Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Компартийĕн Чăваш Енри лидерĕсемпе тĕл пулчĕ. Правительство çуртĕнче иртнĕ ĕçлĕ калаçăва çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Каргин хутшăнчĕç.
Михаил Игнатьев асăннă парти фракцийĕсен хастарĕсемпе çĕршывра йăлана кĕнĕ субботник иртекен тапхăрта, В. Ленин çуралнă кунĕ умĕн коммунистсен шухăш-кăмăлне итлени вăхăтлă пулнине палăртрĕ.
Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, ЛДПР членĕсемпе Сергей Белобаевпа, Вячеслав Соловьевпа тата Константин Степановпа тĕл пулчĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова хутшăнчĕç.