"Хăвăрт чупать, çивĕч ăс-тăнлă, топографие лайăх пĕлет", - теççĕ ун пирки. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче агрегат завочĕ республикăри чи вăйлă ориентировщиксемпе палăрса тăратчĕ.
Шăмат кун Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ манежĕ çăмăл атлетикăна юратакансене йышăнчĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртрĕ.