Лицензисĕр хăвартăмăр. Мĕншĕн?

9 Авăн, 2014

ЧР Çут çанталăк тата экологи министерствин тивĕçĕсенчен пĕри - çĕр айĕнчи пуянлăхпа мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăрасси тата ăна сыхласси.

Эпир Шупашкар юхан шыв порчĕ саккуна пăсса Атăлтан хăйăр кăларнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕмĕр. Çавăнпа иртнĕ уйăхра унăн юхан шыв тĕпĕнчен чĕр тавар кăлармалли правине туртса илтĕмĕр.

Министерство 1999-2008 çулсенче предприятие Куйбышев управĕнчи Казин утравĕн /Çĕнĕ Шупашкар тĕлĕнче/, Сидельниково /çармăс ялĕ, Атăл урлă Сĕнтĕрвăрри хулине хирĕç/, Куславкка хули патĕнчи Куславкка утравĕн, Шупашкар шыв управĕ хĕрринчи Çĕктер тата Ильинка поселокĕсен çывăхĕнче хăйăр уçлама лицензисем панă. Сăмах шăпах вĕсене туртса илни пирки пырать.

Обществăн чĕр тавар кăларса сутмалли правине мĕншĕн вăхăт çитмесĕр картларăмăр-ха? Пĕрремĕшĕ: предприяти шыв тĕпĕнчен чĕр тавар кăлармалли техпроекта тивĕçлĕ органпа килĕштермен. Иккĕмĕшĕ: обществăна лицензи федерацин "Чĕр таварсем çинчен" саккунне, РФ Аслă Канашĕ 1992 çулта çирĕплетнĕ чĕр тавар кăларма лицензи памалли йĕркене пăсса, аукцион ирттермесĕрех панă. Вăхăтран вăхăта çав лицензисене саккуна шута хумасăр вăя кĕртсе пынă. Патшалăхăн тивĕçлĕ органĕ предприяти йĕркене пăхăнманран вĕсен вăйне чарса лартма тивĕçлĕ. Çÿлте палăртнă саккунпа йĕркене ним вырăнне хумасăр тăснă лицензисене вăйра тăратма юрамасть.

Министерствăн çирĕп сăмахне тÿресен /Инçет хĕвел тухăç-Çĕпĕр округĕн Арбитраж, Вун улттăмĕш арбитраж апелляци, Çурçĕр-Кавказ округĕн Арбитраж, РФ Аслă арбитраж сучĕсен/ йышăнăвĕсем çирĕплетнĕ. Саккуна катертсе управсенчи хăйăр вырăнĕсене порта тара пани, лицензи вăйне тăсни - патшалăхăн тивĕçлĕ органĕн должноçри çыннисем виçерен тухса, обществăпа патшалăх интересĕсене хисеплемесĕр предприятие пайта кÿрес тĕллевпе служба вырăнĕпе усă курни.

Çакна çирĕплетекен документсене юридици тĕлĕшĕнчен тивĕçлипе хак пама правăна хÿтĕлекен тытăмсене ярса паратпăр. Общество 2012 çулта - 820,3 пин, пĕлтĕр 1071,6 пин кубла метр хăйăр уçланă.

Çак чĕр тавара çителĕклĕ кăларма, строительсене унпа туллин тивĕçтерме республикăра пĕтĕм май пур. Кăçал "ТУС" общество Шупашкар управĕнче /Шашкар ялĕ тĕлĕнче/ 800 пин кубла метр уçларĕ. "Нерудстром" общество кашни çулталăкра 150 пин кубла метр кăларать. Ку ĕçе тума "Гидромеханизация" обществăн та техника хатĕрĕ пур. Республикăра хăйăр ытларах туянсан виççĕшĕн те производствăна ÿстерме хăват çитет.

Кăçал министерство хăйăрпа усă куракан çĕнĕ хуçасене аукцион ирттерсе палăртрĕ. Вĕсенчен пĕри - "КирпичСТ" общество. Вăл Сăр юхан шывĕн икĕ вырăнĕнчен кăларĕ. Унта саппас пĕр млн кубла метр. Çулталăкра Амоксяр лаптăкĕсенчен /Шупашкар шыв управĕ/ - 12 млн, Çĕрпÿри кирпĕч завочĕ Куйбышев шыв управĕнче /Çĕнĕ Шупашкар патĕнче/ 7 млн кубла метр уçлĕç.

Саккунсене пăхăнманнине кура хăш-пĕр предприятин районсенче чĕр тавар кăлармалли правине туртса илтĕмĕр. Ун пек лаптăксене çĕнĕрен тара пама аукциона тăрататпăр. Çитес хĕлле строительсене тивĕçтерме республикăра хăйăр саппасĕ пайтах. Апла пулин те ăна çуллен çителĕклĕ хатĕрлĕпĕр.

Иван ИСАЕВ,

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ

Автор: