Тараса тупнă
Авалхи пуян пăлхарсем усă курма пултарнă тараса тупни çинчен илтрĕм. Хальхи вăхăтра ăçта упранать вăл?
А.ПЕТРОВ.
Тăвай районĕ.
Удмурт Республикинче XII-XIV ĕмĕрсенче усă курма пултарнă тарасан пайĕсене тупнă. Хальхи вăхăтра вăл «Иднакар» музей-заповедникре упранать.
Тарасана пăхăрпа тăхлан хутăшĕнчен тунă, пĕчĕк-пĕчĕк йĕрсемпе тата пăнчăсемпе илемлетнĕ. Кăтартмăш те лаша, те аçтаха пуçне аса илтерет. Чашăк çакмалли сăнчăра е кантрана çирĕплетмелли рычаг вĕçĕсем юмахри чĕр чунсен пуçĕсем евĕрлĕ. Ахăртнех, тарасапа Пăлхар е Ылтăн Урта купсисем усă курнă, унпа вак укçа, техĕмлĕ çимĕç е хаклă ытти япала виçнĕ.
Специалистсем çакăн йышшисене хăй вăхăтĕнче Аслă Британире нумай тупнине çирĕплетеççĕ. Анчах ăсчахсем шăп та шай çакăн пек тараса пуррине пĕлмеççĕ.