Ĕмĕр сакки
Пурнăç хÿри пăрăнăç
Чунпа, ăс-хакăлпа пуян пулар
Ват тутиллĕ ватлăх
Тĕлĕнетĕн Çĕмĕрле районĕнчи Тукас çыннисенчен: ялта лавкка та, клуб та, шкул та, фельдшер пункчĕ те çук. Темиçе çул каялла хытă сийлĕ çул пулманран урамра пĕç таран пылчăк çăрнă. Юрать-ха, пĕр суйлав вăхăтĕнче пуçлăхшăн суйламастпăр тесе хăраткаланă хыççăн яла асфальт сарса панă. Куншăн хĕпĕртет Александр Васильевич Альцев.
МАРУÇ
Таиç 8 класс хыççăн суту-илÿ училищине вĕренме кайрĕ, унăн тус хĕрĕ Маруç вара вăтам шкул пĕтерме шутларĕ (ун чухне шкулта вĕренÿ йĕрки урăхлаччĕ ĕнтĕ). Уйрăлчĕç «Сиам йĕкĕрешĕсем». Вăтам пĕлÿ илме тепĕр яла çÿремеллеччĕ. Маруç часах кÿршĕ ялти хĕрпе Маринепе туслашрĕ. Характерĕпе хăйĕнпе пĕр майлăскерехччĕ лешĕ. Иккĕшĕ те сăнĕсемпе чиперччĕ, пĕвĕсемпе йăрăс та хÿхĕмччĕ, çÿллĕччĕ.