Хĕрлĕ кăшмана кашни çулах акса ÿстеретпĕр. Хальччен кĕркунне пылак, шăтăк-путăксăр таса çимĕç пуçтарса илеттĕмĕр. Иртнĕ çул вара кăшманăн сĕтеклĕ тутине те туймарăмăр, тымарçимĕç илемĕпе те илĕрт¬мерĕ.
Хура çĕлен вăрманти уçлан¬кăна килĕштерет. Вăл шăрăх вăхăтра хĕвел питтине «хĕртĕнме» тухса выртать. Ытларах ирхине тата каçхине пиçĕхме юратать. Хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра сул¬хăна кĕрсе çухалать. Хăйне тивмесен вăл çынна тапăнмасть имĕш. Енчен те ал-ураран сăхсан мĕн тумалла-ха?