Кивçен илме лайăх та...
Чăваш Енĕн Наци банкĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх — 2016 çулта республикăра микрозаймсен калăпăшĕ 1,5 миллиард тенке çитнĕ. Микрофинанс организацийĕсен шучĕ палăрмаллах чакнине 35-рен 25 кăна юлнă банкирсем тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисен — регулятор требованийĕсене пурнăçлама хатĕр пулманнисен — çак рынокран кайма тивнипе сăлтавлаççĕ. Çапах сыхланса юлнисем ăнăçлă ĕçленине кура хакласан республикăра пурăнакансем кивçен укçапа анлăн усă курни сисĕнет.