Ăмăрту
Хăвăртрах, çÿлерех, вăйлăрах!
Илтрĕмĕр çеç мар, кăмăлпа та йышăнтăмăр
Нумаях пулмасть Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменĕнче чăваш халăх юррисене юрлама юратакан шкул ачисемпе вĕрентекенсен республика конкурсĕ иртрĕ. «Шкул шăпчăкĕ» ятлă вăл.
Пултарулăх ăмăртăвне Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчĕк районĕсенчен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕрпÿ хулисенчен 11 фольклор ушкăнĕ, 28 солист, учительсен ултă фольклор ушкăнĕпе тăхăр пĕччен юрлакан хастар хутшăнчĕ.
World Skills Russia чемпионат - ăстасен лапамĕ
Хăйне евĕр çакнашкал ăмăрту, Испанире старт илнĕскер, хальхи вăхăтра 72 çĕршыва пĕрлештерет. Унта хутшăнакансен йышĕ çултан çул ÿссе пырать.
Раштавăн 1-4-мĕшĕсенче асăннă чемпионата Чăваш Ен çамрăкĕсем черетлĕ хут хăтшăнĕç. Пирĕн республика çакнашкал конкурса пуçласа 2012 çулта хутшăннă. Унтанпа ăмăрту виçĕ хутчен кăна иртнĕ пулин те çитĕнÿсем тĕнче шайĕнче те пур.