Александр Бондаревăн - «бронза»
Свердловск облаçĕнчи Аслă Пышма хулинче самбо енĕпе Раççей чемпионачĕ вĕçленнĕ. 64-мĕш хут иртнĕ ăмăртăва 76 регионти вун-вун спортсмен хутшăннă.
Унта Чăваш Ен каччисем те тупăшнă. Пуринчен ытларах 24-ри спорт мастерне Александр Бондарева ăннă: Ишлей каччи 62 килограмлă виçере бронза медаль çĕнсе илнĕ. Ку унăн пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар: 2012 çулта вăл Раççей чемпионатĕнче тата студентсен хушшинче иртнĕ тĕнче кубокĕнче çĕнтернĕ. Сергей Пегасов тренерăн вĕренекенĕ пĕлтĕр те çĕр-шыв тата Атăлçи округĕнчи тĕрлĕ турнирта мала тухнă, полици ĕçченĕ пулнă май Шалти ĕçсен министерстви йĕркелекен ăмăртусенче те пĕрре мар палăрнă.
А.МИХАЙЛОВ