Лана Прусакова — тĕнче ăмăртăвĕнче
Паян Çĕнĕ Зеландире фристайл енĕпе юниорсен хушшинче ăмăрту пуçланнă. Чăваш Енрен унта Лана Прусакова хутшăннă. Тĕнчери чи вăйлă фристайлистсен хушшинче Раççейĕн 5 спортсменĕ 4 дисциплинăра ăмăртать.
Лана Прусакова тата Мускав хĕрĕ Анастасия Таталина икĕ дисциплинăра ăмăртĕç: слоуп-стайл тата биг эйр. Çавăн пекех Раççей чысне Валерия Демидова /хаф-пайп/, Максим Вихров тата Кирилл Гладков /ски-кросс/ хӳтĕлĕç.
Стартсен йĕрки:
çурлан 24-мĕшĕ — биг эйр, квалификаци
çурлан 25-мĕшĕ — биг эйр, финал
çурлан 26-мĕшĕ — ски-кросс, квалификаци
çурлан 27-мĕшĕ — ски-кросс, финал
çурлан 29-мĕшĕ — слоуп-стайл, квалификаци
çурлан 31-мĕшĕ — слоуп-стайл, финал
авăнăн 2-мĕшĕ — хаф-пайп, квалификаци
авăнăн 4-мĕшĕ, хаф-пайп, финал
Комментари хушас