Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне йăлари хытă каяш пухма контейнерсем лартмалли лапамсене кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме хушнăччĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти йăлари хытă каяш /ЙХК/ полигонĕн объектĕнче канашлу иртнĕ. Михаил Игнатьев муниципалитетсен хушшинче ăпăр-тапăрпа производствăра усă курас тата ăна утилизацилес /çĕр айне тирпейлĕн чиксе пырас/ ĕçе йĕркелессишĕн тунă концесси килĕшĕвне еплерех пурнăçланине хак панă.