Тивĕçлĕ вырăн тупаççех

31 Раштав, 2013

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ятарлă /коррекци/ интернат шкулĕнче пулнă. Асăннă вĕренÿ заведенийĕнче суккăр тата япăх куракан 183 ача вĕренет.

Унăн ертÿçи Олег Якимов хăнасене хевтесĕрсене пурнăçа хăнăхтарас, обществăра тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшас тĕллевпе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă.

Вĕсем чи малтанах информаци кабинетне çитсе курнă. Воспитанниксене кунта кăткăс техникăн çĕнĕ йышши хатĕрĕсене ятарлă программăпа хăнăхтараççĕ, куç курманнисем Брайль мелĕпе усă кураççĕ. "Калаçакан" программа вĕренĕве ансатлатать. Преподаватель пĕлтернĕ тăрăх - ачасем компьютера "шăшисĕрех" парăнтараççĕ. Сăмах май, информатикăна шкул программине иккĕмĕш класран кĕртнĕ.

Професси суйласси - тĕп ыйтусенчен пĕри. Шăпах çав кун интернатра иртнĕ "çавра сĕтелте" республикăри аслă шкулсен представителĕсем 12-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулнă, хевтесĕрсем техникум-института кĕнĕ чухне усă куракан çăмăллăхсемпе, экзамен тытмалли йĕркепе тата специальноçсен тĕнчипе паллаштарнă.

Асăннă мероприятие республика Пуçлăхĕ хутшăннă, пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсене хăйсем кăмăллакан профессие тĕплĕн шухăшласа суйлама сĕннĕ. Çамрăксене чылай ыйту кăсăклантарнă: Чăваш Ене ертсе пыма ĕмĕтленекенĕн мĕнлерех пулмалла, Михаил Игнатьев пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнин сăлтавĕ мĕнре, ăçта вĕреннĕ вăл тата ытти те. Паллах, кашниех тулли хурав илнĕ.

Çамрăксем хăйсен чун ыратăвне те пытарман - чылайăшĕ шкула 2, 9-мĕш троллейбуссемпе çÿрет. Çĕнĕ Кăнтăр районĕнче çавăн пекех 5, 8-мĕш номерлисем те маршрута тухаççĕ. Куç япăх курнипе ачасем тепĕр чухне пăтраштарса вĕсене тĕрĕс мар лараççĕ, ирĕксĕрех теприн çине куçма тивет - çак сăлтавпа урока вăхăтра çитменни те пулнă. Вĕсен шухăшĕпе - ытти хула тĕслĕхĕпе общество транспорчĕн номерĕсене пысăкрах çырса çутă диочĕн мелĕпе палăртмалла. Михаил Игнатьев ку ыйтăва çывăх вăхăтрах татса пама шантарнă.

Унтан Михаил Игнатьев Çĕнĕ çул уявне хутшăннă, шкул директорне спорт оборудованийĕн пуххине тивĕçмешкĕн свидетельство тата республика Пуçлăхĕн ăлкине хутшăнмашкăн йыхрав билечĕсем /унта 50 ача çитсе курĕ/ панă.

 Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.