законы

8 Чÿк, 2017

Саккун – саккунлă!

Раççей Аслă сучĕн чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăларнă йышăнăвĕпе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятийĕ республикăри медицина организацийĕсене медикаментсемпе тата çынсене медпулăшу кÿнĕ чух усă курмалли материалсемпе тивĕçтерекен пĕртен-пĕр поставщик тесе йышăннă.

30 Çурла, 2017

Служащисен виçĕ кунтан ытла канма юрамĕ

Сăмахăмăр – черетлĕ кану çумне хушса параканни пирки. Ĕç вăхăтне пăхăнман графикпа ĕçлекен Чăваш Енри муниципалитет служащийĕсен çулсерен канмалли вăхăт çумне хушса паракан тÿлевлĕ кун шучĕ виççĕрен ытла пулмалла мар.

29 Çурла, 2017

Пĕлÿ кунĕнче эрех туянаймăн

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕлÿ кунĕнче, республикăра эрех ирĕклĕн сутассине чарĕç. Халăх йышлă çÿрекен вырăнсене пырса тивекен чару Шупашкарти лавккасене кăна мар, районсене те пырса тивет

25 Ака, 2017

Икĕ йĕпрен ытла мар

Росрыболовствăн Вăта Атăл территори управленийĕн Чăваш Ен шыв-шурĕнчи биологи ресурсĕсене тĕрĕслекен, сăнакан тата хÿтĕлекен пайĕ «Хыпар» ыйтăвне хуравласа çапла пĕлтерет.

1 Пуш, 2017

Хваттере харпăрлăха куçарма кая юлман

Приватизацилеме ĕлкĕрейменнисен кулянмалла мар. Хваттере е пÿлĕме харпăрлăха куçармалли саккун хăй вăйне çухатман.

Pages