Комментировать

18 Фев, 2025

Хыпар 12 (28329) № 11.02.2025

Хĕл кунĕнче ăшă çуккипе çырлахма юрамасть

Ку эрне тĕрлĕ мероприятипе пуян. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура çак самант çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ: кам, ăçта, хăçан тата мĕн тумаллине пĕлет – палăртнă ĕçсене яваплăха туйса пурнăçлама чĕнсе каларĕ.

Мероприятисен списокĕпе ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова паллаштарчĕ. Правительствăн округсенчи кунĕсемпе Пĕрлехи информаци кунĕнчен пуçласа влаç органĕсен ĕçченĕсен Спартакиадин программинчи йĕлтĕр эстафети таран — пĕтĕмпех асăнма та Юлия Викторовнăна самай вăхăт кирлĕ пулчĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Олег Николаев пурне те тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ. «Кăтартусен экономики» наци проектне пурнăçласси çак эрне теми пулнă май ун пирки те каларĕ: ку Цифра аталанăвĕн министерствин ĕçĕ кăна мар — пурин те хутшăнмалла, унсăрăн регион цифра трансформацийĕн çулĕпе ăнăçлă утасси иккĕленӳллĕ. Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр мĕнле пынипе строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов паллаштарчĕ. Ку кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра ытти чухнехинчен иртерех пуçланă темелле — социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчех ăшă пама тытăннă. Резерв топливин — мазутăн, çĕр кăмрăкĕн — саппасне нормăпа килĕшӳллĕн хатĕрленĕ. Тивĕçлĕ тытăмсем ятарлă бригадăсем йĕркеленĕ — ресурссемпе тивĕçтересси чăхăмланă тĕслĕхсенче юсав ĕçĕсене пуçăнмашкăн вĕсем яланах хатĕр. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр пуçланнăранпа республикăра потребительсене ресурссемпе тивĕçтерекен объектсенче 389 авари-пăтăрмах пулнă. Çав шутра сивĕ шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе — 89, ăшă тата вĕри шыв парса тăрас енĕпе — 122. Электричествăшăн та унашкалли кăтартуллă — 169 тĕслĕх. Киловатсемпе çыхăннă кăлтăксене ытларах округсенче шута илнĕ. Газ парса тăрасси икĕ хут чăхăмланă. Вăл е ку ресурспа тивĕçтерессине чарнин вăтам вăхăчĕ 5,6 сехетпе танлашнă. Кунашкал тĕслĕхсен пĕтĕмĕшле шучĕ çулталăк каяллахинчен 2,6 хут чухлех чакнă та — пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме те юрать пек. Апла мар çав. Владимир Максимов хĕле кĕнĕренпе Шупашкарта çурт-йĕре ăшă энергийĕ тата вĕри шыв парса тăрассипе çыхăннă пысăк виçĕ авари пулни çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Пĕрремĕш хутĕнче, раштавăн 14-мĕшĕнче, тĕп хулан кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче нумай хваттерлĕ, 26 пин ытла çын пурăнакан 130 çурт ăшăсăр юлнă. Тепринче — çĕнĕ кăнтăр районĕнчи 44 çурт. Виççĕмĕш тĕслĕх нарăсăн 12-мĕшĕнче пулнă — аварие пула нумай çурта, социаллă объекта кунĕпе ăшă парайман. Çавна май Владимир Михайлович çав пысăк аварисене тĕплĕ тишкерме, «Т Плюс» компанипе тунă концесси килĕшĕвĕн условийĕсене пурнăçланине тĕпчеме сĕнчĕ. Энергокомпани енчен çитменлĕхсем пурри куçкĕрет. Çакна Шупашкарта пĕлтĕр кивĕ ăшă сечĕсене палăртнă чухлĕ улăштарманни те çирĕплетет. Çĕнĕ 25,4 километра яхăн пăрăх хывмалла пулнă, чăннипе вара 22 километр çеç, палăртнин 86,7% чухлĕ, тăснă. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан «Т Плюсăн» вырăнти филиалĕ 2022-2023 çулсенче те ку енĕпе концесси килĕшĕвĕнчи обязательствăсене парăнтарайманнине аса илтерчĕ. Потребительсен пысăк парăмĕсем те ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен ĕçне япăх витĕм кӳреççĕ. Нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне ăшă энергийĕшĕн тӳлемелли парăм 277 миллион тенкĕпе танлашнă, электричествăшăн — 231 миллион. Унсăр пуçне тата — çутçанталăк газĕшĕн, шывшăн... Çак парăмсен пĕрлехи виçи 1,4 миллиард тенке яхăнах. Ку цифра çулталăк каяллахинчен 12% чакнă, çапах — пурпĕр пысăк. Кунашкал ĕç-пуç республика Пуçлăхне те тивĕçтермест. Вăл Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар пуçлăхĕсене концесси килĕшĕвĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ. Ăшăпа тивĕçтерекен компанин ертӳçи улшăннă — унпа та калаçмалла. Кирлĕ тĕк Олег Алексеевич «Т Плюс» ертӳлĕхĕ ячĕпе хăй те çак лару-тăрупа кăмăлсăррине палăртса çырупа тухма хатĕр. Концесси килĕшĕвĕнче обязательствăсене пурнăçламаншăн штраф санкцийĕсемпе усă курассине çирĕплетнĕ — çак саманта та шута илмелле. Вĕсене иртнĕ çул кăна тӳрре кăларманнине каçарма та пулĕччĕ, анчах ĕç-пуç çуллен çапла тăк — тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем тумаллах. Патшалăх Канашĕн иртнĕ сессийĕнче депутатсенчен пĕри шăпах çак темăна çĕклесе калаçăва çивĕчлетрĕ те — çакна аса илтернĕ май Олег Николаев ăшăпа вĕри шыв тарифĕсен ыйтăвĕпе те кăсăкланчĕ. Тариф службин ертӳçи Сергей Егоров ку енĕпе энергетиксем тĕлĕшпе ӳпкев çуккине палăртрĕ — тарифсене малтан палăртнă виçепе хăпартса пыраççĕ, анчах тĕп хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов «Т Плюсăн» Мари Элти тата Чăваш Енри филиалĕнчен аварисене пула ăшă паман тĕслĕхсемшĕн 300 миллион тенкĕ шыраса илме ыйту тăратни çинчен пĕлтерчĕ. Канашлура çавăн пекех приватизаци ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Рафикова пĕлтĕр патшалăх пурлăхне 40 миллион ытла тенкĕлĕх сутни çинчен каларĕ. Ку ĕç кăçал та пуçланнă ĕнтĕ. Автотранспортăн 11 единицине сутма ĕлкĕрнĕ, хыснана 9 миллион тенкĕ кĕнĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Малашлăх çути – ÿсекен ăрура

«Ачасемпе чăвашла калаçмасан вĕсенчен мĕн кĕтетпĕр-ха эпир? Пĕтĕмпех хамăртан пуçланать», — çапларах шухăш янăрарĕ Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче кăçал виççĕмĕш хут иртнĕ «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика фестивалĕнче. Мероприяти, ытти çулсенчисемпе танлаштарсан, тата калăпăшлăрах пулчĕ. Хутшăнакансем те, хăнасем те йышлă пухăннă.

Кăçалхи фестивале Тăван чĕлхе кунне, Раççейри Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкне халалланă. Йăлана кĕнĕ экскурсие те çакна тĕпе хурсах йĕркеленĕ. Сăмахран, Паттăрлăхпа мухтав пӳлĕмĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă выпускниксен сăнĕсене вырнаçтарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсен стенчĕ те пур. Шкул коллективĕ салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнать. Ав, окоп çуртисем нумай хатĕрленĕ. Тепĕр енче маскировка тетелĕ çыхмалли хатĕрсем вырнаçтарнă – пархатарлă ĕçе экскурсие хутшăнакан кашни çынна явăçтарчĕç. «Хĕрлĕ Чутай тумĕ аваллăхран пуянлăха» пӳлĕмри экскурси те интереслĕ иртрĕ. Ку тăрăхри Мучикасси ялĕнче пурăнакан Зинаида Чернова ĕлĕкхи çи-пуçа упрать. Чутай тумне хатĕрлес ĕçпе паллаштарнă май вăл пир тĕртнинчен пуçласа тĕрĕ-эрешпе илемлетесси таранах каласа кăтартрĕ. «Ĕçĕ питĕ нумай пулнă. Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши? Выльăх-чĕрлĕхне те пăхнă вĕт», — терĕ Зинаида Михайловна. Чăнах та, ĕлĕкхи пурнăç халăх историйĕнче тарăн йĕр хăварнă, ăна пĕлмесен эпир паянхине те хаклама, малалла тĕрĕс-тĕкел аталанма пултараймăпăр. Çакнашкал экскурсисем шăпах çавна туйса илме май параççĕ те ĕнтĕ. Фестивале Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн директорĕ Вероника Архипова уçрĕ. Вăл ĕмĕрсем хушши тытăнса пынă ырă йăлайĕрке аваллăхра ан юлтăрччĕ тесе каларĕ. «Чăваш йăли-йĕркине пĕлмен, манса кайнă темĕнле пултаруллă çынна та пур енлĕн аталаннă теме çук», – Геннадий Волков паллă академик каланă сăмахсене аса илтерчĕ Хĕрлĕ Чутай округĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров. Чăваш ачи ĕлĕкех мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнине те палăртрĕ. Фестиваль ĕçне Хĕрлĕ Чутайсен «Чавал» ентешлĕхĕ çулленех хастар хутшăнать. Кăçал та унăн председателĕ Владимир Савинкин ертсе пынипе тăван округран аякра пурăнакан ентешсем килсе çитрĕç. Палăртмалла: фестиваль конкурсĕсене хутшăнакансем республикăри 12 муниципалитет округĕнчи 37 шкултан пуçтарăннă. Вĕсем «Çемье йăли-йĕрки — çирĕп çемье никĕсĕ», «Халăх юрри – чунăм уççи», «Ай, ташлар-и ташшине…», «Çыру çырсамăр салтаксем патне» /проза тата поэзи/, «Халăх йăли – пурнăç йĕрки», «Ăста аллинче ĕç вылять», «Пирĕн çемьери юратнă чăваш апачĕ», «Мухтав сана, çĕнтерӳçĕ салтак» номинацисенче тупăшрĕç. Сăмах май, «Çыру çырсамăр салтаксем патне…» секцири «Сăвăлла çыру» номинацире тупăшакансен пултарулăхне хаклама эпир те хутшăнтăмăр. Ачасем сăвăсене кăçал пĕлтĕрхинчен те туйăмлăрах, чуна тивмелле янăраттарчĕç, çакă тĕнчери лару-тăрупа та çыхăннă-тăр. Чылайăшĕн пиччĕшĕ, ашшĕ е тăванĕ ятарлă çар операцине хутшăнать. Ачасем вĕсене хăвăртрах Çĕнтерӳпе таврăнма сунса хĕлхемлĕ сăвăсем шăрçаланă. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Етĕрнесем пуçарулăхпа палăраççĕ

Етĕрне округĕнче Правительство кунне хăйне евĕр йĕркелерĕç. Ăна «Присурье» спорт шкулĕнче ирттерчĕç. Ентешсем çавра сĕтелсен хушшине ларса канашларĕç.

5 мегапроект Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев министрсемпе пĕрле республика, Етĕрне округĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерчĕç, 2025-2030 çулсем валли тĕллевсем палăртрĕç. Республикăн 2030 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине пурнăçа кĕртнĕ май Етĕрне округĕнче 109 инфратытăм тата 60 инвестици /коммерци/ проекчĕ хатĕрлемелле. Виçĕ драйвер-проект — хăмла отрасльне, туризма аталантарас тата сĕт-çу продукцийĕ енĕпе. Пĕрлехи рейтингра Етĕрне округĕ 11-мĕш вырăн йышăнать, республика экономикине 2023 çулта хывнă тӳпе 1,5 процентпа танлашнă. — Çак тĕлпулу проектсене пурнăçлас ĕçĕн пуçламăшĕ пулса тăрать. Эпир, паллах, инфратытăмпа — ăшăпа, шывпа, электричествăпа тивĕçтерессипе, çул-йĕр, шкул, сывлăх сыхлавĕн, культура обћекчĕсем тăвассипе ĕçлеме тытăнăпăр. Укçа çăлкуçĕсем пур, анчах вĕсем пире кирлинчен сахалрах — çителĕклĕ пуласса шанатпăр. Çакă пиртен пуринчен те — ертсе пыракан командăран тата муниципалитет округĕнче пурăнакансенчен — килет. Эсир ĕçе, пуçарусене епле йĕркеленинчен те, — терĕ Олег Алексеевич. Республика ертӳçи округ администрацине кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен 2025-2030 çулсенчи комплекслă программа шайĕнче территорие анлăн аталантармалли программăна, кăçалхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕччен Чăваш Ен агропромышленноç комплексне аталантармалли стратегие пурнăçламалли мероприятисен планĕн çул-йĕр карттине туса хатĕрлеме, çĕнĕ инфратытăм обћекчĕсем тума çĕр лаптăкĕсене суйласа илмеллине тивĕçтерме хушрĕ, коммуналлă хытă каяшсене пухмалли вырăнсен реестрне актуализацилес ĕçе вĕçлемеллине пĕлтерчĕ тата ыт. те. Етĕрне округĕнче 5 мегапроект пурнăçлама палăртнă: «Наци турмаршручĕ», «Хăмла туса илессине аталантарасси», «Чăваш Енре коммуналлă хытă каяшсене пухмалли сферăри инфратытăма модернизацилесси», «Пысăк шыв-шур. Шывсене тасатмалли центрсем тăвасси», хастар вăрăм ĕмĕрĕн «Манăн социаллă центр» центрĕсен сетьне уçасси». Уяв — Шупашкарта тата Етĕрнере Етĕрне округĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе, малашлăх плансемпе округ пуçлăхĕ Станислав Трофимов паллаштарчĕ. Етĕрне тăрăхĕ «Пуçаруллă бюджет» программăна хастар хутшăннине палăртмалла. Асăннă тăрăхра пурăнакансем çак программăн пĕлтерĕшне туяççĕ. 2020-2024 çулсенче асăннă майпа çĕр-çĕр проекта пурнăçа кĕртнĕ: çулсем тунă, кану вырăнĕсем, обћектсем хута янă тата ыт. те. 2025 çулта ку тăрăхра çеç 186 проект пурнăçланĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсем республикăра лидерсем шутланаççĕ. Куншăн Етĕрнесене Олег Николаев та ырларĕ: «Округра пурăнакансем «Пуçаруллă бюджет» программăна хастар хутшăнса пурнăç тытăмне ырă еннелле улăштараççĕ, — терĕ вăл. — Халăх лайăх пурăнма ăнтăлать. Çакă — çирĕп никĕс, тĕрлĕ ĕçе пурнăçа хăвăрт кĕртме май парать. Çакна та палăртмалла: асăннă округ юлашки çулсенче ыттисенчен хăвăртрах тата тĕрлĕ енлĕ аталанма пултарчĕ. Чи малтанах — промышленноç енĕпе. Çапах та налуксен тата тĕрлĕ енлĕ ытти тупăш шайĕ самаях пысăкланнă пулсан та ял хуçалăх енĕпе, ытти округпа танлаштарсан, аяларах ретре тăрать. Çак тĕллевпе эпир ӳсĕмсене те, ăнăçсăртарах майсене те палăртса хăвартăмăр. Унсăр пуçне Етĕрне округĕ Мускав çулĕ çинче тата Сăр юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнине кура çакăнпа усă курмалли майсем пур — уйрăмах туризм енĕпе». Çакна та палăртса хăвармалла: кăçал Республика кунĕ Шупашкарта тата Етĕрне округĕнче иртĕ. Уява йĕркелеме малтанхи çулсенче округсем 10 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ, кăçал, Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 105 çул çитнĕ çулталăкра, ку виçене 20 млн тенке çитернĕ. Çапла вара Етĕрне тăрăхĕ пысăк гранта тивĕçнĕ пĕрремĕш округ шутланать. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Хăрушă кунсене аса илтерекенни халĕ те тупăнать

Сăр хӳтĕлев чиккисене Етĕрне районĕнче 1941 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче тума пуçланă. 1-мĕш çар-хир сооруженийĕн строительствине Етĕрне, Сĕнтĕр, Совет, Элĕк районĕсенчи çынсем хутшăннă.

Истори пĕлтерĕшлĕ объект Етĕрне тăрăхĕнче Сăр хӳтĕлев линийĕ Сăр шывĕн сылтăм çыранĕпе Засурье ялĕ тата Етĕрне хули, сулахай енче Ямоз поселокĕ, Сарьял, Выççăлккă-1 поселокĕ, Ильина Гора ялĕсен çумĕпе иртнĕ. Строительсен умне Сăр шывĕн сăртлă, çырма-çатраллă çыранĕ хĕррипе тăшман танкĕсене чарма май паракан объектсем — дотсем, дзотсем, эскарпсем, çĕр пӳртсем, окопсем, траншейăсем, командирсем валли сăнав пункчĕсем — тумалла пулнă... Историре кăна мар, çĕр пичĕ çинче те тарăн йĕр хăварнă ĕçсене вĕçленĕренпе 80 çул ытла иртнĕ пулин те 1941 çулхи хăрушă çав кунсене аса илтерекен япаласем халĕ те тупăнаççĕ. Леонид Белов хăйĕн хуçалăхĕнчен 300-400 метрта тимĕр-бетон ункă выртнине тахçанах пĕлнĕ. Анчах та вăл вăрçă хатĕрĕ пулнине чухламан. «Юнашар шыв юхса выртать те... Ăна кунта кам та пулин çăл тăвас тĕллевпе илсе килнĕ тесе шухăшланă», — терĕ вăл. Ахăртнех, вăхăт витĕмĕпе е çын тăрăшнипе «калпак» çаврăнса ӳкмен тĕк — ăна «палласа илме» ансатрах пулатчĕ. Вăрттăнлăх ăнсăртран уçăлнă. «Кăрлачăн 7-мĕшĕнче ирех алăкран Çĕмĕрле хулинче пурăнакан пĕлĕш шаккарĕ. «Ташла!» — пĕрремĕш сăмахĕ çакă пулчĕ. Эпĕ ун çине тĕлĕнсе пăхнине кура кулса илчĕ. «Эсĕ Сăр хӳтĕлев линийĕсене тума хутшăннисене асăнса палăк лартас тĕллевпе çунса пурăннине пĕлетĕп. Сана валли хатĕр монумент тупрăм, — сăмахне малалла тăсрĕ пĕлĕшĕм. — Вăрманта сунарта çӳренĕ чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тимĕр-бетон пулемет «калпакĕ» патне пырса тухрăм». Эпĕ ун çине ăнланмасăр пăхнине кура юлташăм сăмахне уçăмлатма васкарĕ: «Александр Матросов кĕлеткипе хупланă дот пекки ĕнтĕ...» — каласа кăтартрĕ Леонид Николаевич. Çакăн хыççăн юлташсем Пĕтĕм Раççейри истори тата культура палăкĕсене сыхлакан обществăн Чăваш Республикинчи пĕрлĕхне кайнă. Унта вăрманта тупнă тимĕр-бетон сооружение Выççăлккă ялĕ çывăхĕнче 1941 çулхи юпа - 1942 çулхи нарăс уйăхĕсенче вырнаçтарнине çирĕплетнĕ. Пĕрлĕх членĕ Михаил Федулов каланă тăрăх, архив докуменчĕсем Сăр хӳтĕлев чиккисенче çавăн йышши объектсене нумай вырнаçтарнине çирĕплетеççĕ. Вăрçă хыççăн чылайăшне аркатнă, урăх тĕллевпе усă курнă. Оборона линийĕ иртнĕ вырăнта тупнă пĕрремĕш «калпак» хальхи вăхăтра Ильина Гора ялĕнче упранать. Ăна 2024 çулхи пуш уйăхĕнче Чăваш Республикин культура еткерĕн объекчĕсен шутне кĕртнĕ. Çавăн пекех Выççăлккă ялĕ çывăхĕнче тупнă «калпакăн» та историпе культура пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен хальччен те Сăр хӳтĕлев линийĕн комплексне туллин тĕпчемен.

Яланхи вырăнне тупрĕ Шурлăх çăтнă «калпака» туртса кăларма ансат пулман. Ăна вырăнтан хускатмашкăн тавралла шăтăк чавма, енчен енне çатăрласа илнĕ йывăç тымарĕсене касма тивнĕ. Унтан лебедкăпа вăрман тăрăх сĕтĕрнĕ, чăнкă сăрт хĕррине илсе çитернĕ. «Етĕрне округĕн пуçлăхĕ Станислав Трофимов пулăшрĕ. Вăл артефакта тăвалла хăпартма хăватлă икĕ трактор тупса пачĕ. Çавăн пекех Сăр хӳтĕлев чиккисене тунисене асра хăварас тĕлĕшпе тума палăртнă ĕçсенче малашне те пулăшса пыма шантарчĕ», — терĕ Леонид Николаевич. Халĕ пулемет «калпакĕ» хăйĕн яланхи вырăнне тупнă: ăна Сăр шывĕн сылтăм çыранĕнчи Выççăлккă-1 ялне вырнаçтарнă. Ку сăртран тавралăх — иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче суранлатнă çĕр пичĕ — алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Леонид Николаевич кунта Етĕрне тăрăхĕн Сăр хӳтĕлев линине тума хутшăннă çынсене асăнса Мемориал комплексĕ йĕркелесшĕн пулнине пĕлтерчĕ. «Чылай çулхи ĕмĕт чăнлăха çаврăнса пынипе хавхаланнăскер хамăн савăнăç пирки каласа кăтартма Вера Григорьевна патне шăнкăравларăм. Анчах хирĕç палланă сасса илтеймерĕм... Чĕрене шуйхантарнă шухăш, шел те, тӳрре килчĕ. Кăчкă праçникĕ умĕн вăл яланхи йăлапа окопсем патне кăчкă татма кайнă. Каялла таврăнма ăна шăпа пӳрмен. Çурăм хыçне Етĕрнери чиркĕве çӳрекенсем валли кăчкă тултарнă кутамкка çакнăскер çавăнтах ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă», — каласа кăтартрĕ Леонид Белов. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


«Плуг çинчен ÿксе юлаттăм»

Комсомольскинче пурăнакан Марва Чепайкинăна та «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул» медальпе наградăланă. Медале кăкăрĕ çине çакса ăна округ пуçлăхĕ Николай Раськин саламланă.

Марва Кузьминична кăрлачăн 31-мĕшĕнче 97 çул тултарнă, ăна саламлама килне эпир те çитрĕмĕр. Кинемей Завод урамĕнчи çуртра, совет саманинче патшалăх туса панăскерте, ывăлĕпе пĕрле пурăнать. Марва Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнче çуралнă, пĕчĕк чухнех ашшĕсĕр юлнă, амăшĕ пĕччен темиçе çăвара харăсах тăрантарма вăй çитерейместĕп тесе ăна Патăрьел районĕнчи Татмăшри çемьене, чире пула темиçе тĕпренчĕкне çухатнăскере, усрава панă. Хăйне, кăкăр ĕмнĕскере, унта парса янине Марва нумай çул иртсен кăна пĕлнĕ. — Аслă вăрçă 1941 çулта пуçланчĕ, — терĕ вăл шкул ачи пекех. — Патăрьел МТСĕ çумĕнчи курсра виçĕ уйăха яхăн тракториста вĕрентĕм, вăрçă çулĕсенче-ши е хыççăн-ши — калаймастăп. Колхозсен çĕрне МТС тракторĕсемпе сухаланă. Малтан плугарь пултăм. Тимĕр плуг çинче ларса пыраттăм, эпĕ тĕренĕсене антарнă е хăпартнă. Кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕрен хĕвел пуçне кăтартнă чухне тĕлĕрсе каяттăм та плуг çинчен пĕрмай ӳксе юлаттăм. Юрать-ха, тĕрен айне пулман. Трактор тимĕр кустăрмаллăччĕ, рульне Катекри Алексей Кузнецов тытатчĕ. Бакне пĕрмай шыв яраттăмăр, ăна витрепе çырмаран йăтаттăмăр. Пĕр колхозран тепĕрне куçса сухалаттăмăр. Тăрăн ялĕнче комбайнер пулăшуçи пултăм. Вăл йĕтемре ларатчĕ, хĕрарăмсемпе ачасем ун умне кĕлте ывăтса паратчĕç. Ĕçленĕшĕн МТС механизаторĕсемпе плугарьсене тырă панă, вĕсене çитерме хуçалăхсенче апат пĕçернĕ, эпир выçăпа касăхман. Пирĕнсĕр пуçне колхозниксем пĕр е икĕ тĕренлĕ плугпа сухаланă. Анчах ĕç малалла хăвăрт кайман, мĕншĕн тесен ялсенче суха тума пултаракан лаша сахал юлнă. Пурте МТС сухаласа парасса кĕтетчĕç. Кил хуçалăхĕнче çĕрулми сухапуçĕпе лартнă, ăна шур сухалсем тытнă, хĕрарăмсем туртнă. Ĕçлесе илнĕ тырăпа килтисем тутăр туянса пачĕç — питĕ савăнтăм. Вăрçă хыççăн Татмăшсен «Восток» колхозĕнче ĕçлерĕм, патшалăх валли вăрман касса кăларма хутшăнтăм. Унта вара çиме çăкăр çукчĕ, çынсем йывăç айне лексе вилни пулчĕ. Вербовка йĕркипе Березники хулине çулталăклăха ĕçлеме ячĕç — строительствăна хутшăнтăмăр. Яла таврăнсан колхозра ĕçлерĕм. Марва Комсомольски районĕнчи Шăхран ялне качча тухнă, икĕ ача çуратса ӳстернĕ. Райцентрти аш-какай комбинатĕнче, ытти предприятире вăй хурса пенсие кайнă. Халĕ ăна ывăлĕ Владимир пăхать, ун патне хĕрĕ, Шупашкарта пурăнаканскер, мăнукĕсем килсе çӳреççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.