Вĕрентекен, санăн яту сумлă!
Ĕнер кăна чупаттăмăр шкула… Çав асамлă вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Ялти шкул та çавах, пирĕн учительсем те пур, анчах ачасен йышĕ çеç чакнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90 çулĕсенче Пуянкассинчи вăтам шкулта 300 яхăн ача ăс пухнă пулсан, паян кунта (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта) вĕренекенсен йышĕ 70 патне кăна çывхарать.