Шупашкара телеертÿçĕсен, паллă музыкантсен пысăк десанчĕ килĕ
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун, Чăваш Енре 1-мĕш телеканал йĕркелекен «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Канал пуçласа йĕркелекен акципе çыхăннă йĕркелÿ ыйтăвĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сÿтсе яврĕç.
Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкара центрти ТВ-каналăн телеертÿçисен, паллă музыкантсен пысăк десанчĕ — пĕтĕмпе 150 çын ытла — килет.