«Кашни лашанах Машка ят хуратпăр»

31 Раштав, 2013

Йĕпреç районĕнчи Шăрттанти Владимировсен килти хуçалăхĕнче 2 лаша. Çапла, иккĕшĕ те Машка ятлă. «Лаша пур та - пурнăç пур», - тенине асрах тытаççĕ вĕсем. Илемлĕ те ăслă, мăнаçлă выльăха юратса пăхаççĕ.

- Янавара ăна юратакан çын анчах усрать! Юратать тĕк - ăна пăхассинчен хăрамасть, - пуçларĕ калаçăва кил хуçи Анатолий Петрович. - Леснике кĕрсен тÿрех лаша туянтăм. Унпа вăрманта çÿреме аванччĕ. Вăхăт чуппи сисĕнмерĕ: вăрманçăра 23 çул ĕçлерĕм. Халĕ Мускава кайкалатăп. Апла пулин те мана ялта халĕ те «лесник» теççĕ. Урхамаха вара - пĕр хăнăхнă та - пăрахаймарăм. 26 /!/ çул усратпăр ĕнтĕ. Сыв пуллашма шухăшламастпăр та. Хамăн ĕмĕрте эпĕ темиçе ут та улăштарнă. Анчах кашнинех Машка ят хуратпăр. Халĕ пирĕн ватăраххи - 12 çулта, çамрăкки саккăрта. Иккĕш те ака уйăхĕн вĕçĕнче хăмламалла.

Анатолий Владимиров каланă тăрăх - пирĕн тăрăхра лаша лайăх пăхсан 25-30 çул пурăнма пултарать. Çемье пуçĕ Интернетра «Старик Билли» ятлă ăйăр 62 çула çитсен тин вилни пирки вуласа пĕлнĕ. Ку XIX ĕмĕрте пулнă-мĕн. «Suqar Puff» ăйăр вара 2007 çулта 57 çула çитсен пурнăçран уйрăлнă. Владимировсен çемйинче янаварсене пăхас, уйрăмах хĕле валли утă, пахча çимĕç хатĕрлес ĕçе пурте хутшăнаççĕ. Кăçал вĕсем вунă прицеп утă янтăланă. Кунсăр пуçне çур пахча кавăн, выльăх кăшманĕ лартса ÿстернĕ.

«Ут пылак кавăна сĕре кăмăллать. Вĕсем утăпа кăна çырлахасшăн мар. Çавăнпа сĕлĕ те, кăшман та паратпăр. Хĕрĕмсем çăкăрпа, канфетпа сăйлаççĕ. Эпĕ вара катăклă сахăр хыптаратăп»,- йăл кулчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Наталья Александровна.

25 çул каялла вăл урхамаха пĕрремĕш хут курнине халĕ кам ĕненĕ? Владимировсем çемье çавăрнăранпа Çĕнĕ çул умĕнхи каç чĕрĕк ĕмĕр пулать. Йĕпреç поселокĕнче çитĕннĕ хĕр маларах выльăх-чĕрлĕхе мĕнле пăхмаллине те пĕлмен. Мăшăрĕ вара ăна ĕне сума та, ытти ĕçе те хăнăхтарнă. Тата... чăвашла калаçма вĕрентнĕ. Наталья Александровнăн ашшĕ ирçе. Çемьере вырăсла пуплесе ÿснĕ. Халĕ вăл чăвашла таса та илемлĕ сăмахлать. Ун пек лайăх кил хуçи хĕрарăмĕ таврара та сахал ахăр? Мăшăрĕ, аслă хĕрĕ Галя, ывăлĕ Саша - Мускавра ĕçленĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Лена Шупашкарти пĕр аслă шкулта вĕреннĕ чухне Наталья Владимирова 2 лашана, ĕнепе вăкăра, кроликсене, чăх-чĕпе пĕчченех пăхать. Сăмах май, Владимировсем вĕлле хурчĕ те тытаççĕ. Вĕсен пур ачи те лаша утланса çÿреме кăмăллать. Вун саккăрти Ленук уйрăмах хытă çÿрет-мĕн, ÿкесрен те шикленмест. Манăн вара тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, хĕрлĕ, хумлă-хумлă çÿçлĕ Гальăпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Чипер хĕр килне шăпах хăйĕн çуралнă кунне /раштавăн 12-мĕшĕ/ çывăх çыннисемпе палăртма тата Çĕнĕ çула кĕтсе илме килнĕ. Эпĕ вĕсем патĕнче пулнă кун вăл 23 тултарчĕ. «Лаша çулĕнче çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Тен, çавăнпах вĕсене ачаранпах юрататăп. 12 çултанпах ут утланса çÿретĕп. Вăрмана, хире кайса килетĕп. Эпир вăрман çумĕнчех пурăнатпăр. Паян та Машкăпа /аслипе/ уçăлса çÿресшĕн-ха. Паллах, 23 тултарнă кун 23 çухрăмах парăнтараймăп», - чĕвĕлтетрĕ Галя.

Вăл Вăрнарти совхоз-техникумра бухгалтер-экономиста вĕреннĕ. Халĕ Раççей тĕп хулинче пĕр пысăк лавккара сутуçăра ĕçлет. 12 çултанах ут утланса çÿрекенскер, Мускавран таврăнсан пÿрте кĕриччен лаша витине васкать. Шурă çамкаллă, хĕрлĕ урхамахсем ăна ăш пиллĕн кĕтсе илеççĕ. «Эпĕ ваттине ытларах кăмăллатăп. Вăл лăпкăрах. Çамрăкки йăрă, вĕри,- пытармарĕ чиперук.

«И-и, çамрăк Машка ăçта кăна кĕмест. Пуçĕпе тĕртсе алăка уçма пĕлет. Пĕррехинче вăл кÿршĕсен картишне кĕрсе виçĕ михĕ сĕлле тустарнă. «Пыл çисен хĕр вылять, сĕлĕ çисен ут вылять», - тесе ахальтен каламан пулĕ çав. Пĕрне силлесе картиш тăрăх сапаласа çÿренĕ. Мĕнле йăла вăл: пушă миххе алăк патне кайса хунă», - терĕ Анатолий Петрович.

Владимировсен хыçлă икĕ çуна, урапа, ут кĕрепли пур. Хĕле ăсатнă чухне /Çăварнире/ ашшĕпе ывăлĕ Машкăсене хитре тутăрпа, хăюпа капăрлатса ялти ача-пăчана ярăнтараççĕ. Саша Камай уйĕнчи вăйăсене те хутшăнать. Янаварпа çĕр улми лартаççĕ, купалаççĕ, вăрмана вутта каяççĕ, ытти ĕçе пурнăçлаççĕ. Наталья Александровна лаша çавăтать, упăшки суха пуç тытать. Çакна та пĕлтерем: Гальăпа Лена ут хатĕрĕсене йăлт пĕлеççĕ, хăйсем тĕллĕнех лаша кÿлме пултараççĕ. Çавăн пек вĕсем - лесник хĕрĕсем! «Маларах кĕсресене сăваттăм. Кăвакрах тĕслĕ, пылак сĕте ачасем юратса ĕçетчĕç. Çитĕнсен ас тивме пăрахрĕç»,- шап-шурă шăлĕсене кăтартрĕ кил хуçи.

Тихоновсем пĕлтернĕ тăрăх - лаша паян - 40-50, тиха 25-30 пин тенкĕ тăрать. Маларах, пĕр тапхăр, йÿнелнĕ. Хакĕ халĕ каллех ÿснĕ-мĕн. Ут усрама йывăр мар, анчах ăйăр тупасси чăрмавлă имĕш. Кăçал ав Анатолий Петрович Чăваш Тимешнех çитсе килнĕ. Уншăн хуçисене 1000 тенкĕ парса хăварнă. «Кăçал пирĕншĕн ăнăçлах пулмарĕ. Пĕр янаварĕ хĕсĕр, теприн тихи вилчĕ. Çитес çул ăнăçлă пуласса шанатпăр», - терĕç Владимировсем манпа сыв пуллашнă май. Лаша çулне тивĕçлĕ кĕтсе илме хатĕрленеççĕ вĕсем. Уяв кĕрекинче сĕлĕ чи курăмлă вырăнта пулĕ.

 

Роза Власова.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.