Чарсан та сунара тухнă
Коронавируса пула Чăваш Енре çуркуннехи сунар сезонне хупнă, сунарçăсем çакна йĕркеллĕ йышăннă. Çапах та пĕр çын пурпĕр пневматика пăшалĕпе /ахаль сунар пăшалĕнчен пени таçтанах илтĕнет, ку вара апла кĕрслетмест/ сунара тухнă. Ăна тытса чарнă, штрафланă.