Кашмашра çĕнĕ шкул уçăлчĕ
«Çĕнĕ шкул уçăлнăшăн калама çук савăнтăмăр. Пĕр вăхăтра пирĕн ялти кивĕ пĕлӳ çуртне хупасси пирки сас-хура сарăлнăччĕ. Çак инкек пулман тăк паянхи савăнăç та пулмастчĕ. Эпĕ Кашмаш шкулĕнче 36 çул ĕçлетĕп. Тĕрĕссипе, пенсие тухнă хыççăн ĕçлеме пăрахнăччĕ. Кăçал çĕнĕрен чĕнсе илчĕç. Хам вĕрентнĕ хĕр кĕçех диплом илмелле. Халĕ вăл пирĕн патра практикăра. Ун валли вырăн тытса тăратăп», - каласа кăтартрĕ Муркаш районĕнчи Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Эльвира Васильева.