Хыпар 16 (28333) № 04.03.2025
Çĕре туртса илесси чăнлăха çаврăнĕ
Вăхăт хăвăрт иртет — пуш уйăхне те кĕтĕмĕр. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çакна палăртнинчен пуçларĕ те — бюджет укçине экономикăна — организацисене, предприятисене — вăхăтра çитерес ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ.
Кун йĕркинчи тĕп ыйту вара нумай-нумай çынна пырса тивекенскер — çĕрпе çыхăннă. Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Екатерина Карпеева пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федерацин çĕр çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртнĕ, вĕсем çĕрпе усă курассине пырса тивеççĕ. Тĕрĕссипе, усă курман çĕр лаптăкĕсене туртса илмелли йĕрке унччен те пулнă, анчах чылай самант уçăмсăррине кура влаçсем унпа усă курсах кайман темелле. Сăмахран, 3 çул усă курмасан туртса илмелли ирĕк пулнă, анчах «усă курман» тенине тĕплĕ ăнлантарман та — çакă чăрмав кӳнĕ. Халĕ вара çак чăрмавсем сирĕлеççĕ. Тĕллевлĕ уйăрнă çĕрпе çав тĕллевпех усă курмалла. Лаптăка каяшсенчен, çум курăкран тасатассипе, рекультивацилессипе, типĕтессипе е шăварассипе, ыттипе çыхăннă ĕçсен списокне тишкереççĕ-ха — авăн уйăхĕ тĕлне çирĕплетмелле. Çавăн хыççăн вара инспекторсен тĕрĕслевсем ирттермелли тулли право çуралать. Вĕсем, тĕслĕхрен, усă курман, хыт хура ярса илнĕ лаптăка йĕркене кĕртмелли çинчен предписани парĕç — ăна пурнăçламалла. Çирĕплетнĕ вăхăтра пурнăçламасан лаптăка туртса илесси те часах. Лаптăка çурт тума панă тăк — 5 çулта строительствăна вĕçлесе пурăнмалли çурта регистрацилемелле. Унччен кунашкал требовани пулман — çын хăйĕн çурчĕн строительствине нумай çула тăсса яма пултарнă. Чăн та, юхăнтарса янă çĕр лаптăкне сутас тĕлĕшпе нимĕнле чару та палăртман. Саккун кăларакан хуçа çак майпа лаптăка йĕркене кĕртессинчен пăрăнма пултарассине пĕлмест мар, анчах ăна сутасси хăвăрт пулакан ĕç мар, налук та тӳлемелле — кунта патшалăхшăн çухату тӳсессипе çыхăннă нимĕнле хăрушлăх та çук. Сутасси тенĕрен, малашне хуçисем хăйсен чикĕлемен çĕр лаптăкĕсене сутаймĕç — малтан чиккисене çирĕплетмелле. Капиталлă строительство об±екчĕсен айĕнчи çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе те йĕрке пулĕ. Халиччен суд практики вĕсемпе арендăна регистрацилемесĕрех усă курма май панă — çакă та вĕçленет. Е тата унччен промышленноç тĕллевĕллĕ çĕрсемпе урăх тĕллевсемпе усă курнине хирĕçлемен. Калăпăр, лавкка уçма май пулнă. Малашне ку енĕпе те чару вăя кĕрет. Унта лавкка уçас тесен çĕрпе усă курмалли тĕллевсен шутĕнче суту-илĕве те палăртмаллах. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пурлăх пирки те сăмах пулчĕ. Екатерина Владимировна вĕсенчи 9 пин об±ектăн харпăрлăх правине регистрацилеменни çинчен пĕлтерчĕ. Çĕннисене хуçисем регистрацилеççĕ-ха, кусем вара — хваттерсем, машина вырăнĕсем, ыттисем — ниепле те харпăрлăх тĕлĕшпе «право уйне» кĕрсе çитеймеççĕ. Çакăнпа та, паллах, çырлахма юрамасть — хуçисене вĕсене регистрацилемешкĕн хистемелли майсене тупмалла. Олег Николаев хуçисем хăйсен усă курман çĕр лаптăкĕсене патшалăха памалли майсемпе кăсăкланчĕ. Екатерина Карпеева каланă тăрăх, унашкал майсем халĕ те пур. Çын çĕрпе хуçаланма хирĕçлет те — лаптăк муниципалитет харпăрлăхне куçать. Ку — тӳлевсĕр, хуçин çĕршĕн нимĕнле саплаштару тӳлевĕ те кĕтмелле мар. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов вара саккуна кĕртнĕ улшăнусем çĕр инспекторĕсене ирĕклĕрех ĕçлеме май парассипе кăсăкланчĕ: вĕсен хăйсен тĕрĕслевĕсене прокуратурăпа килĕшсе йĕркелемелле-и? Росреестр управленийĕн ертӳçи каланă тăрăх, хальлĕхе вĕсем хуçисем çĕрпе усă курас енĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхсене сăнав шайĕнче кăна палăртма — çынсемпе калаçма, лаптăксемпе тирпейлĕ тата тĕллевлĕ усă курас тĕлĕшпе профилактика ĕçне пурнăçлама — пултараççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара полномочийĕсем те анлăланĕç — тирпейсĕр хуçасене асăрхаттарма тытăнĕç. Çав тĕрĕслевсене пурнăçламашкăн прокуратурăран симĕс çутă кирлĕ пулмĕ. Канашлура çавăн пекех аслă шкул программисемпе çамрăксене тĕллевлĕн вĕрентмелли квотăсене çирĕплетмелли механизмсене тишкерчĕç. Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Колесников кадрсен дефицичĕн условийĕсенче ку мера пысăк усă кӳнине палăртрĕ. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтĕр тĕллевлĕн вĕрентме йышăннисен шучĕ 700 çынран иртнине çирĕплетрĕ. Чылай муниципалитет хăйсене уйăрса панă квотăсене туллин пурнăçланă. Хăш-пĕр хула-округ специалистсене илĕртес тĕллевпе вĕсене пурăнмалли çуртйĕрпе тивĕçтерме те вăй çитерет. Çав вăхăтрах хайхи квотăсем тĕлĕшпе нуль шайĕнчи кăтартуллисем те пур иккен. Сăмахран, Красноармейски, Муркаш округĕсем. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Аталанăва никĕслекен инвестици проекчĕсем кирлĕ
Эрнекун Елчĕк тата Комсомольски округĕсенче Правительство кунĕ иртрĕ. Республика ертӳлĕхĕ муниципалитетсен ĕçне тишкерсе умри тĕллевсене палăртрĕ.
Елчĕкре Правительство кунĕ çитĕнекен ăрупа калаçнинчен пуçланчĕ — хăнасене ача сачĕсенчи агролабораторисен пĕчĕк воспитанникĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Садике çӳрекенсем ӳсен-тăран епле çитĕннине сăнаççĕ, тĕрлĕ опыт ирттереççĕ. Ку — республикăри ачасене пĕчĕккĕллех çутçанталăка юратма, çĕр ĕçĕпе çывăхланма пулăшмалли хăйне евĕрлĕ проект. Палăртма кăмăллă: агролабораторисене вырăнти фермерсен çумне çирĕплетнĕ — вĕсем шкулчченхи интереслĕ вĕрентĕве пулăшаççĕ. Çакна, пĕчĕкскерсен ăнăçăвĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та пысăка хурса хакларĕ. 14,9 пин çын пурăнакан Елчĕк округĕ регионти муниципалитетсен рейтингĕнче 22-мĕш вырăнта. Вăл республика экономикине хывакан тӳпе 0,1% танлашать. Тĕп вырăнта — тĕш тырă, çĕр улми, пахча çимĕç туса илесси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. — Юлашки 5 çулта округра инфратытăмăн чылай об±ектне хута ятăмăр, — терĕ Правительство кунне пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Çав шутра — çулсем, культура çурчĕсем, врач амбулаторийĕсем, шкулсем, ача сачĕсем. Паян муниципалитет умĕнче тăракан тĕллев — çак инфратытăма тухăçлă ĕçлеттересси, ăна инвестици проекчĕсен никĕсĕ вырăнне хурса унпа туллин усă курасси. Çĕнĕ йышши тупăшлă производствăсем, çамрăксемшĕн те илĕртӳллĕскерсем, пулмалла. Хальлĕхе унашкаллисен шутĕнче пĕр проекта кăна асăнма пулать. Вăл нефть тата хими промышленноçĕ валли питĕ кирлĕ продукци туса кăларассипе çыхăннă. Малалла ĕçлемелле. Олег Алексеевич тĕрлĕ производство валли, пурăнмалли çурт-йĕр тума кирлĕ çĕр лаптăкĕсем хатĕрлеме чĕнсе каларĕ. Мĕншĕн тесен çамрăксемшĕн нумай чухне шăпах çурт-йĕр пурăнмалли, ĕçлемелли вырăна суйласа илес тĕлĕшпе тĕп фактор пулса тăрать. Республика вара çак тĕллевсене тӳрре кăлармашкăн пулăшма хатĕр. Округăн утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен территори аталанăвĕн стратегине хатĕрлемелле. Регион ертӳçи социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене çирĕп сăнаса тăмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Чăваш Енĕн 2030 çулчченхи комплекслă аталану программипе килĕшӳллĕн Елчĕк округĕнче 730 миллиона яхăн тенкĕлĕх 9 инвестици тата 91 инфратытăм проектне пурнăçлама палăртнă. Вĕсем туризмпа, строительствăпа, ЖКХпа, сывлăх сыхлавĕпе, ытти сферăпа çыхăннă. Ятарласа ирттернĕ ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх, Елчĕк халăхĕн тĕп йышĕ хăйсен округне пурăнмалли хăтлă вырăн тесе хаклать. Экологи лару-тăрăвĕпе кăмăллă, ял хуçалăх аталанăвĕ мăнаçлăх кӳрет. Анчах çакăнпа çырлахма юрамасть — мĕн пуррине упраса малалла аталанмалла.
***
Каçал тăрăхне çитсенех Олег Николаев, министрсем вырăнти халăх ăстисен ĕçĕсен куравĕпе паллашрĕç. Унта пысăк предприятисем те, çемьесен фермисем те хăйсен продукцине тăратнă — курмалли нумай. Çав шутра Чăваш Ен бренчĕ — «Çĕр улмине мухтав» агорфирмăн иккĕмĕш çăкăрĕ. Комсомольскисен сырĕсене те республика тулашĕнче те пĕлеççĕ. Авалхи рецептсемпе тăвакан салмана вара Каçал хĕрарăмĕсем ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне те ăсатаççĕ — салтаксем ăна питĕ юратса çиеççĕ. Олег Николаев чăваш çĕрĕн ĕçчен те маттур çыннисемпе мăнаçланнине палăртрĕ. Комсомольски округĕн халăх йышĕ 24,2 пин çынпа танлашать пулин те вăл çӳлерех асăннă рейтингра Елчĕксенчен пĕр картлашка аяларах — 23-мĕш вырăнта. Унăн регион экономикине хывакан тӳпи те 0,1% шайĕнче. Кунта та ял хуçалăхĕ тĕп вырăнта. — Округ тăратнă инвестици проекчĕ нумаййи савăнтарать, вĕсем тĕрлĕ енлĕ пулни пушшех кăмăллă, — терĕ Олег Николаев округ ертӳлĕхĕпе, Каçал тăрăхĕнче пурăнакансемпе пĕрле муниципалитет ĕç-хĕлне тишкернĕ май. — Ку округ администрацийĕ вырăнти мĕн пур идейăна пухнине çирĕплетет. Апла пулин те вĕсен шучĕ эпир Комсомольски тăрăхĕнчен çитес 6 çулта кĕтнипе танлаштарсан çителĕксĕр. Çак тапхăрта тивĕçлĕ социаллă инфратытăм йĕркелĕпĕр, анчах унăн тухăçлă ĕçлемелле. Округ ял хуçалăхĕ енĕпе специализациленнине ăнланатпăр, анчах ӳсен-тăран çитĕнтернипе кăна инçе каяймăн. Агропромышленноç продукцине тирпейлес тĕлĕшпе ĕçлемелле, çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшĕ, ĕç укçине ӳстерĕ, специалистсене Каçал тăрăхне илĕртме пулăшĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Тепĕр фура кайрĕ
Нарăсăн 28-мĕшĕнче ятарлă çар операцине Шупашкартан автомобильсем, мотоциклсем, резина кустăрмасем, маскировка тетелĕсем, тепловизорлă дронран сыхланмалли пĕркенчĕксем, матрассем, ытти япала тиесе ăсатрĕç.
Фурăна пирĕн Курск облаçĕнчи чаçе депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ, малтан волонтер пулнă, 2025 çулхи кăрлач уйăхĕнчен СВОна хутшăнакан аслă сержант Сергей Муравьев ертсе кайрĕ. Çула тухиччен унпа калаçрăмăр. — Фронта парса ямалли машинăсем муниципалитетсенчен, тĕп хулари предприятисенчен «Водоканал» предприяти территорине ирех çитрĕç, — пĕлтерчĕ гуманитари пулăшăвĕ илме СВОран ятарласа килнĕ Сергей Иванович. — Мана хамăр чаçе илсе çитерме хушнă. «Горсвет» тата «Водоканал» обществăсем, республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерстви — 3 автомобиль, Çĕнĕ Шупашкарти предпринимательсем 2 мотоцикл пачĕç. Йĕпреç округĕнчи территори уйрăмĕсенчи волонтерсем — хăйсем çыхнă маскировка тетелĕсем, тепловизорлă дронран сыхланмалли пĕркенчĕксем, Халăх фрончĕн республикăри уйрăмĕ матрассем хурса яраççĕ. Кашни уйăхрах пĕр транспорта тиесе тултарнăшăн Йĕпреçсене уйрăммăн мухтас килет. Дронсене персе антарма пăшалсем, тĕрлĕ эмел, гигиена хатĕрĕсем илсе килчĕç. «Пĕрле» фондăн ĕç тăвакан директорĕ Наталья Колыванова та Çĕнĕ Шупашкар ачисем хатĕрленĕ парнесене, ыттине пирĕн боецсем патне çитерме ыйтрĕ. «Дорэкс» общество транспорт валли саппас пайсем парса ярать. Сергей Муравьев, Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралнăскер, çак пулăшăва илсе кайма республикăра эрне ытла ĕçленĕ, çавăнпа тăван ялне çитсе килме вăхăт çитереймен. — «Хыпар» хаçат урлă этемлĕхĕн черчен пайне çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, юрату, телей сунатăп, — терĕ вăл. — Республикăна тепре килсен тăван ялта пулатăпах. Эпĕ 2023 çулхи ака уйăхĕнчен тытăнса 2024 çул вĕçленичченех республика Пуçлăхĕн Бердянск районĕнчи представителĕ пултăм — Чăваш Енрен унта янă гуманитари пулăшăвне йышăнса валеçес, ăна Чăваш Енри ял-хулара пухса Донецк Халăх Республикине, Запорожье тата Курск облаçĕсене çитерес ĕçе йĕркелеме хутшăнтăм. Çав тĕллевпех Донбаса 2024 çул вĕçĕнче тата 2025 çул пуçламăшĕнче кайрăм. Çулталăк çурăра унта грузпа уйăхсерен 1 е 2 хут çула тухрăм. Ăна вырăна çитерессишĕн уçă вырăнта пынă чухне конвоя дронсем тапăнкаланине те пытармарĕ. Чăн та, кун çинчен мăшăрне, 3 ывăл амăшне, нихăçан та каласа паман иккен. — ВСУ дронĕсем пирĕн çар техникине кăна мар, кирек хăш транспорта та вут хыптарма хăтланаççĕ, — каласа пачĕ Сергей Иванович. — Çавăнпа вĕсем çывăхра вĕçнине палăртакан детекторсемсĕр çула тухмастпăр. Пысăк тиевпе кайсан пире çар полицийĕ хуралласа пыратчĕ, вырăна çитме пулăшатчĕ. Вăл бандеровецсем ăçтине, пирĕн чаçсем вырнаçнă пунктсене пĕлет, çавăнпа яланах унтан пулăшу ыйтнă. СВОна кайма тытăнсанах командирсем мана пĕлменрен хăрушсăрлăх службинчен ыйтса тĕрĕслетчĕç. Ку пирĕн вăхăта илетчĕ, эпир волонтерсем пулнине çирĕплетсен вара хапăл тусах йышăнатчĕç. Каярахпа, мана пĕлсе çитсен, чаçсенче ыталаса кĕтсе илетчĕç. Боецсем ачасен çырăвĕсене кăсăклансах вулаççĕ, шăрăхра чăваш квасне, республикăра çитĕнтернĕ пахча çимĕçе кăмăллаççĕ, сивĕре вĕсене аннесем çыхнă çăм нуски, калушлă çăм атă килĕшет. Халĕ Сергей Муравьев бандеровецсене Курск облаçĕнчен хăваласа кăларакан чаç йышĕнче çар операцине хутшăнать. Вăл шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чулхулари юхан шыв училищин формине тăхăннă, 1992-1994 çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă. Унăн аслашшĕ Алексей Муравьев Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хӳтĕленĕ, Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ, каярахпа саппасри гварди майорĕ çитĕнекен ăрăва, çав шутра мăнукĕсене те, патриот воспитанийĕ панă. Вăл тăрăшни, куратпăр, харама кайман. Эрнекун Сергее СВОна ăсатма мăшăрĕ тата кадет корпусĕнче вĕренекен вăтам ывăлĕ Миша пынă. «Пире çар тактикине, хĕç-пăшалпа усă курма, васкавлă медпулăшу пама, çар службипе çыхăннă ытти предмета вĕрентеççĕ, — терĕ Миша. — Мана корпусра килĕшет — вĕренсе тухсан çар училищине каясшăн». <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Амăшĕн ытамĕнче – тăватă паттăр
Мускаври Раççей Çарĕн Тĕп академи театрĕнче Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне халалланă уяв концерчĕ иртнĕ. Вăл РФ Президенчĕн Владимир Путинăн видеосаламĕнчен пуçланнă.
Мероприятие ертсе пыракансем Пушкăртстанри Давлекан районĕнчи Канчăлав ялĕнчи нумай ачаллă амăшĕ Наталия Иванова çинчен сăмах хускатнă. Чăваш хĕрарăмĕ ятарлă çар операцийĕнчен тăватă ывăлĕ таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтернĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ СВОра малтанхи кунранах, тăваттăмĕш ывăлĕ иртнĕ çул Раççей Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Пĕртăвансенчен пĕри — разведчик, тепри радиоэлектронлă кĕрешӳ батальонĕнче хĕсметре тăрать, иккĕшĕ вара — юсав подразделенийĕсенче командирсем. Чăваш арĕсем, пиччĕшĕсем, Суворов, «Çапăçура палăрнăшăн», «Çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн» медальсене тата кăкăр çине çакмалли «Паттăр» палла тивĕçнĕ. Тăваттăмĕш ывăлĕ вĕсенчен тĕслĕх илет. Паллах, амăшĕ кашни ачишĕн пăшăрханать, çав вăхăтрах вĕсемпе мăнаçланма та пултарать. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров маларах пилĕк ача амăшне чăн-чăн паттăрсем çитĕнтернĕшĕн, Тăван çĕршывшăн тивĕçлĕ ывăлсем ӳстернĕшĕн, вĕсене тĕрĕс воспитани панăшăн Ача амăшĕн медалĕпе чысланă. Наталия Валерьевнăна Раççей Çарĕн Тĕп академи театрĕнче иртекен концерта йыхравланă. Унта ăна РФ Оборона министерствинчен «сюрприз» кĕтнĕ — ывăлĕсем Анатолий, Сергей, Николай тата Дмитрий сцена çине тухнă! Хĕрарăм пĕр савăннă, пĕр куççульленнĕ. Вĕсем залра ларакан амăшĕ патне пынă, ăна ыталанă, чечек çыххи парнеленĕ. Ывăлĕсем амăшĕпе юнашар вырнаçсан сцена çинче Григорий Лепс «Мама» юррине шăрантарма тытăннă. Ивановсем ачисене пĕчĕкренех туслă пулма, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентнĕ. Ахальтен мар ятарлă çар операцийĕ пуçлансан пĕри те тепри неонацистсене хирĕç çапăçма тухса кайнă. «Эпир мар пулсан — кам?» — тенĕ вĕсем хирĕçлекен амăшне. Ачисем, паллах, амăшне кулянтарас мар тесе тăрăшаççĕ. Анчах та анне чĕри питĕ сисĕмлĕ çав. Ывăлĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене турăш çывăхĕнче тытать вăл. Унтах — вĕсен Тав хучĕсем, дипломĕсем, ытти награда… <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕрлехи вăйпа
Шупашкар округĕнчи Шорчекасси клубĕнче халăх татăлмасть. Тивĕçлĕ канăва тухнисем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хӳтĕлев тетелĕ çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пуçтараççĕ.
Ял халăхĕ сумлă ĕçе хастар хутшăнать. Вĕсем виçĕ çул ĕнтĕ çар çыннисем патне гуманитари пулăшăвĕ ăсатаççĕ, салтаксен йывăр пурнăçне çăмăллатма тăрăшаççĕ, Çĕнтерĕве çывхартма курăмлă тӳпе хываççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисен пулăшăвне уйрăмах палăртса хăвармалла. Кĕмĕл волонтерсем килти ĕçсене вĕçлесен ял клубне васкаççĕ. Тавралăха каç сĕмĕ çапичченех хӳтĕлев тетелĕ çыхаççĕ. — Ял-йышăн социаллă сетьре ятарлă чат пур. Вăл е ку ыйту сиксе тухсан тӳрех пĕр-пĕринпе çыхăнатпăр, ăна вăхăтра татса пама тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть, акă, тетел пĕтнĕрен ĕç чарăнса ларчĕ. Ăна, ытти хатĕр-хĕтĕре туянмашкăн килĕрен укçа пуçтарма сĕнчĕç. Çынсем килĕшрĕç. Кĕске хушăрах укçа пухрăмăр, тетел, окоп çурти тума парафин, салтаксене кирлĕ тавар туянтăмăр. Хисеплĕ ватăсем уйрăмах тăрăшса ĕçлерĕç: гуманитари пулăшăвĕ ăсатмашкăн 8 хӳтĕлев тетелĕ çыхса хатĕрлерĕç. Çурта тума банка çителĕксĕртен каллех ял халăхĕнчен пулăшу ыйтма тиврĕ. Шорчекассисем çине тăрсах ăна пуçтарма тытăнчĕç. Вера Парамонова, Вера Лысова, Галина Михайлова, Алевтина Иванова, Людмила Семенова, Любовь Сергеева, Надежда Петрова, Валентина Александрова, Мария Юрмина, Татьяна Егорова, Тамара Шамбина тата ытти волонтер та ырă сăмаха тивĕç, — кăмăллăн пĕлтерчĕ ял клубĕн ĕçченĕ Валерий Никитин. Ял лавккисенче «Салтака — посылка» курупкасем вырнаçтарнă. Вĕсем пĕр эрнерех таварпа тулма ĕлкĕреççĕ. Халăх СВО салтакĕсене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшни савăнтарать. Çакă çар çыннисене те вăй-хăват парать. <...>
Лариса НИКИТИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас