Машинăна вăрланă имĕш
Етĕрне çамрăкĕ, 27 çулти Леонид Б., пĕрре персе икĕ мулкач тытас тенĕ пуль. Çакăншăн халь суд тенкелĕ çине ларма тивет. Вырăнти прокуратура уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе материалсене суда панă ĕнтĕ.
Леонида преступлени пулни пирки суйса пĕлтерме юраманни пирки асăрхаттарнă, апла пулин те вăл преступлени çинчен евитленĕ. Кăçалхи июлĕн 6-мĕшĕнче такамсем унăн «Форд Фокус» автомобильне вăрласа кайнă иккен. Хуçи ăна урамра лартса хăварнă имĕш, кайран пăхать те - машина çук...
Следстви вара ĕç-пуç урăхларах пулнине çирĕплетнĕ. Б. автомобиле кредитпа туяннă, çавна май транспорт хатĕрне страхланă, вăл банкра салукра пулнă. Анчах кĕçех машина чăхăмланă. Усă курма май çуккине пула Леонид ăна салатса саппас пайсем валли яма тесе сутнă. Çийĕнчен страховка укçи пуласса шаннă ĕнтĕ. Анчах ултав çиеле тухнă та - преступлени пулни пирки суйса пĕлтернĕшĕн уголовлă ĕç çуралнă.
Банк умĕнчи кредита Б. следстви вăхăтĕнчех тÿлесе татнă, анчах ку ăна уголовлă майпа явап тытассинчен хăтармасть.
Н.ДМИТРИЕВ.