе яватпăр. Кунтах библиотека пур та — хаçат-журналпа, çĕнĕ кĕнекесемпе паллашатпăр. 5 сехет ним сисĕнмесĕр иртет. 19 сехетре пурте пĕрле ларса чей ĕçетпĕр. Кам кукăль пĕçернĕ, кам çĕнĕ салат тунă — пурте ас тиветпĕр. Хĕрарăмсем тетел çыхас енĕпе питĕ ăсталанса çитрĕç, хăвăртлăхĕ ӳсрĕ. Хăю касаканни — Руфина Бородова. Пĕчченех ĕлкĕрсе пырать. Ыттисем, ултă хĕрарăм, çав хăюсене тетелсен çумне çыхаççĕ. 5 сехетре 3 метр сарлакăш, 6 метр тăршшĕ икĕ тетел те çыхнă эпир. Пĕрле тăрăшсан веçех пулать. Çавăнпа хамăра валли «Пурте пĕрле» тесе çырнă футболкăсем саккас патăмăр. Отпуска килнĕ салтаксем клуба часчасах кĕрсе тухаççĕ, хăйсем çинчен каласа кăтартаççĕ. «Унта питĕ мунча кĕрес килет», — терĕ те пĕри — çав каçрах ăна милĕк тупса парса ятăмăр. Нумаях пулмасть госпитальтен килнĕ салтах пĕр хутчен усă курмалли кашăк, стакан, чашăк ыйтрĕ. Çавсене те туянса парса ятăмăр. Футболка, простынь, сланцы кирлине пĕлтерчĕ. Кивĕреххи те юрать — таса пултăр кăна: аманнисен кĕпе-тумтирне улăштарма кирлĕ. Вĕсем ыйтнине тивĕçтерес килет пирĕн. Салтак кăкăртан аманнă юлташне çапăçу хирĕнчен 3 километр йăтса тухнине каласа пачĕ. Вăл хăй те ураран аманнă. Дронсем вĕçме тытăнсан вилнĕ пек те пулса выртмалла-мĕн, çиелтен витĕнмелле. Телефонĕ çапăçура çухалнă унăн. Çухалса кайман вăл, юн нумай çухатнă юлташне пурпĕрех хамăрăннисем патне илсе çитернĕ. Пĕр кил урлă пурăнакан пускил ачи — паянхи кун СВОра. Унăн ашшĕ-амăшĕ те, тăванĕ те çук. Йывăр пурнăçпа çитĕннĕскере хĕрхенсе яланах сĕт-турăх каçса параттăм. Тăлăхшăн амăшĕ вырăнĕнче пулас килчĕ. Çав ача патне пирĕн ялти волонтер каяссине пĕлтерчĕ те — эпĕ кӳршĕпе çыхăнса ун валли мĕн кирлине ыйтрăм. «Роза аппа, икĕ «полторашка» сĕт парса ярсам. Ман пата çитнĕ çĕре турăх пултăр», — терĕ. Хыпалансах сĕт хатĕрлерĕм. Варени çиес килнине пĕлтерчĕ — ăна та хутăм. Анчах волонтерăн çул çинче машини ваннă. Тăшман пенипе пăтăрмах пулнине тавçăртăм. Тавара никама та парса хăварайман, каялла илсе килчĕ. Турăх кӳршĕ ачи патне çитеймерĕ. Çавах тепре парса яратăп-ха». Унти халăха та хĕрхенеççĕ Кунта кунсерен 26-32 çын Çĕнтерĕве тӳпе хывать. Чи асли — Александра Димитриева, вăл Мăштавăшран çулталăк ытла тетел çыхма килет. «Пĕр кун та юлас килмест», — терĕ 84 çула кайнăскер. Александра Александровна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çулхи чӳк уйăхĕнче çуралнă. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне амăшĕн варĕнче пулнă вăл.

Çемье пуçĕ хĕрача çуралсан

— Саня, арçын ача тăк Саша ят хума хушса хăварнă. Вăрçа кайиччен ашшĕ Шăнкасри сăран заводĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Саня ăна сăн ӳкерчĕксенче кăна курнă — вăл тăшманпа çапăçса пуç хунă. Амăшĕ трахомăран сиплекен сестрара тăрăшнă. Саня та ашшĕ пекех бухгалтера вĕреннĕ, ĕмĕр тăршшĕпех профессийĕпе ĕçленĕ. Галина Максимова халăхпа пĕрле хăюсенчен бантик хатĕрленисĕр пуçне 400 ытла мунчала çыхса салтаксене парса янă. Лидия Николаева алса тулĕ çĕленĕ. Çăм нускисем те нумай çыхнă хĕрарăмсем. Салтаксем утиял ыйтнă май кĕске вăхăтра 70-80 утиял тупса парса янă. Анатолий Васильев сăнав дронĕ парнеленĕ. Типĕтнĕ апат хатĕрлемешкĕн Шупашкарти волонтерсен «Катюша» ушкăнне пĕлтĕр 1,5 тонна пахча çимĕç леçнĕ. Мĕн пултарнă таран СВОна пулăшаççĕ Мăштавăшсемпе Шăнкассем. — Клубра «Шур акăш» фольклор коллективĕ пур, унта юрлама çӳрекен хĕрарăмсенчен йĕркеленчĕ волонтерсен ушкăнĕ. Малтан вĕсем нуски çыхма килетчĕç, кайран тетелсем çине куçрĕç. Алă ĕçĕпе аппаланнă хушăрах репетици ирттеретпĕр. Пирĕн, культура ĕçченĕсен, çынсене те хавхалантармалла, уявсене те паллă тумалла вĕт. Кун пек туслă йышпа мероприятисем те кăсăклă иртеççĕ, — каласа пачĕ Ирина Иванова. Аслисемпе пĕрле каникулта ачасем те тетел çыхма килнĕ. Неля Овчинниковăн мăнукĕ, Кӳкеçри 1-мĕш шкулта 6-мĕш кадет класĕнче вĕренекен Милана Алексеева, салтаксем патне çырусем çырма кăмăллать. Вĕсене вуласан аслисен куççуль тухать. Çырусене Милана тетелсен ăшне чикет. Салтаксем икĕ хутчен видео ӳкерĕнсе хĕрачана тав туса янă. Пĕлӳ кунĕнчи линейкăра маттур кадета СВОна пулăшнăшăн округ пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысланă. Кукамăшĕ Неля Константиновна вара колхозра бригадирта 40 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пĕр вăхăт каннă хыççăн ăна каллех Апашри Ленин ячĕллĕ колхоза завсклада, заправщицăна чĕннĕ. Çапла вăл кунсерен пĕр еннелле кăна 5 çухрăм утать. Çапах кун хыççăн та клуба килме хал çитерет. Вăт мĕнле вăйлă пирĕн хĕрарăмсем! <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Суяна сирме, çĕнтерме пĕлмелле

2025 çула Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнтерӳ тата патриотизм çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çитĕнекен ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулĕ — ачасем хамăрăн паттăрсене пĕлччĕр, хисеплеччĕр. Çак тĕллевпе пурнăçлакан ĕç çинчен «Георгий хăйăвĕ» шырав отрячĕн наставникĕпе Виктор Сорокинпа калаçрăмăр.

— Виктор, патриотизм воспитанийĕ тĕлĕшпе юлашки çулсенче республикăра лару-тăру улшăнчĕ-и?

— Влаçсем, регион ертӳçи Олег Николаев пулăшнине куратпăр. Ку енĕпе республикăра яланах тĕрĕс ĕçленине палăртас килет. Патриотсен организацийĕсем вăйлă пулни те паллă. Ачасемшĕн, çамрăксемшĕн интереслĕ мар çул-йĕрсене тĕревлени вырăнсăр. Шырав отрячĕсен, Пĕрремĕшсен юхăмĕн ĕçĕ вара вĕсемшĕн кăсăклă. Калăпăр, Çĕнтерӳ волонтерĕсем. Регион шайĕнче истори астăвăмне, халăх культурине, йăли-йĕркине упрас енĕпе ĕçлекен организацисем пур. Тĕслĕхрен, Чăваш Енри Тавра пĕлӳçĕсен пĕрлĕхĕ. Патриотла воспитани центрĕсен ĕçне те палăртмалла. Сăмахăм «Авангард» тата «Воин» центрсем пирки — вĕсем çĕнĕ шая çĕкленчĕç. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсен шутĕнче — «Зарница» вăйăсем. Совет Союзĕ арканнă хыççăн вăл нумай регионта пĕтрĕ, пирĕн патра вара паян та ăнăçлă иртет. Ку вăйăсемпе çыхăннă лайăх опыт кăна мар, йăласене упрани те. Пĕрремĕшсен юхăмĕ нумаях пулмасть «Зарница-2.0» проект пуçарчĕ. «Зарницах» темелле, анчах — çĕнетнĕскер, технологи условийĕсене хушса пуянлатнăскер. Ăна ирттерме асăннă центрсем пулăшаççĕ. «Авангард» база пулса тăрать, «Воин» вара инструкторсемпе тивĕçтерет. Инструкторсем тенĕрен, вĕсенчен чылайăшĕ ятарлă çар операцийĕнче пулнă — опычĕ пуян. Унта манăн шырав юхăмĕнчи туссем те ĕçлеççĕ. Пирĕн шкулта ОБЖ вĕрентнĕ учитель те пур. Вĕсен аллине лекнĕ ачасемшĕн пăшăрханмалла пулмĕ. Унта вĕренекенсене çар енĕпе хатĕрленипе кăна çырлахмаççĕ, патриотла воспитани енĕпе те тимлĕ. Ку ачасемшĕн кайран çар службинче кăна мар, ахаль пурнăçра та усăллă пулĕ. Юлашки вăхăтра, шел те, истори фальсификацийĕн тĕслĕхĕсемпе çине-çинех тĕл пулатпăр. Çак пулăма тымарĕпе кăкламалла, çынна ачаранах тĕрĕс пĕлӳ парса ӳстермелле. «Воин» центр хăйĕн ĕçĕнче çарчченхи хатĕрленӳ çине пусăм тăвать. Инструкторсем çак пĕлӳ-хăнăху ачасене нихăçан та кирлĕ ан пултăр тенине тĕпе хураççĕ — пире вăрçă кирлĕ мар. Çапах Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кашнин хатĕр пулмалла. Ачасем, аслă классенче вĕренекен çамрăксем, студентсем çар ăсталăхĕ енĕпе вĕренес кăмăллă тăк — хирĕçлени вырăнсăр. — Кĕçĕнрех çултисем валли мĕнле вариантсем пур? — Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Паттăрсен çĕршывĕн патриотсен çуллахи сменисене йĕркелетпĕр. Ку ĕçе Раççей Çарпа истори обществи пурнăçлать. Пĕлтĕр республикăра пилот шайĕнчи проекта пуçартăмăр. Кăçал вара ĕçе тата та тĕплĕрех йĕркелетпĕр. Проект кунта тымар ячĕ ĕнтĕ. Пире ăнчĕ темелле — унашкал сменăсем кашни регионтах çук. Ытти регионтан инструкторсем килеççĕ. Хамăрăннисене те явăçтаратпăр. Истори факультечĕн студенчĕсем экспедицисене тухса çӳренĕ те — ку енĕпе ĕçлеме, ачасене кăсăклантарма пултараççĕ. Ачасем çак сменăсене тепĕр хут килес кăмăлне пĕлтереççĕ. Унта 12 çултан пуçласах тĕрлĕ енĕпе аталанма май пур. Хăшĕсем çар хатĕрленĕвĕ енĕпе малалла каясшăн. Медиа енĕпе те аталанма пулать — мероприятисене йĕркелес, вĕсене тĕрĕс çутатас ĕç те пысăк пĕлтерĕшлĕ. — Çĕршывра юлашки çулсенче шырав ĕçĕ вăй илнине куратпăр... — Çав шутра пирĕн республикăра та — унта хутшăнакансен йышĕ çуллен хушăнса пырать. Шкул ачисен шырав отрячĕсем те пур, студентсем те хавхаланса ĕçлеççĕ. Отрядсене аслă шкулсен тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ заведенийĕсен никĕсĕ çинче йĕркелеççĕ. Вĕсем республикăра кăна мар, федераци шайĕнче те лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Калăпăр, Чăваш Енри шыравçăсем çăлавçăсен Чулхула облаçĕнче иртнĕ слетĕнче çĕнтернĕччĕ. Унта федерацин пур регионĕнчен те хутшăнаççĕ. Шыравçăсен юхăмне республика Правительстви, Пуçлăхĕ Олег Николаев хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ. Сăмахран, «Чĕре астăвăмĕ» форум ирттересси йăлана кĕнĕ. Патриот клубĕсем, шырав отрячĕсем валли çарпа патриотизм фестивалĕ йĕркелеççĕ. Маларах вăл регионти фестиваль кăначчĕ. Ытти регионтан çынсем ытларах та ытларах килме пуçларĕç. Халĕ вара шыравçăсем, реконструкторсем, çарпа патриотизм клубĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ — çав тери лайăх ачасем. Ку питĕ интереслĕ мероприяти. Реконструкторсем, шыравçăсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи салтаксен формине тăхăнаççĕ, çапăçусене реконструкцилеççĕ. Унта пирĕннисем те, нимĕçсем те, чăн-чăн техника та пур. Реконструкцисене курма фестиваль хăнисем кăна мар, республикăра пурăнакансем те пухăнаççĕ. Çавăн пекех фестиваль 2024 çулта «Патриот» наци премийĕн «Службăшăн» номинацийĕн çĕнтерӳçи пулнă. Çакă та фестивале пысăк хак парать. Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Олег Николаев шырав отрячĕсем валли пăхнă грантсен шутне тата виçине ӳстерессине çирĕплетрĕ. Тĕрĕссипе, эпир çакна тахçантанпах кĕтнĕ, мĕншĕн тесен самана улшăнать, йăлтах хакланать. Бензин, апат- çимĕç хакĕсем ӳсеççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА, Валентина ПЕТРОВА, Нина ЦАРЫГИНА, Николай КОНОВАЛОВ хатĕрленĕ.

♦   ♦   


«Хаçат – пирĕн тĕнче»

«Ял пурнăçĕ» хаçатăн кун-çулĕ 1935 çулта йĕркеленнĕ Красноармейски районĕн историйĕпе тачă çыхăннă. Ун чухне район Трак ятлă пулнă.

Трак районĕн хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ «Колхозник» ятпа 1935 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче кун çути курнă. Н.Семенов алă пуснă кăларăма Çĕрпӳри типографире 1200 экземплярпа пичетленĕ. 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен хаçата «Коммунизм çулĕпе» ятпа Красноармейски ялĕнче кăларма пуçланă. 1966 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Красноармейски районĕн хаçатне çĕнĕ ят — «Ял пурнăçĕ» — панă. «Ял пурнăçĕ» хаçат хăйĕн 90 çулхи кун- çулĕнче Красноармейски районĕн çул çыравçи, ĕç тăвакан влаç тĕллевĕсене халăх патне тĕрĕс тата вăхăтлă илсе çитерекен орган пулса тăнă. Халĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн тытăмне кĕнĕ май вăл паян та çак тивĕçе туллин пурнăçласа пырать. Хаçат район çыннисен пурнăçне, ĕçне-хĕлне ĕмĕрлĕх асра хăварать. Этемĕн астуса юлас пултарулăхĕ, шел те, пысăк мар. Ăс-тăнра вăл е ку пулăм сыпăкăн-сыпăкăн кăна тăрса юлать. Сăмахран, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче мĕнле паллă ĕçсем пулнă? Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене куç умне кăларас килет-и? «Ял пурнăçĕ» хаçатăн вăхăт витĕмĕпе сарăхнă страницисене уçсан 90 çул тăршшĕнчи кирек хăш куна та чĕртсе тăратма май килет. Тĕрлĕ çулта пичет кăларăмĕн редакторĕнче А.Иванов, Н.Семенов, К.Романов, П.Моронцов, В.Трофимов, П.Ефимов, И.Хатаевский, И.Майоров, Н.Орлов, Л.Семенов, А.Маркова, Н.Иванов, Л.Николаев, И.Прокопьев, Н.Козлова ĕçленĕ. Трак енри паллă пулăмсем çинчен çырса кăтартас, пултаруллă ĕçченсемпе тĕплĕ паллаштарас тĕлĕшпе вунвун журналист, яваплă секретарьсем, фотокорреспондентсем, печатниксем, линотипистсем, наборщиксем, ыттисем тăрăшнă. Хальхи вăхăтра редакци ĕçченĕсен, журналистика ĕçĕн ветеранĕсен «Ял пурнăçĕ» хаçат утса тухнă çулпа мăнаçланмалăх пур. Хаçатçăсен темиçе ăрăвĕ хăварнă еткер паян малашлăха çирĕппĕн пăхма май парать. «Ял пурнăçĕ» хаçат 2021 çулта «Хыпар» Издательство çурчĕн тытăмне кĕчĕ, «Хыпар» хаçатăн йышлă çемйин пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Апла пулин те унăн тĕллевĕсем, тĕп тивĕçĕсем улшăнмарĕç. Малтанхи пекех вăл Трак ен пурнăçĕ пирки каласа кăтартать. Çĕнĕ номера вулакан патне вăхăтра илсе çитерессишĕн Юрий Борисов, Мария Романова журналистсем, Галина Михайлова дизайнер, реклама менеджерĕ Алина Николаева тăрăшаççĕ. — Кун-çулăма «Ял пурнăçĕпе» çыхăнтарнăшăн Упи вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литература учительне Галина Зерняевăна тав тăватăп, — терĕ кăларăмшăн яваплă Юрий Борисов. — Мана «Вĕрентӳшĕн» стена хаçачĕн редколлегине суйланăччĕ. Манăн пĕлӳ çуртĕнче йĕркеленĕ мероприятисем пирки çырмаллаччĕ. Пĕррехинче Галина Зерняева хăй патне чĕнчĕ те: «Райхаçатра шкулсен хыпарĕсем час-часах пичетленеççĕ. Эсĕ те пĕлтерсе тăрха», — терĕ. Редакцие пĕрремĕш заметка ăсатрăм. Пичетлерĕç. Унтанпа, авă, 50 çул çитет. 43 çул каялла аслă шкул пĕтернĕ хыççăн Юрий Зиновьевич «Ял пурнăçĕ» хаçатра ĕçлеме пуçланă. Çак тапхăрта унăн аса илмелли чылай: — Туслă йышра ĕçĕ те ăнса пынă. Редакципе типографири юрă-ташă ăстисем пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕччĕ. Çав йышра Çĕнĕ Йĕкĕтри общество корреспонденчĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Степан Лукин та пурччĕ. Редакци артисчĕсем Трак енри 89 яла çитнĕ. Уйрăмах хаçат кунĕсем сумлă иртетчĕç. Иван Прокопьев — баянне, Георгий Ефимовпа Леонид Романов купăсĕсене тăсса ярсан уява килнĕ халăх ташша тухатчĕ. Георгий Леонидович çырусен пайне ертсе пычĕ. Леонид Николаевич, çартан килсен редакцие водителе вырнаçнăскер, кунта чылай ĕçлерĕ. Владимир Константинов журналист хăйĕн юптарăвĕсене вулама тытăнсан куракансем вар тытса кулатчĕç. Ĕçпе тыл ветеранĕ Любовь Александрова техслужащие «Упăшкана юрас тесе» юрăпа икшер хут сцена çине кăларатчĕç. Анатолий Иванов журналист шкулта нумай çул ĕçленĕ хыççăн «Ял пурнăçне» килнĕччĕ. Чылай тапхăр ял хуçалăх пайне ертсе пычĕ. Алевтина Иванова корректора «çивĕч куçлă» тетчĕç. Алевтина Данилова машинистка вара чăх чĕрнĕ евĕр çырнине те вулама пултаратчĕ. Владимир Егоров фотокорреспондент спорт темине тытса пычĕ, строительствăпа промышленноç пайне ертсе пычĕ. Виктор Данилов вăтăр çула яхăн радиохыпарлав редакторĕнче вăй хучĕ. Çав вăхăтрах «Ял пурнăçне» те çырса тăчĕ. Хаçат — кулленхи çĕнĕ хыпарсем кăна мар. Вăл — пирĕн пурнăç, пирĕн тĕнче, пирĕн çывăх çынсем, юлташсем, кӳршĕсем, ачасем. Эпир пурте — «Ял пурнăçĕ», тĕрĕсрех — унăн чунĕ. Хаçатăн кашни номерĕ — нумай çын ĕçĕ. Паян та редакци коллективĕ общество корреспонденчĕсемпе пĕрле 90 çул каялла хăй çине илнĕ яваплăха — Красноармейски районĕн çул çыравне йĕркелесе пырассине — ăнăçлă туса пырать. Ирина ВАСИЛЬЕВА «Хаçат – пир.н т.нче» «Ял пурнăçĕ» хаçатăн кун-çулĕ 1935 çулта йĕркеленнĕ Красноармейски районĕн историйĕпе тачă çыхăннă. Ун чухне район Трак ятлă пулнă. <...>

Ирина ВАСИЛЬЕВА.

♦   ♦   


Вĕсем тĕнчене алăпа туяççĕ

Пĕрре пăхсан ку библиотека ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть: çӳлĕк çинче речĕн-речĕн кĕнекесем вырнаçнă, вулав тата абонемент уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Тимлĕрех пăхсассăн кăна кĕнекесем уйрăм вулакан валлине асăрхатăн. Чăваш Енри Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотека директорĕпе Наталия Перевезенцевăпа вулавăш ĕçĕ-хĕлĕ, çĕнĕлĕхсем, проектсем пирки калаçрăмăр.

КАШНИ ВУЛАКАН ПАТНЕ ÇИТЕТ. Л.Н.Толстой ячĕллĕ библиотекăна ыттисенчен уйрăлса тăракан вулакансем — япăх е пачах куç курманнисем — çӳреççĕ. Кунта Брайль шрифчĕпе çырнă, аудио тата электрон кĕнекесем пур. Ку е вăл пичет кăларăмне заявкăпа киле илсе çитерме е почтăпа ярса пама та пултараççĕ. Çак пулăшу мелĕпе Шупашкарта пурăнакансем кăна мар, округрисем те анлă усă кураççĕ. Акă, сăмахран, пĕлтĕр 294 çынна кĕнекепе тивĕçтернĕ. Паянхи кун библиотекăна 4 пин ытла çын çӳрет: чи кĕçĕнни 3-ре, чи асли 84 çулта. Вулавăшпа чĕрĕк ĕмĕр туслисен йышĕнче — Филипповсен çемйи. «Библиотека мана тавра курăма аталантарма, хутшăнма, вăй-хал илме пулăшать. Малтанах Брайль шрифчĕпе çырнă тата аудиокĕнекесемччĕ, халĕ электронли нумай, библиотека хăй те кĕнеке кăларать, ытти региона ăсатать. Пуçласа кунта компьютер ăсталăхне алла илнĕ. Чылай информацие паян интернетра, онлайн вулавăшра тупма пулать. Çав-çавах библиотекăсăр тунсăхлатăп. Кунта яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, пулăшаççĕ», — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне Алексей Филиппов. Палăртмалла: сывлăх енчен хавшаккисем валли учрежденире çӳреме меллĕ пултăр тесе пандуссем, хыпашласа «вуламалли» кăтартусем, табло вырнаçтарнă. Наталия Перевезенцева директор пĕлтернĕ тăрăх, фондра вырăсла тата чăвашла 200 пин ытла кĕнеке упранать. Пичет кăларăмĕсем — 17%, «калаçакан кĕнекесем» — 48%, рельеф шрифчĕпе çырнисем — 14%, электрон изданийĕсем 20% йышăнаççĕ. «Калаçаканнисене» тифлофлешплеерпа итлемелле. Фонд пуянланса пырать: çĕнĕ кĕнекесем туянаççĕ, коллектив вăйĕпе те кăлараççĕ. Сăмахран, аудиокĕнекесем библиотека ĕçченĕсен сассипе янăраççĕ. Ку кĕнекесене Пĕтĕм Раççейри онлайн-библиотекăра шыраса тупма пулать. Библиотекăн сасă çыртармалли ятарлă пӳлĕм пур. Ăна 2023 çулта грант укçипе туяннă. «Тактильный» текен кĕнекесем уйрăмах ачасемшĕн паха. Çулленхи кĕнеке парнелемелли кун Шупашкарти 185-мĕш ача садне çӳрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ хăйсен аллипе ăсталанă кĕнекесемпе савăнтараççĕ. ЫТТИ ÇЫН ПЕКЕХ

ПУЛТАРУЛЛĂ, ХАСТАР. Библиотека час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри икĕ çулта пĕрре иртет. «Чи паллисенчен пĕри — куç курман интеллектуалсен «Эрудит» турнирĕ. Пĕлтĕр ăна 12-мĕш хут ирттернĕ, пĕтĕмпе 6 команда хутшăннă. Конкурсантсем хăйсемпе паллаштарнă, ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕсленĕ. Çĕнтерӳçĕ ятне Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен пĕрлешĕвĕн Шупашкарти организацийĕ тивĕçнĕ. Тепĕр конкурс — «Брайльпе пурнăç çулĕпе» ятлăскер. Унăн тĕп тĕллевĕ — куç курманнисен хушшинче çак çырулăха аталантарасси, ку мелпе вулама хăнăхтарасси. 2022 çулта конкурса хутшăнма 33 заявка тăратнă. Çĕнтерӳçĕсене тĕрлĕ ӳсĕмре палăртнă. Сывлăх енчен хавшак çынсен хушшинче ирттерекен «Вдохновение» фестивальконкурс — чăн-чăн пултарулăх лаççи. Авторсем сăвă вуласа тупăшаççĕ. Жюри членĕсем ăсталăха, темăна епле уçса панине хаклаççĕ. Куракансем уйрăмах Куславкка округĕнчи куç курманнисен организацийĕнчи 81 çулти Николай Зайцева палăртнă. Дарья Лебедевăна, Полина Дедушкинăна, Святослав Калашникова тата Наталья Герасимовăна дипломсемпе наградăланă. Кăçал тата Çĕнтерӳ 80 çул тултарнă ятпа конкурссем ирттерме палăртнă. Куç курманнисем ку енĕпе ытти çынран нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ, хастарлăхпа, пултарулăхпа палăраççĕ», — çирĕплетрĕ Наталия Перевезенцева.

ÇĔНĔ ТЕХНОЛОГИСЕНЕ ÇУЛ ПАРАÇÇĔ. Икĕ çул каялла «Ансат анлăш» программăпа килĕшӳллĕн компьютер класĕ валли 4,3 миллион тенкĕлĕх ятарлă техника туяннă. Класра япăх куракансемпе илтекенсем валли 5 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Пĕлӳ илес текенсен йышĕ самай ӳснĕ. Цифра пĕлĕвне библиотека ĕçченĕ Николай Парахин пулăшнипе ăса хываççĕ. Пĕлтĕр 170 çын пĕлӳ илнĕ, çав шутра — ачасем те. Икĕ çул каялла библиотекăра пултарулăх лабораторийĕ ĕçлесе кайнă. Пысăк тепĕр пулăм — ачасем валли мультипликаци студийĕ хута кайни. Занятисене çӳрекенсем сценари çыраççĕ, сăнарсене калăплаççĕ, мультфильмсем ӳкереççĕ. Шăпăрлансене уйрăмах пластилинпа ĕçлеме килĕшет. «Хальлĕхе эпир 5 юмах çеç ӳкернĕ. Ку — кăткăс та калăплă ĕç. Тĕслĕхрен, пĕр минутлăх сюжет валли фотоаппаратпа 240 кадр тумалла. Кĕске метражлă, анчах чунлă мультфильмсем пулаççĕ», — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне студи ертӳçи. Пултарулăх лабораторийĕн шайĕнче Наталья Кулешова психолог тĕрлĕ енлĕ заняти ирттерет. Çавăн пекех мини-театр ĕçлет. «Улăп ачасем» проект вара гранта тивĕçнĕ. Пултарулăх студине çӳрекенсем сасă çыртаракан пӳлĕмре 50 ытла чăваш юмах-халапне чăвашла тата вырăсла вуланă. Ку кĕнекене виçĕ уйăх хатĕрленĕ, 30 ачана явăçтарнă. Уйрăмах арçын ачасем хастарлăх кăтартнă. Çĕнĕ проект та çуралнă: ачасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалласа кăмăла каякан хайлавсене вулĕç.

ПАЛЛĂ ВЫРĂНСЕНЕ — ÇЕМЬЕПЕ. «Чăваш Ене алăпа хыпашласа» тунсăхсăр çемье турĕ» проект пĕлтĕр Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне — 200 пин тенке — тивĕçнĕ. Вăл пулăшнипе çемьепе пĕрле 26 муниципалитетри паллă вырăнсене çитсе килме пулать: музейсем, палăксем, çăлкуçсем… Ăна нумай енлĕ форматпа хатĕрленĕ. Кунта иллюстраци те, рельеф графики те, видеопа аудио та пур. Хăш-пĕр вырăна библиотека ĕçченĕсем хăйсем те çитсе курнă. Чи кăткăсси информацие кĕске те туллин çырса парасси. Çул çӳрев кĕнеки часах республикăри библиотекăсене çитĕ. «Паллах, вулакансене паллă ытти вырăнсем пирки те каласа парас килет. Тен, пуласлăхра çак ярăма малалла та тăсăпăр», — палăртрĕç библиотека ĕçченĕсем. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.