Архив - 30 Мар, 2017 - Хыпар
Вĕллесене кaнтaра май лартма вaхaт
Утарçă тесен чылайăшĕн умне ăш-пиллĕ сăн-питлĕ çулланнă мичи сăнарĕ тухса тăрать пулĕ. Вĕлле хурчĕсемпе унччен чăнах та ватăсем ытларах тăрмашатчĕç. Юлашки çулсенче çак ĕçе çамрăксем те явăçаççĕ. Çакă хальхи çамрăксем хăйсен вăхăтне ирĕклĕрех палăртма пултарнипе те çыхăннă-ши? Паянхи кăларăмра Олег ИВАНОВ хурт-хăмăрçă утарти çуркуннехи ĕçсем çинчен каласа кăтартать:
Купaста хaçан акмалла?
Купăста — пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнекен пахчаçимĕç. Ăна пăхасси чăрмавлă мар, купăстари витамин-минерал хĕл каçичченех лайăх упранать. Пахчаçăсем халĕ пуçлă купăста çеç мар, брокколи, чечеклĕ, кĕрен пуçлă купăстана акса калча çитĕнтереççĕ. Çак ĕç пĕр пекех.
Вĕрене сĕткенĕ юхтарар-и?
Хурăн шывне ача чухне юхтарса ĕçеттĕмĕр. Пуртăпа касса хурăн хуппине сирсе уçакансем те пурччĕ. Йывăç суранĕ темчченех сипленейместчĕ, шывланса хĕрелсех каятчĕ çав тĕл. Халĕ çавнашкал хăтланнине асăрхаман.
Вĕрене шывне те юхтарнине пĕлетĕп. Вăл сиплĕ теççĕ. Ăна мĕнле илмелли йĕркепе паллаштараймăр-ши?
Вячеслав ГРАЧЕВ.
Çĕмĕрле районĕ.
Хура рак чирĕнчен
Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхри сад-пахчара хура рак чирĕ сарăлни палăрать. Вăл ытларах улмуççисене аптратать, грушăсен те тĕл пулать. Хура рак йывăçсен хăрушă чирĕсенчен пĕри, вăйлă аталансан вулă йăлтах сиенленет, йывăç 2-4 çул хушшинче хăрса ларать.
«Тантăш» № 12 (4529), 30.03.2017
Кобзонпа пĕрле юрланă
Вăл фортепиано калать. Классика музыкине пуринчен ытла юратать. Музыкăри пур жанрпа та кăсăкланать, мĕншĕн тесен кашниех хăйнеевĕрлĕ-çке. Ксения Гришина «Кĕмĕл сасă-2015» фестивальте Гран-при тивĕçнĕ, «Тăван тата патшалăх чĕлхипе юрлатпăр» Раççей конкурсĕнче çĕнтерсе Кремльте Хисеп хучĕ илнĕ, кăçал вара «Мускав-Гамбург» Пĕтĕм тĕнчери конкурсра çĕнтернĕ, çавна май ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тĕп телекурав йĕркелекен концерта «Майский вальс» юрăпа хутшăнĕ. Кусем — маттур пикен çитĕнĕвĕсен пĕчĕк пайĕ кăна-ха.
Чăвашлăх туйăмне вăратасшăн
Комсомольски салинчи культура çуртĕнче В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕ пур. Унтах ачасем валли «Спутник» студи ĕçлет. Ăна 16 çула яхăн Лариса Носова режиссер ертсе пырать. Ача-пăча студийĕ вара унчченех пулнă, халĕ те вăл пултаруллă ачасене аталанма çул уçса пырать.
Ачасене пысăк сцена çине кăларнă