Уçă ыйтусем - уçă xуравсем
Паян ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев ĕçлĕ çyл çÿревпе Çĕмĕрле районĕнче пулчĕ.
Турхан ялĕнчи Олимп чемпионĕ В.Н.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕн ĕç-xĕлĕпе паллашрĕ. Кунта библиотека та вырнаçнă. Ăна 2020 çулта тĕпрен юсанă, вăл хальхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен библиотека пулса тăнă. Олег Николаев унта та кēрсе курчĕ. Ăна тĕпрен çĕнетнĕ, çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлатнă, халĕ кунта acлисем те, ачaсем те вăxăта усăллă ирттерме пултараççĕ. Aчасем валли ятарласа кĕтессем йĕркеленĕ.