Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Патшалăх управленийĕн тытăмĕн ĕçне çамрăксене явăçтарассипе çыхăннă хушма мерăсем» Указ алă пуснă.
Иртнĕ эрнеренпе, пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнченпе, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçěceне Алла Волчкова пурнăçлать. Çывăх вăхăтра райадминистраци пуçлăхне палăртмалла.
Паян Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕн, промышленноçăн тата суту-илĕвĕн министрĕн заместительне Виталий Емельянова ĕçрен хăтарнă. Хушăва республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин алă пуснă.