Хыпар 2 (28319) № 14.01.2025
Округсем Правительство сехечĕпе ĕçлĕç
Юнкунран республика ертӳлĕхĕ ĕçĕн çĕнĕ форматне пуçарать — муниципалитетсенче Правительство кунĕсене ирттерме пуçлать. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.
«Пĕрлехи плансене палăртăпăр»
Çĕнĕ формат пĕлтерĕшне Олег Николаев уçăмлă сăлтавларĕ: «Округсен аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетĕпĕр, вĕсен управлени командисемпе пĕрле республикăн 2030 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине пурнăçламалли ĕçсен планне палăртăпăр». Чи инçетрисенчен — Улатăр тата Пăрачкав округĕсенчен — пуçлаççĕ. Правительство кунĕсем çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕнче мĕн пур округра иртĕç. — Правительство членĕсем пайăр муниципалитет округĕн хăйне евĕрлĕхне, вăл умри тĕллевсене пурнăçлама хатĕррине туйни хаклă, çав вăхăтрах муниципалитетсен командисене, унта пурăнакансене хастар ĕçлеме хавхалантарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Олег Алексеевич. — Хамăр палăртни мĕн пур çул-йĕрпе ĕçлесе каяссине, кашниех хăйĕн хăш вăхăтра мĕн тумаллине, мĕнле кăтартусем пулмаллине ăнланассине тивĕçтермелле». Правительство членĕсем çак кунсенче округсене çитмелли тепĕр сăлтав та пур. Ку эрнери мероприятисем çинчен каланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова юнкун йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртесси пирки пĕлтерчĕ. Ку хутĕнче халăхпа курнăçса контактсăр ултавран, граждансен банк карточкисем çинчен укçа вăрлассинчен сыхланассине, çавăн пекех коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене индексацилессине сӳтсе явĕç. Ача çемьере çитĕнтĕр Хуласемпе округсен опека тата пепочительство органĕсен тăлăхсемпе çыхăннă иртнĕ çулхи ĕçне вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕтĕмлетрĕ. Республикăра паян тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă 2238 ача. Юлашки пилĕк çулта çак кăтарту 14% пĕчĕкленнине палăртма кăмăллă. Пĕчĕк ачасен «Малютка» çуртĕнчи йыш та халь самай пĕчĕкрех. Пĕлтĕр çĕнĕрен тупса палăртнă тăлăхсен шучĕ те чакнă. Тăлăх 268 ачана тата социаллă 153 тăлăха шута илнĕ. Юлашкисем — ашшĕамăшĕ пур çĕртех вĕсен ăшшисĕр юлнисем. Çав шутра 53% ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Çавăн пекех ашшĕ-амăшне ирĕксĕр хăварнине, ытти сăлтава пула та ачасем социаллă тăлăхсен ретне лекеççĕ. Унашкалли сахалрах пултăр — ку шăпах опекăпа попечительство органĕсем пурнăçлакан профилактика ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Тăлăхсен пысăк пайĕ, 94%, паян çемьесенче çитĕнет. Хăшпĕр округра мĕн пур тăлăха çемьесене панă — ырă пулăм. Шăпа ашшĕ-амăшĕсĕр хăварнисем валли паян республикăра 5 организаци ĕçлет, вĕсенче 106 ача. Çав организацисене тытса тăма çулталăкра 190 миллион тенкĕ каять. Олег Николаев тăлăхсене пулăшнипе пĕрлех çемьесене тĕревлемелли тĕрлĕ формăна вăй пама калаçса татăлнине аса илтерчĕ те — ку енĕпе мĕн тунипе кăсăкланчĕ. Министр палăртнă тăрăх, «Малютка» ача çурчĕн никĕсĕ çинче ачасене усрава илекен çемьесен шкулне йĕркеленĕ — вăл унашкал çемьесене тĕрлĕ енĕпе пулăшать. Сикрĕ тухрĕ... çул айккинчен Çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов чĕр чунсен, çав шутра сунар ресурсĕсен об±екчĕсене сыхлас, ĕрчетес ыйтупа сăмах илчĕ — 2024 çулта пурнăçланă ĕçпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çак ĕçсем валли уйăрнă укçа пĕлтĕр 24 миллион тенкĕпе танлашнă — умĕнхи çулталăкринчен самай пысăкрах. Инспекторсен шалăвне пысăклатма май килнĕ, çавăн пекех 3 снегоход /кашни 1,25 миллион тенкĕ тăрать/, икĕ автомобиль туяннă. Чĕр чунсене сыхлас енĕпе ĕçлекен дирекци тытăмĕнче 34 çын ĕçлет, 6 çын — министерство штатĕнче. Сунар лаптăкĕсем республикăра 1,6 миллион гектартан та иртеççĕ, çав шутра пурте усă курма пултараканнисем — 532 пин гектар. Вĕсене сунар лаптăкĕсемпе усă куракан 25 тытăма пайласа панă. Чи пысăк лаптăксем — Сунарçăсемпе пулăçсен союзĕн. Чăваш Енре паян сунарçăсен йышĕ 24,3 пин çынпа танлашать. Сунар пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă май министр тилĕсемпе кашкăрсен шутне виçеллĕ тытас енĕпе ĕçлени çинчен тĕплĕнрех каларĕ. Пĕлтĕр 23 тилле тытнă — чĕр чунсем урнин паллисене тупса палăртман. Сунар йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе уголовлă икĕ, административлă 44 ĕç пуçарнă. Штрафсен виçи 31,5 пин тенкĕпе танлашнă. 3 çынна сунар прависĕр хăварнă. Шел те, тискер чĕр чунсем çулсем çинче нумай вилеççĕ. Пĕлтĕрхи сиенĕн пĕтĕмĕшле виçи 1 миллион тенкĕрен те иртнĕ. Пилĕк теçетке ытла чĕр чун машинăсем пырса çапнипе вилнĕ. Çав шутра — 32 пăши, 14 хир качаки, 5 хир сысни. Ыйту çивĕчлĕхне Олег Николаев та палăртрĕ. Çавна май унашкал тĕслĕхсен шутне чакармалли майсене тишкермелли çинчен каларĕ. Инкексем яланах транспортăн пысăк хăвăртлăхĕпе кăна çыхăнман. Регион ертӳçи çулсен хĕррисене тасатсах тăмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Çул айккинче йывăç-тĕм ашкăрать тĕк — вĕсен хушшинчен кĕтмен çĕртен çул çине сиксе тухакан чĕр чуна асăрхаса транспорт хатĕрне чарса ĕлкĕресси водительшĕн пĕртте çăмăл мар. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ Олег Алексеевич çулсен хĕррисене пăхса тăрассине вĕсен çумĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе усă куракан предприятисене шанмалли çинчен шухăшласа пăхма сĕнчĕ — çакнашкал мерăсем йышăнмасан инкексенчен сыхланаясси иккĕленӳллĕ. Ку вара чĕр чунсене упрассине кăна мар, çул çӳрекен граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине те тӳррĕнех пырса тивет. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Атте тамăкра пулса курнă
Выçăпа касăхнисем Чăваш АССРне çăкăр чĕлли шыраса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн те куçса килнĕ.
Сăмахран, упăшкипе арăмĕ Иван тата Степанида Гавриловсем пĕр хуларан тепĕрне нумай çӳренĕ хыççăн Пенза облаçĕнчи Сердобскран Çĕмĕрле хулине килнĕ. Аслă ывăлĕсем Василий тата Сергей хăйсемех ĕçлесе тăранса пурăннă, кĕçĕнрех ачисем вара — Николай, Павăл, Анна — ашшĕ-амăшĕнчен пĕрмай çимелли ыйтнă. Вăл пулманран лешсем пĕчĕк Павăла пасарта хăварнă та пуйăспа çĕршыв тăрăх малалла кайнă. Шăпăрлан пĕр çын патĕнчен теприн патне пырса алă тăснă, мăшкăлтăк шывĕ тăкнă вырăнта пуçтарнă, вăрăм сĕтел айĕнче çĕр каçнă. Темиçе эрнерен тăлăх ачасемпе пĕрле кунне пĕр хут апат çитерекен столовăя çӳреме иленнĕ, анчах вар витти чирне çаклатнă. Столовăй умĕнче выртаканскере ырă чунлă хĕрарăм килне çĕклесе таврăннă. Павăл тăнран кайса икĕ уйăх выртнă, аташнă. Хайхи хĕрарăм ăна тухтăра сиплеттерсе вилĕмрен çăлнă, Гавриловсен çемйине тавăрнă. Вĕсем малтан пĕр хушă Çĕмĕрлери чукун çул çумĕнчи пӳрте хваттере кĕрсе пурăннă. «Хула тавралăхĕ илемлĕччĕ: вăрман, юхан шыв, улăх-çаран, кăмпа, çырла, мăйăр… Пулă тытма çӳреттĕмĕр», — нумай çул иртсен каласа пачĕ мана Николай арăмĕ Раиса. Каярахпа чукун çул леш енчи урамри йывăç çуртра икĕ çемьене, çав шутра Гавриловсене те, пĕр пӳлĕм панă, унта каçхине пурне те харăсах выртса çывăрма вырăн çитмен. Кун каçиччен пĕрисем ĕçленĕ чухне теприсем çывăрнă, Гавриловсем урамри такан çинче хуранпа апат пĕçернĕ. Павăл 6-мĕш класс хыççăн, 1938 çулта, хулари автофургонсен заводĕнче ªăна 1931 çулта уçнăº ĕçлеме пуçланă. 1941 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Павăла Хĕрлĕ çара илнĕ, Горький хулине янă. Радиста вĕреннĕ, тăшман бомба пăрахса сывлăша сирпĕтнĕ кирпĕч çуртсен юлашкисене сӳтнĕ. Атте Павел Иванович пире, ачисене, каярахпа бомба Ленин ячĕллĕ завод çине ӳксе салатнине, пĕрремĕш тата иккĕмĕш сменăрисем улшăннă чухне çынсем йышлăн вилнине каласа пачĕ. Вăл, 86-мĕш çыхăну полкĕн аслă сержанчĕ, Хĕрлĕ ялав умĕнче чĕркуçленсе Тăван çĕршыва хӳтĕлеме 1942 çулхи çу уйăхĕнче сăмах панă. Тăшман унăн полкне çавăрса илнĕ. Атте, штаба çыхăнупа тивĕçтернĕскер, 86-мĕш полк нимĕçсен «хуранне» лекиччен юлашки минутсем юлсан командирсем машинăсемпе хĕвел тухăçнелле тарса тыткăнран хăтăлса юлнине аса илетчĕ. Çап-çамрăк салтаксене, çав шутра 20 çул та 4 уйăхри аттене те, пăрахса хăварнă. Вĕсем уйра пытанса пурăннă, утă-улăм капанĕнче çĕр каçнă. Çанталăк шăнтсан яла кĕме тивнĕ, апатшăн кил хуçалăхĕнче ĕçлесе панă. Украинсем вĕсенчен нумайăшне нимĕçсене тыттарнă. Атте Германири концлагере лекнĕ. Унти тамăк çинчен çапла каласа паратчĕ: «Апат» валеçекен кишĕрпе хывăхлă тырăран пĕçернĕ шĕвĕ яшкана çăпалапа пирĕн пилоткăсене яратчĕ те, витĕр юхса пĕтиччен лĕрккесе ĕлкĕреттĕмĕр. Çумăр шывне алă лапписемпе айккине тăктаратчĕç, ан юхтăр тесе хур пек тикĕс чупаттăмăр. Тепĕр чухне вышка çинчи пулеметран пĕрĕхтернĕ пульăсем пуç çийĕпе шăхăрса иртетчĕç». Хăш-пĕр чухне вырăнти çынсем тыткăнрисене ĕçлеттерме лагерьтен илсе кайнă. Атте йывăçран сĕтелпукан тума пĕлнĕ, ăна фабрикăна илнĕ. Кил хуçалăхĕсенче лагерьтинчен лайăхрах çитернине тыткăнрисем пĕлнĕ, çавăнпа унта вырнаçма тăрăшнă. Атте хула тĕрминче кил хуçинчен те лайăхрах — юнран пĕçернĕ кăлпасси — çитерни, çапах хытă хĕнени çинчен калатчĕ. Унта юлташĕсемпе пĕрле хуçа грушине вăрланăшăн лекнĕ. Пĕррехинче унăн, темшĕн айăпа кĕнĕскерĕн, вилесен блокĕнче пытанма тивнĕ. Унта чупса кĕнĕ те çаппа- çарамасланса вĕсен хушшине кĕрсе выртнă, хыççăнах унта çитнĕ надзирательсем кашнине нухайккăпа çапса тухнă. Атте барака çур çĕр иртсен çеç таврăннă. Лагерьте тĕрлĕ наци çыннисем шар курнă. Французсемпе итальянсем уйрăм бараксенче пурăннă, вĕсем хулана тухса çӳренĕ, çывăх çыннисенчен посылка илнĕ. Çав йĕркепе совет çыннисем, Хĕрлĕ çар офицерĕсемпе салтакĕсем усă курайман. «Французсем юхан шывран шапа хуранĕ тытса таврăнатчĕç те пĕçерсе çиетчĕç, лагерь апатне вырăссене паратчĕç, вĕсемпе хăш-пĕр посылкине те пайлатчĕç, — аса илетчĕ атте. — Пĕрешкел мар каснă кашни çăкăр чĕллине пӳрнепе тĕксе, кама тивесси пирки ыйтса валеçнĕ. «Ку кама?» — тесе манăн кăшкăрмалла тăк чи малтанах хама килĕшекен татăка илсе кĕсьене чикетĕп. Кăшкăрма черет çитессе пурте кĕтетчĕç, çав кун пысăкрах чĕлле суйласа илетчĕç». Лагерьте çăкăр карточкине типографире çапса кăларни евĕрех ӳкерме пĕлнĕ художник та пулнă, анчах ăна хулана кăларман. Фальшивкăпа тавар илме администраци ирĕке янă французсемпе итальянсене пама тивнĕ. Тыткăнри кашни вуннăмĕш çынна персе вĕлерме тытăнсан лагерьтен тарма чарăннă: пĕр таркăн нумайăшĕн пуçне çинĕ-çке. Сутăнчăксем лайăхрах пурăннă, çапах та тӳрĕ çынсем те Çĕнтерĕве кĕтсе илейнĕ. Кăшт маларах Америка самолетĕнчен пенĕ пульăсем барак тăррине шăтарса урайне тăрăннă. Лагерьтен тыткăнрисене 1945 çулхи пуш уйăхĕнче ирĕке кăларнă. Аттене тӳрех киле яман, 1946 çулхи раштавăн 30-мĕшĕччен рабочипе трофей çарĕнче ĕçлеттернĕ. <...>
Ирина ГАВРИЛОВА, фронтовик хĕрĕ.
♦ ♦ ♦
«Тен, ĕçĕмпе те пулăп паллă,
Çаплах эп çÿрĕп ыр ятпа…»
300 çула яхăн каяллах Сĕве юхан шывĕн сулахай çыранĕ хĕрринче вырнаçнă Элшел, Раккасси, Такавар, Киштек, Мертлĕ, Пимĕрсел, Пӳркел, Чапăрлă тата Саркамăш ялĕсем Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ. 1920 çулсенче Совет правительстви йĕркеленсе çитсен авалхи Тăхăрьял тăрăхĕ Тутар автономи республикин тытăмне кĕнĕ.
19-20-мĕш ĕмĕрсенче илемлĕ çак тăрăхра çуралса ӳснĕ общество тата политика деятелĕсем Дмитрий Петровпа Иван Юркин çыравçăсем, Тайăр Тимкки /Тимофей Семенов/ поэт-революционер, 1920 çулсенче РКП/б/ Чăваш обкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ Георгий Савандеев, Ленинградри академи симфони оркестрĕн артисчĕ, Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри фестивальсен лауреачĕ Михаил Измайлов, Александр Кăлканпа /Антонов/ Валентин Урдаш /Яковлев/ çыравçăсем тата Евгений Салмин генерал-майор халăх историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Чăвашсен паллă поэчĕсенчен пĕри Валентин Урдаш Раккассинче 1924 çул вĕçĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 17 çул тултариччен пысăк тавра курăмлă, сатур та илемлĕ яш Элшелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Тепĕр кунах хаяр вăрçă пуçланнă. Валентинпа пĕрле вĕреннĕ каччăсем çав эрнерех хăйсен ирĕкĕпе фашистла Германие хирĕç çапăçма фронта тухса каясшăн пулнă. Анчах Пăвари çар комиссариатĕнче вĕсене кĕркунне вĕçлениччен тăхтама хушнă. 1967-1978 çулсенче Чăваш АССР Писательсен союзĕн председателĕ пулнă Николай Дедушкин Валентин Урдаша мĕн ачаран пĕлнĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулнă май 50-60 çул каялла Николай Степанович И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче доцентра ĕçлерĕ. Вăл пире çав вăхăтра хăйĕн çамрăк юлташĕ çинчен час-часах каласа паратчĕ. 1973 çулхи ака уйăхĕнче вара эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш ушкăнри инвалидне, вилĕмсĕр юрăç-сăвăçа Шупашкарта юлашки çула ăсатрăмăр. «Хаяр вăрçă асапне, пурнăçри йывăрлăхсене пайтах чăтса, тӳссе ирттернĕ ман çывăх юлташ тата ентешĕм чун-чĕрипе яланах çирĕп те хăюллăччĕ, харсăрччĕ. Хайлавĕсенче вăл пурнăçа çутă куçпа тата иксĕлми шанчăкпа пăхнине çеç куратпăр. Валентин Андреевич асран кайми Тăван çĕршывăмăра, хамăрăн чаплă та ирĕклĕ саманана ĕмĕр парăнма, пурăнма хĕрӳллĕн чĕнчĕ, мухтав юрри шăрантарчĕ», — тенĕччĕ хурлăхлă митингра Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ Николай Дедушкин. 2025 çулхи ака уйăхĕн варринче Валентин Урдаш пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа 52 çул çитет. Вăхăт сисĕнмесĕрех малалла шăвать: пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн республикăри чылай хулапа ялта, çавăн пекех Тутарстанри Пăва районĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитнине лайăх палăртрĕç. Шупашкартан ятарласа кайнă хăнасемпе сăвăçсем, юрăçсем хутшăнчĕç мероприятие. Çапла, унăн ячĕ вилĕмсĕр, халăх асĕнчех. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă хыççăн çур çултан Валентин 17 çул тултарнă. Çавăн хыççăн тепĕр виçĕ кунранах Сĕве юхан шывĕ хĕрринчи Раккасси ялне Элшел ял канашĕн секретарĕ повестка илсе килнĕ. Унта Валентин Яковлевăн çулталăкăн юлашки кунĕ вĕçлениччен çар комиссариатне 9 сехетре çитмеллине пĕлтернĕ. Унăн аслă юлташĕ Николай Дедушкинăн аса илĕвĕнчен: «1942- 1943 çулсенче, пурнăçпа вилĕм хушшинче хаяр кĕрешӳ пынă çулсенче, Валентин Урдаш чылай çапăçăва хутшăннă. Тăшман тылне вунвун хут разведкăна çӳренĕ. Çав çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе виçĕ медале тивĕçнĕ». Тăшманпа çулталăк ытларах çапăçнă хыççăн стрелоксен 1088-мĕш дивизийĕн взвод командирĕн çумĕ, кăшт каярах рота старшини Валентин Яковлев мина хирĕнче хăрах куçне, алă сыпписене çухатнă, пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă. Госпитальсенче вăрах сипленнĕ чухне сылтăм аллинчи виçĕ пӳрнипе кăранташа хĕстерсе хайлавсем шăрçаланă. Салтак хăйĕн пирвайхи сăввисене Хусанта тухса тăнă «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленĕ. Акă «Сана юратрăм…» сăвăри йĕркесем: «Тăван çĕршыв, сана юратрăм Мĕн пĕчĕкрен, мĕн ачаран. Пĕр саншăн çеç юрра шăратрăм Чун савнăран, чун туртнăран. Тăван çĕршыв, сана юратрăм Ӳссе çитсен, салтак пулсан. Пĕр саншăн çеç савса усрарăм Хам ятăма та хам чыса». Хăй пурăннă вăхăтра Валентин Андреевичăн сакăр кĕнеки кăна кун çути курайнă: «Çурхи кунсем», «Чун савнăран», «Саншăнах юрлатăп», «Пĕчĕк Роза», «Аслă йыш», ыттисем. Унăн сăввисемпе чăваш композиторĕсем çĕр ытла юрă çырнă. Вĕсен йышĕнче — «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем», «Пĕрре курсах саврăм-ши?», «Укăлча умĕнче», «Тавах, аннем»… <...>
Петĕр ЛАШТАЙ.
♦ ♦ ♦
Николай ИВАНОВ: «Куллен чупни сывлăха çирĕплетет»
Спортпа туслă пулни хавхалану кӳрет, кăмăл-туйăма çĕклет, хул-çурăма тĕреклетет. Нумайăшĕшĕн вăл чун киленĕçĕ пулса тăнă. Шупашкарта пурăнакан Николай Иванов мĕн ачаранпах спортра лайăх çитĕнӳсем патне талпăннă. Ветеран çулне çитсен тинех унăн ĕмĕт-шухăшĕ пурнăçа кĕнĕ. Кун çинчен вăл тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ.
Олимп чемпионне курнă
— Эпир ӳснĕ чухне ялта ача нумайччĕ. Çулла футболла, лапталла выляттăмăр. Хĕлле йĕлтĕр сыраттăмăр, хоккей лапамĕнче тупăшаттăмăр, — сăмах çăмхине сӳтме тытăнчĕ Николай Михайлович. — Атте вăйлă çынччĕ. Вăл Акатуйсенче кĕрешсе палăрнă. Пăхаттирсен уявне юнашар ялсенчен кăна мар, тутарсен енчен те килетчĕç. Сабантуйсене те хутшăнатчĕ. Ăна кура эпĕ те спорт енне туртăнаттăм. Петр Павлов тренер ялти клубра спорт секцийĕ уçрĕ. Унта велосипедистсем, боксерсем хатĕрленетчĕç. Ун чухне эпĕ 6-мĕш класра вĕренеттĕм. Манăн та унта каяс килетчĕ, анчах вăтанаттăм. Аттене тренерпа калаçма ыйтрăм — илчĕç. Малтан бокс вăрттăнлăхĕсене алла илтĕм, кайран велоспорта куçрăм. Спорт секцине 20-ĕн çӳреттĕмĕр. Петр Павлович ăмăртусем те ирттеретчĕ. 1972 çулта Шупашкарти турнира кайрăмăр, унта Олимп чемпионне Валерий Ярдына куртăм. Паллă спортсмен ун чухне тĕп судья пулнăччĕ. Эпĕ ăна курнипе питĕ хĕпĕртенĕччĕ, ун çинчен эпир пĕрре мар илтнĕ. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне Краснодар крайĕнче «Урожай» спорт обществин ăмăртăвĕнче старта тухнăччĕ. Малти вырăнсене лекеймен пулин те хавхаланнă, — терĕ Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче çуралса ӳснĕ спортсмен. Шкултан вĕренсе тухсан каччă Шупашкара çул тытнă, кабель тăвакан завода ĕçлеме вырнаçнă. Унта Аркадий Логинов йĕлтĕрçĕпе паллашнă. Унпа пĕрле тренировкăна çӳреме тытăннă. Çуркунне салтак ячĕ тухнă. Пограничниксен ретне тăнă яш унта та çухалса кайман. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хутшăннă хыççăн ăна спорт ротине илнĕ. Унта çур çул ăсталăха туптанă, тĕрлĕ турнирта хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Çар вăхăчĕ сисĕнмесĕрех хăвăрт иртнĕ. Шупашкара таврăнсан Николай Иванов заводах çул тытнă, ĕçрен пушă вăхăтра урана йĕлтĕр сырнă. «Атăл леш енче çуллен Чăваш Ен чемпионатне йĕркелетчĕç. Унта хутшăнма тренер заявка пачĕ. Малтанхи кун 15 километрлă дистанцире ăмăртрăмăр, тепĕр кун 50 çухрăма парăнтартăмăр. Старта 45 çын тăчĕ, эпĕ 29-мĕш тухрăм. Йывăр пулчĕ, çапах тĕллеве пурнăçларăм. Куншăн тренер та ырларĕ. Унтанпа эпĕ унашкал вăрăм дистанцире чупман», — аса илчĕ Николай Михайлович. 1979 çулта Николай Иванов И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн строительство факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта Авенир Ермолаев тренер ăна хӳтте илнĕ, çăмăл атлетика секцийĕнче ăсталăха аталантарма тытăннă. «Тĕрлĕ ăмăртăва илсе каятчĕ. Хамăр республикăрисене кăна мар, ытти хулара ирттернĕ турнирсенче те тупăшаттăмăр. 1980 çулта Мускав облаçĕнчи Щелково хулинче йĕркеленĕ йăлана кĕнĕ чупăва хутшăнтăмăр. Унта пин ытла çын пуçтарăннăччĕ. 20 çухрăмлă дистанцире ăмăртса эпĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларăм. 1982 çулта чĕркуççи шыççнипе нушаланма тытăнтăм. Операци те тăвасшăнччĕ, анчах тухтăр спорта пăрахма сĕнчĕ. Çапла вара пысăк спортран кайма тиврĕ», — шухăша путрĕ атлет. Италирен – медальпе Диплом илсен çамрăк специалиста Çĕ¬мĕрлене ĕçлеме янă. Унта вăл строительство управленийĕнче, çĕр комитетĕнче, çĕр кадастрĕн тытăмĕнче тăрăшнă, ертӳçĕ тивĕçĕсене те пурнăçланă. 2006 çулта Шупашкара пурăнма куçса килнĕ. Кунта Николай Михайлович капиталлă строительство управленийĕнче вăй хунă. — Чăваш Ен тĕп хулине килсен спорт ветеранĕсемпе çыхăну йĕркелерĕм. Вĕсемпе пĕрле ăмăртусене çӳреме тытăнтăм. «Элара» çумĕнчи чупма юратакансен клубĕн членĕ пулса тăтăм. 5, 10, 21 километрлă дистанцисенче хампа пĕр çултисемпе кăна мар, кĕçĕнреххисемпе те тупăшаттăм. 2010 çулта Игорь Свинцовпа Венгрие кайрăмăр, унта Европа чемпионачĕ иртрĕ. 10 çухрăмлă дистанцие тăваттăмĕш вĕçлерĕм, спортăн тĕнче класлă мастерне Леонид Тихонова темиçе çеккунт выляса ятăм. Тепĕр пилĕк кунран 5 километр чупрăмăр. Шăрăхчĕ, 37-38 градусчĕ. Йăвана-йăвана каякансем те пулчĕç. Унта мана та ăнмарĕ. Киле пусăрăнчăк кăмăлпа таврăнтăм, — кăмăл-туйăмне ирĕке ячĕ Николай Михайлович. Çав ăмăрту хыççăн вăл çĕршыв чемпионачĕсенче темиçе хут та малти вырăнсене йышăннă, пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине те хăпарнă. 2019 çул уншăн уйрăмах ăнăçлă тапхăр пулнă: спорт ветеранĕ Европа вăййисенче виçĕ медале тивĕçнĕ. «Çав çул Хусанти турнира кайрăмăр. Унта Анат Камăри Леонид Петровпа калаçрăм. Вăл Италие каяссине пĕлтерчĕ, манăн та унта лекес ĕмĕт çуралчĕ. Спорт менеджерĕ пулăшнипе регистрацилентĕм те ăмăртăва хатĕрленме пуçларăм. Ĕçе кайиччен тренировка тăваттăм. Европа вăййисенче виçĕ дистанцире старта тăтăм. 5 çухрăмлине çăмăллăнах чупса тухрăм, финиша виççĕмĕш çитрĕм. Питĕрти Леонид Тихонов — пĕрремĕш. Тепĕр кун пысăк паркра 10 километр чупрăмăр. Ку хутĕнче иккĕмĕш пултăм. Леонид Тихонова хуса çитеймерĕм, вăл çĕнтерчĕ. Ман хыççăн Украина спортсменĕ çитрĕ. Темиçе кунран — çурма марафон. Кунта та эпир виççĕн призерсен йышне лекрĕмĕр, манăн — кĕмĕл медаль. Калама çук пысăк савăнăç! Кунашкалли çинчен эп ĕмĕтленмен те. Италирен çунатланса таврăнтăм», — паянхи кун та хĕпĕртенине пытармарĕ спорт ветеранĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас