Вун-вун çул каяллах тунă шкул юлашки вăхăтра палăрмаллах юхăннă. Ăна çиелтен çĕнетсе тăни те лару-тăрăва улăштарайман. Çавна май çурта тĕпрен юсаса çĕнетме тытăннă. Юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе çак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов вырăнта паллашнă.
Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта «Тĕп хулари шкул ачисем валли ирттерекен олимпиада каникулĕ» занятисен ярăмĕ пуçланнă.
Олимпиадăна хатĕрленмелли уроксене Шупашкарти чи лайăх вĕрентекенсем ирттерĕç. Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕччен ачасем физикăпа, вырăс чĕлхипе, географипе, биологипе, акăлчан чĕлхипе, историпе, обществознанипе хушма пĕлӳ илĕç. Лекцисем YouTube каналта онлайн мелпе 20-шер минут иртĕç.
«Çулталăк вĕренекенĕ-2021» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн регион тапхăрĕн финалне пĕтĕмлетнĕ.
Шупашкарти 57-мĕш шкулта вĕренекен Варвара Еремеева çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. 2 степень лауреачĕ — Егор Грачев /Шупашкарти 31-мĕш шкул/, 3 степень лауреачĕ — Анна Ильина /Çĕрпӳри М.В. Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш шкул/. Конкурса пĕтĕмпе 25 çын хутшăннă.