Ахăр самана

3 Нарăс, 2015

«Кулак» шăпи

Сакăр çулти хĕрача сурăх путеккине кăкăрĕ çумне пăчăртаса тытнă. Темле палламан арçынсем çак черчен чуна унран туртса илесшĕн тăрмашаççĕ.

- Памастăп! Вăл манăн! Эпĕ ăна юрататăп! - куççуль витĕр кăшкăрать хăва пек çинçе хĕрача. Путеке тата та хытăрах хăй çумне пăчăртать. Унăн çинçе уçă сасси утă уйăхĕн ăшă сывлăшне чĕтретет. Хĕрача хăй те сиксе чĕтрет.

- Касатăп пуртăпа!