Комментировать

20 Фев, 2025

Тантăш 6 (4927) № 20.02.2025

Кĕнеке кăларма ĕмĕтленет

Вăл çиччĕмĕш класра çеç вĕренет-ха. Мĕн пĕчĕкренех хăйĕн хастарлăхĕпе палăрса тăрать, вĕренӳре малта пулма тăрăшать, ал ĕçĕпе кăсăкланать, тĕрлĕ мероприятие, конкурса, предмет олимпиадисене хутшăнса палăрать, пысăк çитĕнӳсем тăвать. Çакăн пек маттур, анлă тавра курăмлă, пур енлĕ пултаруллă ачасем пирки шкул мăнаçлăхĕ тесе çирĕппĕнех калама пулать. Сăмах Елчĕк округĕнчи Çĕнĕ Пăва шкулĕн чи хастар вĕренекенĕ Эмилия Ласточкина çинчен пырать. Унăн ячĕпе хушаматне «Тантăш» хаçатăн тусĕсем пĕрре мар курнă ĕнтĕ. Çак кунсенче Эмилийăпа çыхăнма эпир те май тупрăмăр.

ÇЕМЬЕ — ÇИРĔП ТĔРЕВ

— Пирĕн туслă çемье Çĕнĕ Пăва ялĕнчех тĕпленнĕ. Эпир шăллăмпа Глебпа кунти шкулта вĕренетпĕр. Атте Алексей Владимирович пĕр хуçалăхра склад заведующийĕнче вăй хурать, анне Ирина Николаевна бухгалтерта тăрăшать, йăмăк Агния ача садне кăна çӳрет-ха. Çавăн пекех пирĕнпе асаннепе асатте пурăнаççĕ. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура. Эпир пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр, килти ĕçсене пĕрле пурнăçлатпăр, — кĕскен паллаштарчĕ Эмилия. Пултаруллă ачана тӳрех уйăрса илме пулать. Çĕнĕ Пăва шкулĕн вĕренекенĕ ача садне çӳренĕ чухнех хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă. Сăвва пăхмасăр калассипе, юрă-ташăпа çыхăннă конкурссенчен Эмилия нихăçан та айккинче пăрăнса юлман. Çитĕнсе пынă май, пĕр вырăнта ларма юратманскер малалла аталанма тĕллев лартнă. — Çакăн пек хастар пулма аттепе анне, вĕрентекенсем, кукамай хавхалантараççĕ. Çывăх çынсем пулăшни, сĕнӳсем пани мана çунатлантарать. Конкурссене, тĕрлĕ мероприятие никам хистемесĕр, хам кăмăлпах хутшăнатăп. Вĕсене хатĕрленни те хăйне евĕрлĕ аталану, — тет Эмилия.

ХЫПАРСЕМ ÇЫРАÇÇĔ, «ЕРАЛАШ» ӲКЕРЕÇÇĔ

Çĕнĕ Пăва шкулĕнче «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» тухăçлă ĕçлесе пынине палăртма кăмăллă. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи Анна Иванова хавхалантарнипе хастарсем тĕрлĕ çĕре хутшăнаççĕ, хăйсем те мероприятисем йĕркелеççĕ. Халĕ кашни шкултах медиацентр та пур. Редактор пулнă май, Эмилия çак ушкăн ĕçне йĕркелесе пырать. Кунти хастарсем Çĕнĕ Пăва шкулĕнче мĕн пулса иртнине «Школьное ТВ» телеграм-каналта та пĕтĕмпех çутатаççĕ, хыпарсем çыраççĕ, «Ералаш» ӳкереççĕ. Эмилия сăвă та çырать. Çак пултарулăх унра пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех палăрма пуçланă. Тин кăна шăрçаланнă йĕркесене вăл чи малтан хăйĕн кукамăшне вулаттарать. Çутçанталăк, кăмăл-туйăм, туслăх пирки çырма ытларах килĕшет-мĕн ăна. Сăвă-калав, заметка хайлама юратниех хĕрачана «Тантăш» хаçатпа туслаштарнă. Хăйĕн ĕçĕсенче Эмилия çемье çинчен, шкул пурнăçне, ялта е округра иртнĕ мероприятисем пирки анлăн çутатса парать. — «Тантăш» хаçатпа çыхăну тытни мана хамăн кăмăл-туйăма палăртма, ытти ачан пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе паллашма май парать, — тет Эмилия. Халĕ унăн пĕр ĕмĕт пур — çитĕнсен вăл хăйĕн кĕнекине кăларасшăн. Хĕрачан çитĕнӳ чылай пулнăран пурне те асăнса пĕтереймĕн. Хăйĕн тăрăшулăхне курах ĕнтĕ иртнĕ çулла «Страна героев» лагере кайма тивĕçнĕ вăл.

ЭМИЛИЯ — ÇАМРĂК МИНИСТР

— Пирĕн шкулта волонтерсем хастар ĕçлеççĕ. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче мана министр тесе палăртрĕç. Шанса панине тӳрре кăларма тăрăшатăп. Тепĕр чухне йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ пулин те çак ĕç питĕ килĕшет. Манăн тивĕç — тĕрлĕ акци, мероприяти йĕркелесси, волонтерсене ертсе пырасси, — кĕскен каласа кăтартрĕ Эмилия. Юрлама, ташлама юратаканскер сценăпа та туслă, шкулти «Маленький актер» театр кружокне çӳрет. Ăна Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Тарават» ушкăнра та курма пулать. Сăмах май, кĕçех Елчĕк округĕнче «Истоки» пултарулăх конкурсĕ иртмелле. Çĕнĕ Пăва шкулĕн вĕренекенĕсем унта патриотла ташăпа хутшăнма палăртнă. Халĕ тăрăшсах хатĕрленеççĕ.

ТУХТĂР ПУЛАС ТĔЛЛЕВЛĔ

Хĕрача вĕренӳре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма тăрăшать, кашни чĕрĕке шĕкĕр «5»-пе çеç вĕçлеме ăнтăлать. Анатомипе, çыннăн организмĕ мĕнлерех ĕçлесе пынипе кăсăкланаканскер биологи предметне пуринчен ытларах кăмăллать, ăна çăмăллăнах парăнтарать. Пушă вăхăта сая яма хăнăхман вăл. Ашшĕ-амăшне пулăшать, апат пĕçерет, çавăн пекех медицинăпа çыхăннă литература вулать, вĕтĕ шăрçапа аппаланать, тĕрлет, конькипе, роликпе ярăнать. Хĕрача шăллĕпе йăмăкĕшĕн те ырă тĕслĕх пулма тăрăшать. <...>

Татьяна ФИЛИМОНОВА.

♦   ♦   


Взлетая на крыльях таланта

Талантливый человек талантлив во всем. Так смело можно сказать и об ученице седьмого класса Новобайбатыревской школы Яльчикского округа Виталине Ертмаковой. Она активно участвует в школьных, окружных и региональных мероприятиях. Виталине нравится выступать на спектаклях, петь в хоре, а также снимать и писать новости для школьного канала. Она талантлива, энергична и, кажется, совсем беззаботна. Между тем девочка знает цену каждой минуте, ее дни четко расписаны до предела.

УЧИТСЯ АКТЕРСКОМУ МАСТЕРСТВУ

Виталина вне учебы регулярно посещает театр «Маленький актер». Про это место девочка узнала от своих друзей, которые занимались здесь ранее. В театре Виталина репетирует ближайшие спектакли, учится актерскому мастерству и работает над сценическими движениями. Ей очень нравится атмосфера в театре, потому что здесь есть возможность перевоплощаться в разные роли и выступать на сцене. Благодаря дружеской атмосфере у коллектива много побед в конкурсах.

ВОКАЛЬНОЕ ИСКУССТВО

Юная героиня особое место уделяет и пению. Про хор она узнала от учителя музыки Анны Ивановой. Девочка поет уже около двух лет, и ей это очень нравится. – Самое яркое выступление было на новогоднем концерте, когда мы исполнили красивую песню с хоровыми партиями. Это было так волнительно и радостно! Недавно в нашем округе было открытие Года защитника Отечества и 80-летия Победы в Великой Отечественной войне. Здесь мы выступили с песней «Жить». В тот день мне очень понравилось наше выступление! – поделилась своими впечатлениями школьница.

СТИХИ ПОМОГЛИ УЛУЧШИТЬ АНГЛИЙСКИЙ

Виталина с увлечением изучает английский язык, а именно читает стихи на английском языке. Ее этому научила Лариса Викторова, которая однажды предложила ребятам попробовать участвовать в конкурсе стихов про Рождество. – Сначала было сложно, но потом я нашла несколько интересных стихотворений, которые мне понравились. После этого начала читать их вслух, а дальше и участвовать в конкурсах чтецов. Это помогло мне улучшить мой английский язык и развить уверенность в себе, – разъяснила девочка.

МИР ТАНЦА

Наша героиня открыла еще одну творческую страницу в своей жизни – волшебный мир танца. Она принимала участие в фестивале «Камбре». Это такое мероприятие, где собираются ребята из разных школ и показывают свои таланты в музыке и танцах.

– В этом фестивале я со своим коллективом выступила с танцем. Событие нас очень вдохновило! Успела познакомиться со многими талантливыми ребятами, – рассказала Виталина. <...>

Кристина ПАВЛОВА.

♦   ♦   ♦


Çăм арлама пĕлетĕр-и?

Пĕр-пĕр илемлĕ хатĕр ăсталас тесен нумай вăй хумалла. Чăваш халăхĕн ачапăчине тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарасси тĕп вырăнта пулнă. Манăн сире сурăх çăмĕн пĕлтерĕшĕ пирки каласа кăтартас килет.

Çăм арласси — ал ĕçĕн авалхи тĕсĕ. Кашни килтех вăл тĕп вырăн йышăннă. Хĕрачасене пĕчĕкренех çак ĕçе вĕрентнĕ. Çипрен ăшă та çемçе япаласем çыхнă. Халĕ çăм арласси, ăшă чăлха, тумтир тата ытти япала çыхасси, тен, пĕлтерĕшлех те мар, анчах та çак ĕç питĕ усăллă. Арланă вăхăтра мĕн чухлĕ хускану тăватпăр. Ĕç кал-кал пынă чухне чунра çăмăл, юрри хăех шалтан шăранса тухать. Мăн Этмен шкулĕнче, хамăр класри ачасен умĕнче, çăм арлассин ăсталăх класне ирттертĕмĕр. Çак ĕçе юратма мана анне Венера Еремеева вĕрентрĕ. Ăна вара мана кукамай хăнăхтарнă. Чăнах та асаннесемпе кукамайсем пурăннă чухне ку ĕçе вĕренмелле тесе шухăшлатăп. Сурăх çăмне çуркунне тата кĕркунне касаççĕ. Кĕрхи çăм ларать тенĕ, çавăнпа та ăна хутăштарса таптарнă. Çăма кĕнчеле çине çыхса хунă, пĕр алăпа çăмне туртатурта йĕке çине çавăрса пынă. Икĕ йĕки тулсан пĕрлештернĕ, кайран çăмха тунă. Çиппе пĕтĕрсен чăлхаалсиш çыхма юрăхлă. Арлама вĕреннĕ чухне пирĕн пата 90 çултан иртнĕ кукамай та килчĕ. Хам пултарулăха ăна кăтартрăм. Нумаях пулмасть пирĕн тăрăхра «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика фестивалĕ иртрĕ. Эпĕ унта хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕм. Эсир çăм арлама пĕлетĕр-и? Çырса пĕлтерĕр. <...>

Даша ЕРЕМЕЕВА, 7-мĕш класс. Хĕрлĕ Чутай округĕ, Мăн Этмен шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.