Тантăш 1 (4922) № 16.01.2024
«Тантăшăн» чи çывăх тусĕ
«Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсем йышлансах пыни тата хальхи вăхăтра пичет кăларăмĕсене сума суни, алăран ямасăр вулани пире, редакцире вăй хуракансене, питĕ савăнтарать. Вĕсем пĕри тепринчен хастартарах: хаçата çырас енĕпе те, Телеграм-канал ертсе пырассипе те, çавăн пекех «ВКонтакте» ушкăнра та. Кашни çулах çĕнĕрен çĕнĕ ятсем хушăннишĕн те хĕпĕртетпĕр. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен вĕсем. Чи-чи хастаррисем, пĕр-пĕринпе ăмăртса çыракансем вара — Йĕпреç тăрăхĕнчи Çăкалăх шкулĕнчен. Сăмах май, асăннă пĕлӳ çуртĕнче вĕренекен Марина Васильева 4-5 уйăхра кăна «Тантăшра» 44 заметка пичетлеме ĕлкĕрчĕ. 2025 çулхи пĕрремĕш номере çак хастар çамрăк корреспондентпа паллаштарнинчен пуçлас терĕмĕр.
Кам хавхалантарнă? «Тантăшпа» туслашасси мĕнрен пуçланнă-ха хĕрачан? 10 çултискере кам хавхалантарнă? Çуллахи каникул вăхăтĕнче, лагерь ĕçленĕ тапхăрта, шкулти акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Мария Николаевна Маринăна «Тантăша» заметка çырма сĕнсе пăхнă. Хайхискер киле çитнĕ те тӳрех хаваслă каникул пирки статьясем шăрçалама тытăннă. «Манăн ĕçĕм пĕрремĕш хут пичетленсен питĕ савăнтăм. Вĕсене Юлия Васильевна вĕрентекен якататчĕ. Вăл — шкул ачисемшĕн ырă тĕслĕх. Унра чăвашлăх тапса тăрать. Вăл пĕр вырăс сăмахĕ хушмасăр чăн чăвашла, хитре те яка калаçать. Урокра ăна пирĕн шкул ачисем сывламасăр итлеççĕ. Кайран заметкăсене Мария Николаевнăпа иккĕн тӳрлетме тытăнтăмăр. Пĕррехинче «Тантăшăн» пĕр страници йăлтах манăн хайлавсемпе тухрĕ. Тӳрех пилĕк ĕç пичетленчĕ. 2024 çулта кăна хаçатра манăн 44 заметка кун çути курчĕ», — хавхаланса калаçрĕ 4-мĕш класс хĕрачи. Шкул пурнăÇĕ Марина хаçатра шкул пурнăçне çутатма юратать. Мĕнле мероприяти, уяв, ăмăрту иртет — тӳрех алла калем тытать. Паллах, Çăкалăхсемшĕн шкулĕшĕн ку пысăк чыс. Кĕçĕн класра вĕренекен шкул çитĕнĕвĕсене республика хаçатĕнче анлăн çутатма пултарни питĕ савăнтарать. «Пирĕн шкул — округра чи лайăххисенчен пĕри. Эпир часчасах тĕрлĕ конкурса хутшăнатпăр. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче наукăпа практика конференцийĕнче пултăм. Вĕрентекенпе иксĕмĕр инкубаторта кăвакал чĕпписем кăларни пирки ăслăлăх ĕçĕ çырса республика шайĕнче малти вырăн йышăнтăмăр. Çуллахи каникул мĕнлерех иртни пирки видео ӳкерсе пĕрремĕш вырăна тухрăм. Хамăр округри пĕр ăмăртуран та юлмастпăр эпир. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче «Чи ăшă туйăмсен çыххи» конкурсра иккĕмĕш, пластилинографи мелĕпе аннесен портретне тăвассипе виççĕмĕш пултăм, перчетке-пукане ăсталассин конкурсĕнче лауреат ятне тивĕçрĕм. «Учи.ру» платформа ирттерекен олимпиадăсене хутшăнма кăмăллатăп. Унта та час-часах çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçетĕп. Шкулта та пĕрмай тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕсене те хаваспах хутшăнатăп. Учительсен, аслă ăрурисен кунĕсене халалласа концертсем лартрăмăр. Ертӳçĕ те пулса куртăм. Кăштах хумхантарчĕ пулин те мана питĕ килĕшрĕ», — шкул пурнăçĕ пирки интереслĕ каласа кăтартрĕ хастар та маттур хĕр пĕрчи. Вăл киле таврăнса уроксем тунă хыççăн алла хаçат тытать, никам хистемесĕрех тӳрех юратнă кăларăма шăрçалама тытăнать. Акă мĕн ăна хальхи вăхăтра пысăк хавхалану кӳрет: «Хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Хамăн ята, тусăмсен хушаматне асăрхасан питĕ савăнатăп. Вуласа тухатăп та — татах алла калем тытса шăрçалас килет. Сăвăсем те çырас кăмăлăм пур. Ун валли малтан классиксен произведенийĕсене ытларах та ытларах шĕкĕлчемелле тетĕп. Мĕн савăнтарать, мана курса пичче Игорь хаçатра пичетленме пуçларĕ. Шăллăм Дима та пĕр заметка çырса пăхрĕ. Пĕрле вĕренекен Аделинăпа Арина та мана курса «Тантăшпа» туслашрĕç. Эпир шкулти тăхтавра та юратнă хаçатран уйрăлаймастпăр, тĕрлĕ вăйă вылятпăр, ытти автор сăвви-калавĕпе паллашатпăр», — пĕлтерчĕ Марина. <...>
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...