Лашасене юратнăран...
"Лаша - питĕ мăнаçлă та вăйлă чĕрчун. Литература хайлавĕсенче мĕн чухлĕ ырă йĕрке çырман-ши ун çинчен? Писательсем çеç мар, чи малтан ахаль хресченсем лашана тав туса чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем калаççĕ. Вăл мĕн авалтанпах этем пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Лаша кил-тĕрĕшре те, уй-хирте те, ытти çĕрте те пулăшуçă пулнă, вăлах - ачасемпе çитĕннисемшĕн чун йăпатмăш та".
Çак йĕркесене Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнче аслă класра вĕренекен Татьяна Шустова республикăри "Çамрăк лаша пăхакан" конкурса ярса панă ĕçĕнчен илтĕмĕр. "Лаша - çынна пулăшакан" темăпа хатĕрленĕ презентацире вăл лашапа çĕр сухаланине, хирте утă-улăм турттарнине кăтартнă. Граждан вăрçи вăхăтĕнчи тачанкăсене те курма пулать унта. Утсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те пирĕн салтаксемшĕн пысăк пулăшуçăсем пулнине çирĕплетет автор. Вĕсемпе почта турттарнине те палăртать. Лашапа катаччи чупма та, çак чĕрчунсем хутшăннипе иртекен ăмăртусене пăхма та питех кăмăллине палăртать Татьяна.
Пултаруллă пике "Çамрăк лаша пăхакан" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ку тупăшăва Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн ветеринари медицинипе зоотехни факультечĕн пĕтĕмĕшле тата уйрăм зоотехни кафедри кăçал пĕрремĕш хут ирттернĕ. Виçĕ тапхăрпа йĕркеленĕ ăна. Пĕрремĕш тапхăра /январĕн 1-31-мĕшĕсем/ - ÿкерчĕксемпе алĕçĕсен конкурсне - Çĕмĕрле, Тăвай, Улатăр районĕсенчи, Етĕрне тата Шупашкар хулисенчи шкулсенче вĕренекенсем 18 ĕç тăратнă. "Ÿкерчĕксем питĕ чĕрĕ, хитре. Кашниех хăйне майлă пулса тухнă, ыттисенчен уйрăлса тăрать. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне жюри членĕсене çăмăлах пулмарĕ", - каласа кăтартрĕ кафедра доценчĕ, ялхуçалăх наукисен кандидачĕ Наталия Задорова. Пĕрремĕш тапхăрта палăрнисене февраль уйăхĕнчех, академире Уçă алăксен кунĕ иртнĕ чухне, сертификатсем парса чысланă. Иккĕмĕш тапхăра тухнисене "Лашасем мана мĕншĕн килĕшеççĕ?", "Манăн юратнă лаша", "Лаша - çынна пулăшакан" темăсемпе сочинени çырма е презентаци хатĕрлеме сĕннĕ. Унта /февралĕн 1-28-мĕшĕсем/ çĕнтернисене хăйсен ĕçĕсемпе аслă шкулта иртекен "Студентсен науки - академи наукине тунă пĕрремĕш утăм" ăслăлăх-практика конференцине хутшăнма сĕннĕ. Малтанхи икĕ тапхăрта мала тухнисем виççĕмĕшне хутшăнса 50 тест ыйтăвне хуравланă.
Н.Задорова ку конкурсра Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнче вĕренекенсем питĕ хастар та маттур пулнине палăртрĕ, ахальтен мар ĕнтĕ малтанхи виçĕ вырăна вĕсем хăйсен хушшинче пайланă. Пĕрремĕш вырăнта - Виктория Макарова /ертÿçи А.Николаева учитель/, иккĕмĕшĕнче - Татьяна Шустова /Л.Краснова/, виççĕмĕшĕнче - Ирина Романова /З.Романова/. Вĕсене академире грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç. Ирина Романова каланă тăрăх - вĕсен çемйи тахçан килти хуçалăхра лаша тытнă. Хĕрача ун чухне пĕчĕк пулнăран япăхрах астăвать куна, çапах чĕлхесĕр янавар патне ăшă туйăм унăн паян та сыхланса юлнă. "Утпа пĕрле ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕк халĕ те упранать", - йăл кулать вăл. Ирина та, Виктория Макарова та шкул хыççăн медицина факультетĕнче пĕлĕвне ÿстересшĕн, диплом илсен вара ялтах ĕçлесшĕн. Вĕсен иккĕшĕн те хăçан та пулин хăйсен килхуçалăхĕнче лаша усрас ĕмĕчĕ пур.
Ялхуçалăх академийĕ шкул ачисем валли пултарулăх конкурсĕсемпе олимпиадăсем тăтăшах ирттерет, вĕсенчен нумайăшĕ ял пурнăçĕпе çыхăннă. Акă, çак кунсенче "Çамрăк хурт-хăмăр ăсти" ятлине пĕтĕмлетнĕ. "Хаваслă молочник" конкурс çĕнтерÿçисене вара май уйăхĕнче чыслĕç. Çак виçĕ конкурсăн та тĕп тĕллевĕ - çамрăксене ял пурнăçĕпе ытларах кăсăклантарасси.
И.КЛЕМЕНТЬЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ