Хам куртăм!

10 Раштав, 2019

Кедр çынсене чунпа çывăхлатать

Красноармейскисем 32 çухрăм тăршшĕ раща ÿстересшĕн

«Хурăн вăрманĕнче савăнма, хир вăрманĕнче ĕçлеме, кедр вăрманĕнче çут çанталăкпа, Турăпа çывăхланма лайăх», — теççĕ. Çакна асра тытаççĕ Красноармейски салинче пурăнакан Мефодьевсем. «Çут çанталăка илемлетмелле. Çакăнтан пысăк ĕмĕт пирĕн çук. Çынсем чунпа хитререх, савăнăçлăрах пулччăр, юратура пурăнччăр, Трак ен кăна мар, Чăваш Республики, Раççей кедр тăрăхĕ пулса тăтăр. Пирĕн ачасем таса сывлăшпа сывлаччăр», — теççĕ Светлана Матвеевнăпа Валерий Геннадьевич.

4 Юпа, 2018

Хваттере куçма май пулсан та общежитие суйлаççĕ

Кунта яланах шăв-шав, кулă илтĕнет, пурнăç вĕресе тăрать. Çĕрле те... Студентсен общежитийĕ — иксĕлми хаваслăх тĕнчи. Шăпах çапла асра юлнă та вăл, вăхăтлăха тăван кил пулса тăнăскер. Пÿлĕмре тăваттăн кун кунлаттăмăр та кичемлĕх валли вырăн çукчĕ.

31 Çу, 2018

Пепкисене çавăтса – çĕр варринче лавккана

Кирек мĕнле хула та çĕрле тата илемлĕрех курăнать. Туристсем те вăл е ку вырăнпа ахальтен каçхине паллашма васкамаççĕ. Пирĕн юратнă Шупашкар таса та хăтлă. Лайăх çанталăкра хула урамĕсемпе киленсе утмалăх пур, çĕрлехи Шупашкар еплерех-ши? Машинăсен шавĕнчен, çынсенчен пăртак та пулин канать-ши вăл?

22 Нарăс, 2018

Ачаран ытла ашшĕ-амăшне пăлхантарать… экзамен

Çичĕ çул каялла патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне /ППЭ/ тытни асрах. ППЭ сăмах хăй хăрататчĕ, чĕтрене ертетчĕ. Шкулта вĕрентнине ыйтаççĕ пулин те пăлханнипе çухалса кайма пулать. Нарăсăн 20-мĕшĕнче иртнине аса илсе пĕлĕве тепĕр хут тĕрĕслеме май килчĕ — тĕп хулари 48-мĕш шкулта вырăс чĕлхипе экзамен тытрăм, Чăваш Енре «Ашшĕ-амăшĕ ППЭ тытмалли кун» акцие хутшăнтăм. Унăн тĕллевĕ — ашшĕ-амăшне 11-мĕш класс ачи вырăнĕнче туйма май парасси.

Pages